Андреев Павел Андреевич

Андреев Павел Андреевич (ҫур. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Пăваялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет ҫӑмӑл атлечӗ, вӑрӑм дистанцисене чупакан спортсмен. 1972 ҫулта Мюнхенра иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, СССР чемпионачӗсен бронза тата икӗ хутчен кӗмӗл призёрӗ, Совет Союзӗ, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призёрӗ. Ӑмӑртусенче «Трудовые резервы» спорт обществин чысне хӳтӗленӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ[2].

Кун-ҫулӗ

1944 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Пӑваялӗнче ҫуралнӑ. Кӗҫӗн Кипек вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чухне А. И. Смирнов физкультура учителӗ пулӑшнипе чупма хӑнӑхнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑна килӗштернӗ[3].

Вӑрӑм дистанцисене чупассипе кӑсӑкланма Свердловск облаҫӗнчи Краснотурьинск хулинче пуҫланӑ, Краснотурьинск хулин 11 № профессипе техника училищин ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче ҫак вӗренӳ заведенийӗнче физкультурӑна вӗрентекен Алексей Григорьевич Шуваев тренер ертсе пынипе ӑмӑртусене хатӗрленнӗ.

Студент пулнӑ май тӗрлӗ ӑмӑртусенче хутшӑнса иккӗмӗш спорт разрядне пурнӑҫланӑ. Каярах СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне тӑнӑ, Украина ССРӗнчи Львов хулинче хӗсметре пулнӑ. 1966 ҫулта СССР спорт мастерӗн(выр.)чăв. нормативне пурнӑҫланӑ. Ҫар тытӑмӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Хӗсмет вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Львоврах юлнӑ, Карпат ҫар округӗн спорт клубӗнче ӑмӑртусене хатӗрленнӗ. 1969—1971 ҫулсенче темиҫе хутчен те Украина ССР чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ[3].

Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗвӗ — 1971 ҫулхине СССР халӑхӗсен Мускаври Спартакиадинче (кунта пӗрлех СССР чемпионачӗ те иртнӗ) 10 000 метра чупса бронза медаль. Ҫулталӑк иртсен Новгородра иртнӗ СССР чемпионатӗнче ҫав дистанцирех кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ, ӑна Мюнхенри Ҫуллахи Олимп вӑййисенче (1972)(выр.)чăв. ҫӗршыв чысне хӳтӗлеме ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ, унта малтанхи этапра виҫҫӗмӗш вырӑнтан квалификациленнӗ, финалта финиша вунпӗрмӗш ҫитнӗ.

Юлашки хут пӗтӗм Союз шайӗнче 1973 ҫулхи сезонра ӑмӑртнӑ, ун чухне вӑл Мускавра иртнӗ СССР чемпионатӗнче хӑйӗн юратнӑ дистанцийӗнче Николай Свиридова ҫеҫ ирттерсе ярса финишра иккӗмӗш ҫитсе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл кӑтартнӑ 27:59,8 вӑхӑт чылай хушӑ 10 000 метра чупас енӗпе Украина рекорчӗ шутланнӑ[4].

СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ(выр.)чăв. пулса тӑнӑ. Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн 1975 ҫулта Львов патшалӑх физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нумай ҫул хушши ҫӑмӑл атлетикӑра тренер пулса ӗҫленӗ, темиҫе ҫар клубӗнче спортсменсене хатӗрленӗ. Ҫав шутра 5 ҫул Польша ҫӗршывӗнче тренерта вӑй хунӑ[3]. Пенсие аслӑ лейтенант званире тухнӑ.

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Надежда, велоспорт енӗпе СССР спорт мастерӗ, Украина ССР пӗрлештернӗ командин пайташӗ пулнӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Pavlo Andreiev // Sports-Reference.com (англ.)
  2. ^ Н. Г. Скородумов. Андреев Павел Андреевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Андреев Павел Андреевич (выр.). Официальный портал органогв власти Чувашской Республики. Вурнарский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  4. ^ Рекорды Украины. Лёгкая атлетика Черниговской области (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Тӗнчене тӗлӗнтернӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2022. — 30 утӑ/июль (№ 55). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Чикмякова, С. Тӗнчене тӗлӗнтернӗ Вӑрнар спортсменӗсем / С. Чикмякова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2012. — 26 раштав. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Андреев Павел Андреевич // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 41.
  • Скородумов, Н. Г. Андреев Павел Андреевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 105.
  • Скородумов, Н. Г. Андреев Павел Андреевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2007. — С. 36.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем