Конгресс вулавӑшӗ
Конгресс библиотеки (АПШ Конгресне тивӗҫтерекен тата чӑннипе АПШ наци библиотеки шутланакан тӗпчев библиотеки. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вӑл федерацин чи авалхи культура учрежденийӗ шутланать. Библиотека Вашингтонри (Колумби округӗ) Капитоли сӑрчӗ районӗнчи виҫӗ ҫуртра вырнаҫнӑ; ҫавӑн пекех вӑл Калпепер (Виргини) хулинчи Наци аудиовизуаллӑ консерваци центрне пулӑшса тӑратьКонгресс библиотекарӗ йӗркелесе тӑрать, унӑн ҫурчӗсене вара Капитоли архитекторӗ пӑхса тӑрать. Конгресс библиотекин тӗнчери чи пысӑк библиотека ятне илме май пур[41][42]. Унӑн «пуххисем универсаллӑ, япалапа, форматпа е наци чиккипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, унта тӗнчен пур пайӗнчен те пухнӑ тӗпчев материалӗсене тупма пулать, вӗсене 450 ытла чӗлхепе хатӗрленӗ»[40].
Конгресс библиотекин ятарлӑ уйрӑмӗ копирайта (автор правине) йӗркелес енпе ӗҫлет. Копирайта Конгресс библиотекин сайтӗнчи кирлӗ бланка тултарса тӗнче тетелӗ урлӑ хатӗрлеме май пур.
Чи малтанах палатӑсемпе правительствӑн пулӑшу кӳрес тӗлӗшпе ӗҫленӗ[43].
Библиотека историйӗ
- Никӗсленӗ дата пек АПШ президенчӗ патшалӑхӑн тӗп хулине ресурсӗсемпе АПШ президенчӗпе вице-президенчӗ, АПШ Сеначӗн тата Представительсен Палатин пайташӗсем (АПШ Конгресӗ) ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Ҫак сӑлтава пула библиотекӑна «Конгресс вулавӑшӗ» теме пуҫланӑ та.
- Вулавӑшӑн пуҫламӑш фондӗнче 740 кӗнеке тата географи картти пулнӑ. Ун хыҫҫӑн президент пуканне йышӑннӑ акӑлчансемпе американсем хушшинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗршыва ертсе пырас йывӑр ҫӗклем лекнӗ.
- Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1814 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче, акӑлчансем Вашингтона тӗппипех ҫунтарса янӑ темелле. Вӑл вӑхӑтра Капитолий те тӗппипех ҫунса кайнӑ, унта хаклӑ кӗнекесе упраннӑ пулнӑ. АПШ тӗп хулинчен упранса юлнӑ пая британ ҫарӗсенчен тасатнӑ хыҫҫӑн Мэдисон вулавӑша ҫӗнӗрен йӗркелеме хушнӑ. Джефферсон, экс-президент тата вулавӑш ӗҫне питӗ юратаканскер, Конгреса тӗрлӗ чӗлхеллӗ 6487 томран тӑракан хӑйӗн кӗнеке пуххине туянма сӗннӗ, ӑна вӑл ҫур ӗмӗр ытла пухса пынӑ пулнӑ, АПШра ун чухне унпа танлашма пултараканни пулман. Америка ку сӗнӳпе килӗшнӗ. Туяну хакӗ 23 940 долларпа танлашнӑ. Ҫавӑнтанпа «Конгресс вулавӑшӗ» ятпа пӗрлех «Джефферсон вулавӑшӗ» ятпа та усӑ курма пуҫланӑ.
- 1851 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче вулавӑш иккӗмӗш пушара тӳссе ирттернӗ, вӑл вӑхӑтра Томас Джефферсонран туяннӑ кӗнекесен пысӑк пайӗ тата 55 000 тӗрлӗ кӑларӑм таран ҫитнӗ фондӑн 2/3 яхӑн кӗнеки пӗтнӗ. Ҫулталӑк иртсен кӑна патшалӑх хыснинчен вулавӑша юсама 168 700 доллар уйӑрнӑ. Ҫак укҫа-тенкӗн ытларах пайӗ строительствӑпа юсав ӗҫӗсене кайнӑ.
