Чапаевски (Шупашкар)
Чапаевски посёлокӗ (Чапаевски, выр. Чапаевский поселок) — Шупашкарти Мускав районне кӗрекен микрорайон (1959 ҫулчен — рабочи посёлокӗ).
Историйӗ
Виҫҫӗмӗш пилӗкҫуллӑх ҫулӗсенче (1938—1942 ҫҫ.) ҫар пӗлтерӗшлӗ пиротехника изделийӗсем туса кӑларассипе специализациленӗ 320-мӗш завода тума тытӑннӑ.
1940 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче заводра вӑй хуракансен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе ВКП (б) Чӑваш обкомӗн бюровӗ ҫапла йышӑннӑ: «Завод Шупашкар хулинчен аякра пулнине тата унӑн спецификӑлла условийӗсене шута илсе 320-мӗш завода тунӑ чухне рабочи поселокне туса хумалла, ӑна «Чапаевски» ят памалла, Шупашкар Хула канашӗн ӗҫтӑвкомне пӑхӑнакан посёлок Канашне йӗркелемелле. ВКП (б) Тӗп Комитетне ҫак йышӑнӑва ҫирӗплетме ыйтас».
1941 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Указӗпе килӗшӳллӗн посёлока «Чапаевски» ят панӑ[1].
Транспорт
Посёлок хулан ытти пайӗпе троллейбуссемпе, автобуссемпе тата маршрут таксийӗсемпе ҫыхӑнать. 1972 ҫулта 11-мӗш троллейбус маршрутне уҫнӑ, вӑл микрорайона чукун ҫул вокзалӗпе ҫыхӑнтарать. Ҫакна В. И. Чапаев ячӗллӗ завод патне ҫити лини тӑсса ҫитернипе тума май килнӗ. Иккӗмӗш троллейбус маршручӗ (1991 ҫулта уҫнӑ) Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе ҫыхӑнтарать[2]. Микрорайонта ЧТУ диспетчер павильонӗ вырнаҫнӑ, вӑл маршрутсен ҫул-йӗрне йӗркелесе тӑрать[3].
| Шупашкарти общество транспорчӗн маршурчӗсем | |||
|---|---|---|---|
| № марш. | Юлашки чарӑну пункчӗ 1 | Юлашки чарӑну пункчӗ 2 | Транспорт тӗсӗ |
| 11 | Чукун ҫул вокзалӗ | Чапаев ячӗллӗ завод | Троллейбус |
| 17 | Университет урамӗ | Чапаев ячӗллӗ завод | Троллейбус |
| 15 | Аэропорт | Чапаев ячӗллӗ завод | Троллейбус |
| 33 | Чапаев ячӗллӗ завод | Ҫӗнӗ хула | Автобус |
| 43 | «Ҫӑлтӑр» суту-илӳ ҫурчӗ | Чапаев ячӗллӗ завод | Маршрутлӑ такси |
| 45 | Коллективлӑ урам | Рябинка | Автобус |
| 22 | Чапаев ячӗллӗ завод | Университет | Троллейбус |
| 37 | Чапаев ячӗллӗ завод | Нефтебаза | Автобус |
| 234 | Чапаев ячӗллӗ завод | Вокзал (Ҫӗнӗ Шупашкар хули) | Маршрутлӑ такси |
Вӗрентӳ
Чапаевски посёлокӗнче Афганистанра пуҫ хунӑ ҫар ҫынни-десантник Олег Беспалов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 7-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ, ӑна 1939 ҫулта барак ҫуртӗнче уҫнӑ, каярахпа, 1955, ҫулта ҫӗнӗрен туса лартнӑ (вӗренекенсен шучӗ 160 ҫынран 750 таран ӳснӗ)[4]. Чи малтанах вырӑс чӗлхипе кӑна вӗрентнӗ, ҫавна пула нумай ача ӑнлансах кайман, ҫавӑнпа чӑваш класӗсем те уҫма йышӑннӑ. 1995 ҫулта шкул реконструкцине тунӑ[5]. 2011 ҫулта вӗренӳ заведенине ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, Афганистанра пуҫ хунӑ Олег Беспаловӑн ятне панӑ[6]. Ҫак шкултан ҫавӑн пекех Анатолий Игумнов (Шупашкар хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ), Глеб Ильенко (совет саманинчи паллӑ производство йӗркелӳҫи), Александр Мингалев (чӑваш эстрада юрӑҫи) вӗренсе тухнӑ[7][8].
Шупашкарти 2-мӗш вӗренӳ центрне 17-мӗш шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ, 1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче унран каҫхи шкул туса хунӑ, каярахпа — Хушма пӗлӳ паракан центр. Ҫак центрта вӗренекенсем пӗтӗмӗшле, вӑтам, ҫавӑн пекех хушма пӗлӳ илме пултараҫҫӗ. 2-мӗш вӗренӳ центрӗнче ачасен вӗрентӗвӗн тӗрлӗ формипе (куҫӑн майпа, куҫӑн-куҫӑн мар майпа (каҫхи уйрӑм), куҫӑн мар майпа) ӑс пухма май пур[9][10].
