Толбухин Фёдор Иванович
Фёдор Иванович Толбухин — (16.6.1894 — 17.10.1949) — паллă совет çарпуçĕ , Совет Союзĕн Маршалĕ , Югослави Халăх Паттăрĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (вилĕмĕ хыççăн), Болгари Паттăрĕ (вилнĕ хыççăн), Çĕнтерӳ орденĕ кавалерĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1894 çулхи ҫӗртме, 16 Ярослав кĕпернин (Ярослав облаçĕн Толбухин районĕ) Андроники ялĕнче çĕр ĕçтĕш çемйинче çуралнă. Чиркӳ-прихут тата Давыдково çĕрĕн шкулĕнче вĕреннĕ.
1912 çулта Петербургри коммерци училищинче вĕренсе тухнă та Петербургра бухгалтер пулса ĕçленĕ.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хĕсмете илсен, ăна прапорщиксен шкулне пĕлӳ пухма яраççĕ. 1915 çулта фронта яраççĕ. Кăнтăр-Анăç фронтĕнче ротăна, батольона ертсе пынă, çапăçура палăрнăшăн Анна тата Станислав орденĕсемпе тивĕçтернĕ.
Февраль революцийĕ пулса иртсен полк комитечĕн ертӳçине суйланă. Вăрçăн вĕçленĕвне штабс-капитан хисепĕпе кĕтсе илнĕ, 1918 çулта демобилизации ĕретне лекнĕ.
Часах РКХÇ ĕретне тăрать. 1919 çулта штаб хĕсмечĕн шкулĕнче пĕлу илет, граждан вăрçине хутшăнать: Çурçĕр тата Анăç фрнчĕсенче штаб хĕсмет вырăнĕсене йышăнать. 1921 çулта Кронштадт пăлхавне пусарнă çĕре хутшăнать, каярах Карелире шурă финнсемпе çапăçать.
Аслă командир йыш курсĕсенче 1927 тата 1930 çç., 1934 - Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухать. Дивизин, корпусăн штаб пуçлăхĕ, дивизин ертӳçи пулса хĕсмете тăрать. 1938—1941 Ф. И. Толбухин - Кавказ лешьен çар тăрăхĕн штаб пуçлăхĕ. 1940 çулхи çĕртмере РККА-ра генерал хисеп паллисене кĕртсен, ăна генерал-майор çар тивĕçне параççĕ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхăрĕнче Ф. И. Толбухин - Кавказ-лешьенчи (çурла — раштав 1941), Кавказ (раштав, 1941 — кăрлач, 1942) тата Крым (кăрлач — пуш, 1942) фрончĕсен фрончĕн штаб пуçлăхĕ, Сталинград вăрçă тăрăхĕнчи çарсен (çу — утă, 1942) çарпуçĕн çумĕ, 57-мĕш тата 68-мĕш çарсен çарпуçĕ Сталинград тата Çурçĕр-Анăç фрончĕ (утă, 1942 — пуш, 1943). 1943 кăрлач ,19 «генерал-лейтенант», тепĕр виççĕ уйăхран, ака, 28 1943 — «генерал-полковник», авăн, 21 çав çулах — «çар генералĕ» çар хисепне тивĕç пулать.
1943 пуш уйăхĕнче Ф. И. Толбухин Кăнтăр (чӳк, 20 1943 ç. 4-мĕш Украина фрончĕ пулать) çу 1944 — 3-мĕш Украина фрончĕн çарпуçĕ. Авӑн, 12 1944 — Совет Союзĕн Маршалĕ. Сталинград çапăçăвĕнче, Тан çинчи, Донбассри çапăçусенче çарсене ертсе пынă, Югославие, Румыние, Венгрие ирĕке кăларнă кампанисене хутшăннă. Авăн, 1944 — Болгарин Пĕрлĕхлĕ контроль комиссийĕн ертӳçĕ. 1949 çулта пăлхар хулине Добрича Толбухин ятне панă, çăк ята вăл 1991 çулччен йышăнса тытнă.
Вăрçă хыççăн маршал Ф. И. Толбухин — Кăнтăр çар ушкăнĕн çарпуçĕ, кăрлач 1947 — Кавказ лешьен çар тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ; СССР Аслă Канашĕн II чĕнĕвĕн депутачĕ.
Чӳк, 17 1949 Мускавра вилнĕ. Кремаци туса, кĕл арчине Хĕрлĕ Лапамри Кремль Некрополĕнче пытарнă.
СССР Аслă Канаш Президиумĕн ҫу, 7 1965 Хушăвĕпе чаплă çарпуçа Совет Союзĕн Маршалне — Фёдор Иванович Толбухина Совет Союзĕн Паттăрĕн ячĕпе тивĕçтернĕ (çĕре кĕнĕ хыççăн).
Чыславсем
- «Çĕнтерӳ» орденĕ
- виçĕ Ленин орденӗ
- виçĕ Хӗрлӗ Ялав орденӗ
- икĕ Суворов орденĕ 1-мĕш степеньлĕ
- Кутузов орденĕ 1-мĕш степеньлĕ
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
- ют çĕр орденĕмеипе медалĕсем.
- София хулин хисеплĕ гражданинĕ
- Белград хулин хисеплĕ гражданинĕ
Асăнмалăх
- 1960 çулта Мускавра Самотёчный бульвар урамĕнче Ф. И. Толбухинăн палăкне лартнă.
- Бюст, Тутаев Ярослав облаçĕ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. Т.2. М.:Воениз.1988
- Кузнецов П. Г., Маршал Толбухин [1894-1949]. — М., 1966.
Каçăсем
- Кавалер ордена Победы Маршал Советского Союза Ф.И. Толбухин 2007 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Генерал армии Махмут ГАРЕЕВ, доктор исторических наук. Маршал Толбухин. Красная звезда, 2000 2008 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Толбухин Федор Иванович
- Полководцы и военачальники Великой Отечественной. Вып.2 — М.: Молодая гвардия, 1979