- 1850-мӗш ҫулсенче Конгресс вулавӑшӗпе усӑ курма министрсене, хӑш-пӗр ведомствӑсен ертӳҫисене, Аслӑ суд пайташӗсене, политика партийӗсен чи хисеплӗ (вулавӑшпа усӑ куракансен шухӑшӗпе) представителӗсене, хисепе тивӗҫнӗ АПШ ӑсчахӗсемпе ҫыравҫисене, Америкӑри чи пысӑк МИХ журналисчӗсене ирӗк панӑ.
- 1870 ҫулта, ун чухне вулавӑш ертӳҫи пулнӑ Эйнсуорт Рэнд Споффорд нумай тӑрӑшнипе, правительство шайӗнче указ кӑларнӑ, унпа килӗшӳллӗн, Пӗрлешӗннӗ Штатсен лаптӑкӗнче пичетленсе тухнӑ хуть те мӗнле кӑларӑмӑн пӗр экземплярне Конгресс вулавӑшне памасӑр хӑварма юрамасть тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн чухнех Конгресс вулавӑшне патшалӑх хыснинчен уйӑракан укҫа-тенке илес тата тӑкаклас йӗркене саккунпа ҫирӗплетнӗ, уйрӑм ҫынсем, фирмӑсем, общество пӗрлешӗвӗсемпе партисем валли фонда укҫа-тенкӗпе е кӗнеке, хаҫат-журнал, хутсен пуххисене тӳлевсӗр парнелесе е урӑх майпа пулӑшас кӑмӑлшӑн чылай стимулпа хавхалантару пӑхса хӑварнӑ.
- 1899-1939 ҫулсенче вулавӑша ертсе пынӑ Герберт Патнем кӗнекесен классификацийӗн меллӗ системине хатӗрленӗ, вӑл ертсе пынӑ вӑхӑтӑн юлашки ҫулӗсенче вара Конгресс вулавӑшӗ валли ятарласа туса лартнӑ иккӗмӗш ҫурта уҫнӑ. Филиала Конгресс вулавӑшне никӗслекен ячӗпе — Джон Адамс ячӗпе — хисеплеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫурт валли 6 500 000$ уйӑрнӑ. Ҫурт шӑп та лӑп Томас Джефферсон ячӗллӗ «пӗлӳ керменӗ» ҫумӗнче вырнаҫнӑ.
- 1907 ҫулта Конгресс вулавӑшӗ 40 000 доллар тӳлесе Красноярск купсин тата вулавӑш ӗҫне юратакан Г. В. Юдин уйрӑм библиотекине туяннӑ, унта тӗпрен илсен вырӑс историйӗпе ҫыхӑннӑ 81 пин экземпляр кӗнеке-журнал пулнӑ. Вӑл вӑхӑтран ҫак пухӑм вырӑс чӗлхипе Раҫҫей тулашӗнчи чи пысӑк кӗнеке пуххи (Конгресс вулавӑшӗнче унашкал кӗнеке шучӗ хальхи вӑхӑтра виҫҫӗр пин кӑларӑм) шутланать[44].
- 1930-мӗш ҫулсенче Джефферсон вулавӑшне наци статусне панӑ, ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн фондне АПШ хысни укҫи-тенкипе чи малтан комплектлама ирӗк илнӗ.
- 1939–1944 ҫулсенче вулавӑша Арчибальд Маклиш ертсе пынӑ, 1945–1953 ҫулсенче — Лютер Эванс, 1954–1974 ҫулсенче «эстафетӑна» Куинси Мамфорд илнӗ, 1975–1987 ҫулсенче — Дэниел Бурстин.
1980 ҫулта АПШ Конгресс вулавӑшӗн виҫҫӗмӗш, лаптӑкӗпе чи пысӑк ҫуртне, туса лартнӑ, ӑна Джеймс Мэдисон ячӗпе хисеплеме пуҫланӑ. Мэдисон ҫуртӗнче мӗнпур планетӑран пухнӑ тӗрлӗ чӗлхепе тухнӑ хаҫат-журнал упранать.
Ертӳлӗх
Библиотека фончӗсен содержанийӗ тата калӑпӑшӗсем
Фондра упранакан пурлӑха хаклас пулсан вӑл универсаллӑ темелле (нацин медицина тата ял хуҫалӑх библиотекисем пухакан ют ҫӗршыври медицинӑпа ял хуҫалӑх литературисӗр пуҫне). Уйрӑмах правопа, историпе, филологипе, политикӑпа, ҫутҫанталӑкпа тата техника ӑслӑлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ литературӑпа, ҫавӑн пекех справочниксемпе библиографи кӑларӑмӗсемпе пуян.
Кунта 5500 ытла инкунабул (ҫав шутра Гутенберг Библийӗ те пур), Т. Джефферсонӑн тата ытти АПШ президенчӗсен кӗнеке пуххисем, китай (330 пин тт.), яппун (450 пин тт.) литературин хайлавӗсен пуххисем, сайра тӗл пулакан америка кӑларӑмӗсен пуххисем (60 пин тт.) упранаҫҫӗ.
1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи даннӑйсем тӑрӑх, библиотека фончӗсем ҫапла пулнӑ:
- 14,5 млн кӗнекепе брошюра;
- 132 пин том хаҫат пуххи;
- упрама панӑ алӑпа ҫырнӑ материалсен шучӗ — 29 млн ытла единица;
- нотӑпа мусӑк литератури — 3,3 млн единица;
- 3 млн ытла географи картти,
- урӑх материалсен шучӗ сахал мар, вӗсен шутне кинофильмсем, грампластинкӑсем, микрофильмсем т. ыт. те кӗреҫҫӗ.
2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне библиотекӑра пурӗ 130 млн ытла япала упранать (кӗнеке ҫӳлӗкӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 850 ҫм яхӑн), ҫав шутра:
- 30 млн ытла кӗнеке тата 470 чӗлхепе пичетленӗ ытти материал;
- тӗнчери мӗнпур кӗтесӗсенчи миллион ытла хаҫат кӑларӑмӗ;
- 58 млн алҫыру;
- АПШ правительствин хатӗрленӗ миллион ытла публикацийӗ;
- 4,8 млн картта;
- 12 млн сӑнӳкерчӗк;
- 2,7 млн сасӑ ҫырни;
- 500 пин микрофильм.
Фондсем ҫулсерен 1–3 млн управ единиципе пуянланса пыраҫҫӗ.
Чи ҫӑмӑллӑн хакланӑ тӑрӑх вулавӑшӑн мӗнпур фончӗсен калӑпӑшӗ, вӗсене цифрӑласа тухсан, 17–20 Тбайтпа танлашать. Ку енӗпе хальлӗхе тӗллевлӗ ӗҫ пымасть пулин те, 1994–2007 ҫулсен тапхӑрӗнче вулавӑшра упранакан мӗнпур текст материалӗн 10 % яхӑн пайне цифрӑланӑ. Сканерлас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ кунне вӑтамран 75—200 документпа танлашать[45].
Библиотека ҫурчӗсем
Конгресс вулавӑшӗ Капитоли сӑрчӗ ҫинчи виҫӗ ҫуртра тата Вирджини штачӗн ял хутлӑхӗнчи депозитаринче вырнаҫнӑ. Капитоли сӑртӗнчи вулавӑш ҫурчӗсем пурте ҫӗр айӗнчи ҫулсемпе ҫыхӑнтарнӑ, ҫапла май вулавӑшпа усӑ куракансен тӗрӗслеве хурал алӑкӗ патӗнче кӑна тӳссе ирттерме тивет. Сахал усӑ куракан материалсем валли вулавӑшӑн уйрӑм депозитари пур.
Томас Джефферсон ҫурчӗ
Томас Джефферсон ҫурчӗ Индепенденс-авеню, Ист Кэпитол (East Capitol Street) урамӗ Фёст СИ (1st Street SE) урамӗпе ҫыхӑннӑ вырӑн хушшинче вырнаҫнӑ. Ӑна 1897 ҫулта вулавӑшӑн тӗп ҫурчӗ пек уҫнӑ, виҫӗ ҫуртран вӑл чи кивви шутланать. Чи малтан вӑл Конгресс вулавӑшӗн ҫурчӗ, е тӗп ҫурт пек паллӑ пулнӑ, хӑйӗн хальхи ятне вӑл 1980 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тивӗҫнӗ.
Джон Адамс ҫурчӗ
Джон Адамс ҫурчӗ Индепенденс-авеню, Ист Кэпитол (East Capitol Street) урамӗпе Сэконд СИ (2nd Street SE) урам хушшинче вырнаҫнӑ, Джефферсон ҫурчӗ ҫумӗнче тӑрать. Ҫурта чи малтан Джефферсон ҫуртне анлӑлатнӑ пек туса лартнӑ. Вулакансем валли вӑл хӑйӗн алӑкне 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче уҫнӑ.
Джеймс Мэдисон мемориалӗн ҫурчӗ
Джеймс Мэдисон мемориалӗн ҫурчӗ Фёст, Сэконд тата Индепенденс-авеню СИ урамсем хушшинче вырнаҫнӑ. Ҫурта 1971–1976 ҫулсенче туса лартнӑ, вӑл Джеймс Мэдисон президентӑн официаллӑ мемориалӗ шутланнӑ.
Мэдисон ҫурчӗ Мэри Пикфорд театрне, Конгресс библиотекин «кино- тата телекурав картинисен вулав залне» вырӑн уйӑрса панӑ. Театр тӑтӑшах классикӑллӑ тата хальхи фильмсене, телекураври шоусене тӳлевсӗр кӑтартать.
Аудиовизуаллӑ материалсене упракан наци центрӗ
Аудиовизуаллӑ материалсене упракан наци центрӗ, ӑна хӑш чухне Пакард кампусӗ тесе те калаҫҫӗ — Конгресс вулавӑшӗн чи ҫӗнӗ ҫурчӗ, вӑл Калпеперта (Сивӗ вӑрҫӑ бункерӗ те пулнӑ. Кампуса фильмсен, телекурав передачисемпе мусӑкӗсен пуххине упрамалли центр пек проектласа хатӗрленӗ. Ӑна Дэвид Вудли Пакард (унӑн Гуманитари институчӗ корпуссене проектлас тата хӑпартас ӗҫе ертсе пынӑ) ятне панӑ. Комплексӑн тӗп элеменчӗ вырӑнне Ар-деко стилӗпе хатӗрленӗ кинотеатр йышӑнать, кашни эрне ҫурринче вӑл халӑха тӳлевсӗр фильмсем кӑтартать[46].
Библиотека ӗҫ-хӗлне йӗркелени
Конгресс вулавӑшӗн 1460 вырӑнлӑ 18 вулав залӗ пур. Конгресс вулавӑшӗн библиографи кӑларӑмӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем 1958 ҫултанпа уйӑхсерен тухакан «Пӗрлехи наци каталогӗ» («The National Union Catalog») тата АПШ библиотекисенче упранакан кӗнекесен пӗрлехи каталогӗ (610 т.) шутланаҫҫӗ.
Мускавра вулавӑшӑн Раҫҫейри бюровӗ вырнаҫнӑ.
Усӑ куракан форматсем
- MARC21
Хисепсем
Конгресс библиотеки ҫак премисене парать: Клюге премине, Гершвин премине, Living Legend тата ыттисене.
Ӑнлантарусем
- ^ 1 тата 2 https://web.archive.org/web/20210409111909/https://www.loc.gov/about/general-information
- ^ 1, 2, 3 тата 4 http://web.archive.org/web/20210728081421/https://www.loc.gov/about/general-information/
- ^ https://loc.gov/contact/
- ^ GeoNames (англ.) — 2005.
- ^ http://www.loc.gov/about/general-information/
- ^ http://www.loc.gov/crsinfo/about/history.html
- ^ Гражданство сша
- ^ https://www.loc.gov/cds/about.html
- ^ http://www.loc.gov/avconservation/
- ^ Union List of Artist Names (англ.)
- ^ Library of Congress Library of Congress Name Authority File (англ.)
- ^ https://www.loc.gov/marc/ndmso.html
- ^ JSTOR (англ.) — 1995.
- ^ Library of Congress Linked Data Service (англ.) — Library of Congress.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 libraries.org (англ.)
- ^ archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ https://uscode.house.gov/view.xhtml?path=/prelim@title2/chapter5&edition=prelim
- ^ https://www.law.cornell.edu/uscode/text/2/chapter-5
- ^ https://www.politico.com/story/2016/04/library-of-congress-founded-april-24-1800-222217
- ^ Federal Register (англ.) — Washington, D.C.: Office of the Federal Register, 1936. — ISSN 0097-6326; 2167-2520
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Library of Congress Online Catalog
- ^ WorldCat(паллӑ мар) — 1971.
- ^ German Union Catalogue of Serials
- ^ https://www.aoc.gov/explore-capitol-campus/buildings-grounds/library-of-congress/james-madison-building
- ^ http://www.loc.gov/rr/mopic/pickford/index.html
- ^ Guide to Feleky Collection Published (англ.) — Washington, D.C.: Library of Congress, 1995. — ISSN 0041-7904; 1082-6580
- ^ https://www.clir.org/about/current-sponsors-and-funders
- ^ http://old.arl.org/arl/membership/members.shtml
- ^ https://www.wdl.org/en/partners/
- ^ http://www.icam-web.org/memberlist.php?subnode_id=1&key=U
- ^ http://biodivlib.wikispaces.com/BHL+Consortium#BHLparticipatingInstitutions
- ^ BHL Members // BHL Consortium
- ^ https://www.w3.org/Consortium/Member/List
- ^ List of members
- ^ https://geheugen.delpher.nl/nl/geheugen/pages/instelling/Library+of+Congress
- ^ https://ndsa.org/membership/members/
- ^ https://cdn.ifla.org/wp-content/uploads/ifla-members-and-association-affiliates_2023-01-12.pdf
- ^ https://www.loc.gov/rr/wirelessaccess.html
- ^ https://www.loc.gov/visit/wireless/
- ^ 1 тата 2 Fascinating Facts. Library of Congress. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2018.
- ^ Library of Congress. Тĕрĕсленĕ 3 Авӑн уйӑхӗн 2017.
- ^ Fascinating Facts – Statistics. Тĕрĕсленĕ 16 Нарӑс уйӑхӗн 2017.
- Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ Новый энциклопедический словарь
- ^ БРЭ, 2005
- ^ США: библиотека Конгресса оцифрована на 10 % 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ..
- ^ Library of Congress events listing.
Вуламалли
- Библиотека Конгресса США // «Банкетная кампания» 1904 — Большой Иргиз [Электронный ресурс]. — 2005. — С. 459-460. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 3). — ISBN 5-85270-331-1.
- Mearns, David Chambers. The Story Up to Now: The Library Of Congress, 1800—1946 (1947), detailed narrative
- Cole, John Y. and Henry Hope Reed. The Library of Congress: The Art and Architecture of the Thomas Jefferson Building (1998) excerpt and text search
- Small, Herbert, and Henry Hope Reed. The Library of Congress: Its Architecture and Decoration (1983)
Каҫӑсем
- Официаллӑ сайт(акăлч.)
- Конгресс библиотекинче Copyright илмелли инструкци(акăлч.)
- Library of Congress ĕçĕсем «Гутенберг» проекчĕнче
- Legislative information(акăлч.)
|
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Библиотека Конгресса статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Рувики:Статьи с нераспознанным языком (ref)
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- РУВИКИ:Статьяра карточкӑра вырнаҫтарнӑ ӳкерчӗк пур
- Статьи с универсальной карточкой, которая предположительно неуместна
- 1800 ҫулта АПШ-ра никӗсленнисем
- 1800 ҫулта никӗсленӗ организацисем
- Нормативлӑ тӗрӗслев