Соколовский Василий Данилович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Соколовский Василий Данилович (1897 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ [21-мӗшӗ], Козлики[d], Литовское генерал-губернаторство[d]1968 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ, Мускав) — совет тапхӑрӗнчи ҫар пуҫӗ, Совет Союзӗн маршалӗ (1946 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ), Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ), КПСС Тӗп комитечӗн пайташӗ (1952—1961).

Пурнӑҫӗ

Ҫамрӑклӑхӗ тата граждан вӑрҫи

1897 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче Гродно кӗпӗрнинчи Белосток уесӗнчи Козлики ялӗнче чухӑн хресченсен ҫемйинче[4] ҫуралнӑ[5], хальхи вӑхӑтра — Польшӑри Подляшье воеводствин Белосток повечӗ. Беларус[6].

undefined

1905 ҫулта чиркӳ-прихут шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫав ҫултан Заблудово хулинче тир-сӑран заводӗнче подёнщик (кунӑн ӗҫлекен рабочи) пулса ӗҫленӗ. Темиҫе ҫул унта ӗҫленӗ, хӑй тӗллӗн ҫине тӑрса вӗреннӗ. 1912 ҫулта икӗ класлӑ учительсене хатӗрлекен шкултан вӗренсе тухнӑ, 1918 ҫулта Невельти учительсем хатӗрлекен семинарие пӗтернӗ[4][7]. Семинарист пулнӑ май Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче салтака илмен, анчах мобилизаци йӗркипе 1915 ҫулта хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте темиҫе уйӑх ӗҫленӗ.

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ ҫарта 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе ҫар службинче тӑнӑ, унта чи малтан хӑйсен ирӗкӗпе[4] кӗнисенчен пӗри пулнӑ.

1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мускаври 1-мӗш ҫар-инструктор курсӗнчен вӗренсе тухнӑ[8], кайран Тухӑҫ фронтне II Урал полкне рота командирӗ[4] пулма янӑ. 1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе — рота командирӗ, 1918 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе — батальон штабӗн пуҫлӑхӗ тата Лапатышкин юлташӑн хӗрлӗ гварди отрячӗн инструкторӗ, 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе каллех — 2-мӗш ту Совет полкӗн рота командирӗ, ҫурла уйӑхӗнченпе — полк командирӗн пулӑшуҫи, 1918 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе — полк командирӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ.

1918 ҫулхи юпаран пуҫласа 1919 ҫулхи ҫӗртмеччен — РККА Ҫар академийӗн пӗрремӗш наборӗн итлекенӗ. Пӗрремӗш курс пӗтерсен 10-мӗш ҫарӑн Реввоенсоветне янӑ (Царицын тата Кавказ фрончӗсенче)[4].

1919 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа раштавччен — стрелоксен 32-мӗш дивизийӗн штаб пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи тата ҫак дивизин Кӑнтӑр фрончӗн бригадин вӑхӑтлӑх командирӗ. 1919 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен — Тухӑҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн Сводной кавалери дивизийӗн пуҫлӑхӗ. 1919 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 16-мӗшӗччен — 13-мӗш Ҫӗпӗр кавалери дивизийӗн пуҫлӑхӗ[9].

1919 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен — академин аслӑ курсне итлекенӗ. 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе — Ҫурҫӗр Кавказри 11-мӗш ҫар штабӗн аллинче, 1920 ҫулхи ҫурларанпа — стрелоксен 32-мӗш дивизийӗн штаб пуҫлӑхӗн оперативлӑ пай енӗпе пулӑшаканӗ, 1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе — дивизи штабӗн вӑхӑтлӑх пуҫлӑхӗ[10].

