Ижевск
Ижевск (удм. Ижкар[4], 1984–1987 ҫулсенче — Устинов) — Раҫҫей Федерацийӗнче халӑх йышӗпе ҫирӗм пӗрремӗш вырӑн йышӑнакан хула, Атӑлҫи тата Уралум тӑрӑхӗнчи пысӑк промышленность, сутӑ-илӳ, ӑслӑхпа вӗренӳ тата культура вырӑнӗ, Удмурт Республикин тӗп хули[5]. Ижевск хула тӑрӑхне йӗркелет.
Хӳтӗлев тата машинӑсем тӑвакан производствӑсемпе паллӑ. Унӑн «Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫпӑшалӗн тӗп хули» официаллӑ мар ят пур, ҫавӑн пекех ӑна ӗҫ мухтавӗн хули ятне панӑ[6]. 2010 ҫулта Ижевск Росстройӑн «Чи тирпейлӗ Раҫҫей хули» конкурсӗнче I категорире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[7].
2020 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе хулана «Ӗҫ мухтавӗн хули» ятпа тивӗҫтернӗ[8].
Этимологи
Хула ячӗ Иж (удм. Оӵ)[9][10] юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ, 1760 ҫулта унӑн ҫыранӗ хӗрринче Ижевск тимӗр тӑвакан савут туса лартнӑ, ӗҫ ҫыннисен посёлокне никӗсленӗ. Гидроним мӗнле йӗркеленни тавлашуллӑ юлать. Иж (ыж) топоформантпа ӗлӗк шыв ҫӑлкуҫне палӑртакан сӑмах пек усӑ курма пултарнӑ. Формант удмуртсен, коми-пермяксен тата ытти халӑхсен географи объекчӗсен ячӗсенче (Варыж, Ижма, Иж (Пижма юппи) шыв ячӗсенче, Иж тата Ижевски ялсен ячӗсенче) тӗл пулать[11][12]. Ку вырӑна тӗрлӗ вӑхӑтра официаллӑ Ижевск савучӗ (1760—1918), Ижевск (1918—1984,1987—хальхи вӑхӑт), Устинов (1984—1987) ятпа каланӑ. Ахаль калаҫура вырӑсла формӑсемпе: Иж, Ижево; удмуртлисемпе: Иж, Ижкар (удм. Иж тата удм. кар — «Иж ҫинчи хула) Ожзавод («ҫар савучӗ»), Завод; тутарлисемпе: Иж, Ижау[11][13][14] усӑ курнӑ.
Физикӑлла географи уйрӑмлӑхӗсем
Географилле вырнаҫӑвӗ
Хула Тухӑҫ-Европа тӳремӗн тухӑҫ пайӗнче, Вяткӑпа Чулман Атӑл юханшывсем хушшинче, кимӗсемпе ҫӳреме юрӑхсӑр Чулман Атӑлӑн сылтӑм юппи шутланакан Иж юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Хулан тӗп шыв управӗ XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче тунӑ Ижевск пӗви шутланать, унӑн акваторийӗн лаптӑкӗ 2 200 га танлашать.
Ижевск Мускавран 1198 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ижевскпа тата Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи пысӑк хуласем хушши: Пермь — 279 км, Хусан — 390 км, Киров — 426 км, Ӗпхӳ — 341 км, Самар — 561 км, Чӗмпӗр — 576 км, Чулхула — 786 км, Сарӑту — 1026 км, Чуллӑ ҫыр — 200 км.
| Ижевскран ытти пысӑк хуласене ҫитмелли инҫӗш (автоҫулсемпе)[15] | |||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Санкт-Петербург ~ 1936 км Киров ~ 404 км |
Сыктывкар ~ 826 км Глазов ~ 177 км |
Пермь ~ 281 км Анатри Тагил ~ 728 км |
|||||||
| Мускав ~ 1181 км Чулхула ~ 779 км Хусан ~ 377 км |
Екатеринбург ~ 643 км Чайковски ~ 96 км Воткинск ~ 59 км |
||||||||
| Самар ~ 587 км Чӗмпӗр ~ 572 км Можга ~ 87 км |
Ӗренпур ~ 746 км | Нефтекамск ~ 130 км Магнитогорск ~ 684 км Ӗпхӳ ~ 398 км Сарапул ~ 66 км |
|||||||
Сехет тӑрӑхӗ
Ижевск МСК+1 сехет тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти вӑхӑт UTC-ри вӑхӑтран +4:00 чухлӗ уйрӑлса тӑрать[16]. Вырӑнти вӑхӑтпа тата географи долготипе[17] килӗшӳллӗн Ижевскра хӗвелӗн кӑнтӑрлахи вӑхӑт вӑтамран 12:27 вӑхӑтра ҫитет.
Климат
Климачӗ вӑтам континентлӑ, ҫуллахи вӑхӑт кунта кӗске те ӑшӑ, хӗлле — вӑрӑм та сивӗ. Ҫулталӑкри вӑтам кӑтартусем: температура — +-3,0 °C, ҫил хӑвӑртлӑхӗ — 3,6 м/ҫ, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ — 76 %. Температурӑн чи пӗчӗк виҫине 1978 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче СССР-ти аномаллӑ сивӗсен вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Температурӑн чи пысӑк виҫине 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче палӑртнӑ — ҫурлан 21-мӗшӗнче Ижевскри сывлӑш +38,1 °C температура таран хӑпарнӑ. Чи ӑшӑ уйӑх утӑ уйӑхӗ шутланать — нумай ҫул хушши сӑнавсем ирттернӗ май унӑн вӑтам температури +18,9 °C тесе палӑртнӑ. Чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ, унӑн вӑтам температури −12,4 °C танлашать.
Ижевскри температура режимӗ хула ҫумӗнчи зонӑран чылай уйрӑлса тӑрать: хулари вӑтам температура 0,6 — 0,8 °C ӑшӑрах. Ӑшӑ кунсенче хула варринчи сывлӑш, хулаҫумри температурӑпа танлаштарсан (уйрӑмах, ҫӳллӗ ҫуртсемлӗ районсене илес пулсан) 1,5 °C — 2,0 °C таран ӑшӑрах тӑрать, хӑш чухне вара 7,0 °C таран ӑшӑрах. Температурӑсен уйрӑмлӑхӗ уйрӑмах ҫилсӗр ҫанталӑкра, сывлӑш хускалмасӑр пӗр вырӑнта тӑнӑ чухне тата хула «ҫилпе уҫӑлман» чухне, уйрӑмах ҫӗрле, палӑрать. Ҫулталӑк хушшинче 508 мм яхӑн ҫумӑрпа юр ҫӑвать. Чи пысӑк калӑпӑш ҫӗртме уйӑхне тивет — 62 мм, ҫавӑн пекех утӑ уйӑхӗнче — 58 мм тата ҫурла уйӑхӗнче — 67 мм юр-ҫумӑр нумай ӳкет, чи сахал калӑпӑш нарӑс уйӑхӗнче — 21 мм, пуш уйӑхӗнче — 22 мм тата ака уйӑхӗнче ӳкет — 26 мм. Мӗнпур юр-ҫумӑрӑн калӑпӑшӗнче 56 % ҫумӑр пек ӳкет, 23 % — юрпа юр кӗрпи евӗр тата 21 % хутӑшла (йӗпе юр, ҫумӑрлӑ юр) ӳкет. Ижевскра ытларах енӗпе ҫилсем кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗреҫҫӗ, ҫилсӗр кунсем нумай мар. Ҫил-тӑвӑл, ҫил алхасни кунта сайра хутра тӗл пулать.
Тӑпра хӗллехи вӑхӑтра 170 см таран шӑнать[18].
Рельеф
Ижевск сӑртлӑ тӳремлӗхре вырнаҫнӑ. Хула шыва уйӑракан виҫӗ сӑрлӑхра вырнаҫнӑ, тӗпрен илсен унӑн ҫӳллӗшӗ кӑнтӑр еннелле анса пырать. Ҫак сӑртлӑхсен хӑйсен ячӗсем ҫирӗпленнӗ: Зарек, Ту, Тухӑҫри посёлок. Ижевск хулин чи ҫӳллӗ пайӗ Карлутка тата Чемошурка юханшывсен хушшинче, Тухӑҫри посёлок сӑртлӑхӗнче — тинӗс шайӗнчен 208 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Хулан кӑнтӑр пайӗ айлӑмра вырнаҫнӑ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑл шурлӑхлӑ. Ҫӳллӗш тӗлӗшӗпе хулари чи пӗчӗк вырӑнсем — Иж тата Позимь юханшывсен айлӑмӗсем, ейӳ вӑхӑтӗнче вӗсене шыв илет. Тӗпрен илсен ҫапла май Ижевск рельефӗ кӑшт тайлӑк (3°, хӑш-чухне 5°) тӳрем евӗр шутланать.
Историйӗ
Малтанхи ҫын пурӑннӑ вырӑнсем
Хальхи Ижевск вырӑнӗнче пӗрремӗш пурӑнмалли вырӑнсем пирӗн эрӑри III—V ӗмӗрсенче никӗҫленнӗ. Юханшыв хӗрринче тупса палӑртнӑ икӗ ҫирӗплетнӗ хулаша ӑсчахсем ҫав тапхӑр тӗлне кӗртеҫҫӗ те. Хальхи вӑхӑтра ҫав вырӑнсенчен инҫе мар «Металлург» санатори вырнаҫнӑ. Вӗсем Мазунино культури(выр.)чăв. шутне кӗнӗ, малтанхи Вӑтам ӗмӗрсен тапхӑрӗн уйрӑмлӑхӗсемпе палӑрнӑ: йывӑҫ ҫурт-йӗрӗ пӗренерен тунӑ стенасем, валсемпе канавсене, ҫавӑн пекех шыв хӗрринчи чӑнкӑ ҫырансем хӳтӗленӗ[19].
Ижевск хулинче иккӗмӗш паллӑ археологи палӑкӗ, Ижевск вил тӑпри Вшивӑй сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ — халӗ унпа ача-пӑча (ҫамрӑксен) пултарулӑхӗн керменӗ тата Милици урамӗнчи йывӑҫ ҫуртсем вырнаҫнӑ, вӑл Подборенка шывӗ Ижевск пӗвине(выр.)чăв. юхса кӗнӗ ҫӗрте пулнӑ. 1957 ҫулта ҫак вырӑнта В. Ф. Генинг ертсе пынипе археологсем IV—V ӗмӗрсенчи вил тӑприсене тупнӑ. Каярах вил тӑприне Т. И. Останина ертсе пыракан экспедици чавнӑ[20].
Тутарсен тапхӑрӗ
Пурӑна киле Ижевск ҫӗрӗсем Хусан ханлӑхӗн шутне лекнӗ. 1552 ҫулта вырӑс ҫарӗсем Хусана вӑйпа туртса илнӗ, ҫавна пула Хусан ханлӑхӗн ӗмӗрӗ вӗҫленнӗ. 1558 ҫул тӗлне удмуртсен тӑрӑхӗ тӗппипех Вырӑс патшалӑхӗн шутне кӗнӗ. 1582 ҫулта Ижӑн анатри ҫӗрӗсене Хаяр Иван Багиш Яушев тутар кнеҫне панӑ. Кунта тутарсен аллинче тӑракан Терси вулӑсӗ йӗркеленнӗ. 1733 ҫулта Яушевсем хӑйсен Иж тӑрӑхӗнчи ҫӗрӗсене тутар йӑхӗнчен тухнӑ Алексей Ивановича (Кутлу-Мухаммед Мамешевич) Тевкелев Раҫҫей дипломатне сутнӑ.
Тимӗр тӑвакан савут
1734 ҫулхи ҫуркунне Урал тӑрӑхӗнче, Кушва шывӗн сылтӑм ҫыранӗ ҫывӑхӗнче тимӗр тӑпри йышлӑ выртакан вырӑна тупса палӑртнӑ, каярахпа ӑна Благодать ят панӑ. Ту тӑприне кӑларма тата тирпейлеме ун таврашӗнче хысна савучӗсем туса лартнӑ: Кушвински, Тури тура, Баранчински тата Серебрянски. Ту тӑпри ҫав тери нумай пулнӑ пирки никӗсленӗ предприятисем ӑна тирпейлесе ӗлкӗреймен. Хушма савутсем тӑвас ыйту сиксе тухнӑ, ҫавна май 1758 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче Благодать ту ҫинчи савутсене тытса тӑракан Петр Иванович Шувалов граф Елизавета Петровна императрицӑран Чулман Атӑл ҫумӗнче тата виҫӗ тимӗр тӑвакан савут тума ирӗк илнӗ. Каярах Камски ят панӑ пӗр савута тума Иж юханшывӗ патӗнчи ҫӗре суйласа илнӗ (каярах ку вырӑнта Тевкелев та тӑвасшӑн пулнӑ). Алексей Степанович Мускав инженер ертсе пынипе 1760 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Благодать ту ҫинчи савутсенчен илсе килнӗ ӑстасен тата таврари ялсенчен хӑваласа килнӗ хресченсен вӑйӗпе кунта Ижевск савутне тума пуҫланӑ, ҫавӑн пекех унта ӗҫлекенсем валли ҫуртсем те никӗҫленӗ[21]. Администраци тӗлӗшӗпе посёлок Хусан кӗпӗрнин Хлынов уесне(выр.)чăв. кӗнӗ[22].
1763 ҫул тӗлне пӗве хӑпартнӑ, Ижевск пӗвине йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех пӗрремӗш тимӗр (хурҫӑ) туса илнӗ[21]. Ижевск хурҫине Благодать ту ҫинчи савутсенчен илсе килнӗ чукуна шӑратса кӑларнӑ. Унпа Тулӑри хӗҫ-пӑшал савучӗ, Петербургри, Брянскри, Варшавӑри арсеналсем тата Хура тинӗс адмиралтействи усӑ курнӑ. Савут кӑларакан продукци йышӗнче тимӗр йӑрӑмӗсем, брусоксемпе листасем пулнӑ, каярах — якӑрсемпе решеткесем кӑларма пуҫланӑ[23].
Шувалов вилнӗ хыҫҫӑн 1763 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче II Екатерина Ижевск савутне Шуваловсен ҫемье парӑмне парса татас шутпа хысна шутне илни ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Тевкелев генерал императрицӑран Ижевск пурлӑхне каялла тавӑрса пама ыйтнӑ пулин те, унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарман.
1774 ҫулхи ҫулла Ижевск савутне Емельян Пугачёв ярса илнӗ. Пӑлхавҫӑсем савут пуҫлӑхӗсене асаплантарса вӗлернӗ, ҫаратнӑ, савутӑн пӗр пайне ҫунтарса янӑ. Посёлока ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн производствӑна кӑштах юсаса ҫӗнетнӗ, анчах пысӑк саккассем ҫуккине пула савутра йывӑр вӑхӑт пуҫланнӑ[21].
1780 ҫултанпа посёлок Вятка наместничествин (1797 ҫултанпа — Вятка кӗпӗрнин) Сарапул уесне(выр.)чăв. кӗнӗ[22].
Хӗҫпӑшал савучӗ
XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Раҫҫей ҫине Наполеон Францийӗ тапӑнасси хӑратни Раҫҫей правительствине ҫарти вутпа перекен тата касакан хӗҫпӑшал кӑларассине пысӑклатасси ҫинчен шухӑшлаттарнӑ. Ҫавна май 1806 ҫул вӗҫӗнче хӗҫпӑшал тӑвакан ҫӗнӗ производство йӗркелеме йышӑннӑ, 1807 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче I Александр император хушу алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн Уралти тимӗр тӑвакан заводсене (ҫав шутра Чулман Атӑл ҫинчисене те) тытса тӑракан Андрей Фёдорович Дерябина(выр.)чăв., Ижевск савутӗнче сивӗ тата вутпа перекен хӗҫ-пӑшал туса кӑларма хушнӑ. Ҫӗнӗ производство валли вырӑна Дерябин хӑй суйланӑ, вӑл кунта хатӗр тавар (металл тата йывӑҫ), ҫав вӑхӑтри металлпа ӗҫлемелли конструкцисенчи шыв кустӑрмисене валли кирлӗ пӗве пуррине шута илнӗ, ҫавӑн пекех Чулман Атӑл тӑрӑхӗ Раҫҫей империйӗн анӑҫри чиккисенчен самай аякра вырнаҫни те ку вырӑна суйлама пулӑшнӑ[24].
1807 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Дерябин пуҫарнипе тимӗр тӑвакан савут никӗсӗ ҫинче Ижевскри хӗҫ-пӑшал савутне тума тытӑннӑ[21][13]. Савута квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтерме Дерябин савутра ӗҫлеме ҫӗршер ытла нимӗҫ, швед тата датчан хӗҫпӑшалҫисене, ҫавӑн пекех хатӗр-хӗтӗр туса кӑларакансене, тимӗрҫӗсене, токарьсене тата ытти ӑстасене чӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне савута хӑвӑртрах тӑвас тата производствӑна пуҫлас шухӑшпа Ижевск савутне Раҫҫейри ытти хӗҫпӑшал савучӗсенчи пин ытла мастера куҫарнӑ[25].
Савутӑн архитектор планӗсене, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫуртсен кварталӗсене хатӗрлес ӗҫе Дерябин чӗнсе илнӗ Семён Емельянович Дудин архитектор пурнӑҫланӑ. Савутра рабочисемпе инженерсен кадрӗсене хатӗрленӗ, ку тӗлӗшпе Европӑран килнӗ ӑстасем тӗп вырӑн йышӑннӑ. Ижевск савутӗнче хӗҫ-пӑшал кӑларас ӗҫӗпе пӗрле производство пахалӑхӗпе ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшакан тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр производствине те аталантарнӑ. Унсӑр пуҫне хатӗр-хӗтӗр туса кӑларасси савута ҫар саккасӗ ҫук чухне пулӑшма тивӗҫ пулнӑ.
1808 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫар министрне Алексей Андреевич Аракчеева(выр.)чăв. лартнӑ. Вӑл хутшӑннине пула хатӗр-хӗтӗр кӑларас ӗҫе хупнӑ темелле, Дерябин пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ тата савута пӑшал пайӗсемпе тивӗҫтерекен уйрӑм ҫынсен мастерскойсене ӗҫлеме чарнӑ, ют ҫӗршыв ҫыннисемпе те ӗҫлеме пӑрахнӑ. Дерябина савута ертсе пырассинчен хӑтарнӑ, ун вырӑнне Дерябин пуҫарӑвӗсемпе кӗрешме пуҫланӑ Аракчеев ҫынни Вильгельм Яковлевич Шейдеман йышӑннӑ[26]. 1808 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ижевскри хӗҫпӑшал тата тимӗр туптакан савутсене Ту департаментӗнчен Ҫар министерствине панӑ[21].
Хӗҫ-пӑшал савучӗн ӑстисем капитал пухса хӑйсен ӗҫне никӗсленӗ. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Ижевск хулинче уйрӑм суту-илӳпе промышленность предприятийӗсем йышлӑн никӗсленме пуҫланӑ[27].
1865 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче савута «Промышленниксен юлташлӑхне» тара панӑ. 1870 ҫул тӗлне Л. Э. Нобель тата П. А. Бильдерлинг арендӑланӑ. 1884 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче савута арендӑран кӑларса хыснана тавӑрнӑ. 1873 ҫулта савутра хурҫӑ шӑратакан производство йӗркеленӗ. 1881 ҫулта ҫӗнӗ производство туса хунӑ — прокат кӑларма пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтран хурҫӑ шӑратакан савут хӑй тӗллӗн ӗҫлекен предприяти пулса тӑнӑ. Хурҫӑпа ҫурма фабрикатсем вӑл хӗҫ-пӑшал савутне кӑна мар, ҫӗршыври ытти нумай предприятие те леҫнӗ.
1885 ҫулта мирлӗ вӑхӑтра хӗҫпӑшал производствине чакарасран тата унӑн техника шайӗ анса ларасран сыхланма Тӗп артиллери управленийӗ (вӑл вӑхӑтра савут ӑна пӑхӑнса тӑнӑ) уйрӑм ҫынсем валли сунар хӗҫ-пӑшалне кӑларма ирӗк панӑ. Ҫапла май граждан пӑшалӗсене йышлӑ кӑларас ӗҫ пуҫланнӑ, вӑл 1897 ҫулта Мосин винтовкине(выр.)чăв. тума вӗренсе ӑна кӑларма пуҫличченех пынӑ[25].
Революци тата Граждан вӑрҫи
1917 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче савутри актив цехри старостӑсен пухӑвӗнчен рабочисен, хресченсен тата салтаксен депутачӗсен канашне йӗркелеме шут тытнӑ, ӑна «саккун кӑларакан характерлӑ орган» тесе пӗлтернӗ. 1917 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче 30 рабочирен, ҫар чаҫӗсен 4 ҫыннинчен тата Ижевскри ытти халӑх йышӗнчи 7 ҫынран тӑракан пулас Канаш никӗсӗ пуҫтарӑннӑ. 1917 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче цех старостисем хӑйсен ӗҫне тӗппипех пӑрахнӑ, 160 депутата суйланӑ, ӗҫ ҫыннисен депутачӗсен Канашӗ туллин ӗҫлеме тытӑннӑ. 1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа унччен нумай партиллӗ пулнӑ Канаш большевиксен аллине лекнӗ. «Известия Ижевского Совета» хаҫат, унччен «нихӑш партие те пӑхӑнман демократиллӗ хаҫат» шутланнӑскер, большевикла пулса тӑнӑ.
1917 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ижевскра Советсен влаҫне йӗркеленӗ, 1917 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗрремӗш «Ижевск Канашӗн уставне» хатӗрленӗ. 1918 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ижевскри рабочисен, салтаксен тата хресченсен депутачӗсен Канашӗ Ижевск савучӗн посёлокне хула тесе пӗлтернӗ. 1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче большевиксем Канаша салатнӑ, 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унчченхи Канаш ертӳҫисене пурне те аресленӗ. 1918 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче большевиксен хирӗҫ йышлӑ пӑлхав ҫӗкленнӗ[28]. Юнлӑ ҫапӑҫусем хыҫҫӑн 1918 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ ҫар Ижевска ярса илнӗ[29].
1919 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Ижевска Колчак ҫарӗ йышӑннӑ. 1919 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче служащисемпе рабочисене, ҫавӑн пекех хӗҫпӑшал савучӗн тӗп хатӗр-хӗтӗрӗн пайне эвакуацилеме тытӑннӑ. 1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Хӗрлӗ ҫарӑн темиҫе дивизийӗ хулана юлашки хут штурмланӑ[30].
Совет самани вӑхӑтӗнче
1921 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Глазов хулинчен Ижевска Вотяк автономи облаҫӗн тӗп хулине куҫарнӑ. 1934 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Ижевск Удмурт АССРӗн тӗп хули статусне йышӑннӑ[30][31].
Тӗп хула пулса тӑни, ҫавӑн пекех хулара пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫни ӑна питӗ хӑвӑрт аталанма май панӑ. Совет тапхӑрӗнчи 60 ҫул хушшинче Ижевскри халӑх йышӗ 10 хут ӳснӗ. Хула территорийӗ кӳршӗри ял-хуласене ҫӑтса сарӑлма пуҫланӑ, ҫурт-йӗр шучӗ ӳсме пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, 1940 ҫултан пуҫласа 1988 ҫулччен кӑна Удмурти тӗп хулин йышне 17 ялпа посёлок кӗнӗ[32].
1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ хулан тата пӗтӗм Удмуртин аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пулса тӑнӑ. 1930 ҫулта Ижевскра удмурт ҫыравҫисен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ, Удмурт патшалӑх филармонине, тата театрпа ӳнер училищине йӗркеленӗ. 1931 ҫулта Удмурт педагогика институчӗ (хальхи вӑхӑтра — Удмурт патшалӑх университечӗ(выр.)чăв.), Удмурт истори, чӗлхе тата литература институчӗ, Удмурт патшалӑх драма театрӗ (хальхи вӑхӑтра — Удмурт Республикин патшалӑх наци театрӗ(выр.)чăв.) уҫӑлнӑ. 1935 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче хулара трамвай транспорчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 5 километр тӑршшӗллӗ пӗрремӗш маршрут Вятка тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Воткинск чукун ҫулӗччен Карл Маркс урамӗпе иртнӗ. Вӑйлӑ аталаннӑ май 1935 ҫул вӗҫнелле Ижевск пысӑк промышленность центрӗ пулса тӑнӑ.
1941 ҫулхи кӗркунне Ижевска темиҫе хӳтӗлев предприятине эвакуациленӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ижевскри механика савутне йӗркеленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнчи савут-хула стрелок хӗҫпӑшалӗн 12 500 000 единицине туса кӑларнӑ. 1943 ҫулта Ижевскри циркӗн 1811 вырӑнлӑ ҫӗнӗ чул ҫуртне (вӑрҫӑчченех тума пуҫланӑ) туса лартнӑ. Удмуртире вӑл металл конструкциллӗ пӗрремӗш куполлӑ ҫурт пулса тӑнӑ.
