Крылов Николай Иванович
Никола́й Ива́нович Крыло́в (1903 ҫулхи акан 16-мӗшӗ [29-мӗшӗ][1], Вишнёвое[d], Анатри Атăл Ен — 1972 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ[2][3][…], Мускав[2]) — совет ҫарпуҫӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнче, 1945 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче), Совет Союзӗн Маршалӗ (1962). КПСС ЦК пайташӗ (1961—1972).
Пурнӑҫӗ
Сарӑту кӗпӗрнинчи Сердобск уесӗнчи Голяевка ялӗнче ялти вӗрентекенсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Пенза облаҫӗнчи Тамала районне кӗрекен Вишнёвое ялӗ. Н. И. Крылов ҫуралнӑ ҫурт Вишнёвое ялӗнче паянхи кунчченех упранса юлнӑ. Нацилӗхӗпе вырӑс[4].
1918 ҫултанпа — комсомолта, уесри комсомол ячейкин секретарӗ тата хӗрлӗ гвардеецсен партизансемпе комсомол отрячӗн салтакӗ пулнӑ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне кайма хӑтланнӑ, 1919 ҫул пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр фронтӗнчи авиаци дивизионне кӗртнӗ, анчах темиҫе кунран йывӑр чирлесе ӳкнӗ те ашшӗ-амӑшӗ патӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах шкул курсӗн экзаменӗсене экстерн мелӗпе тытнӑ, 2-мӗш сыпӑкри шкула вӗренсе пӗтерни ҫинчен свидетельство илнӗ.
Граждан вӑрҫи
1919 ҫулхи ака уйӑхӗнче 16 ҫулти Крылов Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете кӗме пултарнӑ. 1920 ҫулта Сарӑтури пехотӑпа пулемёт курсӗсене ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кайран ӑна В. М. Азин ячӗллӗ 28-мӗш стрелоксен дивизийӗнче стрелоксен взводӗн, ун хыҫҫӑн ҫур ротӑн командирӗ пулма лартнӑ. 11-мӗш ҫар йышӗнче Кӑнтӑр фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, хӗрлӗ ҫарсем Азербайджана йышӑннӑ ҫӗре тата 1921 ҫулхи советсемпе грузинсен хушшинчи вӑрҫа хутшӑннӑ. Ҫав ҫулах ӑна Инҫет Тухӑҫа куҫарнӑ, 19 ҫулта вӑл Инҫет Тухӑҫ республикин Халӑх-революци ҫарӗн 1-мӗш Лӑпкӑ океан дивизийӗнчи 3-мӗш Тури Уда полкӗнче стрелоксен батальонӗн командирӗ пулнӑ. 1922 ҫулта Спасск хулине штурмлама, Уссурийск тата Владивосток хулисене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑсем хушшинчи тапхӑр
Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн Инҫет Тухӑҫрах хӗсметре тӑнӑ, батальонпа командӑланӑ, 1923 ҫултанпа — стрелоксен полкӗн штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ. 1927 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Выстрел» курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. 1929 ҫултанпа — 1-мӗш Лӑпкӑ океан дивизийӗнчи стрелоксен полкӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1931 ҫултанпа Благовещенскри укрепрайонта батальон командирӗ, 1936 ҫултанпа — штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ.
1939 ҫултанпа Ставропольти ОСОАВИАХИМ пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Одесса ҫар округӗнче совет-румын чиккин кӑнтӑр пайӗнчи Дунай ҫирӗплетнӗ районӗн штаб пуҫлӑхне лартнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ҫак должноҫрах кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхинех чикӗ урлӑ каҫма хӑтланакан румын ҫарӗсемпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Тӑшман Одессӑна илес хӑрушлӑх тухсан, ҫарсене хула патне чакарнӑ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Крылов полковника Тинӗсҫум ҫарӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Хупӑрланӑ Одессӑра командирсем ҫитменнипе ҫурлан 11-мӗшӗнче оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗ, ҫурлан 21-мӗшӗнче вара Тинӗсҫум ҫарӗн штаб пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Ҫак вырӑнта вӑл Одессӑпа Севастополе хӳтӗлессине пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне çитиччен хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Севастополь патӗнче артиллери пенине пула йывӑр аманнӑ. Ăна эвакуацилемелле пулнӑ, анчах ҫар командующӗйӗ И. Е. Петров генерал-майор хушнипе хулара хӑварнӑ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче штаб ӗҫне тавӑрнӑ, анчах сывалса пӗтмен суранӗ ӗмӗр тӑршшӗпех ыратнӑ. Хулана хӳтӗлессин юлашки кунӗсенче ӑна шыв айӗнчи кимӗпе эвакуациленӗ.
Кайран вӑл 1-мӗш гварди ҫарӗн штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ, анчах кӗҫех ӑна Сталинграда васкавлӑн чӗнсе илнӗ те 62-мӗш ҫарӑн штаб пуҫлӑхне лартнӑ. Сталинград ҫапӑҫӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫар штабӗ тӑшман позицийӗсенчен 800 метр аякра вырнаҫнӑ пулсан та, вӑл хулара юлнӑ. Унта вӑл В. И. Чуйковпа туслашнӑ.
Сталинград патӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Аслӑ Тӗп Командованин Ставкин 3-мӗш резерв ҫарӗн командующийне лартнӑ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен — Анӑҫ фронтӗнче 21-мӗш ҫар командующийӗ. Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Анӑҫ фронтӗнче 5-мӗш ҫарпа командӑланӑ, Орша тата Витебск операцисене хутшӑннӑ. Беларуҫ операцине хутшӑннӑ чухне Крыловӑн полководец пултарулӑхӗ аван палӑрнӑ. Вӑл ертсе пынипе ҫар Витебск, Орша, Минск хулисене ирӗке кӑларнӑ, Вильнюса штурмланӑ. Нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнче Н. И. Крылова СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн хушӑвӗпе Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ. 1944 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче генерал-полковник ҫар хисепне панӑ.
1944 ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче Мускавра госпитальте выртнӑ, кайран Тухӑҫ-Прусси операцине ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ.
Японипе вӑрҫни
Германие ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн 5-мӗш ҫара пӗтӗм йышӗпе Инҫет Тухӑҫа куҫарнӑ. 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Советсемпе яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. Фронт командующийӗ К. А. Мерецковпа пӗрле вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне артподготовкӑсӑр яппунсен 3-мӗш ҫарне тапӑннӑ та ӑна аркатнӑ. Вӑл ертсе пынипе Мулин, Линькоу, Муданьцзян хулисене ирӗке кӑларнӑ[5]. Ҫак операцире тӑшмана аркатнӑшӑн 1945 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Н. И. Крылова иккӗмӗш хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет
1945 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Тинӗсҫум ҫар округӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ. 1947 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа Инҫет Тухӑҫ ҫар округӗн ҫарӗсемпе командӑланӑ. 1953 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче ӑна ҫар генералӗ хисепе панӑ. 1956 ҫулхи кӑрлачран — Урал ҫар округӗн командующийӗ, 1958 ҫултанпа — Ленинград ҫар округӗн командующийӗ, 1960 ҫултанпа — Мускав ҫар округӗн командующийӗ. 1963 ҫулхи пуш уйӑхӗнче СССР Стратегиллӗ тӗллевлӗ ракета ҫарӗсен (РВСН) Тӗп командующийне лартнӑ.
РВСН Тӗп командующӗйӗ
РВСН Тӗп командующӗйӗ пулнӑ май, вӑл ҫӗнӗ ҫар тӗсне йӗркелесе вӑйлатнӑ. Кариб кризисӗ РВСН аталанӑвне хӑвӑртлатнӑ. Крылов М. К. Янгель конструкторпа пӗрле ҫӗнӗ шахтӑри вӗҫтермелли установкӑсем тума тата ҫӗнӗ ракета комплекссене хӗҫ-пӑшалланма йышӑнма кирлине ӑнланнӑ.
1966 ҫулта Франци Президенчӗ Шарль де Голль СССР ракета ҫарӗсене килсе курни паллӑ. Байконурта де Голль Л. И. Брежневпа тата Крыловпа калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра пытарнӑ шахтӑран ракета вӗҫсе хӑпарнӑ. Тӗлӗнсе кайнӑ де Голль Брежневран: «Чӑнах та ҫакӑн пек ракета Париж ҫине тӗллесе лартнӑ-и?» — тесе ыйтнӑ. Брежнев вара тӗтӗмленекен шахта ҫинелле пуҫне сулса кулса илнӗ те: «Ан пӑшӑрханӑр. Ку мар», — тесе хуравланӑ.
Н. И. Крылов 69 ҫулта вилнӗ. Кремль хӳми ҫумӗнчи масарта пытарнӑ. Унӑн РВСН ҫарӗнчи авторитечӗ питӗ пысӑк пулнӑ. Вӑл ҫар хулисем туса лартас, ракетчиксемпе вӗсен ҫемйисене пурнӑҫ условине лайӑхлатас ӗҫе нумай вӑй хунӑ.
Хисепӗсем
- Икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнче, 1945 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче).
- Тӑватӑ Ленин орденӗ (1942, 1945, 1945, 1963).
- Октябрь Революци орденӗ (1968).
- Тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942, 1943, 1944, 1949).
- 1-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗ (1944).
- 1-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗ (1943).
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль.
- «Севастополе хӳтӗленӗшӗн» медаль.
- «Одессӑна хӳтӗленӗшӗн» медаль.
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль.
- «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль.
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль.
- Тӗрлӗ юбилей медалӗсем тата ют ҫӗршывсен орденӗсем: Францин Почёт легионӗн орденӗ тата 1939-1945 ҫулсенчи Ҫар хӗресӗ, Польшӑн Чӗрӗлӳ орденӗ, Монголин Сухэ-Батор орденӗ, Китайӑн Пӗлӗтсемпе Ялав орденӗ тата ыттисем.
Астӑвӑм
- Пенза, Одинцово, Севастополь, Волгоград, Первомайск хулисенче тата тӑван Вишнёвое ялӗнче маршал ячӗпе хисепленекен урамсем пур.
- Тӑван Вишнёвое ялӗнче, Сарӑту хулинче тата Тамала поселокӗнче бронза бюстсем вырнаҫтарнӑ.
- Вишнёвое ялӗнче Н. И. Крылов ячӗллӗ Историпе таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет, унта маршалӑн харпӑр япалисем (китель тата фуражка) упранаҫҫӗ.
- Крыловӑн асӑну хӑмине Раҫҫей ҫарпа истори пӗрлӗхӗ Аркадак хулинчи 1-мӗш вӑтам шкул ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне Мускавра та асӑну хӑми пур.
- Лӑпкӑ океан флотӗнчи «Маршал Крылов» карап, Уруп утравӗнчи сӑмсах тата Красноярск крайӗнчи шкул Крылов ячӗпе хисепленеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 КРЫЛОВ // Большая российская энциклопедия (выр.) — М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
- ^ 1, 2, 3, 4 Крылов Николай Иванович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2 Library of Congress Authorities (англ.) — Library of Congress.
- ^ Дважды Герой Советского Союза Крылов Николай Иванович :: Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Казаков К. П. Маршал Советского Союза Н. И. Крылов (К 80-летию со дня рождения). // Военно-исторический журнал. — 1983. — № 4. — С.54-58.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Драган И. Николай Крылов. — М. : Молодая гвардия, 1988. — 320 с. — (ЖЗЛ; Вып. 691). — 150000 экз. — ISBN 5-235-00235-0
- Военный энциклопедический словарь ракетных войск стратегического назначения / Министерство обороны РФ; Гл. ред.: И. Д. Сергеев, В. Н. Яковлев, Н. Е. Соловцов. — Большая Российская энциклопедия, 1999. — С. 261—262. — 8500 экз. — ISBN 5-85270-315-X.
- Военачальники РВСН. Вып. 2. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1999.
- Главкомы стратегических. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1996.
- Книга памяти РВСН. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1997.
- Руководители Санкт-Петербурга: [Сб.] / под ред. А. Л. Баумана. — Нева—Олма-Пресс, 2003. — С. 576, [16] л. ил. — ISBN 5-7654-2114-8.
- Татарин Л. С. Тайны Большого Хингана.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Чуйков В. И. Начало пути. — 2-е изд., испр. и доп. — М.: Воениздат, 1962.
Каҫӑсем
- Крылов Николай Иванович на сайте Министерства обороны Российской Федерации
Крылов Николай Иванович, 1903—1972 г.г.: видеосюжет. — Санкт-Петербург: Президентская библиотека имени Б. Н. Ельцина , 2010.