Волков Геннадий Никандрович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Волков Геннадий Никандрович — (1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин тата Раҫҫей ӑсчах-педагогӗ (1967), этнопедагогика никӗслевҫи[1], ҫыравҫӑ тата публицист. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1967), профессор (1968), СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн академикӗ (1990). СССР ҫыравҫисен пайташӗ (1982). Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2001).
Ҫемйи тата вӗренӳ
Г.Н. Волков 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ Никандр Никитич Волков математикӑпа физика учителӗ ,пулнӑ. Амӑшӗ — Евдокия Михайловна Волкова. Ҫемьере виҫӗ ывӑл ӳснӗ. Пӗртӑвансем – Анатолий Никандрович Волков (хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1976) тата Зинон Никандрович Волков (тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1974)[2].
1935 ҫултан пуҫласа 1942 ҫулччен Геннадий Волков Аслӑ Елчӗкри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ӑс пухнӑ. 1942—1945 ҫулсенче Елчӗкри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Шкул хаҫачӗн яваплӑ редакторӗ, ВЛКСМ комитечӗн пайташӗ пулнӑ. Ҫак ҫулсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсемпе пӗр килнӗ. 15 ҫулти Кени (Г. Н. Волкова ялта ҫапла чӗннӗ) уй-хир бригади ҫумӗнчи пӗрлештернӗ отряд ертӳҫи пулса тӑнӑ, каярахпа — В. И. Ленин ячӗллӗ колхозӑн транспорт бригадин бригадирӗ. Унӑн бригади элеватора 30-40 лав тырӑ ӑсатнӑ, хуларан — краҫҫын , вӑрмантан – вутӑ, уйран – кӗлтесем турттарнӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, студент чухне тата аспирантура ҫулӗсенче колхозра ӗҫлени уншӑн ҫуллахи канӑвӑн пӗртен-пӗр мелӗ шутланнӑ[3].
Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, 1945—1949 ҫулсенче, Геннадий Волков Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультечӗн студенчӗ пулнӑ. Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш курссенче вӑл ВЛКСМ ТК стипендине тивӗҫнӗ. Комсомол комитечӗн ӗҫне те хутшӑннӑ. 1948 ҫулта Г. Н . Волков КПСС членӗ пулса тӑнӑ[3].
1948 ҫулта Шупашкар хулинчи арҫынсен 4-мӗш вӑтам шкулӗнче Геннадий Волковӑн педагогика ӗҫӗ-хӗлӗ пуҫланнӑ. Кайран вӑл Хусанти арҫынсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли 78-мӗш шкулта физика учителӗнче ӗҫленӗ. 1949—1952 ҫулсенче Хусанти педагогика институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫулта ача ҫурчӗн воспитателӗнче, Мускаври ӗҫпе кану лагерӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ.
Педагогика ӗҫӗ-хӗлӗ
Геннадий Волковӑн ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИпе ҫыхӑннӑ (педагогика кафедрин аслӑ преподавателӗ (1952—1954), педагогикӑпа психологи кафедрин доценчӗ тата заведующийӗ (1954—1966), аслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ (1966—1967), ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректор, профессор (1967—1971). Вӑл чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И. Я. Яковлев еткерне тӗпченӗ, институтра И. Я. Яковлев музейне уҫас ӗҫе пуҫарнӑ (1968). Ҫавӑн пекех Геннадий Волков пуҫарӑвӗпе 1968 ҫулта институтра педагогика теорийӗпе историйӗн аспирантури уҫӑлнӑ[4].
1961—1973 ҫулсенче — РСФСР Педагогика пӗрлӗхӗн Чӑваш уйрӑмӗн президиумӗн пайташӗ.
1967 ҫулта Мускаври В.И. Ленин ячӗллӗ патшалӑх педагогика институтӗнче «Чӑваш халӑхӗн этнопедагогики (халӑхсен педагогика культурисен пӗрпеклӗхӗ пирки) темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ҫак ятпах тухнӑ кӗнекешӗн педагогикӑри чи пысӑк наградӑна — К. Д. Ушинский медальне — тивӗҫнӗ.
1967 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӑслӑлӑх ӗнӗпе ӗҫлекен проректор пулнӑ. 1968 ҫулта ӑна «Педагогика» кафедрӑпа профессор ятне панӑ[5].