1948 ҫулта мотозаводра Калашников «АК» автоматне кӑларма пуҫланӑ. Раҫҫейри пӗрремӗш мотоцикла Ижевск хулинче 1929 ҫулта пуҫтарнӑ, 2009 ҫулхи ҫулла вара Ижевскри мотоциклисчӗсем «Иж» мотоцикла кӑларма пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртнӑ[33]. 1966 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче конвейертан Ижевскра туса кӑларнӑ пӗрремӗш автомобиль тухнӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1978 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Ижевска Октябрь Революцийӗн орденӗпе чысланӑ. Чыслани 1979 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче иртнӗ.
1984 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче парти влаҫӗсен пуҫарӑвӗпе Ижевск хулин ятне Устинов ҫине улӑштарнӑ, ҫакна 7 кун маларах куҫне хупнӑ Дмитрий Устинов СССР хӳтӗлев министрне халалласа пурнӑҫланӑ. Каярахпа, 1987 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, хула ҫыннисем самай хирӗҫ тӑнине пула, хулана унӑн унчченхи ятне тавӑрнӑ, Устинов ятне вара Ижевскри пӗр район ятне панӑ.
Хальхи вӑхӑтра
1990-мӗш ҫулсенче Ижевскра Сӑваплӑ Михайлов соборне ҫӗнетсе тӑратасси пирки калаҫусем пуҫланнӑ. 2000 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Удмурт Республикин Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн тата Удмурт Республикин Правительствин пӗрлехи постановленине йышӑннӑ, ҫапла май ӑна ҫӗнетме пуҫланӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулас соборӗн никӗсне сӑвапланӑ хӗресне хывнӑ. 2007 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче Мӑнкун уявӗ ячӗпе Ижевск тата Удмурти митрополичӗ Николай (Шкрумко) аялти храма Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен София амӑшӗ ячӗпе сӑвапланӑ. 2007 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче Михаил Архистратига халалланӑ тӗп престола II Алексий Патриарх сӑвапланӑ, вӑл Удмурти президенчӗ Александр Волков(выр.)чăв. тата ытти официаллӑ ҫынсем умӗнче храмра пӗрремӗш литурги ирттернӗ.
2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче циркӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ, ӑна 1943 ҫулта туса лартнӑ вырӑнне туса лартнӑ. Циркӑн чи малтанхи кураканӗсем пӗтӗм Удмурт Республикинчен пухӑннӑ пӗрремӗш класра вӗренекен ачасем пулнӑ.
2008 ҫулта Ижевск Удмурти Раҫҫей патшалӑхӗ шутне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 450 ҫул ҫитнине уявламалли тӗп вырӑн пулса тӑнӑ. 2010 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче хулана никӗҫленӗренпе 250 ҫул ҫитнине уявланӑ. 2010 ҫулхи кӗркунне Ижевск хулин Ижевск пӗви хӗрринче вырнаҫнӑ ҫӗнетнӗ ҫыран хӗррине уҫнӑ.
2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви «Ижевск хули» муниципаллӑ виҫин юридици сӑпачӗпепе унӑн пуҫлӑхне А. А. Ушакова 2010 ҫулта «Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула (ял) тӑрӑхӗ» ята илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнакан муниципаллӑ виҫин ҫурт-йӗрӗпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав хучӗпе палӑртнӑ[34].
2011 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче Удмурт Республикин пуҫлӑхӗ Александр Волков Ижевск хулине «Ӗҫ мухтавӗн хули» ятпа тивӗҫтересси ҫинчен калакан Хушӑва алӑ пуснӑ. Удмурти тӗп хули Раҫҫейре пӗрремӗш ӗҫ мухтавӗн хули пулса тӑнӑ[35].
2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Ижевск хули» муниципаллӑ виҫен пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Тюрин пулса тӑнӑ, вӑл Александр Александрович Ушакова улӑштарнӑ. Ирттернӗ ларун пӗрремӗш ыйтӑвӗ Хула Думин Председательне суйласси пулнӑ, ку вырӑна Олег Гарина суйланӑ[36]. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ижевск хули» муниципаллӑ виҫен пуҫлӑхӗ Олег Николаевич Бекметьев пулса тӑнӑ, вӑл Юрий Александрович Тюрина улӑштарнӑ.
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ижевск хулине Ӗҫ хастарлӑхӗн хули ятне панӑ[8].
2022 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче 88-мӗш шкулта ачасемпе аслисене йышлӑ вӗлернӗ[37]Шаблон:Значимость факта.
Халӑх йышӗ
Ижевскри халӑх йышӗ Удмуртирипе танлаштарсан 43.58 %% шутланать. Пӗтӗмӗшле йыш 2473 ҫын ӳснӗ[38]. Халӑх йышлӑхӗ — 2016,8 чел/км². Халӑхӑн чи пысӑк йышне 1996—1998 ҫулсенче палӑртнӑ, ун чухне хулара 654,5 пин ҫын пурӑннӑ[39], унтанпа хула халӑхӗ ҫулсерен чакса пынӑ, апла пулин те 2011 ҫултан пуҫласа хула халӑхӗн йышӗ ӳсме пуҫланӑ.
Тӗрлӗ сведенисемпе Ижевск агломерацинче пурӑнакан халӑх йышӗ 700 пинрен пуҫласа 1 миллион ҫын таран ҫитет.
