1907 çулта полкăн чи лайăх юланут пулнипе ăна Петербурга, Аслă кавалери офицер шкулне кĕçĕн чинсем валли пĕр çуллă курса куçарнă, 1908 çулта вĕренсе тухать. 1914 çулчен Тинĕсçум драгун полкĕнче хĕсметре. 18-мĕш Север драгун полкĕн аслă унтер-офицер хисепĕнче герман, австри тата кавказ фрончĕсен шутĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать, хăюлăхшăн тăватă степенĕн Георгий хĕресĕсене тата тăватă медале тивĕç пулнă.
1917 çулхи çулла Кавказ дивизипеМинска çитет, унта ăна полк комитечĕн ертӳçи тата дивизи комитечĕн ертӳçи çумĕ пулма суйланă. 1917 çулхи çурла уйăхĕнче М. В. Фрунзепе пĕрле корнилов çарĕсен эшелонĕсене Оршăра хĕçпăшаллантарнă. Октябрь революцийĕ хыççăн Тан çине, Платовская станицине таврăнать, ăна Сальск тăрăх Канашĕн ĕçтăвком комитечĕн пайташне суйлаççĕ те тăрăхăн çĕр уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Будённый Тан çинче пуçтарăннă шурă гвардейсемпе кĕрешме революциллĕ юланут тĕкĕртне йĕркеленĕ. Кайран хĕрлĕ юланутсем Царицын патĕнче 1919 çулăн пуçламăшĕнче ăнăçлă çапăçнă, полка, бригадăна, кавалери дивизине çити ӳснĕ.
1919 çулхи çĕртмен иккĕмĕш пайĕнче çамрăк Хĕрлĕ Çарĕнче пĕрремĕш пысăк кавалери пĕрлешĕвĕ — Будённый ертсе пынă юланут корпусне йĕркеленĕ. Çак корпус 1919 çулхи çурла уйăхĕнче тури Тан тăрăхĕнче Врангель генералăн Кавказ çарĕн тĕп вăйĕсене çĕмĕрнĕ Воронеж-Касторненская операцине хастар хутшăннă, 1919 çулта 8-мĕш çарăн дивизийĕсемпе пĕрле МамонтовпаШкуро генералсен касак корпусĕсене пĕтемпех аркатнă. Корпус чаçĕсем Воронеж йышăнса, Хĕрлĕ Çар позицин Мускав тĕлĕнчи 100-çухрăмлă çурăка хупланă. Будённый юланут корпусĕ Деникин генералăн çарĕсене Воронежпа Касторная патĕнче аркатни тăшмана Тан çинче çĕнтерĕве çывхартнă.
1919 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Кăнтăр фрончĕн çарпуçĕ Республика реввăрçăканашĕн тапăчĕпе Юланут корпусĕ Пĕрремĕш Юланут çарĕ пулса тăнă. Çарпуçĕ пулма Будённыйе çирĕплетнĕ. 1923 çулхи юпа уйăхĕччен вăл ертсе пынă Пĕрремĕш Юланут çарĕ 1917-1922 çулсенчи граждан вăрçинчеДеникинпаВрангель çарĕсене Çурçĕр Таврире тата Крымра аркатнă çапăçусене хутшăннă. Совет-поляк вăрçинчеПилсудский çарĕнчен тарнă. Пĕрремĕш Юланут çарĕн хăшпĕр чаçĕсем Украинăри халăха пусмăрланă, çакăншăн 200 яхăн хĕрлĕ çар çынне персе пăрăхнă.
1921—23 çулсенче Будённый — РВК пайташĕ, кайран Çурçĕр-Кавказ çар тăрăхĕн çарпуç çумĕ. Лаша савучĕсене йĕркелесе ертсе пынă ĕçре чылай вăй хунă. Нумай çул хушши ĕçре лаша çĕнĕ ăрачĕсене — будённăй тата терек — ĕрчетсе кăларнă.
1923 çулта Будённый Чечен автономи облаçĕн «кумашшĕ» пулса тăрать: бухар эмирен çĕлĕкне тăхăнса, хулпуçç урлă хĕрлĕ хăю çакса вăл Урус-Мартана килсе ПĔТК декречĕпе Чечняна автономи облаçĕ статусне парать.
1923 çулта Будённый Хĕрлĕ Çарăн тĕп çарпуçăн кавалери ĕçĕсен пулăшуçи, СССР РВК пайташĕ вырăнне йышăнать. 1924—37 çулсенче ĔÇХÇ кавалери инспекторĕ.
Республикăн хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ: И. И. Вацетис (1.09.1918 — 9.07.1919), С. С. Каменев (1919-1924)И. И. Вацетис
Пур Раççей тĕп штабĕн пуçлăхĕ: Стогов Н. Н. (18.5–2.8.1918), Свечин А. А. (2.8–22.10.1918), Раттэль Н. И. (22.10.1918 г. — 10.2.1921).
РВСР Уйри штабĕн пуçлăхĕ: Раттэль Н. И. (2.10–22.10 1918), Костяев Ф. В. (22.10 1918— 16.6 1919), Бонч-Бруевич М. Д. (16.6–13.7.1919), Лебедев П. П. (13.7 1919—14.2.1921).
Фронт çарпуçĕсем
Тухăç фрончĕ: М.А. Муравьев (13.06.1918—11.07.1918), И. И. Вацетис (11.07.1918—28.09.1918), С. С. Каменев (28.09.1918—07.07. 1919), М. В. Фрунзе (19.07.1919—15.08.1919), В. А. Ольдерогге (15.08.1919—15.01.1920)
Çурçĕр фрончĕ: Д. П. Парский, Д. Н. Надёжный (26.11.1918—19.2.1919)
Туркестан фрончĕ: М.В. Фрунзе (çурла, 1919 — авăн, 1920), Г.Я. Сокольников (авăн, 1920 – нарăс, 1921), В. С. Лазаревич (нарăс, 1921 – кăрлач, 1922), В.И. Шорин (кăрлач—чӳк, 1922), А. И. Корк (чӳк, 1922—1923), С. А. Пугачёв (утă, 1923 – ака, 1924), М. К. Левандовский (ака, 1924 – чӳк, 1925), К. И. Авксентьевский (1925—1927)
Кăнтăр фрончĕ: П.П. Сытин, П. А. Славен (чӳк, 1918 —кăрлач, 1919), В. М. Гиттис (кăрлач —утă, 1919), В. Н. Егорьев (утă — юпа, 1919), А. И. Егоров (юпа, 1919 – кăрлач, 1920), М.В. Фрунзе
Кăнтăр-Тухăç фрончĕ: В. И. Шорин (10.1919—1.1920)
Кавказ фрончĕ: В. И. Шорин (1920), В. М. Гиттис (15.05.1920—29.05.1921)
Анăç фрончĕ: Д. Н. Надёжный (19.02.1919—22.07.1919), В. М. Гиттис (утă, 1919 —ака, 1920), М.Н. Тухачевский (ака, 1920 — çурла, 1922)
Кăнтăр-Анăç фрончĕ: А.И. Егоров
Çарсен çарпуçĕсем
1-мĕш юланут çарĕ: С.М. Будённый
2-мĕш юланут çарĕ: О. И. Городовиков, Ф.К. Миронов
Шурă çарсен çарпуçĕсем
Тан çарĕ: П.Н. Краснов
Ирĕк кăмăл çарĕ: М.В. Алексеев † | Л.Г. Корнилов † | А. И. Деникин | В. З. Май-Маевский | барон П.Н. Врангель
Раççей тухăçĕнчи шурă вăйсем: А.В. Колчак † | Г.М. Семёнов | барон Р.Ф. Унгерн фон Штернберг†
Халăх çарĕ: В. О. Каппель
Çурçĕр çарĕ:В. В. Марушевский | Е.К. Миллер
Çурçĕр-Анăç çарĕ: А. П. Родзянко | Н. Н. Юденич | П. В. Глазенап