1970 ҫулта Геннадий Никандровича Чехословакие «Ян Амос Коменский тата Чӑваш Ен» доклад вулама чӗннӗ, Я. А. Коменскин «Угероброд вулавӗсенче» председатель пулнӑ, Болгарие, Францие ҫитнӗ.
1971 ҫулта вӑл Мускава ӗҫлеме куҫнӑ, унта шкулсенче вӑй хунӑ. 1972 ҫултанпа вара РСФСР Ҫутӗҫ министерствин Наци ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн педагогика секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1975—1993 ҫулсенче РСФСР наци шкулӗсен институчӗн педагогика лабораторийӗн ертӳҫи пулнӑ.
1979—1982 ҫулсенче — Эрфуртри Теодор Нойбауэр ячӗллӗ аслӑ педагогика шкулӗн (Эрфурт, ГДР) педагогикӑпа психологи секцийӗн профессорӗ. 1982 ҫултанпа — СССР ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. 1990 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче СССР педагогика ӑслӑхӗсен академийӗн чӑн пайташне суйланӑ
Раҫҫей педагогика журналӗсен редакци коллегийӗсенче шутланса тӑнӑ («Педагогика», «Халӑх шкулӗ», «Ял шкулӗ», «Тӗнчери вӗренӳ — вӗренӳ тӗнчи», «Килти воспитани», «Сумлӑ воспитани» тата ытти те.)
1991 ҫулта «Халӑх педагогики» Ассоциацин президенчӗ (Мускав) пулса тӑнӑ.
Этнопедагогика
1962 ҫулта Г. Н. Волков «этнопедагогика» терминпа усӑ курма сӗннӗ. 1974 ҫулта «Этнопедагогика» вӗренӳ кӗнеки тухнӑ, авторӗ — вӑл. Учебнике тӗрлӗрен йышӑннӑ. Ӑсчахсемпе влаҫ представителӗсен пӗр пайӗ автора национализмшӑн айӑплама пӑхнӑ, ҫапах юлашкинчен ӑслӑ-тӑнлӑ шухӑш ҫӗнтернӗ, этнопедагогикӑна педагогикӑсен ӑслӑлӑхӗсен пайӗсенче хӑй тӗллӗн уйрӑм пай пулмашкӑн статуса тӗппипех ҫирӗплетнӗ[6].
Г. Н. Волков хӑйӗн тӗпчевӗсенче этнос педагогикине халӑх воспитанийӗн историйӗпе теорийӗ (ҫутҫанталӑк, кулленхи, формаллӑ мар, шкул тулашӗнчи, йӑла-йӗрке теорийӗсем) пек кӑтартнӑ. 1) этнопедагогика ӑнлавӗсен никӗсӗсене: халӑх педагогики, этнопедагогика, этнос воспитанийӗ, хӑй тӗллӗн воспитани илесси, тепӗр хутчен воспитани парасси, ӳкӗт, вӗрентӳ, вӗрентӳ, хӑнӑхтарни, пӑхни; 2) ачан воспитани объекчӗпе субъекчӗ тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсене (тӑван ача, тӑлӑх, усрав, тантӑшсем/туссем, ют ачасем, ача-пӑча хутлӑхӗ); 3) халӑх воспитанийӗн функцийӗсене (ӗҫе тата ҫемье пурнӑҫне хатӗрлени, ӑс-тӑна, кӑмӑл-сипете тата ирӗклӗхе аталантарни, сывлӑхшӑн тӑрӑшни, ачасене хӳхӗмлӗхе юратма хӑнӑхтарни); 4) халӑх воспитанийӗн факторӗсене (ҫутҫанталӑк, вӑйӑ, хутшӑну, йӑла-йӗрке, ӗҫ, кулленхи йӑла, ӳнер, тӗн, тӗслӗх-идеал (пайӑр ҫынсем-символсем, символ пулӑмсем , символ шухӑшсем); 5) халӑх воспитанийӗн меслечӗсене (сӑмах, тӗслӗх, ӗнентерӳ, хушу, ӑнлантару, хӑнӑхтарни тата хӑнӑхтару, сунни тата пиллӗх, ылхан, тупа туни, йӑлӑну, канаш, систерни, ырлани, айӑплани, ӳкӗтлени, хушни, ӳкӗте кӗртни, халаллани, усал йӑлана пӑрахӑҫлама сӑмах пани, ӳкӗнеҫлӗх, ӳкӗт сӑмахӗ, халал пани, чарни, хӑратни, ылханни, вӑрҫни, явап тыттарни, хӗнени); 6) халӑх воспитанийӗн мелӗсене (потешкӑсем, шутлавсем, ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, тупмалли юмахсем, эпос, юмахсем, халапсем, преданисем, мифсем т. ыт. те); 7) воспитани йӗркелемелли технологисене (планласси, йӗркелесси, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет, граждан, ӗҫ, эстетика воспитанийӗсене тӳрлетесси, ачасене ӗҫ пӗрлешӗвӗсене явӑҫтарасси, ҫамрӑксен уявӗсене ирттересси тата ытти те) тӗплӗн уҫса панӑ[5].
Ӑсчах шучӗпе, этнопедагогикӑн ылтӑн сӑнчӑрӗ ҫичӗ звено-категорирен тӑрать: истори астӑвӑмӗ — йӑла-йӗрке — культура — воспитани — ӑс-хакӑл — харкамлӑх — халӑх. Звеносенчен пӗри те пулин ҫук пулсан е хавшасан этнос сӳнме пуҫлать, пӗтесси патнех илсе ҫитерме пултарать. Г. Н. Волковӑн ҫак постулачӗсен хаклӑхӗ акӑ мӗнре: вӗсене пӗлни этнос ятлӑ кӑткӑс организмӑн тӗп характеристикисене уҫӑмлатма кӑна мар, ҫак постулатсем ҫинче таянса воспитани йӗркелеме те май парать[5].
1990 ҫулта Г. Н. Волков Шупашкарта этнопедагогика енӗпе Пӗтӗм Союзри конференци ирттернӗ. Конференцие хутшӑннӑ ҫынсем ҫырнӑ материалсене тӑватӑ томпа пичетлесе кӑларнӑ. Конференцире Пӗтӗм Союзри халӑх педагогикин ассоциацине туса хума сӗннӗ, анчах Совет Союзӗ арканнӑран ҫак шухӑша туллин пурнӑҫлама май килмен. Ҫав ҫулах ӑсчаха СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн академикне суйланӑ[6].
1991 ҫул хыҫҫӑнхи ӗҫ-хӗлӗ
СССР арканнӑ хыҫҫӑн Г. Н. Волков Калмӑка пурӑнман куҫнӑ, унта 1992 ҫултанпа РАО харпӑрлӑх аталанӑвӗн институчӗ ҫумӗнче этнопедагогика инновацийӗсен лабораторийӗн заведующийӗнче тата этнопедагогика теорийӗн консультантӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 2003 ҫулччен вӑй хурать. 1999 ҫулта — Калмӑк патшалӑх университечӗн профессорӗ[7].
2000 ҫулта ӑна Раҫҫей Вӗренӳ академийӗн чӑн пайташӗн (академик) ятне панӑ. 2000 ҫултанпа — И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн истори вӗрентӗвӗн, этнопедагогика тата яковлевоведени кафедрин профессорӗ. И. Я. Яковлева, Этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ. 2003 ҫултанпа — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ.
Вӑл Раҫҫейри 30 ытла наци представителӗсенчен 100 ытла доктор тата педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидатне хатӗрленӗ. Унӑн вӗренекенӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта этнопедагогика енне ертсе пыраҫҫӗ.
Геннадий Волков 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Шупашкарта вилнӗ[8].
Ӗҫӗсем
1000 ытла публикаци авторӗ, ҫав шутра — 50 яхӑн монографи. Педагогика ӗҫӗсем:
- Волков Г. Н. Нравственное воспитание учащихся IV-VIII классов сельской национальной школы : Пособие для учителя. — НИИ нац. шк., 1986. — 102 с.
- Волков Г. Н. Судьба патриарха : Роман-эссе. — Чуваш. кн. изд-во, 1998. — 349 с. — ISBN 5-7670-1054-4.
- Волков Г. Н. Этнопедагогика : Учеб. для студентов сред. и высш. пед. учеб. зав. — Academia, 2000. — 168 с. — ISBN 5-7695-0413-7.
- Волков Г. Н. Педагогика любви: Избр. этнопед. соч.: [В 2 т.] / Сост. М. Н. Егоров. — Магистр-Пресс, 2002. — Т. 1. — 456 с. — ISBN 5-89317-181-0. («Этнопедагогика педагогика ӑслӑлӑхӗсен отраслӗ пулса кайни», «Наци ҫӑлавӗн этнопедагогики», «Чӑваш этнопедагогики» хайлавсем кӗнӗ)
Ӗҫӗ-хӗлне хаклани
Украина ССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ В.А. Сухомлинский, унпа Г. В. Волков туслӑ пурӑннӑ тата ҫыру ҫӳретнӗ[9], 1961 ҫулта ҫапла ҫырнӑ:
Сирӗн кӗнекӗр витӗм кӳнипе Украина халӑх педагогики ҫинчен кӗнеке ҫырма шухӑш тытрӑм … Шухӑша пурнӑҫа кӗртме май килсен кӗнекене Сире халаллатӑп.
СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн академикӗ Д. О. Лордкипанидзе 1975 ҫулта ҫырнӑ:
Г. Н. Волков — чӑвашсен аслӑ педагогӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫне тивӗҫлипе тӑсаканӗ. Этнопедагогика — совет педагогика ӑслӑлӑхне питӗ пысӑк тӳпе хывни, унӑн пӗлтерӗшӗ, паллах, пирӗн Тӑван ҫӗршыв тулашне те тухать.
Калмӑк Республикин Президенчӗ К. Н. Илюмжинов 2002 ҫулта ҫырнӑ:
Халӑхӗсен этнопедагогикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва гуманизмпа толерантлӑх идейисене тӗпе хурса воспитани парассишӗн нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн Геннадий Никандрович Волков Калмӑк Республикин Хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ.
Наградӑсем
СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн наградисем
- РСФСР халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ (1967)
- К. Д. Ушинский медалӗ (1977)
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2001)
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен наградисем
- Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (1997)
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2007),
- 2006 ҫулшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗ (2007),
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ (1987),
- Калмӑк Республикин хисеплӗ гражданинӗ (1997) — Раҫҫей халӑхӗсен этнопедагогикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва гуманизмпа толерантлӑх идейисене тӗпе хурса воспитани парассишӗн нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн,
- Калмӑк Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1997),
- Саха Республикин (Якути) халӑх вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1992),
- «Саха Республикин (Якути)» учительсен учителӗ» кӑкӑр палли (Саха Республикин (Якути) Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин награди)
- «Вӗрентӳри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр палли (Тутар Республикин Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин награди)
- Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1997).
Ыттисем
- СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн К. Д. Ушинский ячӗллӗ преми лауреачӗ (1967) — «Чӑваш халӑхӗн этнопедагогики. Педагогика культурисен пӗрпеклӗхӗ пирки» монографишӗн;
- Кӑркӑс ССРӗн халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ (1987);
- Я. А. Коменский ячӗллӗ музейӑн астӑвӑм медалӗ (1970, Прага, Чехословаки);
- Германи-совет туслӑхӗн пӗрлӗхӗн «Гердер Иоганн Готфрид» ылтӑн медалӗ — вырӑс чӗлхипе вырӑс литературине Германи-совет туслӑхӗ майлӑ сарнӑ ҫӗрте тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн (1982);
- Эрфуртри Теодор Нойбауэр ячӗллӗ Аслӑ педагогика шкулӗн хисеплӗ докторӗ (ГДР, 1982);
- Германи-совет туслӑхӗн пӗрлӗхӗн кӗмӗлтен тунӑ хисеплӗ йӗппи (1982);
- Теодор Нойбауэрӑн астӑвӑм медалӗ (ГДР Культура союзӗн награди);
- «ГДР Социализм Ӗҫӗн хастарӗ» хисеплӗ ят.
Астӑвӑм
- Шупашкар хулинчи Геннадий Волков палӑкӗ[10][11].
- Хӗрлӗ Чутайри астӑвӑм юманӗсене лартнӑ сквер (Раҫҫей академикӗ Г.Н. Волков ячӗллӗ сквер).
- И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ҫумӗнчи этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ РАО академикӗн Г.Н. Волковӑн ячӗпе хисепленет[12].
- Шупашкарти 62-мӗш шкул РАО академикӗн Г. Н. Волковӑн ячӗпе хисепленет[13].
- Шупашкарти Волков урамӗ.
- Г. А. Викторов сӗннипе пуҫаруллӑ ушкӑн Г.Н. Волков академик ячӗллӗ фонд йӗркеленӗ.
- Г.Н. Волков академик ячӗллӗ фонд, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата Калмӑк патшалӑх университечӗ Г.Н. Волков академик ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери премие тата медале йышӑннӑ;
- 2009 ҫулта Аслӑ Елчӗкри шкула Г. Н. Волков ятне панӑ.
- 2011 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫуртра Геннадий Никандрович Волков академикӑн Астӑвӑм хӑмине уҫнӑ (авторӗ — Владислав Немцев скульптор).
- 2019 ҫулта Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ведомство наградине ҫирӗплетнӗ — Г. Н. Волков ячӗллӗ «Педагогикӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр палли.
Ӑнлантарусем
- ^ Г. Н. Волков. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
- ^ Сын земли Чувашской Геннадий Никандрович Волков-академик, профессор, этнопедагог, Яльчики, Чувашская Республика. хранителиродины.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Краткий очерк научно-педагогической, литературной и общественной деятельности. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Волков Геннадий Никандрович. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Павлов И.В. Будет жить в памяти поколений // Известия Российской академии образования : журнал. — 2017. — 4 (44). — .
- ^ 1, 2 Овчинников А.В. Геннадий Никандрович Волков: актуальность недавнего прошлого // Профессиональное образование и общество. — Колледж современных технологий им. Героя Советского Союза М.Ф. Панова, 2020. — № 4 (36). — . — ISSN 2227-9652.
- ^ Путь гения. Волков Геннадий Никандрович (31.10.1927 - 27.12.2010 гг.).
- ^ В Чувашии попрощались с Почетным гражданином Чувашской Республики, ученым, директором Научно-исследовательского института этнопедагогики ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Геннадием Волковым - Площадь Лихачева. www.lihachev.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Государственная книжная палата Чувашской Республики. Галерея памяти. М.В. Петрова. Известный ученый-педагог (К 80-летию со дня рождения Г.Н. Волкова). 28.10.2007 года. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Шупашкарта Геннадий Волков академикăн пулас палăкĕн вырăнне чул хунă. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ Геннадий Волков палăкне уçнă. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ НИИ этнопедагогики имени академика РАО Г. Н. Волкова при Чувашском государственном педагогическом университете им. И. Я. Яковлева. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Главная. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
Вуламалли
- Викторов Г. А. Я вернусь...: откровения академика Геннадия Волкова , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ. – Чебоксары: Новое Время, 2006. – 203 с.
- Васильев Е. В. Педагогика любви , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ // Народная школа. – 2007. - № 5. – С. 94-95.
- Викторов Г. А. Педагог современности , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ // Учёные. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2006. — Т. 1. — С. 72—80. — (Библиотека Президента Чувашской Республики)
- Ленский И. Л. Проблемы формирования культуры межнациональных отношений в педагогической публицистике 1991—1997 гг. Дисс. … канд. пед. наук. — М., 1998.
- Хуторской А. В. Волков Геннадий Никандрович — вы знаете этого гениального человека? , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ // khutorskoy.ru
Каҫӑсем
- Петрова Т. Н. Волков Геннадий Никандрович , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнчи копийӗ // enc.cap.ru
- Волков Г. Н. / Все видео , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ // rideo.tv
- Волков Геннадий Никандрович академик , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчи копийӗ // www.youtube.com
- Человек любящий. Академик Геннадий Волков , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ // www.youtube.com
- Культурное наследие Чувашии , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ
- Литературная карта Чувашии , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ
- Ҫулталӑк кӗнеки=Календарь года , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнчи копийӗ
- 7 книг на библусе , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнчи копийӗ
- Педагогика любви // Якутия (газета). — 2010, 12 июля.
- После скандальной сессии , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнчи копийӗ(чăв.)
- Биографический очерк , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