Устинов
136 891
136 891
Первомайски
119 101
119 101
Ленин
119 927
119 927
Индустри
127 782
127 782
Октябрьски
119 771
119 771
Завьялово районӗ
79 930
79 930
Завьялово районӗ
| 1760[40] | 1770[41] | 1780[42] | 1807[43] | 1840[44] | 1862[45] |
|---|---|---|---|---|---|
| 200 | ↗2300 | ↘2000 | ↗4000 | ↗16 000 | ↗22 800 |
| 1897[46] | 1917[47] | 1923[48] | 1926[49] | 1931[50] | 1933[51] |
| ↗41 000 | ↘40 000 | ↗51 900 | ↗63 087 | ↗98 205 | ↗127 700 |
| 1937[52] | 1939[53] | 1956[54] | 1959[55] | 1965[56] | 1967[57] |
| ↗148 724 | ↗175 567 | ↗252 000 | ↗285 294 | ↗351 000 | ↗376 000 |
| 1970[58] | 1973[59] | 1974[60] | 1975[61] | 1976[62] | 1979[63] |
| ↗422 409 | ↗473 000 | ↗500 000 | ↗511 000 | →511 000 | ↗548 721 |
| 1982[64] | 1983[65] | 1985[66] | 1986[67] | 1987[68] | 1989[69] |
| ↗587 000 | ↗600 000 | ↗606 000 | ↘605 000 | ↗631 000 | ↗635 109 |
| 1990[70] | 1991[71] | 1992[72] | 1993[73] | 1994[74] | 1995[75] |
| ↗642 000 | ↗647 000 | ↗651 000 | ↗653 000 | →653 000 | ↗654 000 |
| 1996[76] | 1997[77] | 1998[78] | 1999[79] | 2000[80] | 2001[81] |
| →654 000 | →654 000 | →654 000 | ↗655 300 | ↘652 800 | ↘650 300 |
| 2002[82] | 2003[83] | 2004[84] | 2005[85] | 2006[86] | 2007[87] |
| ↘632 140 | ↘632 100 | ↘628 000 | ↘623 400 | ↘619 500 | ↘615 700 |
| 2008[88] | 2009[89] | 2010[90] | 2011[91] | 2012[92] | 2013[93] |
| ↘613 300 | ↘611 043 | ↗627 734 | ↗627 917 | ↗629 455 | ↗632 913 |
| 2014[94] | 2015[95] | 2016[96] | 2017[97] | 2018[98] | 2019 |
| ↗637 309 | ↗642 024 | ↗643 496 | ↗646 277 | ↗648 213 | ↗648 944 |
| 2020[99] | 2021 | 2023 | 2024[100] | ||
| ↘648 146 | ↘623 472 | ↘620 591 | ↘618 776 |
- Наци йышӗ
Удмуртин тӗп хулинче паян 100 ытла халӑх ҫынни пурӑнать. 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе хула ҫыннисен иккӗ виҫҫӗмӗш ытла пайӗ — вырӑссем (68,8 %), Ижевскра пурӑнакан удмуртсем 14,8 % йышӑнаҫҫӗ, йышӗпе виҫҫӗмӗш халӑх — тутарсем (8,9 %), ыттисем (7,5 %) — украинсем, белоруссем, марисем, пушкӑртсем, чӑвашсем, эрменсем, еврейсем тата ытти халӑх ҫыннисем[101].
Ҫакна та палӑртмалла, Ижевск Атӑлпа Чулман Атӑл тӑрӑхӗнче идишла калаҫакан еврейсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнӗсенчен пӗри пулнӑ[102]. Ижевск хулинче еврейсем 1830-мӗш ҫулсенченех пурӑнаҫҫӗ[103][104][105]. Ижевскри еврейӗсен идишӗнче удмурт тата тутар чӗлхинчен илнӗ сӑмахсем пуррине палӑртнӑ[106][107].
Административлӑ пайланӑвӗ
Устинов
24,3 км²
24,3 км²
Первомайски
49,5 км²
49,5 км²
Ленин
134,0 км²
134,0 км²
Индустри
35,5 км²
35,5 км²
Октябрьски
87,8 км²
87,8 км²
Завьялово районӗ
2202,82 км²
2202,82 км²
Завьялово районӗ
Ижевск хули 5 район (хула районӗ) ҫине пайланать[108][109][110][111][112].
Удмурти облӗҫтӑвком президиумӗн 1934 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Ижевск хулинче виҫӗ административлӑ район йӗркеленӗ: Азин, Ждановски тата Пастуховски. 1945 ҫулта унчченхи пысӑк лаптӑклӑ районсене пӗчӗклетес шутпа икӗ ҫӗнӗ район йӗркеленӗ — Первомайски тата Октябрьски. 1960—1962 ҫулсенче Ижевск хулине административлӑ районсем ҫине пайламан[113].
РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1962 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Ижевска каллех виҫӗ района пайланӑ: Ленин, Октябрьски тата Первомайски. 1963 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫӗнӗ Индустри районне туса хунӑ. Удмурти АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн 1987 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе хулара Устинов районне (Индустри районне пӗчӗклетсе) туса хунӑ[114][113].
Вӗренӳ
Аслӑ пӗлӳ
Ижевск Удмуртин чи пысӑк вӗрентӳ тата ӑслӑлӑх вырӑнӗ шутланать. Хулара аслӑ профессиллӗ пӗлӳ паракан 4 патшалӑх учрежденийӗ ӗҫлет:
- Удмурти патшалӑх университечӗ
- Ижевскри патшалӑх техника университечӗ
- Удмурти патшалӑх аграри университечӗ
- Ижевскри патшалӑх медицина академийӗ
Ижевскра патшалӑхӑн мар темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ ӗҫлет:
- Чулман Атӑлти гуманитарипе инженери технологийӗсен институчӗ
- Тӗнче шайӗнчи Тухӑҫ-Европа университечӗ
Унсӑр пуҫне хулара ҫак вузсен филиалӗсем пур:
- Вятка патшалӑх гуманитари университечӗ
- В. Г. Короленко ялӗллӗ Глазоври патшалӑх педагогика институчӗ
- Раҫҫей транспорт университечӗ
- Мускаври экономика, статистика тата информатика патшалӑх университечӗ
- Мускаври психологипе социаллӑ университет
- Мускаври патшалӑх тытӑмӗпе право институчӗ
- Раҫҫейри халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗ
- Пӗтӗм Раҫҫейри юстицин патшалӑх университечӗ
- Раҫҫей коопераци университечӗ
- Хальхи гуманитари академийӗ
Вулавӑшсем
Удмуртин тӗп хулинче 25 хула вулавӑшӗ ӗҫлет, вӗсен хушшинче чи пысӑккисем:
- Удмурт Республикин наци вулавӑшӗ
- Н. А. Некрасов ячӗллӗ Тӗп муниципаллӑ вулавӑш
- Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ
- М. Горький ячӗллӗ Муниципалитетӑн тӗп ача-пӑча вулавӑшӗ
- Удмурти патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх вулавӑшӗ
Культура
Театрсем
- Удмурт Республикин патшалӑх наци театрӗ
- Удмуртин патшалӑх вырӑс драма театрӗ
- Удмурти Республикин патшалӑх оперӑпа балет театрӗ
- Удмурти Республикин пукане театрӗ
- «Ҫамрӑк ҫын» театр
- «Птица» театр-студи
- «Les Partisansanse» ҫамрӑксен театрӗ
- «Горожане» ҫамрӑксен театрӗ
Цирксем
- Удмурти патшалӑх циркӗ
Музыка
- Удмурт патшалӑх филармонийӗ
- Академи хор капелли
Музейсемпе галерейӑсем
- Кузебай Герда ячӗллӗ Удмурти Республикин наци музейӗ (унччен Хӗҫпӑшал савучӗн арсеналӗ йышӑннӑ ҫуртра)
- Удмурти Республикин сӑнарлӑ ӳнер музейӗ
- М. Т. Калашников ячӗллӗ стрелоксен хӗҫпӑшалӗн музейӗпе курав комплексӗ
- Ижевск музейӗ (Генерал ҫурчӗ)
- Ижмаш музейӗ
- Геннадий Красильников музей-хваттерӗ
- Ижевск станцийӗн чукун ҫул музейӗ
- «Галерея» курав центрӗ
- «Грифон» арт-центр
- «ТВорческая дача» галерея
- Удмурт Республикин влаҫ йӗркелекен органӗсен истори музейӗ, 2010 ҫулта республика парламенчӗн ҫуртӗнче уҫнӑ.
