Вайгина-Ефремова Лилия Николаевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Вайгина-Ефремова Лилия Николаевна
Вайгина-Ефремова Лилия Николаевна.jpg
Харпӑр информаци
Арлӑх хĕрарăм
Тулли ят Вайгина-Ефремова Лилия Николаевна
Патшалӑх Flag of the Soviet Union.svg СССР СССР, Flag of Russia.svg РФ, Flag of Belarus.svg Беларуҫ, Flag of Ukraine.svg Украина
Специализаци биатлон
Ҫуралнӑ 1977 çулхи акан 26-мĕшĕ
Ҫуралнӑ вырӑн Шупашкар хули, Чăваш Ен, РСФСР, СССР
Ҫӳллӗшӗ 151
Йывӑрӑшӗ 49

Вайгина-Ефремова Лилия Николаевна (ҫур. 1977 ҫулхи акан 15-мӗшӗ, Шупашкар) — Шупашкар хулинче ҫуралнӑ украин биатлонисчӗ, Туринри 2006 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййисен бронза призёрӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей тата Беларуҫ пӗрлештернӗ командисенче те ӑмӑртнӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш АССРӗн Шупашкар хулинче 1977 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мешӗнче ҫуралнӑ.

Лилия биатлонпа 1987 ҫулта В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкар производство пӗрлешӗвӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче кӑсӑкланма тытӑннӑ. Пӗрремӗш тренерӗ — Г. П. Салдимиров, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ[1].

Шупашкар олимп резервӗн училищинче, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ.

Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсенче кӑтартусем пысӑках маррипе вӑл 1999/2000 сезонра ҫеҫ тӗнче шайенчи пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнма пуҫлать. Каярахпа вӑл Тӗнче кубокне те тӑтӑш хутшӑнман, ҫавӑнпа та Раҫҫейӗн тӗп перлештернӗ команда йышӗнче ҫирӗпленеймен.

2002 ҫулхи Солт-Лейк-Ситири Олимпиадӑна лекейменрен Лилия Ефремова Беларуҫ биатлон федерацийӗн сӗнӗвне йышӑннӑ та Беларуҫ пӗрлештернӗ командине куҫнӑ. Ҫак командӑшӑн ӑмӑртса Ефремова Тӗнче кубокӗн(выр.)чăв. тапхӑрӗсенчи эстафета ӑмӑртӑвӗсенче пьедестал ҫине пӗрре мар хӑпарнӑ, сезон пӗтӗмлетӗвӗсемпе харпӑр тупӑшура вӑл 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Беларуҫ физкультурӑпа спорт университетне вӗренсе пӗтернӗ[2].

2003 ҫулта каллех гражданлӑхне тепӗр хут улӑштарнӑ, Украина команди йышӗнче Ефремова тӗп биатлонисткӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 2006 ҫулта Лилия Ефремова хӑйӗн карьеринче чи пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ — Туринри Хӗллехи Олимп вӑййисен бронза медальне ҫӗнсе илнӗ[3]. Беларуҫпе Украина пӗрлештернӗ командисенче ӑмӑртусене хӑйӗн мӑшӑрӗ Константин Вайгин ертсе пынипе хатӗрленнӗ.

Тӗнче кубокӗ

Раҫҫейшӗн

  • 1999—2000 — 55-мӗш вырӑн (13 очко);
  • 2000—2001 — 74-мӗш вырӑн (4 очко);

Беларуҫшӗн

  • 2002—2003 — 34-мӗш вырӑн (118 очко);

Украинӑшӑн

  • 2003—2004 — 63-мӗш вырӑн (12 очко);
  • 2004—2005 — 60-мӗш вырӑн (25 очко);
  • 2005—2006 — 26-мӗш вырӑн (225 очко);
  • 2007—2008 — 57-мӗш вырӑн (20 очко);
  • 2008—2009 — 57-мӗш вырӑн (93 очко);
  • 2009—2010 — 53-мӗш вырӑн (89 очко).

Хисепӗсем

  • Ольга княгиня орденӗн III степенӗ (2006)[4].

Харпӑр пурнӑҫ

Мӑшӑрӗ — Вайгин Константин Геннадьевич(выр.)чăв. (1964 — 2021) — совет биатлонисчӗ, СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Беларуҫ Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ.

Украинӑна куҫсан ҫемье малтанласа нумаях мар Сумы хулинче пурӑннӑ, кайран Киев хулине куҫнӑ. 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӗсен Александра хӗрача ҫуралнӑ[5].

Ăнлантарусем

  1. ^ Салдимиров Геральд Прокопьевич - Тренер-преподаватель по биатлону(паллӑ мар). Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного образования «Спортивная школа олимпийского резерва № 2». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  2. ^ Ефремова Лилия | Российские спортсмены | Спортивная Россия (выр.). www.infosport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  3. ^ «Чемпионат». Сочи-2014. Лучшие Игры для Украины за 20 лет. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  4. ^ Certificate Error (англ.). aztekium.pl. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  5. ^ Олимпийская призерка стала мамой | Интернет газета Любимый город - новости Сумы и Сумской области, возможность разместить объявление бесплатно(паллӑ мар). gorod-sumy.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Скородумов, Н. Г. Ефремова Лилия Николаевна / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2012. — С. 35;
  • Скородумов, Н. Г. Ефремова Лилия Николаевна / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 579.

Каçăсем