1920 ҫулхи юпаран пуҫласа 1921 ҫулхи юпаччен — каллех академи итлекенӗ, 1921 ҫул вӗҫӗнче РККА Ҫар академине чи лайӑх виҫӗ выпускниксен йышӗнче вӗренсе тухнӑ[4]. 1921 ҫулхи юпаран пуҫласа 1922 ҫулхи акаччен — Туркестан фрончӗн оперативлӑ управлени пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи, Туркестан фрончӗн штабӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗн должноҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. 1922 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе — 2-мӗш Туркестан стрелоксен дивизийӗн тата Фергана ҫар ушкӑнӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1924 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — 2-мӗш Туркестан стрелоксен дивизийӗн командирӗ тата Фергана ҫар ушкӑнӗн командующийӗ. Басмачсене хирӗҫ ҫапӑҫма хастар хутшӑннӑ, унта вӑл ҫапӑҫусенчен пӗринче пулеметран [5].

1924 ҫулхи ҫурларан пуҫласа — Мускав ҫар округӗн стрелоксен 14-мӗш дивизийӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1926 ҫулхи юпаран пуҫласа 1930 ҫулхи утӑччен — Ҫурҫӗр-Кавказ ҫар округӗнчи стрелоксен 9-мӗш корпусӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1928 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ РККА Ҫар академийӗ ҫумӗнчи аслӑ академи курсӗсене пӗтернӗ. 1929 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа — Беларуҫ ҫар округӗнчи стрелоксен 5-мӗш корпусӗн штаб пуҫлӑхӗ (корпус штабӗ — Бобруйск). 1930 ҫулхи утӑран пуҫласа 1935 ҫулхи кӑрлаччен — Беларуҫ ҫар округӗнчи стрелоксен 43-мӗш дивизийӗн командирӗ. 1935 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫу уйӑхӗччен — Атӑлҫи ҫар округӗнчи штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

1931 ҫултанпа ВКП (б) пайташӗ[5].

1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи акаччен — Урал ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1938 ҫулхи акаран пуҫласа 1941 ҫулхи нарӑсчен — Мускав ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ.

1941 ҫулхи нарӑсран пуҫласа ҫӗртмеччен В. Д. Соколовский — РККА Тӗп штабӗн[5][4] пуҫлӑхӗн йӗркелӳпе мобилизаци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен иккӗмӗш ҫумӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пӗрремӗш кунран пуҫласа юлашки кунччен хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа утӑччен — Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп штабӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ. 1941 ҫулхи утӑран пуҫласа авӑнччен — Анӑҫ енӗн Тӗп командованийӗн ҫарӗсен штабӗн пуҫлӑхӗ[5][8]. 1941 ҫулхи утӑран пуҫласа 1942 ҫулхи кӑрлаччен — Анӑҫ фрончӗн штаб пуҫлӑхӗ. Вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче Анӑҫ фрончӗн тата Анӑҫ енӗн штабӗ В. Д. Соколовский ертсе пынипе Смоленск ҫапӑҫӑвӗ тата Мускав ҫапӑҫӑвӗ вӑхӑтӗнче, ӗҫри хӑш-пӗр йӑнӑша пӑхмасӑр, разведкӑна йӗркелеме, малти чикӗсенче тата хӳтӗлев тылӗнче инженери ӗҫӗсене йӗркелеме пултарнӑ, 1941—1942 ҫулсенчи Мускаври тапӑну операцине тата 1942 ҫулти Ржев-Вяземск операцине планлас, хатӗрленес тата ирттерес ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

1942 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа пушӑн 31-мӗшӗччен — каллех Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп штабӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ[11]. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсран пуҫласа 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Анӑҫ ен ҫарӗсен штабӗн пуҫлӑхӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи нарӑсчен — Анӑҫ фрончӗн штаб пуҫлӑхӗ. 1943 ҫулхи нарӑсран пуҫласа 1944 ҫулхи акаччен — Анӑҫ фрончӗн ҫарӗсен командующийӗ, унӑн ҫарӗсем ытти фронтпа хутшӑнса 1943 ҫулта Ржев-Вяземск, Орёл тата Смоленск операцийӗсене ирттернӗ. Орша тата Витебск тапӑну операцийӗсенче ӑнӑҫсӑр ирттернӗшӗн 1944 ҫулхи ака уйӑхӗнче фронт командующийӗн должноҫӗнчен хӑтарнӑ[12].

