Черкесов Леонид Ильич
| Ҫын пирки | |
| Черкесов Леонид Ильич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1966 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ (59 ҫулта) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | Политик, депутат Государственной думы Российской Федерации |
Леонид Ильич Черкесов (ҫур. 1966 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Турхан (Ҫӗмӗрле районӗ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики)[1] — Раҫҫей патшалӑх тата муниципалитет ӗҫченӗ; Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин VII пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци пайташӗ. Врач-хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Шупашкар хулин Пуҫлӑхӗ (2010—2016).
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ.
Кун-ҫулӗ
1966 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Пӗлӳ илни
- Хутар вӑтам шкулӗ[2].
- И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, медицина факультечӗ, «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫ[2] (1989 ҫулта вӗренсе тухнӑ).
- 1989—1991 ҫулсенче — И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн госпиталь хирургийӗн кафедринче клиника ординатури[2].
- Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2002, диссертаци теми: «Магнитпа лазер терапийӗ хырӑмлӑх органӗсен ҫивӗч хирурги чирӗсемпе чирлекенсен ксантиноксидаза активлӑхӗ ҫине витӗм кӳни (экспериментлӑ клиника тӗпчевӗ)»)[3].
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗ (2005)[4][5].
Карьера
- 1989 — Шупашкарти агрегат савучӗн поликлиникинчи фельдшер[5].
- 1991 — васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин хирурги уйрӑмӗн врач-хирургӗ.
- 2002–2010 ҫулсенче — «7№ Хула больници» МУЗ тӗп тухтӑрӗ.
- 2005 ҫултанпа 2010 ҫулччен — Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутачӗ.
- 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници» МУЗ тӗп тухтӑрне лартнӑ[4].
- 2010 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче ӑна 10-мӗш суйлав округӗнчен Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн 5-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен Пухӑвӗн секретарӗ, хула аталанӑвӗн, ҫурт тӑвӑмӑн, архитектура тата ҫӗрпе усӑ курас енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ пулнӑ; социаллӑ аталанупа экологи енӗпе ӗҫлекен комисси пайташӗ пулнӑ.
- 2010 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхне — Шупашкар хулин Депутатсен Пухӑвӗн председательне — суйланӑ.
- Чӑваш Республикин муниципаллӑ йӗркеленӳсен канашӗн Правлени председателӗ.
- 2015 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Шупашкар хулин пуҫлӑхне — Шупашкар хулин Депутатсен Пухӑвӗн улттӑмӗш пухӑвӗн председательне — суйланӑ[4].
- Аслӑ квалификаци категориллӗ тухтӑр.
- 2016 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче ӑна Шупашкарти пӗр мандатлӑ 38-мӗш суйлав округӗнчен (Чӑваш Ен Республики; «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӗнчен) Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин VII пухӑвӗн депутатне суйланӑ[6].
- 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче Леонид Черкесов хӑй ирӗкӗпе Шупашкар хула пуҫлӑхӗн — Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн председателӗн — тивӗҫӗсене вӑхӑт тухиччен пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн — Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн председателӗн — тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ирина Всеволодовна Клементьева пурнӑҫлама тытӑннӑ[7].
2016 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен, Патшалӑх Думин VII пухӑвӗн депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май, 44 саккун пуҫарӑвӗн тата федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессин соавторӗ пулса тӳпе хывнӑ[8].
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗнчен пӗрлехи суйлав округӗпе 7-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ (пӗтӗмӗшле республика списокӗпе)[9].
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 7-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче Леонид Черкесова Председателе суйланӑ[9].
Общество ӗҫӗ-хӗлӗ
- «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ;
- Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ йӗркеленӳсен канашӗн Правлени председателӗ пулнӑ[10];
- Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен Ассоциацийӗн Председатель ҫумӗ пулнӑ[11].
- Раҫҫей Федераци Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ представителӗ ҫумӗнчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен Округри консультаци канашӗн муниципалитетсен кадр политикипе муниципалитетсен кадр резервне йӗркелес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫи;
- Халӑх сывлӑхӗпе пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен «Сывӑ хуласем, районсем, поселоксем» Ассоциаци Президиумӗн пайташӗ [4];
- 2018 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче 441399-7 №-лӗ «Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен тата (е) ытти ют ҫӗршывсен туслӑха хирӗҫлекен ӗҫсене витӗмлемелли (хирӗҫ тӑмалли) мерӑсем ҫинчен» саккун проектне пуҫарса яракансенчен пӗри пулса тӑнӑ, унти иккӗмӗш статьяри 15-мӗш пунктра АПШ-ра тата урӑх ют патшалӑхсенче туса кӑларнӑ эмелсене РФ лаптӑкне кӳрсе килме чарасси е кӳрсе килес тӗлӗшпе чарусем кӗртме сӗннӗ пулнӑ[12][13]. Саккун проектне общество организацийӗсем, Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет[15] тата Патшалӑх Думин тӗнчери ӗҫсен енӗпе ӗҫлекен комитет критикленӗ [16];
- 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Раҫҫейри чӑвашсен Федераци наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ[17];
- 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен ассамблейин» регион обществӑлла организацийӗн Канашӗн председателӗ[18];
- 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Пӗтӗм Раҫҫейри политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ[19].
Хисепӗсем
- 1999 ҫулта республика шайӗнче иртнӗ конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх хирург» ята тивӗҫнӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ (2008)[5];
- Аслӑ Ҫӗнтерӳ 65 ҫул тултарнӑ тӗле асӑнса кӑларнӑ Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрҫӑ тата ҫар службин ветеранӗсен обществӑлла организацийӗн медалӗ;
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ[5];
- «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2016)[7].
Ҫемье
Авланнӑ, арӑмӗ — Надежда николаевна. Вӗсенн икӗ ача: хӗрӗ Анна тата ывӑл[4].
Интереслӗ фактсем
Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов пуҫарнипе 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн президиумӗн ларӑвӗнче Шупашкар хулипе Турцири Анталья тӑванлашни ҫинчен килӗшӗве пӗр енлӗ йӗркепе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ[20].
Ӑнлантарусем
- ^ «Край родной, ты сердцу дорог…»: деревня Торханы Шумерлинского района отметила День рождения//Официальный сайт администрации Шумерлинского района (24 августа 2015 г.). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Кандидат медицинских наук — Черкесов Леонид Ильич//Официальный сайт администрации Шумерлинского района Чувашской Республики
- ^ Электронный каталог диссертаций//Российская государственная библиотека
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Черкесов Леонид Ильич, Глава города Чебоксары — председатель Чебоксарского городского Собрания депутатов. Биография//Официальный сайт Чебоксарского городского собрания депутатов
- ^ 1, 2, 3, 4 Гончарова С. В. Черкесов Леонид Ильич//Чувашская энциклопедия
- ^ Сведения о проводящихся выборах и референдумах / Сайт ЦИК Российской Федерации
- ^ 1, 2 По инициативе депутатов в Уставе города Чебоксары планируется закрепление полномочий главы города на непостоянной основе // Официальный сайт администрации города Чебоксары, 04 октября 2016 г.
- ^ Объекты законотворчества :: Система обеспечения законодательной деятельности. sozd.duma.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Черкесов Леонид Ильич - Председатель Государственного Совета Чувашской Республики(паллӑ мар). Государственный Совет Чувашской Республики
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. - ^ Состав правления Совета муниципальных образований Чувашской Республики//Официальный сайт Совета муниципальных образований Чувашской Республики
- ^ Органы управления//Ассоциация городов Поволжья
- ^ Законопроект № 441399-7. СОЗД ГАС «Законотворчество». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Текст проекта федерального закона (pdf) (13 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Комитет Совфеда раскритиковал инициативу о запрете импорта американских лекарств. Интерфакс (24 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Из отзыва комитета на законопроект: «Предлагаемые… меры могут повлечь за собой риски необеспечения граждан РФ необходимыми лекарственными препаратами в связи с отказом от ввоза в РФ препаратов, аналоги которых не производятся на территории России, либо значительно увеличат цены на препараты, не входящие в перечень жизненно необходимых и важнейших лекарственных препаратов»[14].
- ^ Запрет на ввоз западных лекарств ударит по тяжелобольным. Lenta.ru (3 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Гаврилов сменил Черкесова на посту главы национально-культурной автономии чувашей (выр.). https://forum.na-svyazi.ru (24 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Чувашское отделение ОГО Ассамблеи народов России (АНР) (выр.). chuvashiya.ogoanr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Черкесов Леонид Ильич. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Чебоксары отказались от побратимских отношений с Антальей//Лента. Ру (3 декабря 2015)
Каҫӑсем
- Ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1966 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Чулхулари управлени институтӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Шупашкар Пуҫлӑхӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин VII пухӑвӗн депутачӗсем
- Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем
- Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланисем
- «Шупашкар хулин умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнисем
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗсем
- «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем