Андрбаев Нуриян Аюпович
Андрбаев Нуриян Аюпович (1936 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Кӗҫӗн Аллагуват, Ҫтерлӗ районӗ, Пушкӑрт АССР, СССР — 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет архитекторӗ. Архитектура енӗпе РСФСР Патшалӑх премийӗн(выр.)чăв. лауреачӗ (1987).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мешӗнче Пушкӑрт АССРӗн Ҫтерлӗ районӗнчи Кӗҫӗн Аллагуват ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Октябрьски нефть техникумне (Пушкӑрт АССР), Пӗтӗм Союзри куҫӑн мар политехника институтне(выр.)чăв. тата 1974 ҫулта Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтне (филиалне)(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ[2].
1987 ҫулта Шупашкарти Чӑваш музыка театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне проектланӑшӑн архитектура енӗпе ушкӑн йышӗнче РСФСР Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех лауреатсем В. А. Тенета тата Л. В. Карсян архитекторсем, О. К. Смирнов инженер-конструктор тата И. Н. Друганкин строитель пулса тӑнӑ.
1999 ҫулта Шупашкарта Геологи музейне никӗсленӗ.
2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 89 ҫулта вилнӗ[3].
Хисепӗсем
- Архитектура енӗпе РСФСР Патшалӑх премийӗ (1987);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ (1986);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ(выр.)чăв. (1994);
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2007)[4].
Ӑнлантарусем
- ^ И.И. Бойко. Андрбаев Нуриян Аюпович(паллӑ мар). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Наши выпускники(паллӑ мар). polytech21.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Ушёл из жизни Заслуженный строитель России и Чувашии Нуриян Аюпович Андрбаев (2025-06-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Скончался заслуженный строитель России и Чувашии Нуриян Андрбаев(паллӑ мар). forum.na-svyazi.ru (Ҫӗртме 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Андрбаев Нуриян Аюпович // enc.cap.ru
- Когда фамилия как бренд // sovch.chuvashia.com