Моторин Иван Борисович

Моторин Иван Борисович (ҫур. 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ[1], Усть-Каменогорск[d]) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ (2011—2020).

Биографийӗ

1973 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Казах ССРӗнчи Усть-Каменогорскра ҫуралнӑ. Усть-Каменогорск хулинчи 23-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1995 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «экономист» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 1995 ҫулта «Кимме» ТМЯП экспедитор-бухгалтерӗ пулнӑ.

Патшалӑх службинче

1998 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Чӑваш Республикин тулашри ҫыхӑнусен министерствинче ертсе пыракан специалист, кайран Чӑваш Республикин предпринимательлӗх, суту-илӳ тата ал ӗҫ министерствинче тӗп специалист пулса ӗҫленӗ. 2000 ҫулта — Чӑваш Республикин экономикӑпа бюджет вӑй-хӑватне аталантармалли федерацин тӗллевлӗ программине пурнӑҫлакан дирекцийӗн консультанчӗ, кайран ертӳҫӗ ҫумӗ. 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министерствин «Чӑваш Республикин территорийӗнчи программа дирекцийӗ» республикӑри патшалӑх учрежденийӗн ертӳҫи.

2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министрӗн ҫумӗ. 2006 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министрӗ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министрӗ.

2011 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ. 2015 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ кӑларнӑ 133 №-лӗ Хушӑвӗпе ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне лартнӑ.

2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 23 №-лӗ Хушӑвӗпе ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн вырӑнне вӑхӑтлӑха йышӑнакан Олег Николаев Хушӑвӗпе вӑл Министрсен Кабинечӗн председатель ҫумӗ — Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн вырӑнне йышӑнма пӑрахнӑ.

2020 ҫул хыҫҫӑн

Патшалӑх службинче ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» ХАО предприятине ӗҫе вырнаҫнӑ, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Монохуласен аталанӑвӗн фончӗ» (Мускав) коммерциллӗ мар организацие куҫнӑ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Мускавра пурӑнать. Авланнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Исаев Ю. Н. Чувашская энциклопедия (выр.)Чувашское книжное издательство, 2006. — С. 2567. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-X