Мӑн Сӗнтӗр (Муркаш районӗ)

Мăн Сĕнтĕр, — Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи сали. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ шутне кĕрет. Пурăнакансен йышĕ 1500.

Тавралăхĕ

Мăн Сĕнтĕр сали Сĕнтĕр юхан шыв хĕрринче вырăнаçнă (Атӑла юхса кĕрет).

Урамсем

  • Анисимов урамĕ
  • Багров урамĕ
  • Горький урамĕ
  • Завод урамĕ
  • Ленин урамĕ
  • Мир урамĕ
  • Мичурин урамĕ
  • Çамрăксен урамĕ
  • Çĕнĕ урам
  • Хир урамĕ
  • Çурçĕр урам
  • Совет урамĕ
  • Ĕçлев урамĕ
  • Учительсен тăкăрлăкĕ

Кун-çулĕ

1917 çул тĕлне Мăн Сĕнтĕр Хусан кĕперни йышĕнчи Чикмĕ уесĕн Тутаркас вулăсне кĕнĕ.

Топономика

Сĕнтĕр ят (выр. Сундырь) - «Шындыр» ту çинчи çармăçсен топонимикăлла (Сĕнтĕр юхан шыв) ятĕнчен пулса кайнă. Вăл — «шын» — «юхан шыв, шыв пуçĕ»; «дыр» / «тыр» — «край, берег» сăмахсенчен пулса кайнă.

Сĕнтĕр пирки пĕрремĕш çырнисем XVIII ӗмӗрти çăлкуçсенче тĕл пулаççĕ. Çакăн пирки вырăс çыравçи Александра Фукс çапла ăнлантарать:

Сĕнтĕр-пасар вырăс ял. Кунта кашни кĕçнерни кун чăвашсем пасара пуçтарăнаççĕ.

Инфраструктура

undefined

Кунта больница, аптека, вăтам шкул, Мăн Сĕнтĕр райповĕ, кану паркĕ, автозаправка, православи чиркĕвĕ, библиотека, лавккасем вырăнаçнă. Вырсарни кун кашни эрнере пасар пулать. Анчах ялăн нумай урамĕсенче япăх çулсем. Ыттисенче пачах çук та.

Паллă çынсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем