Клементьева Ирина Всеволодовна
Клеме́нтьева Ирина Всеволодовна (ҫур. 1963 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) —Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, 2016—2017 ҫулсенче Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ.
2019 ҫулта должноҫри полномочисемпе тата укҫа-тенкӗпе иртӗхнӗшӗн чӑннипе тӗрмене хупса айӑпланӑ.
2019 çулта экономикăри киревсĕр çсене тунăшăн айăпласа ирĕкрен кăларнă.[1]
Пурнӑҫӗ
Ирина Клементьева 1963 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Канашри финанс техникумӗнчен «Финансист» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 1982 ҫулта экономист пек пуҫланӑ. 1984–1991 ҫулсенче — экономист, ЧАССР Агропромышленность комитечӗн аслӑ экономист-финансисчӗ.
1992 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухса «Экономика и организация сельского хозяйства» специальноҫа алла илнӗ. 1991 ҫултанпа «Альтаир» страхлакан компанин директорӗ пулнӑ. 1997 ҫултанпа — «Страховая больничная касса г. Чебоксары» МУП директорӗ («Страховая компания «Чувашия—Мед» УАО, «Страховая компания «Чувашия-Мед» АО)
2001 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗн Шупашкар хулинчи филиалӗнче «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫе алла илнӗ.
Медицина пулӑшӑвӗн хакне палӑртас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси членӗ пулнӑ. Вӑл Чӑваш Республикин Территориаллӑ обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗн правленийӗн членӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикинчи медицина страхованийӗн организацийӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ пулнӑ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тӑватӑ пухӑва суйланнӑ (2001, 2005, 2010, 2015). «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар хула уйрӑмӗн политканашӗн секретарӗн пӗрремӗш ҫумӗ вырӑнне йышӑннӑ, хула пухӑвӗнче парти фракцине ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех «Чӑваш республикин хӗрарӑмӗн канашӗ» общество организацийӗн хулари уйрӑмӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ.
2015 ҫулхи кӗркунне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн председателӗн ҫумне, ҫавӑн пекех социаллӑ аталану тата экологи енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссин председательне суйланӑ.
2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхне — Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн председательне — суйланӑ.
Пуҫиле ӗҫ
2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Следстви комитечӗ(выр.)чăв. Ирина Клементьева тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хысна укҫине уйрӑмах пысӑк виҫепе тӑкакланӑшӑн тата должноҫри полномочисемпе иртӗхнишӗн айӑпланӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх Клементьева, муниципалитетӑн «Чувашия-Мед» СК страхлакан компанин директорӗ пулнӑ май, чӑннипе упӑшкин Александр Решётовӑн коммерци фирминче («Икар-1» ТМЯП) ӗҫленӗ граждансене фиктивлӑ майпа ӗҫе вырнаҫтарнӑ. 2011—2017 ҫулсем хушшинче вӑл ҫапла май хула бюджетне пӗтӗмӗшле 22,9 млн тенкӗлӗх сиен кӳнӗ[2][3].
2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Клементьева хӑй ирӗкӗпе хула пуҫлӑхӗн вырӑнӗнчен кайнӑ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗ унӑн полномочийӗсене официаллӑ майпа чарса лартнӑ[4].
2019 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Ленин район сучӗ РФ УК 160 статьян 4-мӗш пайӗпе («Укҫана алла илни тата тӑкаклани»), РФ УК 160 статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201 статьян 1-мӗш пайӗпе («Полномочипе ытлашши усӑ курни») Ирина Клементьевӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ[5][6]. Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ апелляци хыҫҫӑн приговора 4.3 ҫул таран ҫемҫетнӗ[7].
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, тӗрмере пулнӑ чухне, Ирина Клементьева Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗн полномочийӗсене пӑрахӑҫлама ыйтса заявлени янӑ. 2020 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Пухӑвӑн черетлӗ ларӑвӗнче унӑн заявленине тивӗҫтернӗ, депутат полномочине вӑхӑчӗ тухиччен чарса лартнӑ[8].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлав министерствин «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» кӑкӑр палли (2013);
- Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан Раҫҫей Федерацийӗн федераллӑ службӑн наркохӑрушлӑхпа кӗрешекен сферӑра хастар ӗҫленӗшӗн панӑ Тав хучӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ (2003);
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2012);
- Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин Хисеп хучӗсем (2001, 2007);
- Чӑваш Республикин Президенчӗн тав сӑмахӗ — вырӑнти хӑй тытӑмлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн;
- «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2014);
- «Ветерансен юхӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден;
- «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ВПП ТК партин строительствине хастар хутшӑннӑшӑн тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ВПП авторитетне ӳстерме уйрӑм тӳпе хывнӑшӑн панӑ Тав хучӗ;
- Раҫҫей хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Экс-главу Чебоксар приговорили к пяти годам колонии за махинации//Коммерсантъ от 21.06.2019
- ^ Экс-мэра Чебоксар Ирину Клементьеву приговорили к реальному сроку. 5 лет колонии. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ Главу Чебоксар подозревают в злоупотреблениях в пользу мужа. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- ^ О досрочном прекращении полномочий главы города Чебоксары – председателя Чебоксарского городского Собрания депутатов И.В. Клементьевой // Чебоксарское городское Собрание депутатов. — 2017. — 20 ҫӗртмен.
- ^ Ирина Клементьева осуждена к 5 годам реального лишения свободы | Правда ПФО. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Пять лет колонии присудили экс-мэру Чебоксар Ирине Клементьевой. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Экс-главе Чебоксар Ирине Клементьевой смягчили приговор. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Ирина Клементьева перестала быть депутатом ЧГСД. Cheb.media (17 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.