1944 ҫулхи акаран пуҫласа 1945 ҫулхи акаччен — 1-мӗш Украина фрончӗн штаб пуҫлӑхӗ[5]. 1945 ҫулхи акаран пуҫласа ҫӗртмеччен— 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗ. Ҫак должноҫсенче Львов-Сандомир, Висла-Одер тата Берлин стратегиллӗ тапӑну операцийӗсене планлас, хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче ҫарсен ҫар ӗҫӗсене ӑста ертсе пынӑшӑн, харпӑр паттӑрлӑх тата хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн В. Д. Соколовские Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[5].

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Гитлер Германийӗн капитуляцине алӑ пуснӑ чухне Совет Союзӗ енчен хутшӑннӑ[13].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ӗҫ-хӗлӗ

undefined

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1945 ҫулхи утӑран пуҫласа — тӗп командующин пӗрремӗш ҫумӗ, 1946 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе — Германири Совет оккупаци ҫарӗсен ушкӑнӗн тӗп командующийӗ тата Германири Совет ҫар администрацийӗн тӗп пуҫлӑхӗ, ҫав вӑхӑтрах — Германире Тӗрӗслев канашӗн СССРтан тӑратнӑ пайташӗ[5][4][8][14]. Вӑл ертсе пынипе Анӑҫ Берлин Блокадине пуҫарса пурнӑҫа кӗртнӗ. И. В. Сталин ҫак акцие ирттернине пысӑк хак панӑ, В. Д. Соколовские Ленин орденӗпе наградӑланӑ[15].

undefined

1949 ҫулхи пушран пуҫласа — СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен министрӗн 1-мӗш ҫумӗ (1950 ҫулхи нарӑсран — ҫар министрӗ)[5][4].

1952 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 1960 ҫулхи акаччен — Тӗп штаб пуҫлӑхӗ — СССР ҫар министрӗн 1-мӗш ҫумӗ (1953 ҫулхи пушранпа — хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ). Ҫак постра ҫарсене вӗрентес тата воспитани парас ҫӗрте тарӑн ҫар пӗлӗвӗпе, командӑпа штаб ӗҫӗн пысӑк ҫар тата практика опычӗпе анлӑ усӑ курнӑ, Совет Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене ҫӗнӗлле йӗркелес тата ҫар ӑслӑлӑхне малалла аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.

1960 ҫулхи ҫуркуннеренпе — СССР Хӳтӗлев министерствин Тӗп инспекторсен ушкӑнӗн тӗп инспекторӗ.

1965 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче Берлин хулин Хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ[8] (1992 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче хисеплӗ ятсӑр хӑварнӑ).

1965 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче КПСС Тӗп комитечӗн Президиумне Мускава хула-паттӑр ятне парасси пирки ҫырӑва алӑ пуснӑ[8].

КПСС Тӗп комитечӗн пайташӗ (1952—1961), 1961 ҫултанпа КПСС Тӗп комитечӗн пайташ кандидачӗ[5].

СССР Аслӑ Канашӗн II—VII чӗнӗвӗсен депутачӗ (1946—1968)[5].

1968 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче вилнӗ. Ӳчӗн кӗлне хунӑ ещӗке Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Кремль стени патӗнчи некропольте вырнаҫтарнӑ[5] .

Мӗн виличчен ялан пурӑннӑ вырӑнӗ: Мускав, Ҫӑкӑр тӑкӑрлӑкӗ, 26-мӗш ҫурт[16]. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче вӑл ҫавӑн пекех Трудовая-Северная ҫар мухтавӗн посёлокӗнче пурӑннӑ: СССР Халӑх комиссарӗсен канашӗн 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи 1466-мӗш номерлӗ «Хӗрлӗ ҫар генералӗсемпе офицерӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси ҫинчен» йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, вырӑнти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен И. В. Сталин хушнипе ҫар служащийӗсене уйрӑм ҫурт лартма ҫӗр лаптӑкӗсем памалла пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтри ҫынсен асаилӗвӗсем

«В. Д. Соколовскин... ӗҫӗнче лайӑххи нумай пулнӑ. Уйрӑмах ку операцисен планӗсене хатӗрлессини пырса тивнӗ. Вӑл фронт штабӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене те, фронт ҫарӗсен командующийӗн тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Ҫапах та вӑл хӑйне ытларах штаб ӗҫӗнче кӑтартнӑ— фронт штабӗн пуҫлӑхӗ пулса, вӑрҫӑ хыҫҫӑн — Тӗп штаб пуҫлӑхӗ пулса».Совет Союзӗн маршалӗ А. М. Василевский. Дело всей жизни. Иккӗмӗш издани, хушни. — М.: Политиздат, 1975. — С. 596.

«Соколовский пирки мӗн калас? Ку вӑл питӗ хирӗҫле ҫын. Вӑл питӗ ӑслӑ пулнӑ. Ҫав тери питӗ ӑслӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ тейӗттӗм. Унпа оперативлӑ, стратегиллӗ, обществӑлла ыйтусемпе калаҫма пуҫласан итлесе тӑранма ҫук. Вӑл ыйтусене питӗ анлӑ тишкеретчӗ, анлӑн шухӑшлатчӗ. Политикӑлла шухӑшлать тенӗ пулӑттӑм. Стратегилле тата политикӑлла. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ӑслӑ ҫынччӗ, пысӑк опытлӑ вӗреннӗ командирччӗ. Фронт командующийӗн ролӗнче унӑн пулсах кайман. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ӑнлантарса пама та йывӑр. Вӑл пире питӗ йывӑр ҫухатусем кӳнӗ ӑнӑҫсӑр операцисене пӗрин хыҫҫӑн теприне ирттернӗ. Ҫак ӑнӑҫсӑрлӑхсем хыҫҫӑн вара ӑна Мускавран килнӗ Патшалӑх Хӳтӗлев Комитечӗн ятарлӑ комиссийӗ должноҫрен кӑларнӑ».Анӑҫ тата Виҫҫӗмӗш Беларуҫ фрончӗсен штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ А. П. Покровский генерал-полковникпа калаҫни К. М. Симонов ҫырса илнӗ. Умсӑмахӗ тата публикацийӗ Л. Лазаревӑн // «Октябрь». 1990. № 5.

ВКГ № М-715 от 11. 04. 44 Ставкин ГКО Комиссийӗн докладӗнчен:

«Хӗвеланӑҫ фрончӗн командованийӗ, ҫитменлӗхсене тӗпчесе вӗсене пӗтерес вырӑнне, каппайчӑклӑхне, мӑнкӑмӑллӑхне кӑтартнӑ, ҫитменлӗхсене уҫса паман, йӑнӑшсене шута илмен, ҫынсене вӗрентмен, командирсен кадрӗсене тӗрӗслӗх тӗлӗшпе воспитани паман. Чи пысӑк ҫитменлӗхсемпе йӑнӑшсем пур операцире те ҫине-ҫинех пулнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — операцисене тишкересси, ҫар операцийӗсен ҫитменлӗхӗсем тата кӑтартӑвӗсем тӗлӗшпе пӗтӗмлетӳллӗ хушусем тӑвасси Анӑҫ фронтӗнче практикӑра пулман. Операцисене пӑхса тухни, Хӗвеланӑҫ фронтӗнче боевой операцисен ҫитменлӗхӗсемпе кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пӗтӗмлетӳ приказӗсем кӑларни тӗрӗс мар пулнӑ. Операцисене ирттернӗ чухне чи пысӑк ҫитменлӗхсенчен пӗри артиллери япӑх ӗҫлени пулнӑ пулин те, ҫак ҫитменлӗхе пӗтермен, вӑл татах та татах пулнӑ. Фронт ирттернӗ пур операцире те артиллери тӑшманӑн вут-ҫулӑм системине пусарман, ҫапла пехотӑна малалла кайма ҫулпа тивӗҫтермен. Фронт командованийӗ артиллери япӑх ӗҫленине пула ҫынсен ҫухатӑвӗ пысӑк пулнине, ҫар припасӗсем нумай тӑкакланнине пӗлнӗ, анчах та артиллери ӗҫне йӗркелеме нимӗн те туман».

Публикацисем

Die Welt (Германи): «автобаншӑн пынӑ ҫапӑҫусенче» Хӗрлӗ Ҫар 500 пин ҫынна ҫухатнӑ[17]

Йоханнес Альтхаус «Вельт» нимӗҫ хаҫатӗнче вун пӗр «автобаншӑн пынӑ ҫапӑҫу» ҫинчен ҫырать. Сӑмах унта МускавМинск стратегиллӗ шоссе пирки пырать. Хӗрлӗ Ҫар пӗтӗм ҫапӑҫӑва выляса янӑ, пысӑк ҫухатусем тӳснӗ. Анчах та Василий Соколовский генерал-лейтенант[18], автор шучӗпе, ҫак ҫухатусемшӗн яваплӑскер, ҫар карьерине тума пултарнӑ.[19]

Вӑрҫӑ яланах хаяр. Унӑн тӗп шухӑшӗ — чи пӗчӗк ҫухатусем тӳссе тӑшмана чи пысӑк сиен кӳресси, ҫав вӑхӑтрах ума лартнӑ задачӑна пурнӑҫласси. Ҫавӑнпа та, тӗпрен илсен, темиҫе уйӑх пӗр курӑмлӑ ҫитӗнӳсӗр наступлени хыҫҫӑн наступлени ирттерсе тӑшманӑн ҫухатӑвӗсенчен 15 хут пысӑкрах ҫухатусем патне илсе ҫитерекен тӗп командующи хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пултараймасть[20]. Анчах ку — принциппа. Сталинла Совет Союзӗнче вара йӑлтах урӑхла пулнӑ.

Пӗрремӗш операци — вӗсем пурӗ вун пӗр пулӗҫ — Анӑҫ фронтӗнче 1943 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унтан юпан 21-мӗшӗнчен шоссе хӗррипе тата пилӗк наступлени тунӑ, ҫавӑн пекех фронтӑн ытти участокӗнче те пилӗк атака пулнӑ. Вӗсем пурте нимӗҫ ҫарӗсен асӗнче «автобаншӑн ҫапӑҫни» (Autobahnschlachten) пек юлнӑ.

Ҫар званийӗсем

  • Комдив — 1935 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ[21];
  • комкор — 1939 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ[22];
  • генерал-лейтенант — 1940 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ[23];
  • генерал-полковник — 1942 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ[24];
  • ҫар генералӗ — 1943 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ[25];
  • Совет Союзӗн маршалӗ — 1946 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.

Наградӑсем

undefined
undefined
undefined

СССР наградисем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ[5] (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ — № 6454);
  • сакӑр Ленин орденӗ[5] (1941 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ[26], 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ[27], 1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ, 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ, 1947 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ[28], 1948 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, 1957 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ[29], 1967 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ[30]);
  • Октябрь Революцийӗн орденӗ[5] (1968 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ);
  • виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ[5] (1928 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ, 1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, 1949 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ);
  • виҫӗ I степень Суворов орденӗ[5] (1943 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, 1945 ҫулхи акан 6-мӗшӗ);
  • виҫӗ I степень Кутузов орденӗ[5] (1943 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, 1944 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, 1956 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ);
  • СССР Патшалӑх гербне ылтӑнпа ӳкернӗ хисеплӗ хӗҫ-пӑшал — шашка[5] (1968 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ);
  • «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ);
  • «1941—1945 ҫ.ҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ);
  • «1941—1945 ҫ.ҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе — 20 ҫул» медаль (1965 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ);
  • «Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарӗ — 20 ҫул» медаль (1938 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ);
  • «Мускав 800 ҫул тултарнине асӑнса» медаль;
  • «Совет Ҫарӗ тата Флочӗ — 30 ҫул» медаль (1948 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ);
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсем — 40 ҫул» медаль (1957 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ);
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсем — 50 ҫул» медаль (1967 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ).