Керменсемпе культура ҫурчӗсем
- Аксион КК
- Восночнӑй КК
- Железнодогожниксен КК
- Интеграл ДС
- Металлург КК
- Мир КК
- Строитель КК
- Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ
- Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ-Ҫамрӑксен ҫурчӗ
- Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗ
- «Ижсталь» пӑр керменӗ
- Спартак ДНТ
- Русский дом (унччен «Ударник» кинотеатр ҫурчӗ пулнӑ)
Кинотеатрсем
- Ӗҫлекеннисем
- «Империя грёз» (Сарлака тӑкӑрлӑк, 53, «Сигма» ТРЦ)
- «Киномакс» (Холмогоров урамӗ, 11, «Талисман» ТРЦ)
- «Роликс» (Автозавод урамӗ, 3а, «Столица» ТРК)
- «Россия» (Карл Маркс урамӗ, 242)
- «Ударник» (Воткин ҫулӗ, 118)
- «Very Velly» (Петрова урамӗ, 29, «Петровски» ТРК)
- «Алмаз Синема» (Баранов урамӗ, 87, «Молл Матрица» ТРК)
- «Парковка» (Хӑйӑрлӑ урам, 9, Киров паркӗ)
Парксем
- М. Горький ячӗллӗ ҫуллахи сад
- С. М. Киров ячӗллӗ парк
- Удмуртин патшалӑх зоологи паркӗ
- Космонавтсен паркӗ
- Карлут тӳремӗнчи Ҫӗнтерӳ скверӗ
- Хурӑн рашчи парк (Качака паркӗ)
- Чие скверӗ (Кирова урамӗ)
- А. Титов ячӗллӗ сквер (Гагарин урамӗ)
- Металлургсен скверӗ (Шкул урамӗ)
- Ӗмӗтсен скверӗ (Ҫӗнтерӗве 40 ҫул урамӗ)
- Ижевск хулин ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗ патӗнчи сквер
- Туслӑх скверӗ (Ленин урамӗ)
- П. Шувалов граф ячӗллӗ сквер
- «Звёздочка» палӑк умӗнчи сквер (Ҫамрӑксен урамӗ)
- Драгунов хӗҫпӑшалҫӑ паркӗ
Тӳремсем
- Тӗп тӳрем тата эспланада
- Хӗрлӗ тӳрем
- Хӗҫпӑшалҫӑсен тӳремӗ
- Михайлов тӳремӗ
- Карлут тӳремӗ
- Университет тӳремӗ
Экономика
- Машнин тӑвакан тата металлурги предприятийӗсем
- «Концерн» Калашников» УАО
- «Ижевск механика савучӗ» УАО
- «Аксион-холдинг» Ижевск мотосавучӗ» УАО
- «Ижнефтемаш» УАО
- «Редуктор» УАО
- Ижевскри «Лада Ижевск» автомобиль савучӗ
- Ижевскри «Купол» электромеханика савучӗ УАО
- «Ижевск радиосавучӗ» УАО
- «Ижметмаш» ХАО
- «ИжСталь» ПАО
- Ҫыхӑну
- «Ростелеком» УАО Удмурт Республикинчи филиалӗ — Удмурти ҫыхӑнӑвӗн комплекслӑ операторӗ.
- Ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан промышленность
- «Удмуртнефть» ПАО — геологи тӗпчевӗ, углеводородсен вырӑнӗсене туса хатӗрлесси тата эксплуатацилесси
- «Удмуртторф» АО — торф промышленноҫӗн предприятийӗ
- «Белкамнефть» АО — нефть кӑларассипе ӗҫлет
- Хими промышленноҫӗ
- «Ижевск пластмасса савучӗ» АО
- Строительство предприятийӗсемпе савучӗсем
- Ижевскри керамика материалӗсен савучӗ
- Тимӗр-бетон япалисен савучӗ
- Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ
- «МИЛКОМ» АО
- Удмурти ҫӑкӑр компанийӗ
- «Гамбринус» Ижевск сӑра савучӗ
- Удмурт хладокомбиначӗ
- Бабинск аш-какай комбиначӗ
- «Восточнӑй» аш-какай комбиначӗ
- Ҫӑмӑл промышленность
- «Сактон» ХАО — трикотаж фабрики
- Ижевскри «Зангари» ҫӗвӗ фирми
Туризм
2018 ҫулта «Ижевск. Палланӑ палламан ҫын» туристсен маршручӗ «Хулари чи лайӑх маршрут» (100 пин ытларах ҫынлӑ хула) номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ, «Воткинск. Пылак асаилӳсем» турмаршрут «Канмалли кунӑн чи лайӑх маршручӗ» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ, «Кӗҫӗн Пурга. Берегинясем патӗнче хӑнара» туристсен маршручӗ «Чи лайӑх этнографи маршручӗ» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, «Сарапул районӗ. Вутпа Шыв» турмаршрут Пӗтӗм Раҫҫейри V «Ҫулталӑк маршручӗ 2018» туристла преминче «Чи лайӑх маршрут шухӑшӗ» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[115].
