Иванова Олимпиада Владимировна

Иванова Олимпиада Владимировна (ҫур. 1970 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Мӑнҫут, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — паллӑ чӑваш спортсменӗ, çăмăл атлет, Олимп чемпионĕ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2001, ҫӑмӑл атлетика, 20 ҫухрӑма хӑвӑрт утасси).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1970 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Кокшакассинчи вӑтам шкулран, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физика воспитанийӗн факультетӗнчен тата Шупашкарти туризмпа сервис институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

2001 ҫулта Эдмонтонра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче 20 ҫухрӑм дистанцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. 2002 ҫулта Мюнхенра иртнӗ Европа чемпионатӗнче те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Афинӑра иртнӗ 2004 ҫулхи Олимп вӑййисенче Афанасий Цумелек гречанкӑна мала ярса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хельсинки хулинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Иванова каллех ылтӑн выляса илнӗ. 20 ҫухрӑма 1 сехет, 25 минут та 41 ҫеккунт хушшинче утса тухса ҫак дистанцире ҫӗнӗ тӗнче рекордне тунӑ та 100 пин доллар премие тивӗҫнӗ.

Ырӑ кӑмӑл вӑййисен (1994, 2001) ҫӗнтерӳҫи, Европа Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2000, 2001), 2002 ҫулхи Тӗнче кубокӗн кӗмӗл призёрӗ (1997 ҫулхи Тӗнче кубокӗ вӑхӑтӗнче те финиша иккӗмӗш тухнӑ, анчах та допинг-тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн унӑн результатне пӑрахӑҫланӑ[1]).

1995 çулта Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Олипиадӑна «Чи ӑста ҫӑмӑл атлетсем» йышне кӗртнӗ.

2011 ҫултанпа Олимп резервӗн Шупашкарти училищин тренер-преподавателӗ шутланать[2].

Хисепӗсем

Ҫемье

  • Упӑшки: Иванов Эдуард Вениаминович, Олимпиада Владимировна тренерӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Libération «Le dopage marche aussi à Athènes» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчи копийӗ
  2. ^ 1, 2 Иванова Олимпиада Владими­ровна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  3. ^ Официальный портал органов власти Чувашской Республики → Указы Главы Чувашской Республики о награждении. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
  4. ^ В рамках Года выдающихся земляков (выр.). cheb.ruc.su. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем