Чапаев Василий Иванович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Чапаев Василий Иванович (Чепаев; 1887 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ [нарӑсӑн 9-мӗшӗ] [1], Будайка, Шупашкар вулӑсӗ, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ[1]1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ[2][1], Лбищенский уезд[d], Уральская область[d][1]) — Пӗрремӗш Тӗнче тата Граждан вӑрҫисене хутшӑннӑ, Хӗрлӗ ҫар дивизийӗн пуҫлӑхӗ. Раҫҫейри Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче историре йӗр хӑварнӑ чи паллӑ ҫынсенчен пӗри пулнӑ тата юлать. Унӑн ятне Дмитрий Фурмановӑн «Чапаев» кӗнекинче тата пӗртӑван Васильевсен ҫав ятлах фильмӗнче, ҫавӑн пекех чылай анекдотра вилӗмсӗрлетнӗ.

Сӑнласа пани

Шупашкар уесӗнчи Будайка ялӗнче (халӗ Шупашкар хули территоринче) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫемье Балаково салине куҫнӑ хыҫҫӑн чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗреннӗ, анчах та унӑн тулли курсӗнчен вӗренсе тухман. Ача чухне купсасемпе ремесленниксем патӗнче тарҫӑра тата вӗренекен пулса ӗҫленӗ, унтан ашшӗпе тата пиччӗшӗсемпе пӗрле Атӑл ҫинче платник пулнӑ. Хӑйӗн тата хӗр енчи ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр священник хӗрне качча илнӗ, вӗсен икӗ ывӑлпа хӗр ҫуралнӑ. Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫлансан ӑна ҫара илнӗ, унтер-офицер шкулӗнче вӗреннӗ. Виҫӗ Георгий хӗресӗн, Георгий медалӗн кавалерӗ, фельдфебель. Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Николаевскри саппасри полкра ҫар службине ирттернӗ, 1917 ҫулхи ҫулла большевиксен партине кӗнӗ, Хусанти салтак депутачӗсен съездӗнче ӑна хӑйӗн саппас полкӗн командирне лартнӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн Николаевск уесӗнче Хӗрлӗ гварди отрячӗсен йӗркелӳҫи, полк, бригада, рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗн дивизийӗн командирӗ пулса танӑ. Совет влаҫне хирӗҫ тӑнӑ Урал казакӗсемпе тата чех легионерӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Ӑна Хӗрлӗ ҫарӑн Тӗп штабӗн академийӗн пӗрремӗш наборне итлекен вырӑнне янӑ, анчах вӗренӳри йывӑрлӑхсене ҫӗнтереймесӗр унтан хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахса кайнӑ. Стрелоксен 25-мӗш дивизийӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вӑл Ӗпхӗве илнӗ чухне палӑрнӑ. Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ. 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Урал казакӗсем Лбищенск хулинчи 25-мӗш дивизи штабне рейдпа килсен вилнӗ[3][4].

1923 ҫулта унӑн дивизийӗнче комиссар пулнӑ Дмитрий Фурмановӑн «Чапаев» романӗ кун ҫути курсан тата 1934 ҫулта пӗртӑван Васильевсен ҫав ятлах фильмӗ тухсан начдив ячӗ Совет Союзӗнче анлӑ сарӑлнӑ, паллӑ пулса тӑнӑ. Кӗнекери тата фильмри сӑнарсене пӗтӗм халӑх кӑмӑлланӑран чылай ял-салана, урамсене, ҫар тата граждан карапӗсене Чапаев ятне панӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче партизансен отрячӗсем Чапаев ячӗпе ҫӳренӗ. Хальхи историксемпе публицистсен ӗҫӗсенче Граждан вӑрҫинче Чапаев пӗлтерӗшне ӳстерсе каланине ҫирӗплетнӗ пулин те вӑл ҫав тапхӑрти чи паллӑ хӗрлӗ командирсенчен пӗри, кинофильмсен, телесериалсемпе кӗнекесен сӑнарӗ пулса юлать, ҫав шутра Виктор Пелевин, Захар Прилепин, Володарский Эдуард Яковлевич ҫыравҫӑсен хайлавӗсенче те.

Совет Союзӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче Чапаев ҫинчен ҫырнӑ нумай анекдот анлӑ сарӑлнӑ, вӗсенчи сӑнарсем — начдив ҫинчен ӳкернӗ фильм персонажӗсем: «Василий Иванович», Фурманов, Петька ординарец тата Анка пулемётчица.

Биографийӗ

Ачалӑх тата ҫамрӑклӑх

Василий Чапаев Шупашкар вулӑсӗнчи Будайка ялӗнче (Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗ) 1887 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче (нарӑсӑн 9-мӗшӗнче) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чапаевӑн мӑн аслашшӗсем унта авалтанах пурӑннӑ, крепостла хресченсем пулнӑ, ялти пӗр хуҫа патӗнчен теприн патне куҫса пынӑ. Пулас начдивӑн мӑн-мӑн аслашшӗ Андрей Прокофьев — Грязев помещикӑн, мӑн аслашшӗ Гаврила Андреев — Скрыпина помещицӑн, аслашшӗ Степан Гаврилов Полиновская помещицӑн пулнӑ. Степан Гаврилова тӑван ялӗнче хисепленӗ, ӑна ентешӗсем старостӑна суйланӑ[5].

Чи анлӑ сарӑлнӑ верси тӑрӑх, Чапаев (Чепаев) хушамат Атӑл тӑрӑх юхтарнӑ вӑрмана пушатнӑ ҫӗрте ӗҫлекеленӗ Степан мучи тӑтӑшах каланӑ чепь, чепай (цепляй) сӑмахран, кайран унӑн хушма ячӗ пулнӑскертен, пулса кайнӑ[6]. 1867 ҫулта хушма ята хушамат пек официаллӑ документра — Степан Гаврилов Чапаев панӑ поручительствӑра — пӗрремӗш хут ҫырса хунӑ. 1884 ҫулта хушамата Степан мӑнукӗн — Андрейӑн — метрикине ҫырса хунӑ[5].

undefined

Истори литературинче Василий Чапаевӑн мӑн аслашшӗсене, ҫав шутра аслашшӗ Степан пӗрремӗш мӑшӑрӗпе Ирина Никитинӑпа, вырӑс хресченӗсем тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах 1886 ҫултанпа Степан Гавриловӑн иккӗмӗш арӑмӗ Козьмодемьянск уесӗнчи Мишер ялӗнчи чӑваш хӗрарӑмӗ Перасковья Фёдоровна пулнине уйрӑммӑн палӑрнӑ[7][8]. Василий Чапаев ҫуралсан ҫырнӑ метрикӑра унӑн ашшӗ Иван Степанов тата амӑшӗ Екатерина Семёнова, Шупашкар уесӗнчи Кӗремечке ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, православи хресченӗсем тесе палӑртнӑ. Василий Ивановичӑн ашшӗ Иван Степанович Чапаев национальноҫӗпе — ирҫе, амӑшӗ чӑваш пулни ҫинчен каланисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Иван Степанович Чапаев (Чепаев) ҫемйинче Василий пиччӗшӗсем Михаилпа Андрей хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш ывӑл пулнӑ, ун хыҫҫӑн тепӗр ывӑл Григорий тата хӗр Анна ҫуралнӑ. Ҫемьере пурӗ 9 ача ҫуралнӑ, анчах вӗсенчен тӑваттӑшӗ пӗчӗклех вилнӗ. 1897 ҫулта лайӑхрах пай шыраса Чапаевсен ҫемйи Шупашкартан Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи аяларахри хӑтлӑрах вырӑна, Самар кӗпернинчи Николаевка уесӗнчи Балаково салине, куҫса кайнӑ. Ҫав ҫулсенче вӑл тыр-пулпа суту-илӳ тӑвакан центр пек паллӑ пулнӑ. Ашшӗ Иван Степанович ҫӗнӗ вырӑнта хӑвӑртах тӗпленме пултарнӑ, платник ӗҫӗсем тупнӑ, унта аслӑ ывӑлӗсене явӑҫтарнӑ. Хӗрӗ Анна чӗнтӗрҫӗ ӗҫне тупнӑ. Василие Иван Степанович вырӑнти чиркӳ-прихут шкулне янӑ, унӑн меценачӗ иккӗмӗш сыпӑкри пуян пиччӗшӗ пулнӑ. Чапаевсен йӑхӗнче священниксем пулнӑ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗ Василие те ку енӗпе ярасшӑн пулнӑ. Ҫитменнине, шкулта Василин сасси илемлӗ пулни палӑрнӑ, шкул хорӗн ертӳҫи унӑн кӗпӗрнери чиркӳ хорӗн юрлаканӗн карьери пуласса шаннӑ. Анчах 1901 ҫулхи хӗлле, виҫҫӗмӗш ҫул вӗреннӗ чухне, Василие айӑпа кӗнӗшӗн карцера вырнаҫтарнӑ. Карцер пушар каланчин ҫӳлти пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ, урамра хӗлле пулнӑ, карцерта ҫиелти тумтирсӗр ларакан 14-ри Василий ун ҫинчен маннӑ тата вӑл кунта шӑнса вилет тесе хӑраса ӳкнӗ. Чӳречене ҫӗмӗрсе вӑл каланча ҫинчен сикнӗ, тарӑн юр ӑшне ӳкнӗрен вӑл чӗрӗ юлнӑ. Киле ҫитсен Василий ҫуркуннеччен чирлесе выртнӑ. Иван Степанович ывӑлне шкултан илсе кайнӑ та хӑйӗн тӑванӗпе хутшӑнӑва татнӑ[9][10].

undefined

Сывалса ҫитнӗ Василие ашшӗ ҫуркуннеренпе платник ӗҫне явӑҫтарма тытӑннӑ, унтан Белоглазов купсана пулӑшма янӑ. Белоглазов патӗнче Василий кил-ҫуртра пулӑшаканран пуҫланӑ, унтан лавккаран тавар илсе ҫӳренӗ, каярахпа хӑй те сентре хыҫне тӑнӑ. Каярахпа Василий хӑй каласа панӑ тӑрӑх, лавккара ӑна «купсасен чеелӗхӗсене» − сахалрах виҫсе пама, улталама — вӗрентесшӗн пулнӑ, анчах ашшӗ ӑна пӗрмаях: «Ан вӑрла, Вася!» — тенӗ. Ҫавӑнпа та Василий часах ашшӗпе пӗрле каллех платник ӗҫне кӳлӗннӗ. Иван Чепаевӑн тата унӑн виҫӗ ывӑлӗн ҫемье эртелӗ саккассӑр юлман, анчах ашшӗ Василие мӗнле те пулин пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. 1902 ҫулта ӑна Георгий Лопатин маҫтӑр патне вӗренекен пек янӑ, тепӗр икӗ ҫултан — Иван Зудин столяр патне. 1905—1907 ҫулсенчи революци вӑхӑтӗнче Иван Зудина Балаковӑри хресченсен пӗрлӗхӗн пайташне суйланӑ, ҫавӑнпа каярахпа ӑна полици тӗрӗслесе тӑнӑ, Василий Чапаев вара 1906 ҫултанпа ашшӗн эртелне таврӑннӑ. Балаковӑра саккассем ҫитмен чухне ашшӗпе ывӑлӗсем таврари ӗҫсене кӳлӗннӗ: саккассем шыраса Атӑл тӑрӑх тӑвалла тата анаталла ҫӳренӗ, казах ҫеҫенхирӗсенче саккассем илнӗ. Каярахпа Василий ҫарта пӗрле тӑракансене мӑнаҫлӑн ҫапла каланӑ: «Пытармасӑр калатӑп, эпӗ тӗслӗхлӗ платник. Ҫак ӗҫе питӗ лайӑх пӗлетӗп»[11].

1908 ҫулхи кӗркунне Василие ҫара илнӗ те Киева янӑ. Анчах тепӗр ҫулхи ҫуркунне, паллӑ мар сӑлтавсене пула, Чапаева ҫартан саппаса ярса пӗрремӗш разрядлӑ ополчени ратникӗсене куҫарнӑ. Пӗр верси тӑрӑх — чире пула, куҫне шурӑ илнӗрен. Ӑна политика шанчӑксӑрлӑхне пула ратнике куҫарни пирки архив докуменчӗсенче ҫирӗплетӳ тупайман. Революци пулӑмӗсене хутшӑннӑшӑн имӗш персе пӑрахнӑ пиччӗшне Андрея пула ҫартан кӑларни пирки верси те — ҫавӑн пекех. Службӑран таврӑнсан Василий кӗҫех авланма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ. Савнийӗ Балаковӑри священникӑн хӗрӗ Пелагея Метлина пулнӑ. Ашшӗ куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, иртӗхсе кайнӑ пуп хӗрӗ платник арӑмӗ пулма тивӗҫ мар тесе шутланӑ, Василие урӑх кандидатурӑсем сӗннӗ. Хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те хирӗҫ пулнӑ. Анчах Василий хӑйӗнни ҫинчех ҫине тӑнӑ, 1909 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫамрӑксем венчете тӑнӑ. 1910 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫемьере ывӑл Александр ҫуралнӑ, 1912 ҫулта − хӗр Клавдия. Василий ялти инвентаре юсамалли мастерской уҫнӑ, унтан хуняшшӗн икона ӳкермелли мастерскойӗнче ӗҫленӗ. 1913 ҫулхи ҫуркунне ҫемйипе Чӗмпӗрте тӗпленме хӑтланнӑ, кайран Мелекесс (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград) хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Кунта унӑн Аркадий ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ[12].

Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫин ҫулӗсенче

Вӑрҫӑ пуҫлансан, 1914 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Чапаева ҫара илнӗ, Аткарск хулине 159-мӗш саппас пехота полкне янӑ. Призыв умӗн Василий мӑшӑрне Пелагейӑна пӗчӗк виҫӗ ачипе пӗччен йывӑр пулать тесе вӗсене Балаковӑна ашшӗн килне куҫарнӑ. Чапаев виҫӗ уйӑх саппас полкра вӗренӳре пулнӑ, унӑн 1908—1909 ҫулсенче ҫур ҫул опыт пулнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ҫар опычӗ пулман резервистсен хушшинче хӑйне пуҫлӑхсен умӗнче лайӑх енчен кӑтартма май пулнӑ[13].

Фронта Чапаев 1915 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче лекнӗ, ӑна унтер-офицерсене хатӗрлекен полк вӗренӳ командине янӑ. Кӑнтӑр-Анӑҫ фрончӗн 9-мӗш ҫарӗн 82-мӗш пехота дивизийӗн Белгорайскри 326-мӗш пехота полкӗ йышӗнче Волыньре тата Галицире ҫапӑҫнӑ. 1915 ҫулхи ҫуркунне полк Перемышле хупӑрланӑ ҫӗре хутшӑннӑ, ҫулла — Галицири позици ҫапӑҫӑвӗсене. Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чапаев кӗҫӗн унтер-офицер ятне илнӗ. Полка канӑва янӑ хыҫҫӑн 1915 ҫулхи ҫулла вӗҫӗнче Чапаева пӗрремӗш наградӑсене панӑ: Георгий медальне тата 4-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресне. 1915 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Цумань патӗнчи йывӑр ҫапӑҫусенче Василий Чапаев аллинчен аманнӑ. Суран йывӑр пулнӑ, шӑнӑрӗ арканнӑ, ку суран ӑна хӑйӗн пирки пурнӑҫӗ тӑршшӗпех аса илтернӗ. Юпа уйӑхӗнче Чапаева аслӑ унтер-офицер ятне панӑ. Сипленнӗ чухне Василий ашшӗнчен ҫыру илнӗ, унта арӑмӗ Пелагея ачисене пӑрахса чукун ҫул кондукторӗпе килтен тухса тарни ҫинчен пӗлтернӗ. Ачисем кайран каласа панӑ тӑрӑх, 1915—1916 ҫулхи хӗлле Василий ҫапӑҫура вилӗм шыранӑ, анчах аманнипе ҫеҫ хӑтӑлнӑ. Ӑна 3-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресӗпе чысланӑ, 1916 ҫулхи пуш уйӑхӗнче госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн киле виҫӗ эрнелӗхе отпуска янӑ[14].

Кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Василин Пелагейӑна вӑхӑтлӑха киле тавӑрма май килнӗ. Арӑмӗ килтен тухса кайнине Василин ашшӗпе пӗрмай хирӗҫсе пурӑннипе сӑлтавланӑ. Иван Степанович ывӑлне хӑйне сӑпайлӑрах тытма сӑмах панӑ, анчах тухса кайнӑ чухне Василий Чапаев ҫемьери тӑнӑҫлӑх вӑхӑтлӑха кӑна пулассинчен шикленнӗ. Фронта таврӑнсан Василий хӑйӗн полкӗ йышӗнче Брусилов прорывӗ вӑхӑтӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1916 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чапаева фельдфебель ятне панӑ. Кӗҫех ӑна 2-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресӗпе чысланӑ. Награда листинче ҫырнӑ тӑрӑх:

Василий Иванович Чапаев фельдфебель 1916 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Куты хули патӗнче тӑшман йышӑннӑ ҫирӗп вырӑна илнӗ чухне хӑйне пӑхӑнакансене харсӑр тата хӑюллӑ ертсе пынӑ, вӗсене хавхалантарнӑ, хӑй хыҫҫӑн илсе кайнӑ, хӑй йывӑр аманнӑ, сурана ҫыхса янӑ хыҫҫӑн строя таврӑннӑ та каллех ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ.— 11-мӗш ҫар корпусӗн командирӗн 1916 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнчи хушӑвӗнчен[15]

.

Чапаева Белгорайск полкӗн 1-мӗш ротин фельдфебельне лартнӑ. Совет саманинче кӑларнӑ унӑн биографийӗсенче Чапаев кӗҫех тулли Георгий кавалерӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. 1916 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Белгорайск полкӗн 1-мӗш батальонӗн Павлов прапорщик тата Чапаев фельдфебель ертсе пынӑ 1-мӗш тата 2-мӗш ротисем Делятин хули патӗнче ӑнӑҫсӑр тапӑннӑ хыҫҫӑн кӑшӑла лекнӗ, анчах пулемётсемпе ӑста усӑ курса, йывӑр самантра штык тапӑнӑвне кайса полкӑн тӗп вӑйӗсем патне ҫӗмӗрсе кӗме пултарнӑ, Яблонцы ялӗ патӗнче ҫирӗпленсе вырнаҫнӑ та тапӑнакан австриецсене хирӗҫ ҫирӗп оборона тытнӑ. Имӗш ҫак ҫапӑҫушӑн Чапаева 1-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресӗпе чысланӑ. Хальхи архив тӗпчевӗсем ҫак наградӑна ҫирӗплетмеҫҫӗ[16].

1916 ҫулхи ҫулла пӗр ҫапӑҫура Василин ентешӗ тата юлташӗ Пётр Камешкерцев йывӑр аманнӑ. Вилекен тусне Чапаев унӑн ачисене пӑхма сӑмах панӑ. 1916 ҫулхи ҫурла вӗҫӗнче Чапаева хӑйне те шрапнельпе сулахай уринчен йывӑр амантнӑ. Ӑна ҫапӑҫу вырӑнӗнчен малтан — Хӗрлӗ Хӗресӗн 81-мӗш отрядне, унтан Херсонри госпитале эвакуациленӗ. Сывалса ҫитсен Чапаева сывалакансен 151-мӗш командин взвочӗн командирне лартнӑ. 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Чапаев хӑйне ҫапӑҫакан ҫара куҫарма ыйтнӑ, чаҫе ӑсатиччен ӑна 25 кунлӑх отпуск панӑ. Ҫав вӑхӑталла ҫӗршыври лару-тӑру тӗпрен улшӑннӑ. Ҫарта дисциплина чакма пуҫланӑ, ку уйрӑмах тылри саппас тата вӗренӳ чаҫӗсенче палӑрнӑ. Пысӑк ҫухатусем пирки хыпарсем килсех тӑнӑран ҫара илнӗ миллион-миллион салтак фронта ярасран хӑранӑ. Дезертирсен, уклонистсен йышӗ тӑрук ӳснӗ. 1917 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чапаев хӑйне Сарӑтури 90-мӗш саппас пехота полкне янине пӗлнӗ; командовани унтер-офицер тата Георгий кавалерӗ шанса панӑ вӗренӳ ротинче дисциплинӑна йӗркелеме пултарасса шаннӑ. Ҫарта ударлӑ чаҫсем йӗркелеме пуҫласан Чапаев 90-мӗш полкӑн ударлӑ отрядне кӗнӗ, унта хӑйсен ирӗкӗпе килнӗ юнкерсемпе студентсем пулнӑ. Вӑхӑтлӑх правительство ударлӑ чаҫсем арканакан ҫаршӑн каркас пуласса шаннӑ[17].

Отпуск вӑхӑтӗнче, вилнӗ юлташне сӑмах панине асра тытса, Чапаев Камешкерцев ҫемйине шыраса тупнӑ та тӑлӑх арӑмне тусӗн хӗрӗсене хӑйӗн хӳттине илессине, вӗсене ашшӗн килне илсе каяссине пӗлтернӗ. Василишӗн кӗтмен ҫӗртен Пелагея Камешкерцева ачисенне кӑна мар, хӑйӗн япалисене те пуҫтарнӑ. Малтанхи арӑмӗнчен уйрӑлман пулсан та Чапаевӑн килӗшме тивнӗ[18].

1917 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чапаева Николаевск хулинчи 138-мӗш саппас полка 4-мӗш ротӑри фельдфебеле куҫарнӑ. Ҫав вӑхӑталла, ҫӗршыври асар-писер политика улшӑнӑвӗсен условийӗсенче, вӑл хӑйне мӗнле политика шухӑшӗсем тивӗҫтернине ӑнланма тӑрӑшнӑ. Каярахпа вӑл Кутякова тата Хӗрлӗ ҫарти юлташӗсене ҫав тапхӑрти ӑшталанусем ҫинчен ҫапла каласа панӑ:

Йӗри-тавра калаҫусем те ӑслӑ, ҫынсем те хӑйсем мӗн калаҫнине пӗлеҫҫӗ, эпӗ вара ҫакна ӑнланмастӑп. Атя партие кӗрес-ха тетӗп. Пӗр йӗркеллӗ ҫынран ыйтрӑм — вӑл мана пӗрмай кадетсем йышне кӗртесшӗнччӗ, анчах эпӗ унтан часах есер пулса тӑтӑм: ачасем, пӑхатӑп та, ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ… Есерсемпе пултӑм та — часах анархистсене илтрӗм. Авӑ вӑл ӗҫ ӑҫта иккен тетӗп! Ҫынсем йӑлтах ҫӗнсе илеҫҫӗ, нимӗнле вӑтану та ҫук — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ!— Кутяков асаилӗвӗнчен[19]

Чапаев Сарӑтури анархистсен ушкӑнне кӗнӗ, анчах 138-мӗш полка куҫарсан часах партие улӑштарнӑ. Ҫулла Николаевскра вӑл большевиксен вырӑнти уес комитетне пынӑ. Николаевскри коммунистсен ертӳҫи Арсений Михайлов каласа панӑ тӑрӑх, шпорлӑ атӑ тӑхӑннӑ, пилӗкӗ ҫине шашка ҫакнӑ, кӑкӑрӗ ҫине хӗрессем тата медаль ҫирӗплетнӗ сатур ҫар ҫынни килсен малтанах ячейкӑра пӑлхав пулнӑ: «Большевиксене ҫӗмӗрме шуйттан килмен-и?» Чапаев паллашма тесе коммунистсенчен вӗсен программине ыйтнӑ, ҫу каҫипе пухӑвӗсене хутшӑннӑ. Малтанах ӑна кӑкӑрӗ ҫинчен «теттисене» илсе пӑрахма хушни тарӑхтарнӑ, анчах большевиксем саппас полкра хӑйсен ҫынни пулни лайӑх тесе шутланӑ, унӑн паттӑрлӑхӗ тӗлӗшпе иккӗленӳ пулман. 1917 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче ӑна партие илнӗ. Саппас полкра чылай салтак Чапаев дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп ыйтнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫапах большевиксем пулӑшнипе Чапаев дисциплинӑна сыхласа хӑварма пултарнӑ, полк пурлӑхне сутма паман, хӑйне салтаксене витӗм кӳрекен лайӑх йӗркелӳҫӗ пек кӑтартнӑ[20].

Тӗнче тата Граждан вӑрҫисен хушшинчи тапхӑрта

1917 ҫулхи чӳк пуҫламӑшӗнче, Николаевска Петроградри пулӑмсем тата Мускаври ҫапӑҫусем пирки хыпарсем килсен, Чапаева полкран Хусан ҫар округӗн депутачӗсен съездне хутшӑнма делегата суйланӑ. Кӑкӑрӗ ҫине хӗрессем ҫакнӑ паттӑр фронтовик тухса калаҫни большевиксене съездри чылай делегатӑн сассине ҫӗнсе илме пулӑшнӑ. Николаевска Чапаев полк командирне сирме тата командование йышӑнма ирӗк паракан мандатпа таврӑннӑ. Полк командирӗ Отмарштейн подполковник тата чылай офицер хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр Чапаев Николаевскри депутатсен канашӗн пулӑшӑвӗпе 138-мӗш полк командирӗн пӳлӗмне йышӑннӑ. Ҫакӑн пек йышӑнупа килӗшменнисене Чапаев пурне те чаҫрен тухса кайма сӗннӗ. Полк йӗркелес ӗҫе хӑйӗн тимлӗхӗ ҫине илсе вӑл большевиксем майлӑ салтаксемпе унтер-офицерсене тӗп должноҫсене лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл пулемётсене округ складне пама хушакан приказа пурнӑҫлама килӗшмен. Унтан та ытларах, Сарӑту хулине кайса артиллери склачӗсен хуралӗнчен икӗ хӗҫ-пӑшала сӑмакунла улӑштарнӑ[21].

undefined

1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче хресчен депутачӗсен уес съезчӗн тата рабочисемпе салтак депутачӗсен канашӗн пӗрлехи ларӑвӗнче Чапаева Николаевск уесӗн шалти ӗҫсен халӑх комиссарне суйланӑ. Ытти тивӗҫсемпе пӗрле пурлӑхлӑ классен элчисем тесе пӗлтернӗ граждансен реквизицисен ӗҫӗсене ертсе пынӑ. Тӳлевсене хӑвӑртлатма Чапаев буржуази шутне кӗртнӗ темиҫе граждана арестленӗ, арестленисен пӗр пайне персе пӑрахнӑ пек туса кӑтартнӑ. Чапаев пуҫарӑвӗпе хула тата ял ҫыннисене хӗненине критикленӗ, ҫав шутра Николаевск Канашӗн элчисем те. 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Николаевск уесӗн земствине хӑваласа салатассине ертсе пынӑ. Тепӗр кунхине собор тӳремӗнче земствӑна хӑваласа ярассине хирӗҫ тӑракан хула ҫыннисем пухӑнсан тӳреме Чапаев пулемёт лартнӑ автомобильпе ҫитнӗ. Каярахпа Кутяков ҫапла каласа панӑ: «Пӗр асӑрхаттармасӑрах вӑл чул собор куполне пулемётран пеме тытӑннӑ. Керенскипе Учредитель пухӑвӗн хӳтӗлевҫисене тарса пӗтме ку та ҫителӗклӗ пулнӑ». 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чапаева ҫар ӗҫӗсен уес комиссарне ҫирӗплетнӗ[22].

Ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн кӗҫех Чапаев 400 хӗрлӗ гвардеецран тӑракан отрядпа Урал казакӗсен ҫӗрӗсемпе чикӗре вырнаҫнӑ Аслӑ Глушица ялӗ еннелле ҫул тытнӑ. Унта эсерсем офицерсем тата вырӑнти интеллигенци представителӗсем пулӑшнипе вырӑнти Канаша салатнӑ, унӑн пайташӗсен пӗр пайне арестленӗ. Чапаев отрячӗ яла тӑватӑ енчен тапӑннӑ, ҫапӑҫу хыҫҫӑн яла йышӑннӑ, вырӑнти Канашӑн арестленӗ пайташӗсене ирӗке кӑларнӑ. Канаша хирӗҫ пӑлхавсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленнӗ, Чапаевӑн вӗсене пусарма пӗр ялтан теприне ҫитме тивнӗ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Чапаев ҫемйи пурӑнакан Балаковӑра пӑлхав ҫӗкленсен Василин шӑллӗне Григорий Чапаева вӗлернӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫак хыпар Николаевска Берёзов ялӗнче хӗрлӗ гвардеецсен отрядне аркатса тӑкни пирки хыпарпа пӗрле ҫитнӗ. Чапаев отрячӗ нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Берёзоври пӑлхава пусарнӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Балаковӑна икӗ енчен тапӑннӑ та пӑлхава хутшӑннисене унтан хӑваласа кӑларнӑ. Нарӑс вӗҫӗнче совет влаҫне хирӗҫ тепӗр пӑлхав Липовка салинче пуҫланнӑ, вӑл часах пӗтӗм Липовка вулӑсне ҫавӑрса илнӗ. Николаевск Канашӗ Чапаева пӑлхав ҫӗкленнӗ вулӑсри пӗтӗм влаҫа парса пӑлхава пусарма янӑ. Пӑлхава 10 кунра пӗтернӗ[23].

undefined

Ҫав вӑхӑтрах Чапаев уесри 14 отрядран тӑракан Хӗрлӗ гвардие йӗркелес ҫӗре хутшӑннӑ; 138-мӗш саппас полкӗн никӗсӗ ҫинче Николаевскра 1-мӗш полка йӗркелеме тытӑннӑ. 1918 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Урал облаҫӗнче казаксен ҫар правительстви пӗтӗм Канаша салатса янӑ, вӗсен пайташӗсенчен ытларахӑшне арестленӗ. Сарӑту канашӗ казаксене хирӗҫ Уралти пӗтӗм офицера тата буржуази представителӗсене хӑваласа ярасси тата Канаша ҫӗнӗрен йӗркелесси пирки ультиматум лартнӑ. Ыйтнине пурнӑҫлама килӗшмесен Уральскпа ҫыхӑнтаракан чукун ҫула хупнӑ, чукун ҫул хӗррипе хула еннелле Хӗрлӗ гварди отрячӗ, Сарӑту канашӗн Ҫарӗ ят илнӗскер, кайма тухнӑ. Ҫар йышне Николаевски Иван Демидкинпа Василий Чапаев ертсе пыракан 1-мӗш тата 2-мӗш партизансен отрячӗсем кӗнӗ. Поход вахӑтӗнче Сарӑту канашӗн ҫарӗсем малтанах Урал казакӗсен заслонне каялла чакарса Уральскран 70 ҫухрӑмри Деркул станцине ҫитме пултарнӑ. Анчах кайран казаксем, вырӑна лайӑх пӗлнипе тата вырӑнтан вырӑна хӑвӑрт куҫнипе усӑ курса, Шипово станци ҫывӑхӗнче Сарӑтури хӗрлӗ гвардеецсене хупӑрласа илнӗ, вӗсене Сарӑтупа ҫыхӑнтаракан ҫулсенчен татнӑ. Йывӑр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн мӗнпур боеприпассене пӗтерсе хӗрлӗ гвардеецсем хупӑрлава татса Алтата станцийӗ патне чакнӑ. Сарӑту кӗпернипе Урал ҫарӗн чиккинче вӑхӑтлӑх шӑплӑх тӑнӑ[24].

Граждан вӑрҫи пуҫламӑшӗ. 1918 ҫул

1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Атӑлҫире, Уралта тата Ҫӗпӗрте Чехословаки корпусӗн пӑлхавӗ ҫӗкленнӗ. 1918 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче чехословаксем тата Раҫҫейри офицерсен дружинисем пӗрле хирӗҫ тӑрса Самарти Советсен влаҫне сирпӗтсе антарнӑ та влаҫ Учредитель пухӑвӗн пайташӗсен Комитетне куҫнине пӗлтернӗ. Большевиксене хирӗҫ пӑлхавӗсем ҫӗршыври чылай регионта ҫӗкленнӗ. Хӗрлӗ гвардеецсен доброволецсен отрячӗсен тапхӑрӗ вӗҫленнӗ, Совет влаҫӗ Рабочисемпе Хресченсен Хӗрлӗ ҫарне ирӗксӗр мобилизацилеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Граждан вӑрҫи пуҫланнӑ.

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче — ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Урал казакӗсемпе Сарӑту канашӗн ҫарӗ хушшинче каллех ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. Ҫав вӑхӑталла Николаевскри партизансен отрячӗсенчен1-мӗш тата 2-мӗш Николаевск полкӗсем туса хунӑ. 1918 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Совнарком председателӗ Ленин тата Троцкий наркомвоенмор «Рабочисемпе Хресченсен Хӗрлӗ ҫарне ирӗксӗр пухасси пирки» декрета алӑ пуснӑ, Тухӑҫ фронтне йӗркеленӗ, ӑна Михаил Муравьёв ертсе пынӑ, унӑн йышне Уйрӑм ҫар, ҫав шутра Сарӑту канашӗн отрячӗсем те, кӗнӗ[25].

undefined

Николаевск полкӗсенчен бригада йӗркеленӗ, унӑн командирне Василий Чапаева ҫирӗплетнӗ. Бригадӑна 3 пине яхӑн ҫын, 65 пулемёт, 8 тупӑ, пӗр бронеавтомобиль кӗнӗ. Германи фронтӗнче аманнӑ хыҫҫӑн Чапаев юланут утланса ҫӳреймен, ҫавӑнпа та ҫарсене оперативлӑ тытса пыма май пултӑр тесе пӗрмай автомобиль паркне ҫӗнетессишӗн тӑрӑшма тивнӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Николаевск бригади каллех Сарӑту — Уральск чукун ҫул хӗррипе ҫул тытнӑ: Чапаев умне Семиглавый Мар станцине туртса илме тӗллев лартнӑ. Чукун ҫул хӗрринче казаксемпе хаяррӑн ҫапӑҫнӑ чухне Чапаев Шипово станцийӗ таран ҫитнӗ, анчах каллех, ҫу уйӑхӗнчи пекех, Алтата станцийӗ патне чакма тивнӗ, унтан тата леререх — Озинка станцине ҫити. Муравьёв ертсе пынӑ пӑлхава пула фронт командованийӗн дезорганизацийӗ пулни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ[26].

Утӑ уйӑхӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑру Совет республикишӗн кризисла хӑрушӑ пулса тӑнӑ. Комуч тата Чехословаки корпусӗ пӗрле ҫапӑҫса Сызрань, Ӗпхӳ, Пӗкӗлме, Мелекесс хулисене туртса илнӗ, утӑн 22-мӗшӗнче Комуч бригади В. О. Каппель ертсе пынипе Чӗмпӗре кӗнӗ. Комуч Хвалынск, Вольск еннелле тапӑнма, унтан Дон казакӗсемпе тата Доброволецсен ҫарӗн чаҫӗсемпе пӗрлешес тӗллевпе Царицын еннелле кайма палӑртнӑ[27].

Николаевск уесӗ ҫапӑҫакан икӗ еншӗн кризисла пӗлтерӗшлӗ район пулса тӑнӑ, Хӗрлӗ гварди йӗркеленнӗ отрячӗсем тата Николаевск полкӗсем Комуч ҫарӗсене Урал казакӗсемпе пӗрлешме, вӗсене Атӑл тӑрӑх анаталла кайма чӑрмантарнӑ. Утӑ уйӑхӗнче Тухӑҫ фрончӗн командованийӗ Николаевск полкӗсен бригадинчен пилӗк пехотӑран тата пӗр кавалери полкӗнчен тӑракан дивизи йӗркелеме тӗллев лартнӑ. Ҫурла пуҫламӑшӗнче, Николаевск тата Балаково хулисенче тепӗр мобилизаци ирттернӗ хыҫҫӑн, Чапаев тӗллеве пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Хӑйӗншӗн тата дивизи комйышӗшӗн кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ дивизи командирне Балаково уесӗн военкомне С. П. Захарова лартнӑ. Чапаев дивизин 1-мӗш бригадӑн командованине йышӑнса приказа пӑхӑннӑ. Ҫурлан пӗрремӗш ҫурринче Николаевск дивизийӗ Комучӑн Хволынск ушкӑнне, чехословаксем пулӑшнипе ӗҫлекен Махин полковник ертсе пынӑскере, хирӗҫ тӑнӑ. Малтанах вӑл е ку ен уйрӑм пысӑк ялсене илнӗ пулсан та нихӑшӗ те пулӑмсене хӑй майлӑ ҫавӑрайман. Анчах Комуч ҫарӗсем хӑйсен ҫапӑҫу ӗҫӗсем пирки Урал казакӗсемпе килӗшсе татӑлсан шуррисен тапӑнӑвӗ ӑнӑҫлӑрах аталанма пуҫланӑ. Ҫурлан 20-мӗшӗнче чех чаҫӗсем Николаевск хулине йышӑннӑ. Чапаев, Захаров приказне пӑхмасӑр, Порубёжка ялӗ патӗнчи Мӑн Иргиз урлӑ каҫнӑ та ҫурлан 21-мӗшӗнче чехсене тапӑнса вӗсене Николаевскра Комуч ҫарӗн тӗп чаҫӗсенчен татнӑ. Чехсен хулана хӑварма тивнӗ, ҫурлан 23-мӗшӗнче Николаевска Николаевск полкӗсен 2-мӗшпе 3-мӗш чаҫӗсем кӗнӗ. Чапаевӑн хулана ирӗке кӑлармашкӑн васкама хӑйӗн сӑлтавӗ те пулнӑ, унта унӑн ҫемйи юлнӑ. Николаевскра чехсем пулнӑ вӑхӑтра Пелагея Камешкерцевӑна тата пилӗк ачине коммунистсем майлӑ пулнӑ чукун ҫул рабочийӗ хӑйӗн килӗнче пытарса усранӑ[28].

Ирӗке кӑларнӑ Николаевскри пӗр митингра Чапаев хула ятне улӑштарма, ӑна Пугачёв ят пама сӗннӗ. Сӗнӗве йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хула осада лару-тӑрӑвӗнче пулнине пӗлтернӗ, унти пур офицера та персе вӗлерессипе хӑратса Николаевск дивизийӗн штабӗнче регистраци тума хушнӑ. Ҫав кунах, ҫурлан 23-мӗшӗнче, хулана 4-мӗш ҫар командирӗ Ржевский тата ҫар комиссарӗ Зорин ҫитнӗ, вӗсем дивизие Пугачёв ятне парасси пирки тата ӑна Революци ялавӗпе чыслама ыйтса ВЦИКа телеграмма янӑ. Телеграммӑра Чапаевӑн хулана ирӗке кӑларма пулӑшнӑ операцине уйрӑммӑн палӑртнӑ. Комуч тата Чехословаки корпусӗн ҫарӗсем Николаевск-Пугачёв хулине ҫавах туртса илме хӑтланнӑ. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Гусиха ялӗшӗн пынӑ пӗр ҫапӑҫура пӗр эпизод пулса иртнӗ, вӑл кайран пӗртӑван Васильевсен фильмӗн пуҫламӑш кадрӗсене кӗнӗ. Чехословаксем тата Урал казакӗсен чаҫӗсем пӗрле тапӑннӑ чухне Хӗрлӗ ҫара тин кӑна илнӗ хресченсем позицисене пӑрахса тыла тарнӑ, опытлӑ хӗрлӗ армеецсене те хӑйсем хыҫҫӑн илсе кайнӑ. Иргиз юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫавӑн чухлӗ ҫынна чӑтаймсӑр ишӗлсе аннӑ. И. Плясунков полкӗ шурӑ чаҫсен тапӑнӑвне тытса тӑма, хыҫҫӑнхи ӑнӑҫсӑрлӑха сирме пултарнӑ. Чапаев пӗр тӑхтамасӑр ҫапӑҫу пулнӑ вырӑна ҫитсе тарнӑ хӗрлӗ армеецсене пухма пултарнӑ. Импровизациленӗ митингра вӑл ӗнентерӳллӗ сӑмахсем тупнӑ, ҫынсене сехрене хӑптарнӑ каҫӑ патне тавӑрса юханшывра ҫухатнӑ хӗҫ-пӑшал туптарнӑ. Ун хыҫҫӑн пулнӑ тапӑну хыҫҫӑн тӑшмана Гусиха ялӗнчен ҫапса кӑларнӑ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн 4-мӗш ҫарӑн ҫӗнӗ командирӗ Хвесин тата Вацетис главком саламлӑ телеграммисенче Чапаева палӑртнӑ[29].

1918 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче Чапаева вӑхӑтлӑха кайнӑ Захаров вырӑнне Николаевск дивизийӗн командирӗн должноҫне вӑхӑтлӑха (Врид) панӑ. Ҫав вӑхӑтра Урал казакӗсем Новоузенск ҫывӑхӗнче хастарланнӑ, казаксен уйрӑм отрячӗсем фронтӑн талккӑшпе пыракан линийӗ ҫуккипе усӑ курса хӗрлисен 4-мӗш ҫарӗн тылӗсене ӑнӑҫлӑ рейдсем тунӑ. Комучӑн Халӑх ҫарӗн ҫарӗсем икӗ тӗп енпе тапӑннӑ — Вольска тата Балаковӑна. Вольскра хӗрлисен тылӗнче пӑлхав ҫӗкленни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ, икӗ вут хушшине лекнӗ Вольск хӗрлӗ дивизине ҫапса аркатнӑ, унӑн командирӗпе штаб пуҫлӑхӗ вилнӗ. Ҫак лару-тӑрура Чапаев Николаевск хулинче тепӗр мобилизаци ирттернӗ, 4-мӗш ҫар командованийӗнчен хушма резервсем ыйтса илнӗ. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче ирхине дивизи полкӗсем Левенка сали патӗнче тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та Комучӑн тапӑнса килекен ҫарӗсен тылне кӗнӗ. Хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн, унта икӗ ен те пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, Комуч ҫарӗсен каялла чакма тивнӗ. Вольскпа Хвалынска каялла туртса илнӗ. Ҫапла ҫапӑҫусем хыҫҫӑн Чапаевецсене чылай трофея лекнӗ — винтовкӑсем, пулемётсем, 250 лав снаряд, анчах Чапаев ҫар тата фронт командованине хӑйӗн ҫарӗсене хӗҫ-пӑшал тата боеприпассем парассипе уйӑрса хӑварнӑ тесе тӑтӑшах ӳпкелешнӗ. Авӑнӑн 12-мӗшӗнче начдив Вричӗ ҫапла пӗлтернӗ: «Шурӑ ҫарӑн тата чехсен пӗрлештернӗ вӑйӗсене ҫапса аркатнӑ, вӗсем шуйханса тарнӑ». Ҫак ҫапӑҫусем хыҫҫӑнхи Сызрань-Самар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра Тухӑҫ фрончӗн Николаевск дивизийӗ, ун чухне командование Захаров таврӑннӑ, Самара тапӑнма тытӑннӑ. Авӑнӑн 20-мӗшӗнче дивизи вырнаҫнӑ ҫӗре Революци ҫар канашӗн председателӗн Троцкин пуйӑсӗ ҫитнӗ. Канашлура иккӗмӗш Николаевск дивизине йӗркелеме йышӑннӑ, командование Чапаева шанса панӑ. Чапаев умне тӗллев лартнӑ: Тухӑҫ фрончӗн тапӑнакан флангне пырса ҫапасран сыхланма Урал казакӗсене хирӗҫ тӑмалла. Ҫӗнӗ дивизие йӗркелеме Чапаевшӑн ҫывӑх пулса тӑнӑ, Разин тата Пугачёв ячӗсене илнӗ 1-мӗш тата 2-мӗш Николаевск полкӗсене панӑ. Чапаев хӑй Троцкирен парне вырӑнне ылтӑн сехет тата ятлӑ хӗҫ-пӑшал — револьвер наган — тивӗҫнӗ[30].

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Чапаев дивизине «юпан 12-мӗшӗ тӗлне Уральскран ҫурҫӗрелле ҫулсене татас» тӗллевпе тапӑну пуҫлама хушнӑ. Чапаев снарядсемпе тата патронсемпе тивӗҫтерме ыйтса ҫар командованине телеграммӑсем ярса тултарнӑ, 4-мӗш ҫарӑн снабжени пайне командовани пуҫӗ урлӑ сиксе приказсем те ярса панӑ: «Ыйтнине пурнӑҫламаншӑн сире пӗтӗм революци ҫарӗ умӗнче пире пулӑшма хирӗҫленӗ тесе пӗлтерӗп, кун пирки Тӗп Ӗҫ тӑвакан Комитета ҫитерӗп». Юпан 5-мӗшӗнче Чапаев командарм патне хӑйне автомобиль уйӑрса памалли пирки ҫырнӑ, мӗншӗн тесен суранланнине пула вӑл юланут утланса ҫӳреймест: «Хвесин юлташ, эпӗ сирӗн пирки Тӗп Ӗҫ тӑвакан Комитета ҫӑхав парӑп…» Юпан 8-мӗшӗнче вӑл командарм пуҫӗ урлӑ сиксе тӳрех Троцкий патне ҫырнӑ: «Сирӗн патне илсе ҫитеретӗп: эпӗ халтан кайрӑм, мана 4-мӗшӗн командармӗ фронтра аталанма памасть, унсӑр вара пурӑнма пултараймастӑп…» Чапаев дивизие харпӑр состав тата хӗҫ-пӑшал кирли пирки тӗплӗн ҫырса кӑтарнипе кӑна ҫырлахман. Тепӗр рапорта Хӗрлӗ ҫарӑн главкомӗ Вацетис патне янӑ. Ахӑртнех, кун пек истерика евӗр пӗлтерӳсем ҫӗнӗрен йӗркеленӗ дивизи Урал фронтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва лекнипе ҫыхӑннӑ. Тухӑҫ фрончӗн ҫӗнӗ командирӗ Каменев, юпан 7-мӗшӗнче Самара илнипе хавхаланса кайнӑскер, халӗ фронт ҫарӗсене Урал казакӗсенчен хӳтӗлеме кӑна мар, Уральска илме те хушать[31].

undefined

Юпан 12-мӗшӗнче Чапаев дивизийӗ каллех Уральска тапӑнма пуҫланӑ. Хирӗҫӳ хаяр пулнӑ, Урал казакӗсене пулӑшма Совет влаҫне хирӗҫ тӑнӑ Ӗренпур казакӗсен чаҫӗсем ҫитнӗ. Пӗрмай маневрсем туса, тапӑну направленийӗсене улӑштарса казаксен чаҫӗсем Николаевск дивизийӗн полкӗсене малтан та, флангсенчен те тапӑннӑ, тылсене пырса кӗнӗ, хӗрлӗ чаҫсен снабженине пӑснӑ, апат-ҫимӗҫ тата боеприпассен лавӗсене ярса илнӗ. Юпан 16-мӗшӗнче Чапаев каллех субординацие пӑсса ҫар тата фронт командованийӗн пуҫӗ урлӑ сиксе тӳрех Троцкий патне ҫырнӑ, Вольск дивизийӗн ҫарӗсене, вӗсене васкавлӑ Царицын патне куҫарнине пӗлмесӗр, пулӑшмашкӑн яма ыйтнӑ. Дивизи проблемисем Урал тата Ӗренпур казакӗсем тылсенче ӑнӑҫлӑ рейдсем тунипе тата йывӑрланнӑ, ҫапла юпан 19-мӗшӗнче ҫакӑн пек тапӑнусенчен пӗринче Чапаев патне янӑ йывӑр тиевлӗ автомобиле тата 80 лава ярса илнӗ. Урӑх лару-тӑрура начдив ҫар штабне пӗлтернӗ донесенисене пӑлхав пек хаклама пултарнӑ: «4-мӗш ҫарӑн штабӗ дивизие манпа пӗрле ҫитерсе ямашкӑн пама палӑртнӑ тӗллеве куратӑп. Кунне пилӗкшер тапӑну сиртӗмӗр, хӗҫ-пашалӑн пӗр пайне ҫапса аркатнӑ… Ҫухатусем питӗ пысӑк — икӗ ротӑна тыткӑна илнӗ, вилнисем те, аманнисем те нумай. Тӑшманӑн пӗтӗм вӑйӗ манӑн отряд ҫине йӑтӑнса аннӑ». Юпан 19-мӗшӗнче Чапаева пулӑшма, харпӑр состава пуянлатнисӗр пуҫне, 1-мӗш Николаевск дивизийӗнчен 4-мӗш Малоузенск полкне, ҫавӑн пекех темиҫе автомобильпе хӗҫ-пӑшал ӑсатнӑ. Ҫапах та Чапаев Пугачёв патне чакма ирӗк ыйтнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче Хвесин командарм хирӗҫ Чапаева приказ панӑ: икӗ казак облаҫӗ хушшинчи вӑйсене маневрлама чӑрмантарас тесе Бузулук ҫывӑхӗнче Ӗренпур тата Урал хушшинчи ҫула татмалла. Казаксем хӗрлӗ пехота полкӗсен тапӑнӑвне хирӗҫ тӑма вӑй ҫитерейменнипе ҫак вӑйсӑрлӑха хӑйсен утлӑ чаҫӗсен маневрӗсен анлӑшӗпе тата хӑвӑртлӑхӗпе саплаштарнӑ. Хӗрлисен чаҫӗсене флангран та, тылран та тапӑнса халсӑрлатнипе хӗрлӗ армеецсемшӗн вӗсем йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ пек туйӑннӑ, чӑннипе вара вӗсен ҫакна тума вӗсен вӑй пулман. Юпан 26-мӗшӗнче Чапаев дивизи полкӗсене каялла чакма приказ панӑ, ҫак приказа хупӑрлавран тухни тесе палӑртнӑ, вӑл Каменев ҫав вӑхӑтра 2-мӗш Николаевск дивизине тепӗр икӗ полкпа вӑйлатма хушнине пӗлмен. Хвесин хӑйсен ирӗкӗпе каялла чакассине пӑрахӑҫлама хушсан Чапаев хӑй ҫыру янӑ, историре унӑн оригиналлӑ сыпӑкӗ упранса юлнӑ: «Мана йышӑннӑ должноҫран кӑларма халӑх комиссарӗ умӗнче сирӗн ходатайствӑна ыйтатӑп, ҫак лару-тӑрура эпӗ текех ҫапӑҫаймастӑп, вунӑ талӑк хушши пулӑшу памаҫҫӗ, куншӑн мана выҫӑ салтаксем суд тума пултараҫҫӗ. Анчах манӑн, тӳрӗ кӑмӑллӑ революционерӑн, мӑшкӑлла вилес килмест»[32].

Дивизи приказӗсенче Чапаев Пугачёвпа Алтата патне чакнине ӑнӑҫлӑ ҫӗмӗрсе кӗни тесе палӑртнӑ, анчах та чӳкӗн 2-мӗшӗнче Куйбышев, Берзин тата Линдов, ҫавӑн пекех Республика РВСӗн представителӗ Кобозев хутшӑннӑ Тухӑҫ фрончӗн Революци ҫар канашӗн Сарӑтура иртнӗ ларӑвӗнче Хвесин командарм Чапаева дивизи командованийӗнчен сирме, ӑна суда пама сӗннӗ. Ҫӳлерех тӑракан Революци ҫар канашӗн представителӗ Кобозев хирӗҫленӗ, начдив шӑпине Троцкие пӑхса тухмашкӑн пама сӗннӗ. Хирӗҫ хуравласа Хвесин ҫар командованийӗнчен каяссине пӗлтернӗ. Тавлашу хыҫҫӑн чӳкӗн 5-мӗшӗнче Хвесин вырӑнне ҫар штабӗн пуҫлӑхне Балтийские лартнӑ.[33]

Чапаева хӑйне Сарӑтури Революци ҫар канашӗн ларӑвне чӗнмен, тен, ӑна пула командарма улӑштарнине те пӗлмен. Вӑл 1-мӗш Сарӑту тата 1-мӗш Новоузенск полкӗсене йышӑнса Уральска тапӑнса кӗме хатӗрленнӗ. Анчах кӑнтӑрта лару-тӑру ҫивӗчленнӗрен Царицын ҫывӑхне 4-мӗш ҫарӑн хушма чаҫӗсене яма тивнӗ, Чапаев дивизийӗ Уральска тапӑнассине пӑрахӑҫланӑ[34].

Хӗрлӗ ҫарӑн Тӗп штабӗн Академийӗнче

1918 ҫулхи чӳк уйӑхӗн варринче 2-мӗш Николаевск дивизийӗн начдивӗ Чапаев хӑйне Тӗп штабӗн Академине вӗренме яма ыйтса Лев Троцкий ячӗпе рапорт ҫырнӑ. Ӑна хӑвӑртах ҫирӗплетнӗ. Ахӑртнех, ҫакна ҫарӑн Революци ҫар канашӗ ҫине тӑрса ыйтнипе тунӑ, мӗншӗн тесен командованипе чарусӑр начдив хушшинче пӗр вӗҫӗм хирӗҫӳсем пулнӑ. Чапаев дивизин харпӑр составне хӑйӗн вырӑнне ҫирӗплетнӗ А. Дементьевпа, патша офицерӗ пулнӑскерпе, паллаштарнӑ та чӳк уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле Мускава ҫитнӗ. Хӗрлӗ генштабистсен пӗрремӗш наборӗнче унпа пӗр курсрисен хушшинче Граждан вӑрҫин пуҫламӑш тапхӑрӗнче хӑйсене кӑтартнӑ опытлӑ командирсем пулнӑ: пулас маршалсемпе генералсем Мерецков, Соколовский, Тюленев, Петровский, Урицкий. Пӗрремӗш наборта итлекенсенчен чӗрӗкӗшӗ Чапаев пекех пуҫламӑш пӗлӳллӗ кӑна пулнӑ, 70 проценчӗн — вӑтам пӗлӳ, 5 проценчӗн ҫеҫ — аслӑ пӗлӳ. Малтанхи энтузиазма пӑхмасӑр чиркӳ-прихут шкулӗн курсне те пӗтермен Чапаева уйрӑмах йывӑр килнӗ. Вӗрентӳ программинче вунӑ ытла кӑткӑс та спецификӑллӑ ҫар дисциплинисем пулнӑ: стратеги, пӗтӗмӗшле тактика, ҫар искусствин историйӗ, ҫарпа инженери ӗҫӗ, топографи тата ыттисем. Ҫав вӑхӑтрах Чапаева икӗ уйӑх хушшинче пехота команда курсӗсен программине вӗренсе пӗтерме хушнӑ[35].

Унчченхи Генштаб Академийӗн чылай преподавателӗ шуррисен енне куҫнӑ май Троцкий приказӗпе ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ хӗрлӗ Академин преподавательсен йышӗ самай ҫӗнелнӗ. Занятисем пуҫланас умӗн итлекенсен умне ВЦИКӑн председателӗ Свердлов тухса калаҫнӑ. Занятисем пуҫлансан итлекенсен пӗр пайӗ калама ҫук пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ, ҫакна вӗчӗрхенӳ тата преподавательсен пӗр пайне килӗштерменни пушшех кӑткӑслатнӑ. Чылай предмет вӗсене пачах кирлӗ мар е хальхи условисенче кивелнӗ пек туйӑннӑ. Ҫӗнӗ преподавательсен пӗр пайӗн опыт ҫуккипе, ҫавӑн пекех вӗсем сахал вӗреннӗ итлекенсен пӗр пайӗпе хутшӑну йӗркелеме пӗлменнипе е тӑрӑшманнипе лару-тӑру йывӑрланнӑ. Чапаев преподавательсем итлекенсем ҫине тӑрӑхласа пӑхнине, вӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттару тунине ҫывӑха илекенсен йышӗнчен пулнӑ. Чапаева ытларах ҫар историйӗн преподавателӗ Александр Свечин тарӑхтарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Мерецковпа Тюленев ун ҫинчен юратнӑ профессорсенчен пӗри тесе аса илнӗ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Чапаевра итлекен пултарулӑхӗ пулнине, вӑл лӑпкӑрах вӑхӑтра аталанма пултарнине палӑртакан преподавательсем те тупӑннӑ. Вӑрҫӑсен историйӗн тата ҫар искусствин вӗрентекенӗ Василий Новицкий каярахпа ҫапла аса илнӗ: «Нумайӑшӗ Чапаев наукӑна юратмасть, вӗрентӗве тиркевлӗ йышӑнать, вӑл хавхалану туйӑмӗпе кӑна ӗҫлет тесе шутланӑ. Ку питӗ тӗрӗс мар. Чапаев никамран ытла хӑйне евӗр тӑрӑшулӑхӗпе, хӑйӗнчен ыйтнӑ ӗҫе ҫине тӑрса тунипе палӑрса тӑнӑ». Ҫапах та Чапаев раштавӑн 24-мӗшӗнче 4-мӗш ҫар штабне хӑйне академирен каялла чӗнсе илме ыйтса ҫырнӑ. Ҫарӑн Революци ҫар канашӗн пайташӗ Г. Д. Линдов Чапаева татӑклӑн хирӗҫленӗ, анчах та вӑл юлашкинчен академирен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Чапаев Мускавра мӗн чухлӗ вӑхӑт пулни паллӑ мар, Фурманов 2 уйӑх тесе каланӑ, анчах, ахӑртнех, Чапаев Мускавран кӑрлач пуҫламӑшӗнчех тухса кайнӑ[36].

Каярахпа Чапаев академире пулнӑ вӑхӑта час-часах тарӑхса аса илнӗ: «Академисенче эпир ӑсчах мар … Пирӗн арҫынла та пулать хӑть… Эпир генерал пакунӗсене ҫакса ҫӳремен, вӗсемсӗр те, турра шӗкӗр, кашниех кунашкал стратех пулаймасть». Анчах унӑн тусӗ тата ҫарти юлташӗ Кутяков каланӑ тӑрӑх, чуна уҫса калаҫнӑ чухне Чапаев «Академи — пысӑк ӗҫ» пулнине тунман. Каярахпа 1919 ҫулта вӑл хӑй подразделенийӗсен вунӑ командирне Мускава вӗренме ямашкӑн суйланӑ. Историксем тарнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри хӑйне ытлашши хисеплени тата пӗлӳ шайӗ пачах ҫителӗксӗр пулни тесе палӑртаҫҫӗ. Чапаев йӗкелтев мишенӗ пулмашкӑн академире юлма пултарайман[37].

1919 ҫул

Хӑӗн ирӗкӗпе академирен тухса кайсан Чапаев малтан Пугачёв тата Балаково хулисенчи ҫемйипе тӑванӗсене кайса курнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл 1919 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Клинцовка ялӗнче районти хресченсен съездне хутшӑннӑ. Совет уес органӗсем ҫийӗнчех сисчӗвленнӗ, съезд делегачӗсене Чапаев хальхи вӑхӑтра нимӗнле должноҫ та йышӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ, хӑйне Пугачёва пырса мӗн хӑтланнине ӑнлантарса пама хушнӑ. Чапаев Самара кайнӑ, унта 4-мӗш ҫар штабӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫав самант тӗлне ҫар командованине паллӑ большевик Михаил Фрунзе йышӑннӑ, ҫар штабӗн пуҫлӑхне император ҫарӗн генералӗ пулнӑ Фёдор Новицкие лартнӑ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫар штабӗнче Чапаева 4-мӗш ҫарӑн Революци ҫар канашне яни пирки документ тыттарнӑ та харпӑр хӑйӗн ӗҫӗсене йӗркелеме ирӗк панӑ. Ҫак документпа Чапаев килне таврӑннӑ, унта хӑйӗн ҫемье пурнӑҫӗнче йӗрке тума хӑтланнӑ. Анчах пӗрремӗш арӑмне Пелагейӑна (Метлина) шыраса тупса унпа хутшӑну йӗркелесси, вӑл Чапаев ҫук чухне ачисемпе тӑтӑшах калаҫнӑ пулин те, кӑлӑхах пулнӑ. Пелагея Камешкерцевӑпа та хутшӑну ҫивӗч пулнӑ, Чапаев хӑй юратман хӗрарӑм умӗнче шанчӑклӑха упрасси кирлӗ тесе шутламан, Пелагея та ӑна айккинче «хӗрарӑмла» тавӑрма пулать тесе шухӑшланӑ. Ҫак лару-тӑрура Чапаева ӗҫсене кӑштах та пулин йӗркене кӗртме пӗр уйӑх кирлӗ пулнӑ, вара вӑл каллех килтен нумайлӑха тухса кайма пултарнӑ[38].

Нарӑс вӗҫӗнче Чапаев казаксенчен пӗр уйӑх маларах туртса илнӗ Уральск хулине ҫул тытнӑ. Ахӑртнех, килте пурӑнни, ҫемьери йӗркесӗрлӗхе пӑхмасӑр, начдив пулнӑ Чапаевӑн психика туйӑмне лайӑх витӗм кӳнӗ. Ҫар штабӗн пуҫлӑхӗ Новицкий Чапаев Фрунзе патне килнине ҫапла аса илнӗ:

Пӗррехинче, 1919 ҫулхи нарӑс вӗҫӗнче, дежурнӑй командарма Чапаев килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Михаил Васильевич пуҫтах партизана курасса шаннӑ. Анчах пӳлӗме вӑтӑр ҫулти, вӑтам та хыткан пӳллӗ, яп-яка хырӑннӑ ҫын ерипен те питӗ сумлӑн пырса кӗчӗ. Чапаев тирпейлӗ кӑна мар, питӗ хитре тумланнӑ: чаплӑ ҫӗленӗ шинель…, ылтӑн позументлӑ сӑрӑ мерлушкӑллӑ ҫӗлӗк, пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ, ҫӑмне тулалла кӑларнӑ шукӑль атӑ … Ларчӗ Чапаев питӗ сӑпайлӑ, сасси лӑпкӑ, хуравсем вара питӗ сумлӑ— Ф. Ф. Новицкий аса илӗвӗсенчен[39]

Тӗл пуличчен Чапаев пирки вӑйлах иккӗленӗ Фрунзе унпа куҫа-куҫӑн паллашсан кӑмӑллӑ юлнӑ, Чапаева Александров-Гай уйрӑм бригадӑна ертсе пыма сӗннӗ. Кӑмӑл туртӑмӗ хире-хирӗҫ пулнӑ, Чапаев та Фрунзене ытарайман, унӑн хисепне ҫӗнсе илнӗ, кун пирки кайран ҫарти юлташӗсем аса илнӗ. Чапаева шанса панӑ бригадӑна темиҫе уйрӑм чаҫсем парса Александров-Гай ушкӑнӗ туса хунӑ. Йӗркелӳ комиссарне Фрунзен ентешне, Иваново-Вознесенскри Дмитрий Фурманова, лартнӑ. Чапаевӑн пулас биографӗн пирвайхи шухӑшӗсем лайӑххисемех пулман: «Ман ума типлӑ фельдфебель тухса тӑчӗ, мӑйӑхӗ вӑрӑм, шӗвӗ ҫӳҫӗ ҫамки ҫине ҫыпӑҫа ларнӑ; куҫӗсем хӗп-сенкер, ӑнланаканскерсем, хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ. Вӑтам ҫӳллӗш, комиссарла тумланнӑ … Эпӗ унра мухтанма юратнине асӑрхарӑм, вӑл хӑйне пысӑка хурать, ун ҫинчен пӗтӗм таврара мухтав кӗрленине пӗлет…»[40]

Фрунзе планӗ тӑрӑх, Александров-Гай ушкӑнӗн Казак Таловки тата Сламихинск станици патӗнче казаксене тапӑнса Лбищенск еннелле тухмалла пулнӑ, ҫав вӑхӑтра Кутяков ушкӑнӗ Уральск патӗнчен Лбищенска тапӑнса пынӑ. Чапаев лартнӑ тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче тапӑну пынӑ чухне казаксен сахал йышлӑ заслонӗсем шӑп та лӑп станицӑсенче юлма килӗшмен казаксене ҫемйипе эвакуацилеме кирлӗ чухлӗ вӑхӑт тытӑнса тӑнӑ, унтан Урал еннелле чакнӑ. Казаксен шикленӗвӗ кӑлӑхах пулман, казаксен станицийӗсене ҫӗмӗрсе кӗнӗ хӗрлӗ армеецсем казаксен хуҫалӑхӗсене ҫийӗнчех ҫаратма тытӑннӑ, хӑш чухне пачах та кирлӗ маррине. Ҫаратусен картинисене каярахпа Фурманов романӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Чапаева ҫаратусене чарма питӗ йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗтӗмӗшле дисциплинӑна салатнӑ ҫеҫ мар, малтанхи ҫитӗнӳсене тама та чӑрмантарнӑ. Чапаевӑн бригада командирӗ пулнӑ Аносова тата комсоставӑн пайне арестлеме тивнӗ. Арестри ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ командирсене Александров-Гай салине ӑсатнӑ. Ҫав вӑхӑтра Кутяков бригади Лбищенска илнӗ. Кутяков тата Чапаев ушкӑнӗсен пӗрлехи вӑйӗпе Мергенево форпосчӗ патӗнче казаксене ҫапса аркатнӑ. Хӗрлӗ чаҫсем ӑнӑҫлӑ тапӑннине кура чылай казак тыткӑна парӑнма пуҫланӑ, 8 пине яхӑн ҫынран хӗҫ-пӑшала туртса илнӗ, Совет влаҫне йышӑнни ҫинчен алӑ пустарса килӗсене янӑ. Чапаевпа Кутяков ушкӑнӗсене кӑнтӑралла малалла кайма йӗпе-сапа тата ҫеҫенхирти шывсем сарӑлни кансӗрленӗ. Фрунзе тапӑнма май ҫуккине ӑнлансан Чапаевпа Фурманова Самара чӗнсе илнӗ[41].

Ҫав вӑхӑтра Мергеневӑра пушӑн 19-мӗшӗнче казаксен съездне пуҫтарнӑ, унта ҫавӑн пекех хӗрлӗ армеецсен чаҫӗсен представителӗсем тата хӗҫ-пӑшала тавӑрса панӑ казаксен пӗр пайӗ килсе ҫитнӗ. Малтанах съездра большевиксемпе мирлешме майлисем ҫиелте пулнӑ, анчах часах Мергеневӑна Урал ҫарӗн ҫӗнӗ атаманӗ Толстов килсе ҫитнӗ, ку должноҫе ӑна пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Гурьевра суйланӑ. Вӑл хӗрлӗ парламентёрсене арестлесе персе пӑрахма, парӑннӑ казаксене пурне те пушӑтпа 100-шер хут ҫапса строя тавӑрма хушнӑ. Кайран ака уйӑхӗнче казаксем тапӑнсан акан 15-17-мӗшӗсенче хӗрлисен 22-мӗш дивизийӗн чаҫӗсене Лбищенск патӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, акан 25-мӗшӗнче казаксем Уральска хупӑрласа илнӗ те ӑна осадӑна илме тытӑннӑ, ку утӑ уйӑхӗн варриччен пынӑ[42].

Ҫак драмӑллӑ лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Фрунзе Уральск ҫывӑхӗнчен чылай вӑйсене каялла чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫурҫӗререх Самар тата Чӗмпӗр еннелле куҫарнӑ. Кунта Хӗрлӗ ҫаршӑн лару-тӑру катастрофӑлла йӗркеленнӗ. 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 5-мӗш ҫарӑн чаҫӗсем Раҫҫейӗн Аслӑ пуҫлӑхӗн А. В. Колчакӑн ҫарӗсенчен аркату тӳснӗ. Фронта татса кӗнӗ, Ханжин ертсе пыракан шуррисен Анӑҫ ҫарӗн ҫарӗсем тата Ӗренпур казакӗсем Атӑл еннелле питӗ хӑвӑрт тапӑнма пуҫланӑ. Тылсенче хресченсен вӑйлӑ пӑлхавӗсем пуҫланнипе хӗрлисемшӗн лару-тӑру тӑрук кӑткӑсланнӑ. Самар кӗпернин территорийӗнче пӑлхав хыҫҫӑн (вӑл Чапан вӑрҫи ята илнӗ) хресченсем Ставрополе нумайлӑха мар ярса илнӗ, пуш уйӑхӗ тӑршшӗпе большевиксем пилӗк уес территорине пӑхса тӑрас вӑя ҫухатнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шуррисен Анӑҫ ҫарӗн ҫарӗсем Ҫтерлӗ хулине илнӗ, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Пелепей хулине кӗнӗ, 10-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулнӑ, акан 15-мӗшӗнче Бугуруслана ярса илнӗ. Ӗренпур хӗрлисен аллинче юлнӑ, анчах ӑна тӗппипех блокировка тунӑ. Тырӑ акакан пысӑк регионсене ҫухатни тата Атӑл тӑрӑх ҫула пӳлни Совет республикине экстраординарлӑ йышӑнусем тума хистенӗ. Шутласа кӑларнӑ плансемпе килӗшӳллӗн Фрунзене 1-мӗш тата 5-мӗш, Туркестан ҫарӗсем кӗнӗ Кӑнтӑр ушкӑнӗн командующине лартнӑ, унӑн Самарпа Чӗмпӗре хӳтӗлемелле пулнӑ. Ҫак тапхӑрта Фрунзе Чапаева Иваново-Вознесенск тата Интернационаллӑ полксемпе, ҫавӑн пекех тӑватӑ артиллери дивизионӗпе тата авиаотрядпа вӑйлатнӑ 25-мӗш (малтанхи 1-мӗш Николаевск) дивизин командованине шанса панӑ. Малтанхи план тӑрӑх дивизин Анӑҫ ҫарне Бузулук енчен флангран тапӑнмалла пулнӑ[43].

Юлашки самантра 25-мӗш дивизин икӗ бригадине Самар енне куҫарма тивнӗ. Ҫапах та Фрунзе Туркестан ҫарӗнчен, 25-мӗш дивизирен тата Кутяковӑн уйрӑм бригадинчен пухнӑ ударлӑ ушкӑн йышӗпе хирӗҫ тӑракан шуррисен 11-мӗш Урал дивизийӗнчен самаях ирттернӗ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хӗрлисен Кӑнтӑр ушкӑнӗн тапӑнӑвӗ пуҫланнӑ. Ҫав вӑхӑталла шуррисен Ижевск тата Воткинск бригадисем пулма пӑрахнӑпа пӗрех. Уралти заводсенчи рабочисем килӗсене таврӑннӑ, хӗрлисем тапӑнма пуҫласан ку процесс хӑвӑртланнӑ кӑна. 11-мӗш дивизие аркатсан шуррисен пӗтӗм Анӑҫ ҫарӗ каялла чакма пуҫланӑ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле чапаевецсем Мӑн Кинель юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, Аялти тата Тури Заглядино салисене йышӑннӑ та малалла Бугуруслан патнелле тапӑннӑ, планра палӑртнинчен чылай тухӑҫалла пӑрӑннӑ. Ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче Фрунзе Кутяковӑн 73-мӗш бригадине 25-мӗш дивизи йышне пани, Бугуруслана илессине 26-мӗш дивизи ҫарӗсене пани лайӑхран тесе шутланӑ. Бугуруслана ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче илнӗ. 25-мӗш дивизи 5-мӗш ҫарӑн командующийӗн Тухачевскин приказне илнӗ: шуррисен 2-мӗшпе 3-мӗш ҫарӗсен Урал еннелле чакмалли ҫулне касса татас тӗллевпе Пӗкӗлме еннелле тапӑнмалла. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫкӳлӗм Чапаев дивизийӗ Сок юханшывӗнчен ҫӳлерех Ижевск бригадин вӑйсӑрланнӑ чаҫӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та шуррисен 4-мӗш дивизийӗн тата Ӗренпур бригадин ҫарӗсемпе ҫапӑҫма тытӑннӑ. Тухачевский шухӑшне пурнӑҫа кӗртме май килмен, шуррисен Хӗвеланӑҫ ҫарӗн 2-мӗш Ӗпхӳ корпусӗн командующийӗ Войцеховский генерал ҫарсен пысӑк пайне хупӑрласа илес хӑрушлӑхран илсе тухма пултарнӑ[44].

Ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче Тухӑҫ фрончӗн командующийӗн должноҫне патша генералӗ пулнӑ Самойлӑна лартнӑ, вӑл Каменские улӑштарнӑ. Унӑн пӗрремӗш йышӑнӑвӗсенчен пӗри Тухачевскин 5-мӗш ҫарне Фрунзе ертсе пыракан ҫарсен ушкӑнӗнчен кӑларасси пулнӑ. Ҫакӑн пек йышӑнушӑн тарӑхнӑ Фрунзе 5-мӗш ҫартан икӗ дивизие, ҫав шутра 25-мӗш стрелксен полкӗ, Туркестан ҫарне куҫарса хӑйӗн командованине илме пултарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ушкӑн ҫарӗсем Пӗкӗлмене илнӗ, вара Фрунзе ушкӑнӗн тӗп тӗллевӗ Ӗпхӳ пулса тӑнӑ. Ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче Туркестан ҫарӗн чаҫӗсем Пелепее кӗнӗ, ӑна тӑшмансем хупӑрласа илесрен васкавлӑн хӑварнӑ пулнӑ. Ҫак тапхӑрта Чапаевпа Фурманов хушшинчи хирӗҫӳ хӗрсе пынӑ, ҫавна пула Чапаев Фрунзерен хӑйне дивизи командирӗн должноҫӗнчен кӑларма ыйтасшӑн пулнӑ. Фурманов аса илнӗ тӑрӑх, Чапаев хӑйӗн ачисен шӑпишӗн те хытӑ пӑшӑрханнӑ, мӗншӗн тесен ҫав тапхӑрта Урал казакӗсем Николаевск-Пугачёва илессине ҫывӑх пулнӑ. Фрунзе Чапаевпа Фурманова хӑйӗн штабӗнче йышӑннӑ, харкашӑва дипломати мелӗпе пӑчлантарма пултарнӑ: «Юрӗ, юрӗ, хӑнӑхатӑр, вояксем».

Фрунзе планӗ тӑрӑх, шӑпах Чапаев дивизийӗн Ӗпхӳне тӳрремӗнех тапӑнмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та командирпа комиссар хушшинче хирӗҫӳ пач та вӑхӑтлӑ пулман. Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче ушкӑнри пур дивизие те тапӑнӑва каймалли пуҫламӑш вырӑнсене тухма приказ панӑ. Чапаевӑн дивизири приказӗнче ҫапла ҫырнӑ:

Эпир тӑшмана ӑна кирлӗ пек мар, хамӑра кирлӗ пек хӗнӗпӗр. Анӑҫран туслӑн та харӑссӑн ҫапса шурӑ гвардеецсене чукун ҫул ҫинчен хӑваласа яратпӑр, юлашкисене меллӗ пултӑр тесе Шурӑ юханшшывӗнче путармалла, ҫапла майпа хамӑр валли Ӗпхӳ патне каймалли ҫула тасатӑпӑр... Нимӗнле йывӑрлӑха, ывӑннине пӑхмасӑр тӑшмана Шурӑ юханшывӗ патне хӗссе унӑн хулпуҫҫийӗ тӑрӑх леш енне каҫма пӗтӗм вӑя пухмалла— 25-мӗш дивизи начдивӗн приказӗнчен[45]

Тапӑнун пӗрремӗш кунӗнче, тӑшман хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ пулсан та, 25-мӗш дивизи чаҫӗсем Чишмы чукун ҫул станцине илнӗ, дивизи бригадисен обходнӑй манёврӗсем шуррисене ирӗксӗрех Шурӑ юханшывӗн хӗвелтухӑҫ ҫыранне чакма хистенӗ. Станцие илнӗ хыҫҫӑн дивизи бригадисенче темиҫе уйӑхшӑн шалу панӑ. Палӑрнисене чысламашкӑн штабсене Хӗрлӗ ялав орденӗсене салатнӑ. Фурманов аса илнӗ тӑрӑх, кама та пулин уйӑрма кирлӗ мар, ку сиенлӗ тесе полксенче наградӑна йышӑнма килӗшмен тӗслӗхсем пулнӑ: «Эпир наградӑсӑрах юласшӑн. Эпир хамӑр полкра пурте пӗр пек пулӑпӑр…» Ҫӗртмен 2-3-мӗшӗсенче Шурӑ юханшыв хӗррине тухсан дивизи кавалерисчӗсем шурӑ чаҫсене кӗтсе тӑракан икӗ пӑрахутпа баржӑна ярса илме пултарнӑ. Шурӑ юханшыв урлӑ каҫмалли тӗп вырӑна Хӗрлӗ Яр ҫывӑхӗнче суйланӑ — Ӗпхӳрен ҫурҫӗрелле, шуррисен ҫирӗплетнӗ тӗп позицийӗсенчен айккинерех. Ҫав вырӑнтан ҫӳлерехри тата анатарахри участоксенчен вырӑнти ҫынсен киммисене пухнӑ, хӗрлӗ армеецсем сулӑ тума вӑрман касма тытӑннӑ. Чапаевецсем каҫма тӑнӑ вырӑна Фрунзе ҫитнӗ, вӑл Чапаевпа Фурманов хушшинчи хирӗҫӳ иртнӗлӗхре юлнине ӗненнӗ[46].