Ют ҫӗршыв наградисем

В. Д. Соколовский маршала ют ҫӗршывсен 22 орденӗпе тата медалӗпе чысланӑ, ҫав шутра:

  • Республика орденӗ (Тыва Халӑх Республики, 1942 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ);
  • «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ылтӑланӑ икӗ орден (ГДР, 1960);
  • I степень Партизан ҫӑлтӑрӗн ылтӑн орденӗ (Социализмла Федеративлӑ Югослави Республики, 1956 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ);
  • Хӗрлӗ Ялав орденӗ (Монголи Халӑх Республики);
  • III степень «Virtuti militari» рыцарь хӗресӗ (Польша Халӑх Республики, 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ);
  • III степень «Грюнвальдат хӗресӗ» орден (Польша Халӑх Республики, 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ);
  • «1939—1945 Варшавӑшӑн» медаль (Польша Халӑх Республики);
  • «Одрӑшӑн, Нисӑшӑн тата Балтикӑшӑн» медаль (Польша Халӑх Республики);
  • I степень «Ҫӗнтерӳшӗн» Шурӑ арӑслан орденӗ (Чехословаки Социализмла Республика);
  • Дукля астӑвӑм медалӗ (Чехословаки Социализмла Республика);
  • «Словаки наци пӑлхавӗ — 20 ҫул» медаль (Чехословаки Социализмла Республика);
  • Словаки наци пӑлхавӗн ылтӑн орденӗ (Чехословаки Социализмла Республика);
  • Генерал степеньлӗ «Хисеп легионӗ» орден (АПШ);
  • Хисеп легионӗнорденӗн аслӑ офицерӗ (Франци);
  • Британи империйӗн орденӗн хисеплӗ Рыцарь-командорӗ;
  • I степень «Хӗҫ-пӑшал енӗпе тӑванлӑх» ылтӑн медаль (ГДР, 1966);
  • «1933—1945 Фашизма хирӗҫ кӗрешекене» медаль (ГДР);
  • «Китай-совет туслӑхӗ» медаль (Китай Халӑх Республики);
  • Бельги, Мексика наградисем.

Сочиненисем

  • Украинӑн анӑҫ ҫӗрӗсене ирӗке кӑларни // Львовщинӑшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче. — Львов, 1965.
  • Мухтавлӑ ҫапӑҫу ҫулӗ // Мускавран Берлина ҫити. — М., 1966.
  • Мускав патӗнчи аслӑ ҫапӑҫу тата унӑн историллӗ пӗлтерӗшӗ // Тӗслӗхсӗр паттӑрлӑх. — М., 1968.
  • Мускав патӗнчи ҫапӑҫури совет ҫар искусстви ҫинчен (Мускав патӗнчи ҫапӑҫу пулнӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ тӗле) // Ҫар-истори журналӗ. – 1961. – № 11,12.

Унсӑр пуҫне В. Д. Соколовский чылай ҫар-теори тата вӑрҫӑ-истори ӗҫӗсен авторсен коллективӗн ертӳҫи шутланнӑ, вӗсен йышӗнче — «Ҫар стратегийӗ» (1962) тата «Нимӗҫ-фашист ҫарӗсене Мускав патӗнче ҫапса аркатни» (1964)[5][8].

Ҫемйи

Арӑмӗ Анна Петровна Баженова (1901—1977). Соколовскисен ывӑл Евгений (1923 ҫ.) тата хӗр Светлана (1924 ҫ.) ҫуралнӑ[8]. Тепӗр хӗрӗ пӗчӗк чухнех ҫӗре кӗнӗ[31].

Совет ҫарпуҫӗсен И. Г. Захаркинӑн тата А. М. Пронинӑн хӑти.

Астӑвӑм

  • В. Д. Соколовский бюсчӗсене Трудовая Северная ҫар мухтавӗн посёлокӗнчи Паттӑрсен паркӗнче (Мускав облаҫӗнчи Мытищи хула округӗнче) тата Гродно хулинче (Совет урамӗнче) вырнаҫтарнӑ.
  • Соколовский Маршал ятне Мускаври урама, ҫавӑн пекех Смоленскри, Моздокри, Гроднӑри, Горловкӑри урамсене ят панӑ.
  • 1968 ҫулта Маршал Соколовский ятне Новочеркасскри аслӑ ҫар ҫыхӑну команда училищине панӑ[5] (2011 ҫулта хупнӑ).
  • Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине (Мускав, Ҫӑкӑр тӑкӑрлӑкӗ, 26-мӗш ҫурт) тата Екатеринбургра Урал ҫар округӗн штабӗ пулнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
  • Пулӑ хуҫалӑх министерствин карапӗ.
  • Смоленск хулин хисеплӗ гражданинӗ (2004 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ).
  • Берлин хулин хисеплӗ гражданинӗ (1965 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче панӑ[8] (1992 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче хисеплӗ ята илнӗ).
  • Гродно хулинчи 28-шкула Соколовский Маршал ятне панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Wassili Danilowitsch Sokolowski // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  2. ^ Ныне гмина Заблудув, Подляское воеводство, Польша
  3. ^ Соколовский Василий Данилович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Иванов С. П. Путь полководца (страницы жизни Маршала Советского Союза В. Д. Соколовского) // «Правда». — 21 июня 1987 г. — № 202 (25189). — С.6.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21 Соколовский Василий Данилович // Большая Советская Энциклопедия. / под ред. А. М. Прохорова. 3-е изд. том 24 (кн. I). М., «Советская энциклопедия», 1976.
  6. ^ Маршал Василий Соколовский в проекте «Имя героя. Беларусь помнит»: битвы за оборону Москвы и наступление на Берлин :: Главное :: Гродненская правда. grodnonews.by. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  7. ^ Петров Г. В. Невель. — Л.: Лениздат, 1980. — 104 с. — С. 16-17.
  8. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 С. Лагодский. Мастер тактики и стратегии // газета «Красная звезда» от 19 июля 1987. стр.4 [о Маршале Советского Союза В. Д. Соколовском]
  9. ^ Соколовский Василий Данилович. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  10. ^ Гл. ред. С. С. Хромов. Гражданская война и военная интервенция в СССР. — М.. — С. 553. — 704 с.
  11. ^ Хворостьянов Ю. А., Островский А. В. Хронограф. // Военно-исторический журнал. — 2006. — № 3. — С.43.
  12. ^ Гареев М. А. О неудачных наступательных операциях советских войск в Великой Отечественной войне. // «Новая и новейшая история». — 1994. — № 1. — С.3—29. (здесь же опубликованы доклад комиссии ГКО от 11.04.1944 и Постановление ГКО от 12.04.1944).
  13. ^ Маршал Василий Соколовский в проекте "Имя героя. Беларусь помнит": битвы за оборону Москвы и наступление на Берлин. grodnonews.by. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  14. ^ Советская военная администрация в Германии. 1945—1949: справочник. — М.: РОССПЭН, 2009. — 1031 с. — (Советская военная администрация в Германии. 1945—1949 : документы, материалы, исследования / Совместная комиссия по изучению новейшей истории российско-германских отношений).; ISBN 978-5-8243-0999-7.
  15. ^ Золотарёв В. А. «Это был талантливейший военачальник…» // Военно-исторический журнал. — 1997. — № 4. — С. 23—31.
