Салдимиров Геральд Прокопьевич

Салдимиров Геральд Прокопьевич (ҫур. 1956 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ) — совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри биатлон тренерӗ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ[1].

Биографийӗ

Геральд Прокопьевич Салдимиров Чӑваш Республикинче 1956 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫамрӑк чухнех биатлонпа кӑсӑкланнӑ, спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илмелли норматива пурнӑҫланӑ. Вӑл — Чӑваш Ен чемпионӗ тата 1985 ҫулта иртнӗ хӗллехи Атӑлҫи Спартакиадин пӑхӑр призёрӗ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗнчи йӗлтӗр секцийӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

1993 ҫулта Челепири физкультура институтӗнчен «физкультура» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, квалификацийӗ — «физкультура преподавателӗ, тренер». Вунӑ ытла Раҫҫей спорт мастерне вӗрентнӗ, ҫав шутра тӗнче чемпионӗсене те: Е. Михайловӑна, Т. Моисеевӑна, Р. Матвеевӑна, Европа чемпионне С. Башкирова, Олимп вӑййисен призёрне Л. Ефремовӑна, юниорсен хушшинчи тӗнче чемпионне Е. Петрова[1], чемпиона мира среди юниоров Е. Петрова[2].

«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» (1995 ҫ.) , Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ» (2001 ҫ.) , «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (2011 ҫ.) хисеплӗ ятсем пур[1].

Хальхи вӑхӑтра арӑмӗпе тата ывӑлӗпе пӗрле Шупашкар хулинче Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет[3][4].

Ҫемье

Арӑмӗ — Маргарита Салдимирова, биатлон енӗпе СССР спорт мастерӗ. Ывӑлӗ — Денис Салдимиров, биатлон енӗпе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ. Хӗрӗ — Марина Салдимирова, вӑл та биатлонпа кӑсӑкланнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Салдимиров Геральд Прокопьевич - Тренер-преподаватель по биатлону (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  2. ^ Евгений Петров: "Сначала пришёл в биатлон побаловаться". www.skisport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  3. ^ Российский биатлон. w.biathlonrus.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 В Год Матери и Отца главным судьей «Лыжни России» назначен отец спортивного семейства Геральд Салдимиров. cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.