Ҫӗнӗ хула (Шупашкар)

Ҫӗнӗ хула (выр. Новый город) — Шупашкар хулин Калинин районӗн тухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ хута каякан микрорайон. Проекта пурнӑҫлани малашлӑхра Чӑваш Республикинчи чи пысӑк икӗ хулана — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара — пӗрлештерме май парӗ.

Историйӗ

Малтанхи плансемпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ хулан 30 пин таран ҫын пурӑнакан уйрӑм муниципалитет пӗрлешӗвӗ пулмалла пулнӑ. 2007 ҫулта «Ҫӗнӗ хула» ҫурт-йӗр тӑвас тӗллевпе территорисене комплекслӑ майпа хута ямалли экспериментлӑ инвестици проекчӗсене суйласа илмелли Раҫҫей конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑнӑ. Проекта укҫа-тенкӗпе Внешторгбанкӑн (ВТБ) тивӗҫтермелле пулнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме «Атӑлҫи хула строительствин компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленӗ. Ун йышне Росстрой, ВТБ, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин правительстви кӗнӗ. 221,4 га лаптӑк ҫинче 1,8 млн м² ҫурт-йӗр тума планланӑ. 2008 ҫулта — 100 пин м², 2009 ҫулта тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче 250-шар пин м² ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ[2][3].

Анчах та 2009 ҫул вӗҫнелле 2 ҫурт (5 пин м²) кӑна хута янӑ, тепӗр 10 ҫурт (31 пине яхӑн м²) строительство стадийӗнче пулнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртесси иккӗленӳллӗ пулса тӑнӑ, ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ «Атӑлҫи хула строительствин компанийӗ» УАОн тӗп директорӗ Владимир Филатов тӗлӗшпе РФ УКн 201-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (коммерци организацийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсемпе ытлашши усӑ курса йывӑр сиен кӳнӗшӗн) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ВТБ банкӑн кредит линийӗпе илнӗ 293,3 млн ытла тенкӗпе тӗллевсӗр усӑ курнӑ тесе айӑплав панӑ. Компание унччен тӗп директорӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ 38 ҫулти Юрий Николаев ертсе пыма тытӑннӑ[4]. Анчах та Ҫӗнӗ хула строительствипе ҫыхӑннӑ катастрофӑллӑ лару-тӑрӑва улӑштарма май пулман ӗнтӗ, 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Атӑлҫири строительство компанийӗ тӗлӗшпе банкротлӑх процедурине тума пуҫланӑ[5].

«Ҫӗнӗ хула» строительствине (хальхинче Шупашкарти микрорайон пек ӗнтӗ) 2012 ҫулта кӑна виҫӗ строительство компанийӗ тӑрӑшнипе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ: «ИСКО-Ч», «Монолитстрой» тата «Инкост»[5]. Ҫав вӑхӑтрах район планировкин ҫӗнӗ проектне йышӑннӑ, ӑна «Чӑвашгражданпроект» проект институчӗ" УАО хатӗрленӗ[6]. «ИСКО-Ч» тата «Монолитстрой» компанисем унчченхи застройщикран туса пӗтермесӗр юлнӑ строительство объекчӗсене, пилӗк хутлӑ 10 ҫурта, ҫӗнӗрен тума пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах транспорт сообщенине аталантарма вырӑнти автомобиль ҫул-йӗрне тума тытӑннӑ[7].

Микрорайон планировки

Микрорайон планировкинче Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар автоҫул хӗррипе микрорайонӑн пӗрремӗш линийӗнче 9-16-18 хутлӑ ҫуртсем тума пӑхса хӑварнӑ. Малалла Атӑл еннелле ҫуртсен хутне чакарма палӑртнӑ: тӗп пайӗнче 9 хутлӑ ҫуртсенчен пуҫласа 5-7 хутлисем таран, Ҫӗнӗ хулан ҫурҫӗр пайӗнче — сахал хутлӑ ҫуртсемпе коттеджсем. Пысӑк суту-илӳ комплексӗсем, суту-илӳпе офис предприятийӗсем, пушар деповӗ, нумай функциллӗ центрсем, хӑна комплексӗ, ҫӳллӗ офис тата администраци ҫурчӗсем, шкулсем, шкул умӗнхи учрежденисем, общество апатланавӗн предприятийӗсем, аптекӑсем, ҫыхӑну уйрӑмӗсем, лавккасем, кафесем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсем, пулӑшу кӳрекен предприятисем тума палӑртнӑ. Рекреаци зонисене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ[6][8][9].

Хальхи вӑхӑтра

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Ҫӗнӗ хулара 17500 ытла ҫын пурӑннине шута илнӗ. 2017 ҫулта 205-мӗш «Новоград» ача сачӗ хута кайнӑ[10][11]. 2019 ҫулта тепӗр икӗ ача сачӗ уҫӑлнӑ: «Чудоград»[12] тата «Златоград»[13]. 2020 ҫулта 1600 вырӑнлӑ шкул тата микрорайонти тӑваттӑмӗш ача сачӗ «Доброград» уҫӑлнӑ[14][15][16][17][18]. 2024 ҫулта Ҫӗнӗ хулари «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнче Пӗтӗм тӗнчери куҫман пурлӑхсен Real Estate Property Awards 2024 конкурсӗнче Раҫҫей блокӗнче «Архитектура концепцийӗ: ача сачӗ, шкул» номинацире ҫӗнтернӗ хӑйне евӗр дизайн-проектпа ача сачӗ тума тытӑннӑ[19]. 2025 ҫулта микрорайонти иккӗмӗш шкулӑн строительстви пуҫланнӑ[20].

Хальхи вӑхӑтра (2025 ҫулта) микрорайона общество транспорчӗсенчен 26-мӗш, 33-мӗш тата 13-мӗш автобуссем, 65-мӗш маршрутлӑ такси, 3-мӗш тата 20-мӗш троллейбуссем ҫӳреҫҫӗ[21][22][23]. 2018 ҫулта автоҫул сетьне юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ, ҫавна май контакт сетьне туса микрорайона ҫитиех троллейбус линине илсе ҫитернӗ[14].

Районта Раҫҫей Почтин уйрӑмӗ, пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗ, ача-пӑча поликлиникин филиалӗ, харпӑр медицина клиникисем ӗҫлеҫҫӗ[24]. Чылай лавкка пур, фитнес-центр та уҫнӑ. 2017 ҫулхи ҫуркунне йывӑҫран тунӑ храма сӑвапланӑ[25].

Хронологийӗ

2008 — Ҫӗнӗ хулана тума пуҫлани;

2009 — малтанхи икӗ ҫурта хута яни;

2010 — «Атӑлҫи хула строительствин компанийӗн» банкротстви, строительство чарӑнса ларни;

2012 — «ИСКО-Ч» тата «Монолитстрой» ҫурт-йӗр тӑвакан компанисем тӑрӑшнипе микрорайона ҫӗнӗрен тума тытӑнни;

2013 — «Инкост» ҫурт-йӗр тӑвакан компани Ҫӗнӗ хулара хӑйӗн пӗрремӗш ҫуртне хута яма тытӑнни; 2017 — ввод в эксплуатацию детского сада, строительство пешеходного бульвара № 12 и первой в Чебоксарах инклюзивной площадки[26];

2015 — ача сачӗ тума пуҫлани;

2016 — транспорт ҫурма ункине, ҫуран ҫӳремелли тӗп бульвара тата 6-мӗш бульвара туни. Микрорайонӑн пӗрремӗш линине тума тытӑнни;

2017 — ача садне хута яни, ҫуран ҫӳремелли 12-мӗш бульвара тата Шупашкарти пӗрремӗш инклюзивлӑ лапама туни. Почта уйрӑмне, ачасен тата аслӑ ӳсӗмрисен поликлиникине уҫни;

2018 — Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи пысӑк бетонлӑ скейтпарка уҫни[27], Чӑваш Енри пӗрремӗш «машинӑсӑр картиш» тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫлани[28];

2019 — икӗ ача садне хута яни, 3-мӗш троллейбуса ункӑ тӑрӑх яни;

2020 — 20-мӗш троллейбуса яни, 65-мӗш шкула тата ача садне хута яни;

2024 — ача сачӗ тума тытӑнни;

2025 — микрорайонти иккӗмӗш шкула тума тытӑнни.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Цифры Нового города // Новый город. — 2018. — № 22 (Чӳк).
  2. ^ На Волге построят новый город. Klerk.ru (11 юпан 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  3. ^ Николай Федоров готовится обсудить с Дмитрием Медведевым "Новый город". Regnum (7 юпан 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  4. ^ "Новый город" в Чувашии будет строить третий директор ПГК. Regnum (17 авӑнӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Марина Муллина, Татьяна Собко. Жильцам размороженное. Коммерсантъ (26 акан 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 У "Нового города" в Чувашии - новая концепция застройки (2012-06-05). 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  7. ^ Дорогу к Новому городу откроют уже в конце этой недели (3 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  8. ^ АО "ИСКО-Ч". Объекты строительства. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  9. ^ "Новый город» прирастать будет бульварами!" // Новый город. — 2017. — № 10 (Ҫу).
  10. ^ Этим летом в Чебоксарах откроют четыре новых детских сада, На-связи.ru (2017-06-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  11. ^ Шитлаева, Зинаида. С открытием детского сада жители Нового города поздравляли друг друга как с праздником, Советская Чувашия (2017-06-28). 2017 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  12. ^ В Чебоксарах открылся новый детский сад "Чудо-град" (выр.). Чебоксары.РУ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  13. ^ Алексей Ладыков. "Открытие нового детского сада в Новом городе Чебоксар - это долгожданный подарок для жителей одного из динамично развивающихся микрорайонов" (выр.). НТА-Приволжье. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 В 2018 году планируют построить два садика и три дороги, На-связи.ru (2017-08-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  15. ^ Депутаты выделили землю для строительства школ в «Волжском-3» и «Новом городе» (2017-08-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  16. ^ В 2018 году в Чувашии откроются две новые школы, Советская Чувашия (2017-10-20). 2017 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  17. ^ К строительству еще одной школы в Чебоксарах приступят в конце 2018 года (2018-01-25). 2018 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  18. ^ В Новом городе объявлен аукцион на строительство школы. АО "ИСКО-Ч" (21 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  19. ^ В столице республики возводят садик будущего (выр.). Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  20. ^ Началось строительство второй школы в Новом городе. Что происходит на стройке (выр.). Чеб.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  21. ^ Троллейбусный маршрут №20 продлили до Нового города (выр.). Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  22. ^ С 1 октября 2024 года изменится троллейбусный маршрут № 3 (выр.). Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  23. ^ С 1 августа в Чебоксарах изменился маршрут движения автобуса №13 (выр.). ГИБДД ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  24. ^ В Новом городе открывают поликлинику и аптеку, На-связи.ru (2017-08-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  25. ^ Построенный за три месяца храм в Новом городе освятили, На-связи.ru (2017-04-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  26. ^ В Чебоксарах при поддержке Сбербанка открылась первая инклюзивная площадка «Изумрудный город», cheboksary.ru (2017-08-21). 2017 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  27. ^ В Новом городе откроется самый крупный в Поволжье скейт-парк, Грани (2018-07-21). 2018 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  28. ^ В Новом городе начался сбор подписей за проект «Двор без машин». На-связи.ru (27 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.