Захаров Матвей Васильевич
Матве́й Васи́льевич Заха́ров (1898 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ [17-мӗшӗ] е 1898 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ, Войлово[d], Тĕвер кĕперни — 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин ҫар пуҫлӑхӗ, Совет Союзӗн Маршалӗ (1959), икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945, 1971). Профессор (1948).
Пурнӑҫӗ
1898 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче (кивӗ стильпе ҫурлан 5-мӗшӗнче) Тверь кӗпӗрнинчи Войлово ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1904 ҫулта ҫемйипе Санкт-Петербурга куҫнӑ. Слесарь пулса ӗҫленӗ. 1917 ҫулта революци пулӑмӗсене хастаррӑн хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Гвардине кӗнӗ. Вӑл Хӗллехи кермене штурмлама хутшӑннӑ. 1917 ҫулхи раштавра РСДРП пайташӗ пулса тӑнӑ.
1918 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑсем хушшинчи тапхӑрта Захаров нумай вӗреннӗ: М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академийӗне тата Тӗп штабӑн ҫар академине (паллӑ «маршалсен курсне») вӗренсе пӗтернӗ. Штаб ӗҫӗсенче вӑй хунӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Захаров 9-мӗш ҫарӑн штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче вӑл, тӑшман тапӑнас хӑрушлӑха туйса илсе, хӑйӗн ирӗкӗпех ҫарсене ҫапӑҫӑва хатӗрленме тата аэродромсене улӑштарма хушнӑ, ҫавна пула Одесса ҫар округӗнче авиаципе техника сыхланса юлнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Тӗп ҫар командованийӗн ҫумӗ, Калинин, Резерв, Ҫеҫенхир, 2-мӗш Украина фрончӗсен штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ (нумайӑшӗнче И. С. Конев командующий патӗнче). Белгород-Харьков, Корсунь-Шевченко, Яссы-Кишинёв, Будапешт, Прага тата ытти нумай пысӑк операцисене ертсе пынӑ.
1945 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Байкалхыҫ фронт штабӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Совет-яппун вӑрҫинче Хинган-Мукден операцийӗнче палӑрнӑ. 1945 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Аслӑ ҫар академийӗн (хальхи Тӗп штаб академийӗн) пуҫлӑхӗ, Тӗп разведуправлени пуҫлӑхӗ, Ленинград ҫар округӗн тата Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗн командующийӗ пулнӑ.
1960—1963 ҫулсенче СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Н. С. Хрущёвпа хирӗҫнипе ӑна ку вырӑнтан кӑларнӑ, анчах Хрущёва влаҫран илсен Захарова тепӗр хут Тӗп штаб пуҫлӑхӗ — Хӳтӗлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма лартнӑ. 1971 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш хут «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе тивӗҫтернӗ.
1972 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче вилнӗ. Мускаври Хӗрлӗ лапамра Кремль хӳми ҫумӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945, 1971);
- Пилӗк Ленин орденӗ (1945, 1945, 1957, 1958, 1968);
- Октябрь Революцийӗн орденӗ (1968);
- Тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1938, 1942, 1944, 1947);
- Икӗ 1-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗ (1944, 1945);
- Икӗ 1-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗ (1943, 1944);
- 1-мӗш степеньлӗ Богдан Хмельницкий орденӗ (1944);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1939);
- СССР Патшалӑх гербӗн ылтӑн ӳкерчӗклӗ хисеплӗ хӗҫ-пӑшал (1968);
- Ытти медальсем.
- Ют ҫӗршывсен (Чехословаки, Венгри, Монголи, Польша, Румыни, Югослави, Болгари, КНДР, КНР) хисепӗсем (ҫав шутра Чехословаки Паттӑрӗ).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Захаров Матвей Васильевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Matvei W. Sacharow // Munzinger Personen (нем.)
Вуламалли
- Абрамов А. С. У Кремлёвской стены. — Изд. 7-е, доп. — М.: Политиздат, 1987.
- Дважды Герои Советского Союза. — М.: Воениздат, 1973.
Захаров, М. В., Самсонов, А. М. Провал гитлеровского наступления на Москву: [сборник статей] / предисл. Маршала Совет. Союза М. В. Захарова; [под ред. чл.-кор. АН СССР А. М. Самсонова]. — М.: Наука, 1966.- Колпакиди А., Север А. ГРУ. Уникальная энциклопедия. — Яуза; Эксмо, 2009. — С. 692—693. — 720 с. — (Энциклопедия спецназа). — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-30920-7.
- Люди бессмертного подвига. Кн. 1. — М., 1975.
- Грязнов Б. З. Дорогой солдата. — Ленинград: Лениздат, 1968.
- Грязнов Б. З. Маршал Захаров. — М.: Воениздат, 1979. — 152 с. — (Советские полководцы и военачальники).
- Маковеев М. С. Страницы героической жизни. — Москва: Политиздат, 1975. — 111 с. — (Герои Советской Родины).
- Рубцов Ю. В. Маршалы Советского Союза. Личные дела рассказывают. — М., 1996.
- Руководители Санкт-Петербурга : [Сб.] / под ред. Бауман А.Л. — Нева—Олма-Пресс, 2003. — С. 576,[16]л.ил. — ISBN 5765421148.
- Соловьёв Д. Ю. Все генералы Сталина. Том 5. — М., 2019. — С.15-17.
- Терещенко М. Н. «… Человек неукротимой энергии и высокой штабной культуры». К 60-летию Победы: Маршал Советского Союза М. В. Захаров. // Военно-исторический журнал. — 2003. — № 9.
Каҫӑсем
- Захаров Матвей Васильевич на сайте Министерства обороны Российской Федерации
Захаров Матвей Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра