Айдак Аркадий Павлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫын пирки
Айдак Аркадий Павлович
Айдак, А.П.jpg
Çуралнă вăхăт 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ(1937-06-07)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2012 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ(2012-09-09) (75 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
Хисеп орденĕ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ
золотая медаль ВДНХ РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ
«Чăваш Республикишĕн хастар ĕçсем тунăшăн» орден

Айдак Аркадий Павлович (1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Чурпай, Етӗрне районӗ, Чӑваш АССРӗ2012 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — совет самани вӑхӑтӗнчи ял хуҫалӑх производствине йӗркелекенӗ.

РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985), Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1997). СССР халӑх депутачӗ (1989—1991), СССР Аслӑ Канашӗн аграри ыйтӑвӗсемпе апат-ҫимӗҫ комитечӗн пайташӗ пулнӑ. Чӑваш Республикин (2012)[1] тата Чӑваш Республикин Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ, «Ленинская Искра» колхоз председателӗ.

Пурнӑҫӗ

Ӑҫта ҫурални

1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Аркадий Павлович каланӑ тӑрӑх, Айдак хушамата Вырӑс-Япони вӑрҫинчен ашшӗ енчен куккӑшӗ илсе килнӗ. Аркадий Павловичӑн ашшӗне 1937 ҫулта арестленӗ, тӗрмере вӑл вунӑ ҫул ирттернӗ[2].

Профессиллӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулта А. П. Айдак Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ, вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулса тӑнӑ[3].

1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз (Тури Ачак ялӗ) председателӗ, ҫак ял хуҫалӑхӗ пӗтӗм союзӗпе унти ӗҫ-хӗле экологипе ҫывӑх йӗркелесе пынипе чапа тухнӑ пулнӑ. Кунта пестицидсемпе усӑ курмасӑр энтомологи заказникӗсем тума тытӑннӑ. 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Раҫҫейӗн экологи министерстви колхоза тавралӑха сыхлас тата ҫутҫанталӑкпа рационаллӑ усӑ курас енӗпе хӑйӗн базӑллӑ опытлӑ-кӑтартуллӑ хуҫалӑх статусне панӑ[4][5].

«Ҫакӑ тата А. П. Айдак каласа панӑ ытти нумай-нумай ӗҫ пире вӑл ертсе пынипе ҫутҫанталӑк сыхлавӗн ӑслӑлӑх ҫине таяннӑ ҫутҫанталӑк системине ял хуҫалӑхри производствӑна ӗҫе кӗртни ҫинчен туллин калама май парать. Раҫҫей Федерацийӗн тавралӑха сыхлас тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствин коллегийӗ «Ленинская искра» колхозӑн ӗҫ опытне ырланӑ, кунти материалсене вырӑнти органсене тӗпчеме тата анлӑ усӑ курма ярса панӑ. Раҫҫей Ҫутҫанталӑк министерствин приказӗпе (1993 ҫулхи пуш уйӑхӗ) «Ленинская искра» колхоза Раҫҫей Ҫутҫанталӑк министерствин тавралӑха сыхлас тата ҫутҫанталӑкпа рационаллӑ усӑ курас енӗпе базӑллӑ опытлӑ-кӑтартуллӑ хуҫалӑх статус панӑ».
— Раҫҫей Федерацийӗн тавралӑха сыхлас тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствин министрӗ В. И. Данилов-Данильян.

[1]

1985 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ[6].

1989 ҫултанпа — Чӑваш АССРӗн 689 № Етӗрнери наципе территори суйлав округӗнчен СССР халӑх депутачӗ пулса тӑнӑ[7]. Августри путч вӑхӑтӗнче Борис Ельцин майлӑ пулнӑ. Каярахпа Айдак Ельцин политики тӗлӗшпе кӑмӑлӗ сивӗннӗ[8].

1990-мӗш ҫулта Айдак чӑваш национализм юхӑмне хутшӑннӑ, чӑваш чӗлхине Чӑваш Республикин пӗртен-пӗр патшалӑх чӗлхи тесе пӗлтересшӗн майлӑскер тата чӑваш тӗнне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма тӑрӑшнӑ[9].

1997 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

2007 ҫулта Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ[10].

«Пирӗн ҫӗршывра унӑн хӑйне евӗрлӗ опытне никам та тепӗр хут тума пултарайман, мӗншӗн тесен Айдак хӑй те хӑйне евӗрлӗ, интереслӗ, легенда йышши пултаруллӑ ҫын». Николай Фёдоров.

2007 ҫулта 44 ҫул хушши колхоза ертсе пынӑ хыҫҫӑн, унӑн Хисеплӗ председателӗ пулса тӑнӑ.

2012 ҫулхи президент суйлавӗнче Айдак Владимир Путина майлӑ тухса каланӑ.

Чӑваш Республикин (2012) тата Чӑваш Республикин Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ, «Ленинская Искра» колхоз председателӗ[6]. Аркадий Айдак шучӗпе Чӑваш Республикин улттӑмӗш хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ. Ун умӗн ҫакӑн пек ята икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрне Андриян Николаев космонавта, Геннадий Волков педагога, Вера Кузьмина артисткӑна, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне Николай Федорова тата Варнава митрополита (Владимир Кедров) чысланӑ[11].

2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[12].

Хисеплӗ ячӗсемпе наградисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Наследие Чувашии.рф Айдак, Аркадий Павлович (организатор производства; 07.06.1937-09.09.2012) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Уроки Айдака — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Истинный Сын Земли: к 80-летию со дня рождения А.П. Айдака » Чувашский государственный аграрный университет - официальный сайт (англ.). www.academy21.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Аркадий Айдак, председатель колхоза «Ленинская Искра»: Долгий, извилистый и трудный путь к относительной идиллии". Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  5. ^ «И ВЗОЙДУТ СЕМЕНА» (Аркадий Павлович Айдак). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 АЙДАК Аркадий Павлович — Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ Айдак Аркадий Павлович. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  8. ^ Уроки Айдака. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  9. ^ Чувашия девяностых. Этнополитический очерк , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ "28 марта 1992 года, в Чебоксарах состоялся Второй съезд ЧАП. На нем присутствовала делегация от «псевдо-ЧОКЦ» (В. Станьял и др.), а также представители Союза молодежи Чувашии [...], а также Крестьянского союза Чувашии (лидер А. Айдак — руководитель крупного хозяйства, депутат ВС ЧР, сторонник провозглашения чувашского языка единственным государственным языком в Республике, активный поборник идеи возрождения язычества как национальной религии чувашей и т. д.)"
  10. ^ Научно-практическая конференция «Айдаковские чтения» 2018, Чебоксары — дата и место проведения, программа мероприятия.. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  11. ^ Легендарный Айдак: медаль федерального министра и высшая награда Чувашии. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  12. ^ [https://chgtrk.ru/novosti/chuvashiya-prostilas-s-arkadiem-aydakom/ Чувашия простилась с Аркадием Айдаком - ГТРК Чувашия] (выр.). chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем