Воронеж фрончĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Воронеж фрончĕ
Вр.Ф
Red Army badge.gif
ХВ эмблеми
Пулнă çулсем утӑ, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç.
Патшалăх Воронеж фрончĕ СССР
Пăхăну фронт çарпуçне
Тĕс фронт
Унăн шутĕнче управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем
Функци хӳтĕлев, тапăну
Йышĕ йĕркелев
Хутшăнни Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче
Командирсем
Паллă командирсем Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр

Воронеж фро́нчĕ — Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ. Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.

Фронт ĕçĕсем

Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.

Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.

Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вĕçлет.

Фронт йышĕ

Малтанах фронта кĕнĕ:

  • 40-мĕш çар,
  • 60-мĕш (3-мĕш резерв) çар,
  • 6-мĕш (6-мĕш резерв) çар,
  • 2-мĕш сывлăш çарĕ,
  • 4-мĕш танк корпусĕ,
  • 17-мĕш танк корпусĕ,
  • 18-мĕш танк корпусĕ,
  • 24-мĕш танк корпусĕ;

малашне:

  • 13- мĕш çар,
  • 21- мĕш çар,
  • 27- мĕш çар,
  • 38- мĕш çар,
  • 47- мĕш çар,
  • 52- мĕш çар,
  • 64-мĕш çар,
  • 69-мĕш çар,
  • 4-мĕш гварди çарĕ,
  • 5-мĕш гварди çарĕ,
  • 6-мĕш гварди çарĕ,
  • 7-мĕш гварди çарĕ,
  • 1-мĕш танк çарĕ,
  • 3-мĕш танк çарĕ,
  • 3-мĕш гварди танк çарĕ,
  • 5-мĕш гварди танк çарĕ тата
  • уйрăм пĕрлешӳсемпе вăйлату чаçĕсем.

Çарпуçлăхĕ

Çарпуçсем

  • генерал-лейтенант
  • Ватутин Николай Фёдорович (14.07.1942 — 22.10.1942), генерал-лейтенант
  • Голиков Филипп Иванович (22.10.1942 — 28.03.1943), генерал-лейтенант, 19.01.1943-па генерал-полковник
  • Ватутин Николай Фёдорович (28.03.1943 — 20.10.1943), генерал-лейтенант, 07.12.1942-па генерал-полковник, 13.02.1943-па çар генералĕ.

Вăрçă Канашĕн пайташĕсем

  • Сусайков, Иван Захарович (июль — сентябрь 1942), корпус комиссарĕ
  • Мехлис, Лев Захарович (сентябрь — октябрь 1942), корпус комиссарĕ
  • Кузнецов, Фёдор Федотович (октябрь 1942 — март 1943), 2-мĕш рангри çар комиссарĕ, с декабря 1942 генерал-лейтенант
  • Хрущёв, Никита Сергеевич (март — октябрь 1943), генерал-лейтенант
  • Крайнюков, Константин Васильевич (октябрь 1943), генерал-майор

Штаб пуçлăхĕсем

  • Шевченко, Фёдор Иванович (июль 1942), генерал-майор
  • Казаков, Михаил Ильич (июль 1942 — февраль 1943), генерал-лейтенант
  • Пилипенко, Антон Петрович (февраль — март 1943), генерал-майор
  • Корженевич, Феодосий Константинович (март — май 1943), генерал-майор
  • Иванов, Семён Павлович (май — октябрь 1943), генерал-лейтенант

Разведуйрăм пуçĕсем

  • Чекмазов П. Н. (1942-па)
  • Кочетков М. А. (1943 çулхи утăччен)
  • Виноградов И. В. (1943 çулхи утă-юпа)

Вуламалли

  • Воронежский фронт. // — Воронеж, 2005, Центр.-Чернозем. книж. изд-во.
  • На Воронежском направлении. // — Воронеж, 2-е изд., 1973. Новый Оскол

Каçăсем