Чапаев дивизийӗнче 8900 штык, 882 хӗҫ шутланнӑ, 32 артиллери орудийӗ ҫумне Чапаева виҫӗ броневикран тӑракан уйрӑм бронеотряда панӑ, вӗсенчен пӗрин тупӑллӑ пулнӑ. Сапёрсем броневиксем каҫсан тӳрех ҫапӑҫӑва кӗччӗр тесе паромран анма ятарлӑ кӗперсем хатӗрленӗ. Пехотӑна каҫарма сапёрсем ишекен кӗпер тунӑ. Шурӑ юханшывӗн тепӗр ҫыранӗнчи плацдарма ярса илме малти отряд вырӑнне Кутяковӑн 73-мӗш бригадине суйласа илнӗ. Юханшыв урлӑ каҫма хатӗрленнине тӑшман сиссе юлайман. Маларах туртса илнӗ пӑрахутсене ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫӗрле Кутяковӑн малти чаҫӗсем каҫарнӑ, Чапаев ытти чаҫсене каҫарас ӗҫе ертсе пынӑ. Ир пуличчен 217-мӗшпе 220-мӗш полксен малти батальонӗсем ҫыран хӗрринчи Хӗрлӗ Яр, Ҫӗнӗ Турбаслы тата Александровка ялӗсене ярса илнӗ. Ир енне 3-мӗш бригада ишекен кӗперпе каҫайман, вӗсене тӑна кӗнӗ шурӑ гвардеецсен чаҫӗсем пулемётсенчен вӑйлӑ пеме тытӑннӑ[47].

Кӑнтӑрла тӗлне хӗрлисем каҫмалли вырӑна шуррисен Ӗпхӳ корпусӗсен 2-мӗшпе 3-мӗш полкӗсем пырса ҫитнӗ, вӗсен умне плацдарма пӗтерме тӗллев лартнӑ. Чапаевӑн юханшыв урлӑ каҫнӑ чаҫӗсен лару-тӑрӑвӗ боеприпассем ҫитменнипе йывӑрланнӑ, вӗсем ытларах пайне ҫӗрлехи ҫапӑҫра тӑкакланӑ. Вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра шанчӑклӑ каҫассине йӗркелеме май килмен. Туркестан ҫарӗн чаҫӗсем Ӗпхӳрен кӑнтӑрарах каҫни путланни пирки пӗлсен лару-тӑру пушшех те йывӑрланнӑ. Хӗрлӗ армеецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшас тесе ҫӗртмен 8-мӗшӗнче плацдарма Чапаев та, Фрунзе те каҫнӑ. Командирсен ушкӑнӗ аванах палӑрнӑ, ҫавна май тӑшман аэропланӗсем тапӑнма пуҫласан Фрунзене бомба ӳксе ҫурӑлнипе контузи пулнӑ, Чапаева вара аэропланри пулеметран пенӗ пуля ӳкнӗ чухне пуҫӗнчен амантнӑ, вӑл пуҫ шӑмми ҫине кӗрсе ларнӑ. Сурана хӑпӑл-хапӑл ҫыхнӑ хыҫҫӑн Чапаев Фрунзене плацдармран кайма ӳкӗтленӗ, анчах хӑй каҫакан чаҫсене ертсе пыма пӑрахман. Плацдарма тытса тӑма май килнӗ, пӑрахутсем плацдарма ҫӗнӗ чаҫсене малалла каҫарнӑ, ку Шурӑ юханшыв ҫыранӗ хӗррипе 10-12 километр тарӑнӑшне тата 8 километр хӗррипе анлӑлатма май панӑ[48].

undefined

Тепӗр ирхине, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче, плацдарм ҫинчи 25-мӗш дивизи чаҫӗсене шуррисен 4-мӗш тата 8-мӗш дивизийӗсен чаҫӗсем тата Ҫӗпӗр казакӗсем тапӑннӑ. Каярахпа чылай боецпа командир хӑйсен аса илӗвӗсенче ҫапла каласа панӑ: «Чапаев» кинофильма пула чапа тухнӑ психика атакине Каппель дивизийӗ тума йышӑннӑ. Ҫак версин пӗрремӗш авторӗ кам тата хӑҫан пулса тӑни паллӑ мар, анчах каппелецсен атаки Фурманов романӗнче те, 25-мӗш дивизин вун-вун боецӗпе командирӗн асаилӗвӗнче те пулнӑ. Тӗрӗссипе, Каппель ертсе пыракан чаҫсем позицисене ҫурҫӗререх йышӑннӑ, Ӗпхӳшӗн ҫапӑҫнӑ чухне 25-мӗш дивизипе тӗл пулман. Тухӑҫ фронтра хура мундирлӗ офицерсен полкӗсем пулман (Деникин фронтӗнче Хӗрлӗ ҫара ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑнӑ Марковский, Дроздовский тата ытти паллӑ полксемпе танлаштарсан), ку 1919 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче ирхине пулнӑ психика атакин фактне пӑрахӑҫлама сӑлтав памасть. «Хура» офицер чаҫӗ вырӑнне инструктор шкулӗнчи доброволецсен ротине йышӑнма пултарнӑ, ӑна реаллӑ училищӗсенче вӗренекенсенчен пухнӑ, вӑл плацдармшӑн пулнӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Хура вӗренӳ мундирне улӑштарма ӗлкӗреймесӗр пуҫ хунӑ пин ҫурӑ реалист хура офицер полкӗсем ҫинчен калакан легендӑн никӗсӗ пулса тӑма пултарнӑ[49].

220-мӗш Иваново-Вознесенск полкӑн комиссарӗ Купустянский ҫапӑҫӑва хӗрӳ йӗр тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ: «Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 10-11 сехетсенче тӑшман пирӗн полк ҫине сакӑр сӑнчӑрпа килме тытӑнчӗ. Пирӗн салтаксем икӗ каҫ ҫывӑрман, икӗ кун ҫӑвара пӗр тӗпренчӗк ҫӑкӑр та хыпман пулсан та арӑслансем пек ҫапӑҫрӗҫ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн тӑшманӑн виҫӗ полкне пӗтерни ҫирӗпленчӗ: 15-мӗш Михайлов, 14-мӗш тата 16-мӗш Ӗпхӳ… ҫавӑн пекех пулӑшма янӑ 29-мӗш тата 31-мӗш полксем шуйханса тарнӑ…» 4-мӗш тата 8-мӗш дивизисен асӑннӑ чаҫӗсене чӑннипе ҫапса аркатман, вӗсен каялла чакма тивнӗ. Ҫав кунах, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм, 25-мӗш дивизи чаҫӗсем Ӗпхӗве кӗнӗ. 25-мӗш дивизи Ӗпхӳшӗн пынӑ ҫапӑҫура 2 пин ҫынна ҫухатнӑ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Ӗпхӗве Фрунзе ҫитнӗ, вӑл Чапаева пуҫӗнчен аманнӑ, хулана илнӗ пулсан та стройрах юлнӑшӑн ятланӑ. Анчах Чапаев хӑй те Фрунзене контузи пулсан та хулана килнӗшӗн ӳпкеленӗ. Чапаев Фрунзене Ӗпхӗве малтан кӗнӗ икӗ полка хисеплӗ Революци Хӗрлӗ ялавӗпе наградӑлама сӑмах пани пирки аса илтернӗ. Фрунзе дивизин уйрӑм чаҫӗсене уйӑрас темен, 25-мӗш дивизин стрелоксен тӑхӑр полкне те, кавалери дивизионне те Хӗрлӗ ялавпа чысланӑ. Фрунзе Чапаев начдива тата Кутяков комбрига Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чыслама тӑратнӑ. Республикӑри Революци ҫар канашӗ Чапаева чысланӑ чухне формулировкӑна улӑштарнӑ — Ӗпхӗве илнӗшӗн мар, 1918—1919 ҫулсенчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чысланӑ, ҫав шутра — Николаевск дивизийӗсене йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑшӑн, Урал казакӗсемпе тата чехословаксемпе ҫапӑҫнӑшӑн, Бугурусланпа Пелепейшӗн ҫапӑҫнӑшӑн[50].

Республикӑри Революци ҫар канашӗн В. И. Чапаева Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысласси ҫинчен калакан приказа 1919 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ[51].

Каллех Урал фронтӗнче

Хӗрлӗ Тухӑҫ фронтӗнче пӗрлехи ҫитӗнӳсем тунӑ хыҫҫӑн лару-тӑру лайӑхланнӑ, ҫавна май Хӗрлӗ ҫар командованийӗ чылай ҫара Раҫҫейӗн кӑнтӑр енне тата Петрограда хӳтӗлеме куҫарма ыйтнӑ. 25-мӗш дивизин хӑйсен унчченхи вырӑнне, Урал фронтне, куҫма тивнӗ, унта казаксем 4-мӗш ҫар ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче ҫапаҫнипе усӑ курса Уральска хупӑрласа илнӗ кӑна мар, Николаевск-Пугачёв ҫине тапӑнма та тытӑннӑ. Тухӑҫ фрончӗн командующийӗн постне таврӑннӑ Фрунзепе Каменев Чапаева Уйрӑм ушкӑн командованине пама йышӑннӑ, вӗсен умне фронтра Урал казакӗсем тӗлӗшпе лару-тӑрӑва улӑштарма тӗллев лартнӑ. Ушкӑна 25-мӗш дивизисӗр пуҫне икӗ стрелоксен тата пӗр кавалери полкӗсенчен, ҫавӑн пекех икӗ артиллери дивизионӗнчен ҫӗнӗрен йӗркелекен Уйрӑм бригада кӗмелле пулнӑ. Ҫапла Чапаев аллинче пӗтӗмпе 11 стрелоксен тата икӗ кавалери полкӗ, 6 артдивизион пулнӑ — Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫинче кун пек пӗрлешӗве корпус теме пултарнӑ, апла пулсан Чапаев патша вӑхӑтӗнче сахалтан та генерал-лейтенанта шанса панӑ постра ларнӑ[52].

Чапаев хӑйӗн ҫӗнӗ тивӗҫӗсен пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Фурманов кун кӗнекинче начдивпа калаҫнине ҫырса хунӑ, каярахпа вӑл илемлӗ фильм эпизочӗн никӗсӗ пулса тӑнӑ:

Наполеон 18−20 пинпе командир пулнӑ, манӑн алӑра вара 30-шар пин те пулнӑ, эппин, эпӗ унран ҫӳлерех те тӑратӑп пулӗ … Халӗ мана ҫар панӑ пулсан, мӗн, ертсе пыраймастӑп-им? Кирек мӗнле лайӑх командармран та лайӑхрах ертсе пырӑп!

− Ну, фронт парас тӑк? − шӳтлетӗп эпӗ.

— Фронта та тытса пырӑп… Хӑть Республикӑри пӗтӗм хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене, кунта та ҫав тери тивӗҫтерӗп, пӑрӑнса юл кӑна…

− Ну, пӗтӗм тӗнчипе вара?

− Ҫук, унта хальлӗхе пултараймастӑп-ха, мӗншӗн тесен пур чӗлхене те пӗлмелле, эпӗ вара, хамӑннисӗр пуҫне, пӗрне те пӗлместӗп. Унтан малтан хамӑн Раҫҫейре вӗренӗп, кайран вара пурне те йышӑнма пултарӑттӑм. Мана мӗн кирлӗ — нихӑҫан та вӗҫерӗнмӗ.Д. Фурмановӑн кун кӗнекинче ҫырнинчен[53]

Дивизие Урал фронтне куҫарнӑ тапхӑра Чапаевпа Фурманов хушшинчи хирӗҫӳ ҫивӗчленсе пынӑ тапхӑр та кӗрет. Вӗсен хушшинче хирӗҫӳ унччен те пулнӑ, анчах хальхинче лару-тӑрӑва юрату виҫкӗтеслӗхӗ тата ҫивӗчлетнӗ — Чапаев Фурмановӑн мӑшӑрне Анна Стешенкӑна хӑйӗн юрату туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Дмитрий Фурмановӑн мӑшӑрӗ дивизие 1919 ҫулхи ҫуркунне килнӗ, дивизи политпайӗнче тӗрлӗ пост йышӑннӑ. Фурманов кун кӗнекинче 1919 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Анна Чапаев ӑна ҫине тӑрсах юрассишӗн пӑхнӑшӑн ӳпкелешнӗ, Чапаев хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтерсе ун патне ҫырнӑ. Фурманов Чапаев патне хирӗҫ ҫыру ҫырса янӑ, унта ӑна мӑшӑрӗ патне ҫулӑхнӑшӑн кӑна мар, хӑравҫӑлӑхпа карьеризмшӑн та айӑпланӑ. Чапаев Фурманова дивизирен тухса кайма, вӑл ӑҫта ытларах усӑ кӳме пултарать, ҫавӑнта вырӑн тупма сӗннӗ. Ҫак самантран пуҫласа начдивпа комиссар хушшинче чӑн-чӑн вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Фурманов малашне Чапаевӑн кирек мӗнле приказӗ тӗлӗшпе те иккӗленнӗ, вӗсене критикленӗ, уйрӑмах — дивизи политпайне пырса тивекеннисене. Дивизи клубӗн пурлӑхне хӑварма йышӑнни пирки ҫарӑн Революци ҫар канашне ҫӑхавланӑ, анчах унта ӑна вырӑна улӑштарнӑ чухне начдивӑн хӑйне шанса панӑ чаҫсенче приоритетсене палӑртма ирӗк пуррине каланӑ. Тепрехинче Фурманов фронтӑн Революци ҫар канашне ҫӑхавланӑ. Вӑхӑтсӑр хӗрсе кайнӑ хирӗҫӳ ҫине куҫ хупма май килмен, ҫавӑнпа та фронт командованийӗ ку лару-тӑрура Чапаев майлӑ йышӑну тума тӑрӑшнӑ[54].

Ҫав вӑхӑтра, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Фрунзе 4-мӗш ҫарӑн тата Чапаевӑн Уйрӑм ушкӑнӗн ӗҫӗсем ҫинчен приказ кӑларнӑ, унта Чапаева хӑйне шанса панӑ чаҫсене вырӑнтан куҫарнӑ хыҫҫӑн Уральска тапӑнма, хулан хупӑрланӑ гарнизонӗпе пӗрлешме хушнӑ. Фрунзе приказӗнче казаксемпе ҫапӑҫмалли рекомендацисем пирки тӗплӗн калаҫса татӑлнӑ, вӗсене Урал фронтӗнчи унчченхи операцисен ӑнӑҫсӑрлӑхне шута илсе ҫырнӑ: хуралта тӑракан дежурнӑй чаҫсем мӗнле ӗҫлесси, ялсене йышӑнасси тата ҫынсем пурӑнман вырӑнсенче ҫӗр каҫасси, хурал службине йӗркелесси пирки. Приказа вӗҫӗнче ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗр йӑнӑш тупӑнсан, уйрӑмах ӑна пула ҫар ӗҫӗсем ӑнӑҫмасан, хаяр айӑплав пулӗ, ҫитменнине тата айӑпа кӗнӗ чаҫсенче айӑплисене пурне те, командирсемпе комиссарсенчен пуҫласа, персе вӗлерӗҫ». Фрунзен ҫакӑн пек ҫирӗп ыйтма сӑлтавсем те пулнӑ, РККА командованийӗ тата Ленин хӑй ҫарӗсен ӗҫне хӑвӑртлатма хушса кашни кун телеграммӑсем ярса тӑнӑ. Хӑйӗн чаҫӗсене куҫарса пӗтерсенех, утӑн 4-мӗшӗнче, Чапаев хӑйӗн ушкӑнӗн чаҫӗсене Уральска тапӑнма приказ панӑ[55].

Урал казакӗсем Фрунзе ҫарӗсен хӑватлӑ тапӑнӑвне хирӗҫ тӑма пултарайман. Казаксем кӗтмен ҫӗртен кавалери рейчӗсем туса Чапаевӑн чаҫӗсене хӑратма хӑтлансан та вал Уральск патнелле ӑнӑҫлӑн куҫса пынӑ. Анчах ҫарсен йышӗ тата хӗҫ-пӑшал нумайраххи хӑйӗннех тунӑ, казаксен, хӑш-пӗр вырӑнта ӑнӑҫусем тунӑ пулсан та, ирӗксӗрех кӑнтӑралла малалла чакма тивнӗ. Утӑн 10-мӗшӗнче Чапаев бригадисем Уральск таврашӗнчи Перемётная станцийӗ тата хӗрарӑмсен мӑнастирӗ патне тухнӑ. Утӑн 11-мӗшӗнче чаҫсем Уральскра ҫавӑрса илнӗ 22-мӗш дивизи чаҫӗсемпе пӗрлешме тӑрӑшса тапӑнма пуҫланӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне Чапаев ҫарӗсем Уральска ҫӗмӗрсе кӗнӗ, Фрунзе хулана хупӑрлавран кӑларни ҫинчен Ленина пӗлтернӗ. Ушкӑн чаҫӗсене Чаган тата Деркул юханшывӗсем урлӑ хулана часрах каҫарма кӗперсем тунӑ чухне ку ӗҫе Чапаев хӑй ертсе пынӑ. Фурмановӑн аса илӗвӗнче ҫак самант пур: кӗперсем тӑвас ӗҫ вӑраххӑн пынипе тарӑхса кайнӑ Чапаев ӗҫе ертсе пынӑ ҫар инженерне хӗнесе тӑкнӑ, ӑна чутах персе пӑрахман. Ҫак тапхӑрта ҫырни патне ҫакӑ та кӗрет: Чапаев персе пӑрахассипе хӑратса пӗр коновала дивизире ветеринари тухтӑрӗ пулма экзамен тытма хистенӗ, начдивӑн ытти тарӑхӑвӗ пирки калани те пур, ҫав шутра — ҫар штабӗн представительне хӗнени тата ҫар штабне усал сӑмахсемлӗ телеграмма ӑсатни. Тен, иккӗшӗн хушшинче хирӗҫӳ пулнӑран Фурманов эпизодсен пӗр пайне шутласа кӑларнӑ е ӳстерсе каланӑ. Ҫапах ҫав ҫулсенче Хӗрлӗ ҫарта культура ҫукки, хӗнени тата ҫырусенче усал сӑмахпа ҫырни анлӑ сарӑлнӑ[56].

Фрунзе Чапаевран ҫитӗнӳ тума ыйтнӑ, казаксем кӑнтӑралла чакасран, вӗсем Уральскран кӑнтӑрарах, Круглоозёрновская тата Серебряковская станицӑсен ҫывӑхӗнче, хупӑрлав йӗркелесрен сыхланма ыйтнӑ. Анчах Чапаев чаҫӗсем Урал ҫарӗсен ҫӗрӗсем ҫине мӗн чухлӗ шаларах кӗрсе пынӑ, тӑшман ҫавӑн чухлӗ хаяртарах хӳтӗленнӗ. Казаксем хӗрлӗ чаҫсен тылне кӗтмен тарӑн рейдсен тактикине малалла тӑснӑ. Сӑмахран, утӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ ҫапӑҫусенче вӗсем 25-мӗш дивизин тылри апат-ҫимӗҫ, снаряд тата патрон лавӗсене туртса илме пултарнӑ, ку казаксемшӗн питех те вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси йывӑрланса пынӑ. Утӑн 16-мӗшӗнче Чапаев тылри тивӗҫтерӳре йӗрке тума, хӑйӗн ушкӑнӗн лавӗсене казаксен станицийӗсенче туртса илнӗ кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑрпа, трофейсемпе тултарса лартнӑ чухне лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме приказ кӑларнӑ. Хӑтӑлма хушнӑ ӑпӑр-тапӑр хушшинче дивизи политпайӗн пурлӑхӗ те пулнӑ, ҫакӑ дивизи комиссарӗпе Чапаев хушшинчи хирӗҫӗве вут хунӑ пекех пулнӑ. Анчах фронт командованийӗ йӗрке тума йышӑнни тӗлӗшпе йӑлтах Чапаев майлӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне ҫеҫенхирте хальччен пулман шӑрӑх хуҫаланма тытӑннӑ, каялла чакакан казаксем пусӑсене тӑпра е чӗрчунсен виллисене тултарма тӑрӑшнӑ, станицӑсенчи халӑхӑн пысӑк пайӗ ҫарсем хыҫҫӑн кайма тӑрӑшнӑ. Ушкӑн чаҫӗсен ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑ пуласси пӗтӗмпех йӗркелесе янӑ снабженирен килнӗ, политика интересӗсен ҫар тата апат-ҫимӗҫ тивӗҫтерӗвӗн ыйтӑвӗсене малалла кӑлармалла пулнӑ[57].

Фронтра талккӑшӗпех лини пулманран тата икӗ енӗн те вӑл е ку чаҫсен хушшинче пысӑк уйрӑлусем пулнӑ условисенче Чапаевӑн та, Урал казакӗсен командирӗсен те чылай донесенийӗнче «тӑшмана йӑлтах хупӑрласа илнӗ тата тӗппипех пӗтернӗ» тесе ҫырнӑ. Ушкӑн тапӑнӑвӗ вӑрахланнӑ. Чапаев Фрунзене Уральскран тӳрремӗнех Лбищенска тапӑнасси пирки приказа пӑрахӑҫлама ӳкӗте кӗртнӗ, казаксем хирӗҫ тӑнӑ чухнехи условисенче вӗсен чаҫӗсене чылай манёврпа уйрӑмшаррӑн касса татни, пӗтерсе тӑкни вырӑнлӑрах пулнине ӗнентерсе панӑ. Начдив ушкӑнри пӗр бригадӑна Урал шывӗн бухар ҫыранӗ ҫине каҫарма, тепӗр икӗ бригадине Лбищенска сылтӑм ҫыранӑн ҫеҫенхирӗсем тӑрӑх тавран яма сӗннӗ. Фрунзе Чапаев планне ырланӑ, Самартан Уральска комендант чаҫӗсене янӑ, ку вара 25-мӗш дивизие тапӑнӑва кайма пӗтӗм вӑйне ирӗке кӑларма май панӑ. Казаксене Лбищенск патӗнче хупӑрласа илме шутласа хунӑ операци ҫурлан 5-мӗшӗнче ҫӗрле пуҫланнӑ. Чапаев хӑй Урал тӑрӑхӗпе тапӑннине ертсе пынӑ, пӗрремӗш кунхине кӑнтӑрла тӗлнелле Янайский хуторне йышӑннӑ, ҫурлан 6-мӗшӗнче каҫкӳлӗм Бударинская станицине илнӗ. Казаксем хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ пулин те Чапаев шутласа кӑларнӑ операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ, ҫурлан 9-мӗшӗнче 25-мӗш дивизи чаҫӗсем Лбищенска кӗнӗ. Ку Чапаевпа Фурмановӑн пӗрлехи юлашки ҫитӗнӗвӗ пулнӑ. Тапӑну пуҫланас умӗн комиссара улӑштарасси ҫинчен каланӑ йышӑнӑва Чапаевпа Фурманов хушшинчи хирӗҫӳ пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ чухне татӑклӑнах татса панӑ. Курнӑ ҫынсем аса илнӗ тӑрӑх, начдивпа комиссар ӑшшӑн та туслӑн сывпуллашнӑ, Чапаев ҫар штабӗпе тӳрремӗн ҫыхӑнса комиссара улӑштарасси пирки йышӑнӑва пӑрахӑҫлаттарасшӑн пулнӑ имӗш. Ҫапах та Фурманов Уральска кайнӑ, ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ темелле, дивизин ҫӗнӗ комиссарӗ пулма Кӑнтӑр ушкӑнӗн штабӗнчен П. С. Батурина янӑ[58].

Чапаев вилни

Чапаев дивизийӗ, тылран татӑлнӑскер тата пысӑк ҫухатусем тӳснӗскер, авӑн пуҫламӑшӗнче Лбищенск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, Лбищенскра хӑйӗнче вара дивизи штабӗ, снабжени пайӗ, трибунал, ревком тата ытти дивизи учрежденийӗ, пӗтӗмпе икӗ пине яхӑн ҫынран тӑраканскерсем, пулнӑ. Кунсӑр пуҫне хулара икӗ пине яхӑн мобилизациленӗ, пӗр хӗҫ-пӑшалсӑр хресчен-обозниксем пулнӑ. Хулана 600 ҫынран тӑракан дивизи шкулӗ сыхланӑ. Дивизин тӗп вӑйӗсем хуларан 40-70 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ушкӑнри подразделенисен пӗр пайӗ Сахарновская станица ҫывӑхӗнче оборона йышӑннӑ, тепӗр пайӗ Урал шывӗн сулахай ҫыранӗнче ӗҫсене йӗркелеме приказ илнӗ — Джамбейтин ставкине тапӑнса казахсен Алаш-Орда наци правительствине пӑхӑнса тӑракан чаҫсене Урал казакӗсемпе хутшӑнмашкӑн чармалла пулнӑ . Чапаевӑн приказӗ сулахай флангри тата тӗп ушкӑнсене пуян казаксенчен выльӑх-чӗрлӗхе тата лашасене туртса илме, ҫавӑн пекех казак халӑхне хӑйӗн ушкӑнӗн чаҫӗсем валли ҫӑкӑр пӗҫермешкӗн явӑҫтарма хушнӑ[59].

undefined

Урал ҫарӗн казаксен чаҫӗсем йывӑр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн Калмыково тата Калёное таврашӗнче вырнаҫнӑ. Унта лару-тӑру Уральскран Лбищенска ҫити вырнаҫнӑ станицӑсенчен нумай ҫын пӑрахса тарнипе йывӑрланнӑ. Пин-пин пуҫ выльӑх, килти япаласене тиенӗ лавсемпе урапасем, хӗрарӑмсемпе ачасем ҫар тылӗсене тултарсах лартнӑ, ҫар чаҫӗсене апат-ҫимӗҫпе, фуражпа тивӗҫтересси ахаль те йывӑр пулнине пушшех те катастрофӑлатнӑ. Тарнӑ ҫынсене малалла кӑнтӑралла Гурьев патне яма хӑтланни кӑлӑхах пулнӑ, казаксен ҫемйисем сахал пӗлекен пушӑ ҫӗрсем тӑрӑх кайма хӑранӑ. Ҫак тӗркешӳре, шыв сахал тата шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ условисенче, эпидеми пуҫланнӑ. Лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Урал ҫарӗн командованийӗ тапӑнса пыракан хӗрлӗ чаҫсене тӳрремӗн тапӑнма хӑтланса пӑхассине пӑрахӑҫлама, ун вырӑнне Лбищенскра тылра вырнаҫнӑ хӗрлисен пӗтӗм ушкӑнӗн штабне рейдпа тухма шут тытнӑ. Ҫар задачине пурнӑҫлама чи лайӑх хатӗрленнӗ, ҫапӑҫма пултаракан казаксенчен, Лбищенскри станичниксенчен тата маларах, ҫуркунне, хулана ирӗке кӑларнӑ салтаксенчен пӗрлештернӗ отряд йӗркеленӗ. Унта 2-мӗш Урал казак дивизийӗн чаҫӗсенчен кӗнӗ: Лифанов Н. А. полковникӑн Лбищенскри утлӑ полкӗ, Абрамов Н. П. полковникӑн 1-мӗш Партизан полкӗ, Горшков В. Г. полковникӑн 2-мӗш Партизан полкӗ. Сломихин фронтӗнчен пулӑшма килнӗ 6-мӗш Урал казак дивизине, Бородин Н. Н. полковник ертсе пынӑскере, уйӑрса панӑ: Поздняков Ф. Ф. подпоручикӑн 1-мӗш Новоузенск партизан полкӗ , Хохлачёв С. Д. ҫар старшинин 3-мӗш Чижинск партизан полкӗ, Коржева И. И. прапорщикӑн хирти партизансен отрячӗ , Юдин А. М. есаулӑн 2 батарейи (2 оруди, 2 бомбомёт), Шайшников С. П. подхорунжнин пулемёт команди (9 пулемёт) тата боеприпассемпе провиантсем тиенӗ пысӑках мар лав. Отрядра пӗтӗмпе 1192 ҫын пулнӑ. Пӗрлештернӗ отряд командирӗ пулма Сладков Т. И. полковника лартнӑ, унӑн ҫумне (штаб пуҫлӑхӗ) Бородин Н. Н. полковника ҫирӗплетнӗ.

Сладков полковникӑн отрячӗ, тупӑну умӗн Кузда-Гора тип варӗнчи хӑмӑшлӑхра пытанса, Кушум юханшывӗ хӗррипе Лбищенск патне вӑрттӑн пырса тухма пултарнӑ. Унччен маларах Чапаев штабне хирӗҫ тӗл пулнӑ казаксен разъезчӗсем ҫинчен пӗлтернӗ, анчах ытти чухне те ун пеккисем пулнӑран ҫакна шута илмен. Ҫавӑн пек пысӑк отряда 25-мӗш дивизие янӑ авиаотряд летчикӗсем те асӑрхайман, ҫавна май каярахпа хӑш-пӗр автор вӗсене сутӑнчӑк тесе айӑпланӑ. Авӑнӑн 5-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Бородинӑн ҫар ушкӑнӗ Лбищенск еннелле анӑҫран тата ҫурҫӗртен тапӑнма пуҫланӑ, Сладков ушкӑнӗ — кӑнтӑртан. Казаксен хушшинче Лбищенскра пурӑнакан, хулана та, ун таврашӗнчи вырӑнсене те питӗ лайӑх пӗлекен чылай ҫын пулнӑ. Тапӑну ӑнӑҫлӑ пулнӑ, хӗрлӗ армеецсен пысӑк пайӗ ҫапӑҫусӑрах парӑннӑ, хирӗҫ тӑна пӗчӗк ушкӑнсене часах пусарнӑ. Казаксене вырӑнти халӑх нумай пулӑшнӑ — сӑмахран, дивизи комиссарӗ Батурин кӑмакара пытанма хӑтланнине кил хуҫи арӑмӗ сутнӑ. Тыткӑна илнӗ хӗрлӗ армеецсене ирхине урамсем тӑрӑх илсе ҫӳренӗ, вырӑнти ҫынсем ҫаратас ҫӗре хутшӑннисене е уйрӑм пӗлтерӗшлӗ отряд пайташӗсене палласа илнӗ те вӗсене тӳрех персе вӗлернӗ. Лбищенскра пӗтӗмпе пин ҫурӑ яхӑн ҫынна вӗлернӗ, 800 яхӑн хӗрлӗ армееца тыткӑна илнӗ.

Рейда хутшӑнакансем аса илнӗ тӑрӑх, Чапаева тытмашкӑн Белоножкин подхорунжий ертсе пынӑ ятарлӑ взвод уйӑрнӑ, вӑл, тыткӑна лекнӗ хӗрлӗ армеец каласа кӑтартнипе Чапаев пурӑнакан ҫурта тапӑннӑ, анчах ӑна алӑран вӗҫертнӗ: казаксем пӳртрен тухнӑ хӗрлӗ армееца Чапаев вырӑнне йышӑнса ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫав вӑхӑтра Чапаев чӳречерен тухса тарнӑ. Тарнӑ чухне ӑна Белоножкин персе аллинчен амантнӑ. Чапаев шуйханса шыв хӗрринелле чупакан хӗрлӗ армеецсене чарса хӑйӗн тавра пулёметлӑ ҫӗр ҫынна яхӑн пухма, вӗсене тӑшмана хирӗҫ тӑратма пултарнӑ.

Вӑл мӗнле лару-тӑрура вилни пирки хирӗҫле чылай верси пур. Чапаев виллишӗн казаксене награда пама шантарнӑ, анчах ҫапӑҫу хыҫҫӑн нихӑшӗ те вӑл вилнине ҫирӗплетме е унӑн ӳтне кӑтартма пултарайман. Хӑш-пӗр даннӑй тӑрӑх, ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Чапаев хырӑмран аманнӑ, ӑна икӗ хӗрлӗ армеец-венгр ҫур хапхаран тунӑ сулӑ ҫине хурса Урал урлӑ каҫарнӑ. Анчах леш енче Чапаев юн ҫухатнипе вилнӗ. Венгрсем унӑн ӳтне казаксем ан тупчӑр тесе ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ӑшне чавса чикнӗ, ҫиелтен хӑмӑшсемпе витнӗ. Урал шывӗн ҫулӗ вун-вун ҫул хушшинче пӗрре мар улшӑннӑ, ҫавна май Чапаева пытарма пултарнӑ вырӑна палӑртма май пулман. Чапаев хӗрӗ аса илнӗ тӑрӑх, 1960-мӗш ҫулсенче Венгрире ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисем тупӑннӑ, вӗсем вилтӑприне шыраса тупмашкӑн пулашма хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах[60].

Анчах Фурманов кӗнеки тата уйрӑмах «Чапаев» фильма пулӑшнипе аманнӑ Чапаев Урал хумӗсем ҫинче вилни пирки хрестомати версийӗ пулса тӑнӑ. Ку верси Чапаев вилнӗ хыҫҫӑнах пулнӑ: ун чухне вӑл Европа ҫыранӗнче пулнине курнӑ, анчах та Ази ҫыранне («бухар»)" вӑл ишсе килмен, унӑн виллине те тупайман — ку 4-мӗш ҫарӑн Революци ҫар канашӗн пайташӗ И. Ф. Сундуков ҫар дивизийӗн вӑхӑтлӑх военкомӗпе М. И. Сысойкинпа тӳрӗ проводпа калаҫнинчен паллӑ[61]:

Сундуков: «Чапаев юлташ малтан аллинчен ҫӑмӑллӑн аманнӑ пулас, пурте бухар енне каялла чакнӑ чухне вӑл та Урал шывӗ урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ, анчах шыва кӗме те ӗлкӗреймен, ӑнсӑртран пенӗ пуля ӗнсинчен лексе вӗлернӗ те вӑл шыв хӗрринчех ӳкнӗ, унтах юлнӑ». <…>

Сысойкин: «Чапаев пирки калани тӗрӗс, ҫавӑн пек казак Кожехаровский форпостра пурӑнакансене каласа панӑ, лешсем мана пӗлтерчӗҫ. Анчах Урал шывӗ хӗрринче виле нумай йӑваланса выртнӑ, Чапаев юлташ пулман. Ӑна Урал варринче вӗлернӗ те вӑл шыв тӗпне анса кайнӑ».

Анчах Чапаев мӗнле вилме пултарни тата ӑна мӗнле пытарни пирки версисем ҫакӑнпа пӗтмеҫҫӗ. 1920-мӗш ҫулсенчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен прессӑра легендарлӑ пулса тӑнӑ начдивӑн вилӗмӗ пирки ҫӗнӗ альтернативлӑ версисем тухаҫҫӗ. Сӑмахран, 25-мӗш дивизири пӗр хӗрлӗ армеецӑн Аверьян Коротковӑн ывӑлӗ 1960-мӗш ҫулсенче ашшӗ тата унпа пӗрле ҫарта пулнисем каланине пӗлтернӗ: Чапаев вилсен ӑна Уральска илсе килсе хулари масар ҫинче Николай чиркӗвӗ патӗнче пытарнӑ. 1926 ҫулта «Правда», «Известия» тата «Красная звезда» хаҫатсем казаксен офицерӗ пулнӑ Трофимов-Мирские арестлени ҫинчен ҫырнӑ, вӑл Лбищенска тапӑннӑ чухне тыткӑна илнӗ Чапаева персе пӑрахнӑ имӗш. Чапаевӑн хӗрӗ Клавдия тата унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Евгения начдива сутни, ӑна вӗлерессине Лев Троцкий йӗркелени, ку кавара Пелагея Камешкерцева хутшӑнни ҫинчен ҫырнӑ. «Канон мар» версисенчен пӗри те документсенче ҫирӗпленмен[62].

Чапаев вилнӗ хыҫҫӑн — легенда ҫурални

Чылай историк тата публицист нумай хутчен ҫак факта палӑртнӑ: Граждан вӑрҫин историйӗнче Чапаев ролӗ Совет Союзӗнче 1920-мӗш тата, уйрӑмах, 1930-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ культпа, вӑл хӑйӗн вӑхӑтӗнчи ытти ҫынсемпе (ҫав шутра Н. А. Щорс, С. Г. Лазо, Г. И. Котовский) Граждан вӑрҫин паттӑрӗсен официаллӑ пантеонне кӗнӗ вӑхӑтра, пӗр тан мар[63]. Чапаев вилни, вӑл Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнче паллӑ пулсан та, 1919 ҫулта темле паллӑ пулӑм пулман, РККАн ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ ытти начдивӗсен хушшинче палӑрса тӑман. 1919 ҫул вӗҫӗнче тата 1920 ҫулта асар-писер пулӑмсем пынӑ май паттӑр астӑвӑмӗ, унӑн ҫемйи пирки шухӑшлама никамӑн та питех май пулман. Кӗҫех, Атӑлҫире выҫлӑх хуҫаланма тытӑнсан, Василий Чапаевӑн ашшӗ вилнӗ, ачисене вара приютсене панӑ[64]. 1923 ҫулта Дмитрий Фурмановӑн «Чапаев» романӗ пичетленсе тухсан Чапаевӑн вилӗм хыҫҫӑнхи шӑпи улшӑннӑ. Службӑра нумай харкашнине, хӑш чухне тӑшман пек ҫапӑҫнине пӑхмасӑр Фурманов, хӑй каланӑ тӑрӑх, начдивран тӗлӗнме пӑрахман. Чапаев вилни вӗсен хушшинчи хирӗҫӗве манӑҫа кӑларнӑ, Фурманов 1919 ҫулта кун кӗнекинче ҫырса пынипе усӑ курса Чапаев ҫинчен кӗнеке ҫырма шутланӑ:

Кӑсӑклантарать … Нихӑҫанхинчен те ытларах кӑсӑклантарать… Эпӗ ӑшталанатӑп, ӑшталанатӑп. Пӗр формӑна та тӗппипех суйлама пултараймастӑп. Чапая чӑнах та ҫылӑхӗсемпе, пӗтӗм этем ӑшчиккипе памалла-и е, яланхи пекех, фантастикӑлла кӗлетке тумалла-и, урӑхла каласан, ҫутӑ, нумай вырӑнта кастарнӑ. Пӗрремӗшӗ ҫывӑхрах пек.— Д. Фурманов кун кӗнекисенчен

Кӗнекене 1922 ҫулта вӗҫлесе 1923 ҫулхи пуш уйӑхӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Романа вулакансем хавхаланса йышӑннӑ, ӑна литературӑпа парти критикӗсем питӗ лайӑх хакланӑ. Пулӑмсен вӗри йӗрӗ тӑрӑх ҫырнӑ роман Чапаевӑн тата кӗрешӳри юлташӗсен чӗрӗ та «сӑрламан» сӑнарӗсене упраса хӑварнӑ. Страницӑсенче кӗнекери сӑнарсем ниҫта кайса кӗрейми хӑраҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, табак туртаҫҫӗ, ҫаратаҫҫӗ. Фурманов тата темиҫе кӗнеке ҫырнӑ, анчах вӗсенчен пӗри те «Чапаев» пек ӑнӑҫу ҫӗнсе илмен. Роман тухнӑ хыҫҫӑн 3 ҫултан, 1926 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, вӑл ангинӑпа чирлесе юн пӑсӑлнипе вилнӗ. Фурмановӑн ячӗ вӑл пулӑшнипе йӗркеленнӗ легендӑн Чапаевӑн ячӗпе пӗр рете тӑнӑ[65].

Кӗнеке тухни Чапаевӑн ачисен шӑпине те витӗм кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра Турцирен килнӗ Михаил Васильевич Фрунзе хӑйӗн начдивӗн ҫемйи ҫинчен аса илнӗ, ача ҫурчӗсем тӑрӑх кайса ачисене шыраса тупса вӗсене укҫан пулӑшма хушнӑ[64].

Чапаев мифне тума паллӑ фильм та, Сергейпе Георгий Васильевсем ӳкернӗскер, кӗнекерен кая мар тӳпе хывнӑ. Фурманов пурӑннӑ чухне хӑйӗн кӗнеки тӑрӑх фильм ӳкерме ӗмӗтленнӗ, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн сценари хатӗрлес ӗҫе унӑн арӑмӗ Анна малалла тӑснӑ. Васильевсем сценарие тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ, фильм сасӑллӑ пулмалла тесе ҫине тӑнӑ. Сценарие туса ҫитерес ҫӗре Сталин генсек хутшӑннӑ — вӑл ыйтнипе фильма Анка-пулемётчицӑпа ҫыхӑннӑ романтика йӗрне хушнӑ. Тӗп рольсене суйланӑ актёрсем те фильма ӑнӑҫу ҫӗнсе илме пулӑшнӑ: Бабочкин — Чапаева, Кмит — Петькӑна вылянӑ, ҫавӑн пекех Мясникова, Блинов, Певцов, Чирков тата ытти ыттисем ӳкерӗннӗ[66].

undefined

Картинӑн ҫитӗнӗвӗ калама ҫук пысӑк пулнӑ. Фильма ВКП (б) ТК Секретарӗ И. В. Сталин хӑй тата пӗтӗм партипе ҫар совет элити ырланӑ. Фильм авторӗсем фильмри тӑшман сӑнарӗсене, ҫав ҫулсенчи совет кинематографийӗнче сайра тӗл пулаканскерсене, Кремльти пӗрремӗш хупӑ курав вӑхӑтӗнче хирӗҫлесрен хӑранӑ. Анчах легенда тӑрӑх, психикӑлла атакӑна сӑнланӑ чаплӑ сцена Ворошиловпа Будённӑя ҫав тери хавхалантарса янӑ. 1934 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иртнӗ премьера тӗлне Сталин фильма 16 хут пӑхнӑ, унӑн асӑрхаттарӑвӗсем тӑрӑх вара 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗчченех тӳрлетнӗ, ун чухне фильма кинотеатрсенче кӑтартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Юлашки версие пӑхсан Сталин авторсене ҫапла каланӑ:

Сире ӑнӑҫу ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлама пулать. Вӑйлӑ, ӑслӑ та ретлӗ тунӑ. Чапаев та, Фурманов та, Петька та лайӑх. Фильм воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Ку — уяв тӗлне паха парне.— Б. Шумяцкий аса илӗвӗнчен[67]

Фильма оригиналлӑ сасӑ версийӗпе анлӑ проката кӑларма Совет Союзӗнче аппаратура ҫителӗклӗ пулман. Фильмӑн пропаганда рольне пысӑк вырӑна хурса правительство кирлӗ аппаратурӑна чикӗ леш енче туянма, ҫавӑн пекех ҫӗршыври производствӑна хута яма укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Апла пулин те фильмӑн «чӗлхесӗр» вариантне те хатӗрлеме тивнӗ. Фильма кинотеатрсемпе клубсенче нумай хутчен кӑтартнӑ, яланах — ӑнӑҫлӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен фильма 60 миллиона яхӑн ҫын пӑхнӑ. 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Сталин фильма 38-мӗш хутчен пӑхнӑ. Георгипе Сергей Васильевсене Ленин орденӗпе чысланӑ. Чапаев ячӗ хальччен пулман чап тата хисеп ҫӗнсе илнӗ, фильм тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗршывӑн кашни хулипе посёлокӗнче тенӗ пек урамсене, ҫар карапӗсемпе граждан пӑрахучӗсене унӑн ятне пама тытӑннӑ. Ачасем индеецсемпе казак-хурахсем ҫинчен мансах Чапаевла вылянӑ. Ҫавӑн чухнех, 1930-мӗш ҫулсенче, начдив ҫинчен пӗрремӗш анекдотсем тухсан, чи паллисенчен пӗри ҫынсем мӗншӗн «Чапаев» кинона пӗрмай ҫӳренине ӑнлантарса панӑ — «Ишсе тухасса кӗтетпӗр!» Майӗпен киноэкрансем ҫинчи мифла Чапаев начдивӑн чӑн сӑнарне хупласа хунӑ. Анчах та чапӗ унӑн кӗрешӳри юлташӗсенчен нумайӑшне 1930-мӗш ҫулсенчи репрессисенчен хӳтӗлеймен, ҫав шутра — ун хыҫҫӑн 25-мӗш дивизи командирӗ пулнӑ Иван Кутякова та[68].

Чапаев ҫемйин шӑпи

Чапаевӑн аслӑ ывӑлӗ Александр Васильевич (1910—1985) Ӗренпур облаҫӗнче техникумра вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен агроном пулса ӗҫленӗ. 1933 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, хӗсметре тӑнӑ, кайран артиллери училищине вӗренме кӗмешкӗн документсем панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Подольскри артиллери училищинче капитан званийӗнче тата курс командирӗн должноҫӗнче кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче артиллери подразделенийӗсен командирӗ пулнӑ, вӑрҫӑ пӗтнӗ тӗле — артиллери бригадин командирӗ, ӑна чылай орденпа медаль парса чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫар службине малалла тӑснӑ, Тоцк полигонӗнчи ҫар вӗрентӗвӗсене хутшӑннӑ, унта ядерлӑ хӗҫ-пӑшал тӗрӗслевӗсене ирттернӗ. Атӑлҫи ҫар округӗн артиллери командующийӗ пулнӑ, юлашки должноҫӗ — Мускав ҫар округӗн артиллери командующийӗн ҫумӗ. Отставкӑна генерал-майор званийӗпе тухнӑ, ДОСААФ тытӑмӗсенче ӗҫне малалла тӑснӑ. Паллӑ хоккей тренерӗпе Анатолий Тарасовпа туслӑ пулнӑ[69].

Кӗҫӗн ывӑлӗ Аркадий Васильевич (1914—1939) шкул пӗтерсен Энгельсри вӗҫев шкулне вӗренме кӗнӗ. Курсант пулнӑ чухне ӑна Атӑлҫи нимӗҫӗсен республика ЦИКне суйланӑ, 1935 ҫулта Пӗтӗм Союзри Советсен VII съезчӗн делегатне суйланӑ, ун вӑхӑтӗнче ӑна Сталинпа тӗл пулма чӗннӗ. Съезд умӗн кӑшт маларах ҫӗршыв экранӗсем ҫине «Чапаев» фильм тухнӑ, Сталин курсантран начдив ҫемйин шӑпи пирки ыйтса пӗлнӗ. Училище пӗтерсен йывӑр бомбардировщик командирӗ пулнӑ, кайран — звено командирӗ. 1938 ҫулта Жуковский академине вӗренме кӗнӗ, унта вӑл ҫав ҫулсенчи паллӑ чылай летчикпа паллашнӑ, ҫав шутра — Чкаловпа, ашшӗн дивизийӗнче службӑра пулнӑ Беляковпа. 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Аркадий Чапаев И-16 истребительпе вӗҫнӗ чухне аварире вилнӗ[70].

Чапаевӑн тӑван хӗрӗ Клавдия Васильевна (1912—1999) шкул пӗтерсен 1930 ҫулта Самарти Строительство институтне вӗренме кӗнӗ. Легендарлӑ начдивӑн хӗрӗ пек ӑна Анастас Микоян патне института унӑн ятне пама ирӗк ыйтмашкӑн кайнӑ делегаци йышне кӗртнӗ. Микоянпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ӑна Мускаври апат-ҫимӗҫ институтне куҫарнӑ, малашне парти ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл ашшӗ пирки материалсем пухнипе паллӑ, документсенчен, свидетельствӑсенчен, Чапаевӑн ҫарти юлташӗсен аса илӗвӗсенчен тӑракан питӗ пысӑк архив пухнӑ. Клавдия Васильевнӑн ӗҫне унӑн мӑнукӗ, начдивӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Евгения Чапаева тӑснӑ, вӑл — «Манӑн паллӑ мар Чапаев» кӗнеке авторӗ[71].

Астӑвӑм

Чапаевӑн мемориал музейӗсене Шупашкарта вӑл ҫуралнӑ вырӑн ҫывӑхӗнче, Пугачёв хулинче (унчченхи Николаевск) унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ иртнӗ Балаково хулинчи В. И. Чапаевӑн музей-ҫурчӗн филиалӗпе уҫнӑ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче стрелоксен 25-мӗш дивизийӗн штабӗ вырнаҫнӑ ҫуртсенче те музейсем уҫнӑ: Пушкӑрт Республикинчи Ӗпхӳ районӗнчи Красный Яр салинче, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинче, Уральск хулинче тата Лбищенск станицийӗнче (халӗ Чапаев сали) начдивӑн юлашки ҫапӑҫӑвӗ пулнӑ вырӑнта. Совет тапхӑрӗнче Чапаева тата 25-мӗш дивизин ҫар ҫул-йӗрне халалланӑ музейсем чылай шкулта пулнӑ.

undefined

Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенче тата Раҫҫейӗн ытти регионӗнче вун-вун ял-салана Чапаев ятне панӑ. Паттӑра хисеплесе хальхи Казахстанри Лбищенск ятне улӑштарнӑ, СССР пулнӑ территоринче ҫӗр-ҫӗр ял-салара Чапаев урамӗсем пур, ӑна халалласа Чапаевка юханшыва ҫапла ят панӑ. 1937 ҫулта Киеври Аслӑ Житомир урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Лира» кинотеатр Чапаев ячӗллӗ кинотеатр пулса тӑнӑ.

undefined

Чапаев палӑкӗсене Самарта (1932), Санкт-Петербургра (1933), Пугачёвра (1957)[72], Шупашкарта (1960) (малтан 1930-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Мускаври ВДНХ территорийӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ), Чапаев ялӗнче (1979, Чапаев вилме пултарнӑ вырӑнта стела тата тӗп тӳремре палӑк лартнӑ), Уральскра (1982)[73], ҫавӑн пекех Совет Союзӗнче пулнӑ ытти вун-вун хулапа посёлокра лартнӑ. 1973 ҫулта Уральскри музей валли Ефим Дешалыт «Чапаевӑн юлашки ҫапӑҫӑвӗ» диорама ҫырнӑ, 1976 ҫулта Чапаеври музей валли Вениамин Сибирский тата Евгений Данилевский ӳнерҫӗсем «Чапаевецсен Лбищенск станцийӗнчи ҫапӑҫӑвӗ» картина ӳкернӗ[74].

Флотра Чапаев ятне ҫӑмӑл крейсер (68-К проектӑн тӗп карапӗ), кимӗсене хирӗҫ тӑмалли пысӑк карап (1134А проектӑн «Кронштадт» типӗллӗ БПК), юханшыв круизӗн икӗ палубӑллӑ теплохочӗ тивӗҫнӗ. Юханшыв теплоходӗнчен тунӑ «Чапаев» канонер киммине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑшӑн Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Испанири интернационал батальон тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вун-вун партизан отрячӗ Чапаев ячӗпе ҫӳренӗ[75].

Чапаевӑн ячӗпе халӑх фольклорӗн пӗр йӗрӗ ҫыхӑннӑ. Паллӑ мар авторсен халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешекен паттӑр пирки хывнӑ юррисем вӑл вилнӗ хыҫҫӑнах тенӗ пек тухма пуҫланӑ, Чапаев асамлӑ юмахри сӑнарсен йӗрне илсе халӑх юмахӗсемпе былинӑсен геройӗ пулса тӑнӑ. Анчах Чапаев ятне халӑх асӗнче упраса хӑварас тӗлӗшпе анекдотсем чылай пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, вӗсене пула Граждан вӑрҫин паттӑрӗн сӑнарӗ, шухӑшласа ҫитернӗ пулсан та, халӑх асӗнче ансат, анчах харсӑр та хӑйне евӗр халӑх геройӗ пек упранса юлнӑ. Анекдотсем Чапаевӑн этем сӑн-сӑпатне упраса хӑварса официаллӑ пропагандӑн пафосне хирӗҫ тӑнӑ, унӑн чӑн енӗсене ҫӗршыв историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнче тӗрлӗрен шутласа кӑларнӑ детальсемпе хушса пынӑ: «Анекдотӑн ансат жанрӗ халӑх унӑн тӗп сӑнарне юратнине хирӗҫлемест, ахӑртнех, ҫирӗплетет, ку мифологин хӑйне евӗр пурнӑҫлавӗ»[76].

undefined

Граждан вӑрҫинчи хӗрлисен чылай командирӗнчен пӗрин сӑнарӗ халӑх пултарулӑхӗнче, ан тив, анекдот пек ҫӑмӑл жанрта пулсан та, упранса юлнӑран унпа кӑсӑкланасси Совет Союзӗ пӗтсен те сыхланса юлнӑ. Ҫӗршыври обществӑпа экономика пурнӑҫӗ тӑрук улшӑннӑ тапхӑрта Чапаев сӑнарӗ каллех кӗтмен ҫӗртен тӗрӗслӗх идеалӗсемшӗн кӗрешекенӗн сӑнар пулса панӑ. Тӗслӗхрен, «Чапаев» фильмӑн персонажӗ Олег Данилов ҫыравҫӑпа сценаристӑн «Эпир Чапаева курма каятпӑр» пьеса геройӗн символӗ пулса тӑнӑ. Захар Прилепинӑн «Санька» романӗнчи тӗп сӑнаршӑн та Чапаев чи йывӑр самантра пулӑшма килекен герой пулса тӑнӑ. Виктор Пелевинӑн «Чапаев и Пустота» романӗнче начдив кӗтмен ҫӗртен буддист, бодхисаттва тата постмодернист пулса тӑрать. Эдуард Володарскин «Страсти по Чапаю» романӗ тата тӗпе хурса ҫырнӑ телесериал сценарийӗ ҫӗнӗ медиусловисенче Чапаевӑн йӑлари сӑнарне хальхи пек кӑтартма тӑрӑшнӑ[77].

Начдивӑн тӑхӑмӗсем те хӑйсен паттӑр мӑн аслашшӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ— мӑнукӗ Татьяна Чапаева тата кӗҫӗн мӑнукӗ Евгения Чапаева телевиденири документлӑ кӑларӑмсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, Василий Ивановичӑн вӑрҫӑри таланчӗ ҫумне ҫемьери аса илӳсене хушса статьясемпе кӗнекесем ҫыраҫҫӗ. Профессионал историксем Евгений Чапаевӑн кӗнекинчи Чапаевӑн ҫар ҫул-йӗрне пырса тивекен чылай фрагмент тӗлӗшпе (вӑл интрига тата сутӑнчӑклӑха пула шар курнӑ тенисем, чи малтанах — Троцкий енчен) иккӗленеҫҫӗ е унпа килӗшмеҫҫӗ. Евгений Чапаевӑн начдив вилӗмӗпе Пелагея Камешкерцева ҫыхӑннӑ текен версийӗ те экзотикӑлла тата тӗрӗс мар килсе тухнӑ. Телевиденири документлӑ передачӑсенчен пӗринче Татьяна Чапаева (Александр Чапаевӑн хӗрӗ) кӗнеке тата фильм тухсан унӑн ячӗ анлӑ сарӑлса паллӑ пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне «чӗрӗлнӗ» Чапаев вырӑнне хунӑ самозванецсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чапаев историографийӗ

Чапаевӑн биографине тата ҫапӑҫу ҫул-йӗрне тӗпчеме вӑл вилнӗ хыҫҫӑнах хӑтланса пӑхнӑ. Туркестан фрончӗн Революци ҫар канашӗ пуҫарнипе фронтӑн пичет органӗсем Дмитрий Фурмановӑн «Воспоминания о Чапаеве» тата «Последние часы Чапаева» статйисене кӑларнӑ. Хӑй виличчен Чапаев биографийӗ патне пӗрре мар таврӑннӑ начдивӑн тепӗр ҫарти юлташӗ пулнӑ, вӑл — 25 дивизи пуҫлӑхӗн тивӗҫне ун хыҫҫӑн йышӑннӑ Иван Кутяков. Вӑл Васильев пӗртӑвансене кинофильмпа ӗҫленӗ чухне консультаци панисӗр пуҫне хӑйӗн «С Чапаевым по уральским степям», «Боевой путь Чапаева» кӗнекисенче Граждан вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсен пулӑмӗсем пирки те, хӑйӗн юлташӗн вӑрҫӑчченхи биографийӗ ҫинчен те каласа пама хӑтланнӑ. Анчах кунта вӑл, историксем шутланӑ тӑрӑх, Чапаевпа ҫапӑҫусен хушшинче туслӑн калаҫнӑ чухнехи самантсене критиклемесӗр аса илнӗ, Чапаев халапӗсемпе шухӑшласа кӑларнисене унӑн биографийӗнчи чӑн фактсем пек кӗртнӗ. Каярахпа шӑпах Фурмановпа Кутяков аса илӗвӗсем совет тапхӑрӗнче пичетленсе тухнӑ чылай юбилей статйисен, биографи очеркӗсемпе мемуарен никӗсӗ пулнӑ[78].

Чапаев Николаевскра шалти тата ҫар ӗҫӗсен уес комиссарӗн постӗнче пулнӑ чухнехи ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ чылай пулӑма И. Т. Стрельцов историкӑн 1923 ҫулта Истпартӑн Самар уйрӑмӗн «Красная быль» материалсен пуххисенче тухнӑ статйисенче, вырӑнти Куйбышев тата Чӑваш архивӗсенче ӗҫленӗ парти историкӗн Ф. Г. Поповӑн «1918 год в Самарской губернии» хроникинче тата Е. Н. Артёмовӑн статйисенче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Чапаев Тӗп штаб Академийӗнче кӑштах вӗреннӗ тапхӑра унпа пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем Мищенко, Фёдоров, Тюленев аса илнӗ. Чапаевӑн ҫар биографийӗнчи уйрӑм интереслӗ эпизодсене начдивпа ҫывӑх пулнӑ ҫынсен — унӑн ординарецӗсен, штабра ӗҫлекенсен, хӑйӗн водителӗн — аса илӗвӗсенчен илме пулать. Тӗрлӗ ҫулсенче С. Ф. Данильченкӑн «Каким я знал Чапаева», П. С. Евлампиевӑн «Вместе с Чапаевым», В. В. Козловӑн «Наш Чапай» аса илӗвӗсем пичетленнӗ[79].

Чапаев биографине халалланӑ пӗрремӗш комплекслӑ монографисенчен пӗри Я. А. Володихин историк начдив ачисемпе пӗрле— аслӑ ывӑлӗпе Александрпа тата хӗрӗпе Клавдийӑпа — ҫырнӑ «Василий Иванович Чапаевпа» кӗнеке пулса тӑнӑ. 1979 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ кӗнекене маларах кӑларнӑ аса илӳсемпе истори тӗпчевӗсем ҫине таянса ҫырнӑ, авторсем СССРти тӗп патшалӑх архивӗсен материалӗсемпе ӗҫленӗ. Граждан вӑрҫи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ чухне совет канонӗсем пулса тӑнӑ условисенче начдив сахал вӗреннӗ кӗрешӳҫӗ, ҫутҫанталӑк анархисчӗ, партизан, хресченсен вак буржуалла шухӑш-кӑмӑлне ҫӗклекенскер тесе хакланине автор коллективӗ хирӗҫлеме хӑтланнӑ. Чапаевӑн халӑх паттӑрӗ, чаплӑ ҫарпуҫӗ, ҫирӗп коммунист пек пулмалла пулнӑ. Кӗнекене тӗп пичетре ырланӑ, 1987 ҫулта унӑн хушма кӑларӑмӗ тухнӑ[80].

СССР аркансан чылай вулакан Граждан вӑрҫинче Чапаева хирӗҫ тӑнӑ енӗн (чи малтанах — вӑрҫӑра ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн ҫӗршывран тухса кайнӑ Урал ҫарӗн офицерӗсемпе рядовой казакӗсем) мемуар литературине курма пултарнӑ. Урал ҫарӗн юлашки атаманӗн В. С. Толстовӑн, Урал казакӗн Л. Л. Масяновӑн тата ыттисен аса илӗвӗсенче начдивӑн тата вӑл ертсе пынӑ Хӗрлӗ ҫар чаҫӗсенчи салтаксен сӑнарӗсем унччен паллӑ пулман енпе тухса тӑнӑ: юнлӑ палачсем, хаяр та аскӑн, авалхи казаксен Ейӗкӗн халӑхне тата вӗсен пурнӑҫне тӗпрен халтан яма ӑнтӑлакансем пек. Хальхи историк Сергей Балмасов хӑйӗн тӗпчевӗсене Чапаевпа ҫапӑҫнӑ казаксен мемуарӗсем ҫине таянса ҫырнӑ[81]. Кунсӑр пуҫне, Чапаев сӑнарне героизациличченех, ӑна паллӑ большевик Артём пачах урӑхла, хрестоматиллӗ мар, хакланӑ[82].

Юлашкинчен пичетленсе тухнӑ начдивӑн харпӑр сӑн-сӑпачӗн истори тӗпчевне икӗ пысӑк ӗҫе халалланӑ: В. О. Дайнесӑн «Чапаев» (2010) кӗнеки тата 2017 ҫулта П. А. Аптекарӗн «Жизнь замечательных людей» кӗнеке серийӗнче тухнӑ «Чапаевка» биографийӗ. Аптекарь шучӗпе — шӑпах вӑрҫӑ, малтан Пӗрремӗш Тӗнче, унтан Граждан вӑрҫи, Чапаевшӑн тӑван стихия пулса тӑнӑ, ку ӑна мирлӗ пурнӑҫ патне таврӑнма паман, унта вӑл ӑнман ҫын пулнӑ. Академире кӑшт вӗренсе кӑшт канни те уншӑн чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ. Павел Аптекарь Атӑл тӑрӑхӗнче 1918—1919 ҫулсенче майӗпен, анчах улшӑнми аталаннӑ пулӑмсен пӗтӗм йывӑрлӑхне, унта хутшӑннӑ хӑйне евӗр ҫынсен пӗлтерӗшӗ мӗн тери пысӑк пулнине туллин кӑтартса пама пултарнӑ. Ҫав пулӑмсене хутшӑннисен чылайӑшӗн ячӗ манӑҫа тухнӑ, анчах Чапаевӑн мар. Ӑна литература тата кинематографи биографӗсемпе ӑннӑ. Анчах Фурмановпа пӗртӑван Васильевсен талантӗнче иккӗленӳ пулмасан та историк хӑйӗн кӗнекинче «историри чӗрӗ Чапаев, халапсенчипе тата легендӑсенчипе танлаштарсан, тарӑнрах та нумай енлӗрех» тесе ӗнентерме хӑтланса пӑхнӑ[83].

Чапаев — кинематографра

  • «Чапаев» (фильм, 1934). Чапаев ролӗнче — Борис Бабочкин.
  • «Песня о Чапаеве» (мультфильм, 1944).
  • «Чапаев с нами» (агитфильм, 1941). Чапаев ролӗнче — Борис Бабочкин.
  • «Сказ о Чапаеве» (мультфильм, 1958). Чапаев рольне Борис Бабочкин сасӑ хунӑ.
  • «Орлята Чапая» (фильм, 1968).
  • «Кооператив „Политбюро“, или Будет долгим прощание» (фильм, 1992). Чапаев ролӗнче — Василий Бочкарёв.
  • «Парк советского периода» (фильм, 2006). Чапаев ролӗнче — Сергей Никоненко.
  • «Страсти по Чапаю» (сериал, 2012). Тӗп рольте — Сергей Стрельников.
  • «Чапаев-Чапаев» (фильм, 2013), режиссёрӗ Виктор Тихомиров , Чапаев ролӗнче — Иван Охлобыстин.
  • «Убить дрозда» (сериал, 2013). Чапаев ролӗнче — Вадим Колганов.
  • «Временщик» (сериал, 2014), 3 фильм «Спасти Чапая» (5-мӗш тата 6-мӗш серисем). Чапаев ролӗнче — Денис Дружинин.
  • «Мизинец Будды» / «Чапаев и Пустота» (Buddha’s Little Finger, 2015)" Чапаев ролӗнче — Андре Хеннике.

Чапаев пирки хывнӑ юрӑсем

  • «Песня о Чапаеве» (кӗвви А. Г. Новиковӑн, сӑмахӗсем С. В. Болотинӑн, П. Т. Киричек юрлать)
  • «Гулял по Уралу Чапаев-герой» (сӑмахӗсем М. А. Поповӑн, Совет ҫарӗн юрӑпа ташӑ Хӗрлӗ Ялав ансамблӗ юрлать)
  • «Гибель Чапаева» (кӗвви Ю. С. Милютинӑн, сӑмахӗсем З. Александровӑн, А. П. Королёв юрлать)
  • «Чапай остался жив» (кӗвви Е. Э. Жарковскин, сӑмахӗсем М. Владимовӑн, Ачасен Пысӑк хорӗ юрлать)
  • Марфа Крюковӑн «Чапаев» юмах-новини

Илемлӗ литературӑра

  • Баникин В. Рассказы о Чапаеве. — Куйбышевское книжное изд-во, 1954. — 109 с.
  • Беляков А. В. В полёт сквозь годы. — Воениздат, 1988. — 335 с.
  • Володарский Э. Страсти по Чапаю. — Амфора, 2007. — 494 с.
  • Колесников М. С. Все ураганы в лицо: роман. — Воениздат, 1969. — 487 с.
  • Кононов А. Т. Рассказы о Чапаеве. — Детская лит-ра, 1965. — 62 с.
  • Могилёвская С. Чапаёнок: повесть. — Детгиз, 1962. — 93 с.
  • Пелевин В. Чапаев и Пустота. — Амфора.
  • Фурманов Д. А. Чапаев. — 1923.
undefined

Чапаев филателире

Чапаев начдивӑн ӳкерчӗкӗсемпе, ҫавӑн пекех «Чапаев» кинофильмри кадрсемпе тата паттӑра халалланӑ чылай палӑк ӳкерчӗкӗсемпе совет тапхӑрӗнчи почта маркисенче, открыткӑсемпе конвертсенче анлӑ усӑ курнӑ. Завьялов художникӑн Чапаев портречӗллӗ пӗрремӗш марка 1938 ҫулта «Хӗрлӗ Ҫар тата СССР Тинӗс-Ҫар Флочӗ — 20 ҫулта» серире тухнӑ. 1940 ҫулта ВСНХра (Мускав) «Атӑлҫи» павильон патӗнче вырнаҫнӑ Чапаев палӑкне сӑнланӑ почта маркине кӑларнӑ. 1944 тата 1948 ҫулсенче Чапаев портречӗ «Граждан вӑрҫин паттӑрӗсем» серире ытти ҫарпуҫӗсемпе пӗрле тухнӑ. 1949 ҫулхи маркӑна Чапаев вилнӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак виҫӗ кӑларӑм маркисенче начдивӑн сӑнне В. С. Климашин ӳнерҫӗ сӑнланӑ. Пӗтӗмпе, СССР Филателийӗсем журналӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1972 ҫул тӗлне Совет Союзӗнче Чапаева сӑнланӑ 15 марка тата каптӑм япала кӑларнӑ, вӗсене каярахпа та кӑларнӑ[84].

Вӑйӑсем

  • Петька (вӑйӑсен ярӑмӗ) — тӑхӑр пай кӗрет. Василий Иванович Чапаевӑн ячӗсене палӑртман несӗлӗсем сери тухнипе кӑмӑлсӑр пулнӑ, вӑл «В. И. Чапаевӑн тата унӑн ҫарти юлташӗсен астӑвӑмӗнчен мӑшкӑллать» тесе шутланӑ, ҫавӑн пекех Чапаев музейӗнче серипе ҫыхӑннӑ материалсене кӑларма чӑрмав кӳнӗ[85].
    Петька и Василий Иванович спасают галактику
    Петька и Василий Иванович 2: Судный день
    Петька и Василий Иванович 3: Возвращение Аляски

Документлӑ фильмсемпе телекӑларӑмсем

  • «Подлинная жизнь Василия Чапаева» (Ольга Каменковӑн документлӑ телефильмӗ, Раҫҫей, 2008).
  • «Чапаева ликвидировать!» (Юлия Сатаровӑн «Легенды армии» ярӑмри документлӑ фильм, Раҫҫей, 2008).
  • «Чапаев. Человек и легенда» (Владимир Елисеевӑн «Искатели» ярӑмри документлӑ фильм , Раҫҫей, 2012).
  • «Сделано в СССР. История о „команданте Ча“» («Мир», 2017)[86].
  • «Секретные материалы. Чапаев на красном „Форде“» («Мир», 2017)[87].
  • «Чапаев. „Без анекдота“» («ТВ Центр», 2021)[88].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 ЧАПАЕВ // Большая российская энциклопедия (выр.)М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
  2. ^ Чапаев Василий Иванович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  3. ^ Народный герой Василий Чапаев (выр.). topwar.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  4. ^ Чапаев Василий Иванович — биография, личная жизнь и фото (выр.). Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 16—18.
  6. ^ Даниил Иванов. Происхождение фамилии Чапаев (выр.). chapaev.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  7. ^ Бурнаевский Валентин. Чапаевӑн чӑваш асламӑшӗ (На чувашском языке) // «Ялав». — 1963. — Февраль (№ 2).
  8. ^ Артемов Евгений. Икӗ ӱкерчӗк // «Ялав». — 1963. — Февраль (№ 2).
  9. ^ Аптекарь, 2017, с. 12—18.
  10. ^ Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 19—23.
  11. ^ Аптекарь, 2017, с. 18—20.
  12. ^ Аптекарь, 2017, с. 21—24.
  13. ^ Аптекарь, 2017, с. 24—26.
  14. ^ Аптекарь, 2017, с. 26—30.
  15. ^ Аптекарь, 2017, с. 30—31.
  16. ^ Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 43.
  17. ^ Аптекарь, 2017, с. 31—34.
  18. ^ Аптекарь, 2017, с. 36—37.
  19. ^ Аптекарь, 2017, с. 37—38.
  20. ^ Аптекарь, 2017, с. 38—39.
  21. ^ Аптекарь, 2017, с. 40—41.
  22. ^ Аптекарь, 2017, с. 41—43.
  23. ^ Аптекарь, 2017, с. 43—45.
  24. ^ Аптекарь, 2017, с. 46—52.
  25. ^ Аптекарь, 2017, с. 56.
  26. ^ Аптекарь, 2017, с. 60−62.
  27. ^ Аптекарь, 2017, с. 62−63.
  28. ^ Аптекарь, 2017, с. 68−74.
  29. ^ Аптекарь, 2017, с. 76−80.
  30. ^ Аптекарь, 2017, с. 80−93.
  31. ^ Аптекарь, 2017, с. 94−96.
  32. ^ Аптекарь, 2017, с. 97−102.
  33. ^ Аптекарь, 2017, с. 102−104.
  34. ^ Аптекарь, 2017, с. 104−106.
  35. ^ Аптекарь, 2017, с. 106−111.
  36. ^ Аптекарь, 2017, с. 111−114.
  37. ^ Аптекарь, 2017, с. 115−116.
  38. ^ Аптекарь, 2017, с. 116−119.
  39. ^ Аптекарь, 2017, с. 121.
  40. ^ Аптекарь, 2017, с. 121−123.
  41. ^ Аптекарь, 2017, с. 123−131.
  42. ^ Советская военная энциклопедия / Огарков Н. В.. — Воениздат, 1980. — Т. 8. — С. 209—210.
  43. ^ Аптекарь, 2017, с. 138−147.
  44. ^ Аптекарь, 2017, с. 147−160.
  45. ^ Аптекарь, 2017, с. 163−179.
  46. ^ Аптекарь, 2017, с. 180−186.
  47. ^ Аптекарь, 2017, с. 187−190.
  48. ^ Аптекарь, 2017, с. 191−193.
  49. ^ Аптекарь, 2017, с. 192−197.
  50. ^ Аптекарь, 2017, с. 197−202.
  51. ^ Жохов М. О Чапаевской дивизии // Военно-исторический журнал. — 1977. — № 2. — .
  52. ^ Аптекарь, 2017, с. 203−206.
  53. ^ Аптекарь, 2017, с. 236—237.
  54. ^ Аптекарь, 2017, с. 209—211.
  55. ^ Аптекарь, 2017, с. 217—219.
  56. ^ Аптекарь, 2017, с. 224—227.
  57. ^ Аптекарь, 2017, с. 227—230.
  58. ^ Аптекарь, 2017, с. 237—241.
  59. ^ Дайнес, 2010, с. 401−402.
  60. ^ Аптекарь, 2017, с. 257—260.
  61. ^ Дайнес, 2010, с. 422.
  62. ^ Дайнес, 2010, с. 436−439.
  63. ^ Веллер М., Буровский А. Гражданская история безумной войны. — 2007. — 542—543 с.
  64. ^ 1, 2 Аптекарь, 2017, с. 262.
  65. ^ Аптекарь, 2017, с. 265−266.
  66. ^ Аптекарь, 2017, с. 266−267.
  67. ^ Аптекарь, 2017, с. 268—269.
  68. ^ Аптекарь, 2017, с. 270—275, 279.
  69. ^ Аптекарь, 2017, с. 280—282.
  70. ^ Аптекарь, 2017, с. 282—283.
  71. ^ Аптекарь, 2017, с. 283—284.
  72. ^ Памятники города Пугачёв (выр.). Город Пугачёв. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  73. ^ Гулял по Уралу Чапаев-герой (выр.). museum-gym2-nsk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  74. ^ Дайнес, 2010, с. 449.
  75. ^ Аптекарь, 2017, с. 273.
  76. ^ Аптекарь, 2017, с. 273—275.
  77. ^ Аптекарь, 2017, с. 275—277.
  78. ^ Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 7—8.
  79. ^ Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 9.
  80. ^ Чапаев А., Чапаева К., Володихин, 1987, с. 10—14.
  81. ^ Аптекарь, 2017, с. 274, 283.
  82. ^ Чуев Ф. И. Солдаты империи: беседы, воспоминания, документы. — Ковчег, 1998. — С. 58. — 557 с. — ISBN 9785873228409.
  83. ^ Черкасов Г. Он вам не анекдот // "Коммерсантъ : газета. — 2017. — 25 апреля.
  84. ^ Арман В. Легендарный комдив // Филателия СССР : журнал. — 1972. — № 6. — .
  85. ^ Потомки Чапаева пожаловались Путину на музей предка (выр.). realnoevremya.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  86. ^ «Сделано в СССР. История о „команданте Ча“». Телепередача (выр.). vk.com (4 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  87. ^ «Секретные материалы. Чапаев на красном „Форде“». Телепередача (выр.). vk.com (10 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  88. ^ «Чапаев. Без анекдота». Документальный фильм (выр.). www.tvc.ru. ТВ Центр (2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.

Литература

  • Аптекарь П. А. Чапаев. — Молодая гвардия, 2017. — 292 с. — (Жизнь замечательных людей). — 3000 экз. — ISBN 978-5-235-03983-4.
  • Балмасов С. Тайна гибели Чапая. Последний бой легендарного комдива // Родина. — 2001. — № 11. — .
  • Дайнес В. О. Чапаев. — Вече, 2010. — 496 с. — (Великие исторические персоны). — 5000 экз. — ISBN 978-5-9533-4952-9.
  • Еник, Жуковский, Садьяфаров и др. По боевому пути Чапаева. Кратк. путеводитель / под ред. И. С. Кутякова. — газ. «Красноармеец», 1936. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ
  • Logo-bie.svg Лебедев В. И. Как Василий Иванович Чапаев дрался с немцами. — 1941.
  • Легендарный начдив. Сборник документов. — Чувашское государственное издательство, 1986. — 288 с.
  • Тимин Т. Гены Сципионов. — Ветеран Отчизны, 1997. — ISBN 5-86804-064-3.
  • Хлебников Н. М., Евлампиев П. С., Володихин Я. А. Легендарная Чапаевская. — Знание, 1975. — 429 с.
  • Чапаев А., Чапаева К., Володихин Я. Василий Иванович Чапаев. Очерк жизни, революционной и боевой деятельности. — Чувашское государственное издательство, 1987. — 374 с. — 50 000 экз.
  • Чапаева Е. Мой неизвестный Чапаев. — Корвет, 2005. — 478 с. — 2000 экз. — ISBN 5-296-00528-7.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем