Егорова Валентина Михайловна
Егорова Валентина Михайловна (хӗр чухнехи хушамачӗ Васильева; ҫур. 1964 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ[1], Шупашкар) — спортсмен. 1988 çулта ăна çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕнче класлӑ СССРăн спорт мастерĕ ятне панă. 1992 çулта ăна çавăн пекех тава тивĕçлĕ СССР спорт мастерĕ ятне панă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденĕн иккĕмĕш шайне тивĕçлĕ пулнă.
Шупашкар (1995), Токио (1996) хулисен, Муркаш районӗн хисеплĕ гражданинӗ.
Пурнăçĕ
Валентина Егорова 1964 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Муркаш районӗнчи Исетерккĕ ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. Васильева Рената Егоровна амӑшӗ, Васильев Михаил Антонович ашшӗ те — пенсире.
Шупашкарти спорт мастерĕсен аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1997 çулта Волгоградри физкультура институтне вĕренсе тухнă. Унӑн пӗрремӗш тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Васильев.
1988 ҫулта пӗрремӗш хут ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР сборнӑйне лекнӗ. Спортсменкӑн пӗрремӗш пысӑк старчӗ Сплитра иртнӗ 1990 ҫулхи Европа чемпионатӗнче пулнӑ, Егорова унта кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, фаворитка шутланакан Роза Моте португалкӑран 5 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ. 1991 ҫулхи Лондон марафонӗнче Егорова виҫҫӗмӗш пулса тӑнӑ.
Спортсменка карьеринче чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ 1992 ҫулхи Барселонӑри вӑйӑсенче пулса иртнӗ, унта вӑл Михаил Кузнецов(выр.)чăв. тренер ертсе пынипе Пӗрлештернӗ команда йышӗнче марафонра ҫӗнтернӗ[2]. Олимп марафонӗ питӗ хӗрӳ иртнӗ, дистанцин юлашки метрӗчченех унӑн Юко Аримори японкӑпа тупӑшма тивнӗ, ҫапах та финиша 8 ҫеккунт маларах тухма пултарнӑ.
1993 тата 1994 ҫулта Егорова сумлӑ Токио марафонӗнче ҫӗнтернӗ, 1995 ҫулта вӑл унта иккӗмӗш тухнӑ. 1994 ҫулта вӑл ҫавӑн пекех Бостон марафонне хутшӑннӑ, Ута Пиппиг нимӗҫрен кая юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ пулин те, Егорова кӑтартнӑ виҫе — 2 сехет, 23 минут та 33 ҫеккунт — унӑн карьеринче чи лайӑххи тата Раҫҫейри чи пысӑкки пулса тӑнӑ.
Егорова ҫурма марафона та хутшӑннӑ. 1995 ҫулта вӑл ҫак дистанцире тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ.
Атлантӑра иртнӗ 1996 ҫулхи Олимп вӑййисенче кӗмел медале тивӗҫнӗ, ку ҫитӗнӗве вӑл ӗнтӗ Раҫҫей сборнӑйӗн йышӗнче тунӑ. Вӑл каллех Ариморирен иртсе кайнӑ, анчах 2 минут хушши Фатум Робе Эфиопи спортсменкинчен юлнӑ.
2003—2011 ҫулсенче Олимп резервӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑтам ятарлӑ училищин тренер-преподавателӗ вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 2013 ҫулта Муркашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне, Олимп резервӗн ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне унӑн ятне панӑ[3].
Егорова карьеринче юлашки пысӑк ҫитӗнӳ 1999 ҫулхи Нагано марафонӗнче ҫӗнтерни пулса тӑнӑ.
Çĕнтерĕвĕсем
Марафонла чупассипе:
- 1988 çулхи СССР кубокне çĕнтерсе илнĕ;
- 1991 çулхи Тĕнче кубокне çĕнтерсе илнĕ;
- 1991 çулхи Тĕнче кубокĕнче приза тивӗҫнӗ;
- 1991 çулхи Европа чемпионачĕнче приз çĕнтерсе илнĕ;
- 1992 çулхи 25 çуллахи олимп вăййисенче чемпион пулнă;
- 1992 çулхи Тĕнче кубокне çĕнтерсе илнĕ;
- 1994 çулта Раççей рекордне лартнă.
- 1995 çулхи Тĕнче кубокĕн чемпион пулнă;
- 1995 çулхи Тĕнче чемпионачĕнче приз çĕнтерсе илнĕ;
- 1996 çулхи 26 çуллахи олимп вăйисенче кĕмĕл çĕнтерсе илнĕ;
Хисепӗсем
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1992).
- Шупашкар (1995) тата Токио (1996) хулин, Чӑваш Республикин Муркаш районӗн (2004) хисеплӗ гражданинӗ. II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тата «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена (2007 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче) тивӗҫнӗ[4]. Чӑваш Республикинче Валентина Егорова призӗсемшӗн йӑлана кӗнӗ ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртет.
- «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ (2020).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Valentina Yegorova // World Athletics Database
- ^ Олимпийская чемпионка Валентина Егорова вернулась в большой спорт. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Егорова, Валентина Михайловна (спортсменка; 16.02.1964) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Чувашской Республики от 15 июня 2007 года № 50 «О награждении орденом „За заслуги перед Чувашской Республикой“» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Валентина Егорова — олимп статистики Sports-Reference.com сайтĕнче(акăлч.)
- Валентина Егорова — IAAF сайтри профиль(акăлч.)