  16. ^ Ҫак адреспа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  17. ^ Альтахуз тата «Die Welt» хаҫат Хӗрлӗ Ҫарӑн ҫухатӑвӗ пирки хисепе илсе кӑтартни тата ҫак заголовока кӑларни чӑнлӑхпа пӗр килмест, вӑл — хатӗр мар вулакан валли. Раҫҫей историографийӗнче ҫак ӑнӑҫсӑр операцисене Альтхаузӑн публикацийӗччен чӗрӗк ӗмӗр маларах тӗплӗн тишкернӗ, ҫак 11 операцирен кашнинпе ҫухатусен тӗрӗс хисепӗсене илсе кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен 62 326 ҫын вилнӗ, 219 419 ҫын аманнӑ. См.: Гареев М. А. О неудачных наступательных операциях советских войск в Великой Отечественной войне. // «Новая и новейшая история». — 1994. — № 1. — С.3—29.; Гареев М. А. Причины и уроки неудачных наступательных операций Западного фронта зимой 1943-44 года // «Военная мысль». — М., 1994. — № 2. — С.50—58.
  18. ^ Альтхауз «историк» хӑй пулӑмсем пирки ҫырса кӑтартнӑ вӑхӑт тӗлне В. Д. Соколовскин ҫар генералӗн званийӗ, урӑхла каласан, икӗ картлашка ҫӳлерех, пулнине пӗлмен.
  19. ^ Альтхауз витерӳллӗ пӗтӗмлетӳсем туса шӑпах ҫак операцисемшӗн В. Д. Соколовские Анӑҫ фрончӗн командующийӗн должноҫӗнчен кӑларни, малашнехи ҫар службин ытларах пайне штаб ӗҫӗнче ирттерни пирки каламасӑр вулакана ятарласа йӑнӑштарасшӑн.
  20. ^ Совет ҫарӗсен ҫухатӑвӗ нимӗҫсеннинчен 15 хут ытларах пулнине палӑртса Альтхауз хӑйӗн статйинче совет ҫарӗсен ҫухатӑвӗн даннӑйӗсене 1,5 хута яхӑн ӳстерсе калать, нимӗҫсен ҫухатӑвӗ пирки вара даннӑйсене пачах илсе кӑтартмасть.
  21. ^ Постановление СНК СССР № 2398 от 20.11.1935 г.
  22. ^ Постановление СНК СССР № 05150 от 31.12.1939 г.
  23. ^ Постановление СНК СССР от 4.06.1940 № 945
  24. ^ Постановление СНК СССР № 946 от 13.06.1942 г.
  25. ^ Постановление СНК СССР № 915 от 27.08.1943 г.
  26. ^ Хӗрлӗ Ҫар XXIII тултарнине палӑртса, «ҫар заданийӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫарсен ҫар тата политика хатӗрленӗвӗнче тата воспитанийӗнче тунӑ паллӑ ӗҫсемшӗн»
  27. ^ Германи фашизмӗпе кӗрешнӗ чухне фронтра Командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтрах хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн
  28. ^ 50 ҫул тултарнӑ май
  29. ^ 60 ҫул тултарнӑ май тата Совет Ҫарӗ тата Совет патшалӑхӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртса
  30. ^ 70 ҫул тултарнӑ май
  31. ^ Андрей Ганин. Дайте возможность увидеть жену, узнать, что с нею… (выр.). orenbkazak.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • Военная энциклопедия в 8 томах. — Том 7:"Прод"—"Таджикистан". — М.: Издательство Министерства обороны Российской Федерации, 2003. — С. 574.
  • Лагодский С. А. Василий Соколовский: полководец, стратег, дипломат. — М.: Красная звезда, 1995. — 336 с. — ISBN 5-88727-001-2.
  • Маршалы Советского Союза. Личные дела рассказывают / Институт военных и историко-патриотических исследований. — Любимая книга, 1996. — 96 с. — ISBN 5-7656-0012-3.
  • Малашенко Е. И. Командующие фронтами и армиями в годы Великой Отечественной войны, 1941—1945. — М.: Вече, 2015. — 285 с. — ISBN 978-5-4444-2828-3.
  • Маршал Василий Соколовский. — М.: Издательство Патриот, 2017. — 239 с. — ISBN 978-5-7030-1186-7.
  • Рубцов Ю. В. Маршалы Советского Союза в истории России. Гербы на погонах. — М.: Вече, 2015. — 300 с. — (Слава России).; ISBN 978-5-4444-2725-5. — С.229-240.
  • Соловьев Д. Ю. Все генералы Сталина. — М., 2019. — С. 83—85. — ISBN 9785532106444. 
  • Чередниченко М. Полководцы и военачальники Великой Отечественной. Вып. 1. — 2-е изд. — 1971. — С. 331—371. — 448 с. — (Жизнь замечательных людей). — 150 000 экз.
  • Jacobs Walter Darnell. “Sokolovsky’s” Strategy. // Military Review. — July 1963. — Vol. 43 — No. 7.

Каҫӑсем

Категорисем