Бочкарёв Василий Никифорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бочкарёв Василий Никифорович
Бочкарёв, Василий Никифорович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1915 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ(1915-01-21)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1997 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ(1997-07-26) (82 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани
Сержант
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ орден Отечественной войны I степени

Бочкарёв Василий Никифорович (1915 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ, Новая Кутля[d], Пенза кĕперни1997 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Ҫтерлӗ, Пушкӑрт Республики) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗ

Василий Бочкарёв 1915 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кутля ялӗнче (халӗ — Пенза облаҫӗн Лунино районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, 1935 ҫултанпа Мускавра пурӑннӑ, Тури Котлыри кирпӗч савутӗнче ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Смоленск патӗнче хӗсметре тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. Смоленск ҫапӑҫӑвне, Ржев тата Белый хулисемшӗн пыракан ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, икӗ хутчен аманнӑ. 1943 ҫулла Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, унтан Сумы хулине ирӗке кӑларнӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Бочкарёв сержант Воронеж фрончӗн 38-мӗш ҫарӑн 340-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1140-мӗш стрелоксен полкӗн миномёт расчёчӗпе командӑланӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[1].

1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен юпа уйӑхӗн 1-мӗшхи каҫхине ушкӑнпа пӗрле Киев облаҫӗн Вышгород районӗнчи Борки ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Анӑҫ ҫырана тухсан, ушкӑн штурмпа тӑшман окопӗсене илнӗ тата миномётсем вырнаҫтарса тӑшманӑн персе тӑмалли вырӑнӗсем енне пеме пуҫланӑ. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ушкӑн нимӗҫсен 6 контратакине сирсе янӑ, салтаксенчен 4-шӗ кӑна чӗрӗ юлнӑ. Ҫав кунӑн иккӗмӗш пайӗнче нимӗҫсем калуҫласлех тапӑнма пан, Бочкарёв Василий миномётне ҫӗнӗ вырӑна куҫарнӑ та тапӑнакансене пеме тытӑннӑ. Минӑсем пӗтсен вӑл карабинпа пеме пуҫланӑ. Пулӑшма стрелоксен батальонӗ ҫитиччен ушкӑнран вӑл кӑна чӗрӗ юлнӑ. Унӑн позицийӗ умӗнче нимӗҫсен 38 салтакӗпе офицерӗн виллине тупнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе нимӗҫ-фашист хапсӑнчӑкӗсемпе кӗрешсе фронтри ҫар заданийӗсене тӗлӗнмелле пурнӑҫланӑшӑн тата хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бочкарёв Василий Никифоровича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале (2393-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1].

Киева тата Украинӑн сылтӑм ҫыранне ирӗке кӑларнӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Карпатри ҫапӑҫусенче аманнӑ, контузиленнӗ. Сывалсан каллех ҫара таврӑннӑ, Польшӑпа Чехословакине ирӗке кӑларнӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен демобилизациленсе тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Лунино посёлокӗнче пурӑннӑ, колхозра, кайран вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсине тухнӑ. Ҫтерлӗ хулинче пурӑннӑ, 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ, Лунино ялӗнче пытарнӑ[1].

Ҫавӑн пекех ӑна I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.

Астӑвӑм

Бочкарёва асӑнса Лунино посёлокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн ҫурчӗ ҫине астӑвӑм хӑми ҫакнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочкарёв Василий Никифорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои огненных лет. — М.: Московский рабочий, 1985. — Кн. 8.

Каҫӑсем