1966 ҫулта Чапаевски посёлокӗнчи тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ачасене юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне вӗрентме Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулне туса хунӑ[11]. 30 ҫула яхӑн шкул ӗлӗк котельнӑй пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, унтан ӑна хӑтлӑ ҫурт уйӑрса панӑ[12]. Музыка шкулӗнче фортепиано, оркестр, хор, теори, эстетика (1990 ҫултанпа), хореографи (2002 ҫултанпа) уйрӑмӗсем, музыка фольклорӗн уйрӑмӗ (2015 ҫултанпа) пур.
Микрорайонта ҫавӑн пекех шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учрежденисем те пур: ача сачӗсем (16-мӗш «Кроха», 17-мӗш, 28-мӗш, 55-мӗш). Вӗсенчен чи асли 17-мӗшӗ шутланать, ӑна 1941 ҫулта уҫнӑ (ясли-сад пек), ӑна 1998 ҫулччен В. И Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ертсе пынӑ[13]. «Кроха» ача сачӗ — Чапаевски посёлокӗн территорийӗнче чи ҫӗнни. Вӑл 2012 ҫултанпа ӗҫлет, унччен ҫак учреждени ҫуртӗнче 2-мӗш каҫхи шкул вырнаҫнӑ пулнӑ[14].
| 2-мӗш вӗренӳ центрӗ Социализм урамӗ, 17А |
7-мӗш вӑтам пӗлӳ паракан шкул Ҫӗнтерӳ тӳремӗ, 3 |
Ача-пӑча музыка шкулӗ Промышленноҫ урамӗ, 10А |
Сывлӑх сыхлавӗ
Чапаев посёлокӗнче «Хулари клиника центрӗ» БУ вырнаҫнӑ. Унӑн историйӗ 320-мӗш завод ҫумӗнчи сывлӑх пунктӗнчен (1939 ҫулта уҫнӑ) пуҫланать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра посёлокри пӗрремӗш амбулаторие уҫнӑ, ун ҫумӗнче вӑрҫӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен консультацийӗ, ача-пӑча консультацийӗ, рентгенологи пӳлӗмӗ, ҫавӑн пекех 30 койкӑлӑх стационар уҫӑлнӑ. Пӗрремӗш тӗп тухтӑр — Агеева Таисия Семеновна. Чапаевски посёлокӗнчи халӑх шучӗ хӑвӑрт ӳссе пынӑ, анчах та больницӑн машинӑсем пулман, ҫавӑнпа васкавлӑ шӑнкӑравсене ҫуран тухса ҫӳренӗ, пациентсене лашапа турттарнӑ. 1956 ҫул вӗҫӗнче кӑна учреждение васкавлӑ пулӑшу автомобильне панӑ. 1957 ҫулта больницӑна «РТИ завочӗн медсанчаҫӗ» ят панӑ, ҫав вӑхӑтрах стационар корпусне хута янӑ. Халӗ те ӗҫлекен поликлиника ҫуртне 1966 ҫулта уҫнӑ, ун чухне тӗп тухтӑр Максим Савельевич Савельев пулнӑ. Малалла больница аталансах пынӑ: ҫӗнӗ уйрӑмсем, корпуссем, лабораторисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Хулари клиника центрӗ» БУ ята париччен больницӑн тӗрлӗ ят пулнӑ (В. И. Чапаев ячӗллӗ Производство пӗрлешӗвӗн медсанчаҫӗ, Хулари 9-мӗш больница). 2010 ҫулта тухтӑр патне интернет урлӑ ҫырӑнмалли системӑна ӗҫе кӗртнӗ (электронлӑ регистратура). 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе центрӑн тӗп тухтӑрӗ — Майорова Елена Степановна[15]. Паянхи кун учреждени Чапаевски посёлокӗшӗн те, Шупашкар хулинчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗшӗн те чи пӗлтерӗшлӗ сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗ шутланать. Хулари клиника центрӗ ҫумӗнче 135-мӗш аптека пункчӗ ӗҫлет[16].
Ӑнлантарусем
- ^ Васильева Л. Н. Об образовании рабочего поселка «Чапаевский» (к 75-летию образования рабочего поселка «Чапаевский») // БУ «Государственный архив современной истории Чувашской Республики». — 2015. — 14 декабря. — Дата обращения: 16.10.2025.
- ^ О нас (выр.). Государственное унитарное предприятие Чувашской Республики «Чувашское транспортное управление» Министерства транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Диспетчерский павильон МУП "Чебоксарское троллейбусное предприятие" (выр.). cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Информация о СОШ № 7 (выр.). cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Реконструкция школы № 7 (выр.). sosh7-gcheb.edu21.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Oсновные сведения. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Знакомство родителей будущих первоклассников со школой (выр.). sosh7-gcheb.edu21.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Мингалев Александр Егорович. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ. mir/akteru i muzukantu/mingalev.html оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
- ^ Центр образования № 2 (выр.). co2.citycheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Центр образования № 2 г. Чебоксары — призер республиканского конкурса программ (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Чебоксарская детская музыкальная школа № 3 (выр.). music3cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Детская музыкальная школа № 3 отметила 50-летний юбилей (выр.). gcheb.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ История детского сада (выр.). dou17.vrhost.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ «Детский сад № 16 для детей раннего возраста» (выр.). dou16.vrhost.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Этапы развития БУ «Городской клинический центр» Минздрава Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Больница № 9 — ул. Социалистическая, 1А (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.