Конев Иван Степанович

Иван Степанович Конев (1897 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ [28-мӗшӗ], Лодейно[d], Вологда кӗпӗрни[d] — 1973 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ[1][2][…], Мускав[1]) — совет ҫарпуҫӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи фронтсен командующийӗ пулнӑ. СССР Маршалӗ (1944), икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944, 1945), «Ҫӗнтерӳ» орденӗн кавалерӗ (1945).

Варшава килӗшӗвӗн йышне кӗрекен патшалӑхсен Пӗрлештернӗ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп командующийӗ (1955—1960), СССР хӳтӗлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Типҫӗр ҫарӗсен Тӗп командующийӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1897 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Вологда кӗпӗрнинчи Лодейно ялӗнче (халӗ Киров облаҫӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[3]. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. 1918 ҫулта большевиксен партине кӗнӗ. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче А. В. Колчак, Г. М. Семёнов ҫарӗсене тата яппун интервенчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 1921 ҫулта Кронштадт пӑлхавне пусарма хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Стрелоксен дивизийӗн командирӗ, Монголире 57-мӗш Уйрӑм корпусӑн, 2-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ ҫарӑн, Байкалхыҫри тата Ҫурҫӗр Кавказри ҫар округӗсен командующийӗ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Конев генерал-лейтенант 19-мӗш ҫар командующийӗ пулнӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Анӑҫ фронтне ертсе пынӑ, анчах Вязьма патӗнчи йывӑр ҫухатусем хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ (ӑна Г. К. Жуков судра тата персе вӗлерессинчен ҫӑлса хӑварнӑ[4]). Ун хыҫҫӑн Калинин тата каллех Анӑҫ фрончӗсене ертсе пынӑ, анчах Ржев патӗнчи ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫусемшӗн каллех ӗҫрен хӑтарнӑ.

Коневӑн ҫарпуҫ ӑсталӑхӗ 1943 ҫулта Ҫеҫенхир фронтне (каярах 2-мӗш Украина фрончӗ) ертсе пынӑ чухне туллин уҫӑлнӑ. Вӑл ертсе пынипе Курск ҫапӑҫӑвӗнче, Днепр патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтерӳсем тунӑ, Белгород, Харьков, Полтава хулисене тӑшманран ирӗке кӑларнӑ. Корсунь-Шевченковский операцийӗнче нимӗҫсен пысӑк ушкӑнне хупӑрласа аркатнӑшӑн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче ӑна СССР Маршалӗ ҫар хисепне панӑ.

1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа вӑрҫӑ пӗтиччен 1-мӗш Украина фронтне ертсе пынӑ. Львов-Сандомир, Висла-Одер, Берлин тата Прага операцийӗсенче чаплӑ ҫӗнтерӳсем тунӑ. 1944 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче Конева Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, 1945 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе наградӑланӑ. 1945 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ» орденне тивӗҫнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Австрири Тӗп ҫар ушкӑнӗн тӗп командующийӗ, Типҫӗр ҫарӗсен тӗп командующийӗ пулнӑ. 1953 ҫулта Л. П. Берия ӗҫне пӑхакан Ятарлӑ суд хутшӑнӑвӗн председателӗ пулнӑ. 1956 ҫулта Варшава килӗшӗвӗн ҫарӗсене ертсе пырса Венгрири пӑлхава пусарнӑ. Г. К. Жукова парти Тӗп Комитетӗнчен кӑларнӑ чухне унӑн хирӗҫ тӑраканӗсен енне тӑнӑ. Юлашки ҫулӗсенче СССР Хӳтӗлев министерствин Тӗп инспекторсен ушкӑнӗнче тӑнӑ.

Конев 1973 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче рак чирӗпе вилнӗ. Ӑна Мускавра Хӗрлӗ лапамра Кремль хӳминчи масарӗнче пытарнӑ[5].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Мускав, Белгород, Иркутск, Киров, Донецк, Прага тата ытти нумай хулари урамсене унӑн ятне панӑ.
  • Белгород, Тверь тата ытти хуласен хисеплӗ гражданинӗ.
  • Харьков облаҫӗнче «Конев маршал ҫӳллӗшӗ» астӑвӑм комплексӗ вырнаҫнӑ. Киров облаҫӗнчи Лодейно ялӗнче унӑн ҫурт-музейӗ пур.
  • Прага, Киров, Мускав, Белгород хулисенче палӑксемпе бюстсем лартнӑ. Прагӑри палӑка 2020 ҫулта салатнӑ[6].

Ӗçĕсем

  • Сорок пятый. 2-мĕш кăл. М., 1970
  • Записки командующего фронтом, 1943—1945. 4-мĕш кăл. М., 1985

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Конев Иван Степанович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ 1, 2 Ivan Stepanovich Konev // Encyclopædia Britannica (англ.)
  3. ^ Дважды Герой Советского Союза Конев Иван Степанович :: Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  4. ^ Филиппенков М. Н. Вяземская голгофа генерала Конева. — М.: Вече, 2012. — 267 с. — (Военные тайны XX века); ISBN 978-5-4444-0022-7.
  5. ^ Могилы знаменитостей. Конев Иван Степанович (1897—1973) , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи акан 6-мӗшӗнчи копийӗ.
  6. ^ В Праге демонтировали памятник маршалу Коневу. Посольство России возмущено. Русская служба Би-би-си (3 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Конев Иван Степанович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем