Сталинград фрончĕ

Сталинград фронтне 1942 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Кăнтăр-Анăç фрончĕн хирти çарĕсен тытăмĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ, çарпуçĕ — С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.

Фронт тытăмĕ

Фронт пăхăнăвĕнчи пĕрлештерӳсем

Бронетанк тата механикăланă пĕрлешевсем

  • 2-мĕш танк корпусĕ:
    • 26-мĕш танк бригади
    • 39-мĕш танк бригади
    • 99-мĕш танк бригади
    • 69-мĕш танк бригади
    • 254-мĕш танк бригади
    • 2-мĕш мотострелок бригади
  • 12-мĕш танк бригади
  • 6-мĕш танк бригади
  • 84-мĕш танк бригади
  • 133-мĕш танк бригади
  • 135-мĕш танк бригади
  • 163-мĕш танк бригади
  • 188-мĕш танк бригади
  • 189-мĕш танк бригади
  • 36-мĕш уйрăм автобронетанк батальонĕ
  • 37-мĕш уйрăм автобронетанк батальонĕ[1]

Инженери çарĕсем

  • 43-мĕш ятарлă тĕллĕ инженери бригади
  • 19-мĕш сапер бригади
  • 21-мĕш сапер бригади
  • 17-мĕш гварди минёр батальонĕ
  • 44-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 56-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 119-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 241-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 44-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 47-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 103-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 105-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 107-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 126-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 160-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 1504-мĕш уйрăм минёр-сапёр батальонĕ[1]

Çарпуçлăх тытăмĕ

undefined

Çарпуçĕсем

С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.
Генерал-лейтенант В. Н. Гордов
Генерал-полковник А. И. Ерёменко

Вăрçă Канашĕн пайташĕсем

Н. С. Хрущёв

Штаб пуçлăхĕсем

Генерал-лейтенант П. И. Бодин
Генерал-майор Д. Н. Никишев
Генерал-майор К. А. Коваленко
Генерал-майор Г. Ф. Захаров
Генерал-майор И. С. Варенников (юпа, 1942).

Фронтăн артиллери çарпуçĕсем

Артиллери генерал-майорĕ Гусаков А.А. (1942/утă — 1942/авăн).

Артиллери генерал-майорĕ Матвеев В.Н. (1942/юпа — 1943/нарăс).

Фронтăн ĕçĕ-пуçĕ

Сталинград фрончĕ умĕнче иккĕ тивĕç ĕçĕ: 520 км анлăшĕн ярăмĕнче хӳтĕленсе, ташмана чармалла. Сталинград патĕнчи хӳтĕлев операцин пуçламăшĕнче тăшман совет çарĕсенчен салтак шучĕпе 1,7 хутчен, артиллерипе танксемпе 1,3 хутчен, самолётсем шучĕпе — 2 хутчен ытларах пулнă.

Нимĕç çарĕсем кăнтăр-анăç тĕлĕнче совет фронтне çурса янă хыççăн Сталинград фронтне тăшмана чарса лартма, Атӑл патне ямасăр Тан юханшыв тăршшипе çирĕп тăма хушнă.

1942 çулхи утăн 17-мĕшĕнче 6-мĕш нимĕç çарĕн авангарчĕ 62-мĕш тата 64-мĕш çарĕсен Сталинград патне пымаллине хӳтĕлеме тухнă малти тĕкĕрчĕсемпе тĕл пулнă.

Çак тытăçусемпе Сталинград çапăçăвĕ тапранса каять. Çак каçра 6 кун çапăçнă хыççăн тăшман 6-мĕш çарăн тĕп вăйĕсене кунталла тавăрнă. Тепĕр иккĕ эрнерен кавказ тĕлĕнчен сталинград еннелле 4-мĕш нимĕç танк çарне тăратнă.

Хӳтĕлев ярăмĕн анлăшĕ питĕ сарăлса кайнипе (800 км яхăн) фронта 1942 çулхи çурлан 7-мĕшĕнче Сталинград (63, 21, 62-мĕш çарсем, 4-мĕш танк, 16-мĕш сывлăш çарĕсем) тата Кăнтăр-Тухăç, çурлан 10-мĕшĕнче Сталинград фронтне Кăнтăр-Тухăç фрончĕн çарпуçлăхне пăхăнтарнă. 1942 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнчи Директивăпа АТÇ Ставки Кăнтăр-Тухăç тата Сталинград фрончĕсен пĕрлехи çарпуçлăхне пăрахăçланă та 1942 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче Сталинград фронтне Тан, Кăнтăр-Тухăç — Сталинград — ятсене панă[3].

Çухатусем

Сталинграда хӳтĕлев операцинче Хĕрлĕ Çарăн пĕтĕмĕшле 643842 çынна, 1426 танка, 12137 кĕпçепе миномёт, 2063 самолёт çухатнă[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Сталинград фрончĕ
  2. ^ ОАО "558 АВИАЦИОННЫЙ РЕМОНТНЫЙ ЗАВОД"
  3. ^ Сталинградский фронт ( ӗҫлемен каҫӑ)
  4. ^ Лубченков Ю. Н. Сто великих сражений Второй мировой.

Касăсем

  • ОАО "558 АВИАЦИОННЫЙ РЕМОНТНЫЙ ЗАВОД". Республика Беларусь.

Темӑпа ҫыхӑннисем