Патман Николай Кириллович

Патман Николай Кириллович (паспортри хушамачĕ: Кириллов, 1895 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ, Аслă Чурачăк, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1945 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Гулаг, СССР) — чăваш çыравçи[1].

Кун-çулĕ

1895 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районне кĕрекен Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Кайран шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçипе граждан вăрçине хутшăннă. Çартан таврăннă хыççăн «Канаш» хаçат редакцийĕнче, Чăваш ÇП-нче ĕçленĕ.

1937 çулта репрессине лекнĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ.

1956 çулта çеç ырă ятне тавăрнă.

Ӗçĕсем

Николай Патман калавсем, очерксем, фальетонсем хайланă. 1958 çулта унăн ĕçĕсем «Акатуй» кĕнекере тухнă. 1959 çулта «За что?» (Меншĕн?) кĕнекере вырăсла тухнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чуваши - Патман Николай Кириллович(паллӑ мар). narodudm.unatlib.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Силэм, Ю. Чӑнлӑхран пӑрӑнман / Ю. Силэм // Тӑван Атӑл. — 2015. — № 5. — С. 125-126.
  • Тимуков, А. Малашлӑха шанса / А. Тимуков // Тӑван Атӑл. — 1991. — № 5. — С. 70.
  • Абрамов, В. А. Патман (Кириллов) Николай Кириллович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 375.
  • Григорьев, В. Я. Патман (Кириллов) Николай Кириллович / В. Я. Григорьев, Г. А. Уткин // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 263.
  • Изоркин, А. В. Открывая первые борозды : Кириллов (Патман) Николай Кириллович / А. В. Изоркин // Их имена останутся в истории : биогр. очерки. — Чебоксары, 1993. — Вып. 1. — С. 197-201.
  • Кириллов-Патман Николай Кириллович (1895-1945) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 78-80.