2019 ҫулта Ижевскра Пӗтӗм Раҫҫейри VI «Ҫулталӑк маршручӗ 2019» туристла премийӗн финалӗ иртнӗ[116]. «Удмуртие сав. 6 ал тытӑмӗ» туристсен маршручӗ «Чи лайӑх кульурӑпа пӗлӳ маршручӗ» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ, «Удмуртие сав. Сарапул. Пӗрремӗшсен хули» маршрут «Чи лайӑх гастрономи маршручӗ» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ, «Удмуртие сав. Глазов. Грексен залӗнче» турмаршрут вара Пӗтӗм Раҫҫейри VI «Ҫулталӑк маршручӗ 2019» туристла премийӗн «Канмалли кунӑн чи лайӑх маршручӗ» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ[117].
Ижевскӑн тӑванла хулисем тата партнёрӗсем
1991 ҫултанпа Ижевск Пӗтӗм тӗнчери тӑванла хуласен ассоциаци йышне кӗрет, хальхи вӑхӑт тӗлне ҫак хуласемпе тӑванла ҫыхӑнусем йӗркелесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ[118]:
Татабанья, Венгри — 1992 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен
Ямбол, Болгари — 1999 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчен
Синин, Китай — 2002 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнчен
Бендзин, Польша — 2004 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен
Кордова, Аргентина — 2006 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнчен
Маракай, Венесуэла — 2006 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнчен
Ухань, Китай Халӑх Республики[119][120]
Брест, Беларуҫ — 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнчен[121]
Каспийск, Раҫҫей — 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен[122]
Туслӑ ҫыхӑнусем
Палӑксем
Ӑнлантарусем
- ^ Наш город. IZH.RU. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Городецкая И. Л., Левашов Е. А. . — М.: АСТ. — С. 117. — 363 с. — 5000 экз. — ISBN 5-17-016914-0.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx
- ^ «Иж кар» ят мӗнле пулса кайни пирки кунта пӑхӑр: Важнейшие удмуртские топонимы. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Васина Т. А. Иже́вск / председ. Ю. С. Осипов и др., отв. ред. С. Л. Кравец. — Пысӑк Раҫҫей Энциклопедийӗ (в 30 т.). — Научное издательство «Большая российская энциклопедия», 2008. — Т. 10. Железное дерево - Излучение. — С. 727—729. — 766 с. — 65 000 экз. — ISBN 978-5-85270-341-5. Архивировано 1 ҫӗртмен 2019 года.
- ^ Яна Городилова. Ижевск стал городом трудовой славы. Моя Удмуртия (29 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Призовой фонд конкурса самых благоустроенных пунктов РФ составил 100 млн (выр.). Regnum. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Указ Президента Российской Федерации от 02.07.2020 № 444 «О присвоении почётного звания Российской Федерации „Город трудовой доблести“». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Туганаев, 2008, с. 342.
- ^ Атаманов М. Г. Язык земли удмуртской = Удмурт музъемлэн аснимъёсыз: Волгаен Урал ёросвылъёсысь интынимъёслэсь пуштроссэс эскерись кыллюкам : Историко-этимологический словарь топонимов Волго-Уральского региона / рецензенты Н. В. Кондратьева, И. В. Тараканов. — Ижевск : Ижевская республиканская типография, 2015. — С. 38. — 976 с. — 90 экз. — ISBN 978-5-89806-136-4.
- ^ 1, 2 Атаманов М. Г. История Удмуртии в географических названиях (выр.) — Ижевск: Удмуртия, 1997. — С. 215. — 248 с. — 2000 экз. — ISBN 5-7659-0731-8
- ^ Шумилов Е. Ф. Город на Иже, 1760—2000 : Историческая хроника с прологом и эпилогом в двух томах, повествующая о славных традициях и драматической истории столицы Удмуртии. — 2-е изд., дополненное и переработанное. — Ижевск : Издательство «Свиток», 1998. — С. 19. — 400 с., 26 с. ил. — 10 000 экз. — ISBN 5-89296-006-4.
- ^ 1, 2 Исторический очерк. Администрации города Ижевска. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Поспелов Е. М. Ижевск // Географические названия России : топонимический словарь : более 4000 единиц. — М. : АСТ, Астрель, 2008. — С. 201. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5.
- ^ Расчёт расстояний между городами. АвтоТрансИнфо. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5 (выр.) (3 ҫӗртмен 2011).
- ^ Время в Ижевске, Удмуртская Республика, Россия. Сколько сейчас времени в Ижевске (выр.). dateandtime.info. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
- ^ Перечень основных грунтов и их характерные особенности. Глубина промерзания. Мосгеопроект. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Уральская Старина, Наши предки, страница 1 - История города Ижевска. www.izhevsk-history.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Могильник на Вшивой горке | Ижевск и Удмуртия. loveudm.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Туганаев, 2008, с. 344.
- ^ 1, 2 Безносова, Дерендяева, Королёва, 1995, с. 171—172.
- ^ Сергей Селивановский. Краткая история Ижевска. Блог Сергея Селивановского. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
- ^ Сергей Селивановский. Первые иностранцы на Ижевском оружейном заводе. Блог Сергея Селивановского. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дело на 755182 рубля 50 копеек. Охотники.ру. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ Сергей селивановский. Первые иностранцы на Ижевском оружейном заводе. Блог Сергея Селивановского. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Туганаев, 2008, с. 344—345.
- ^ Дмитриев, Куликов, 1992, с. 45.
- ^ Дмитриев, Куликов, 1992, с. 145—146.
- ^ 1, 2 Туганаев, 2008, с. 345.
- ^ Безносова, Дерендяева, Королёва, 1995, с. 172.
- ^ Влияние Ижевска на состояние д. Ярушки с момента её возникновения до сегодняшних дней. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ Wing18 — Дискуссионый клуб. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Приказ Министерства регионального развития Российской Федерации «Об итогах Всероссийского конкурса на звание „Самое благоустроенное городское(сельское) поселение России“ за 2010 год». donland.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Награды города Ижевска. Официальный сайт Ижевска. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Главой Ижевска избран Юрий Тюрин. izhlife.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ СК: расстрел в ижевской школе устроил ее выпускник. vse42.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2022 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Демографическая ситуация. www.izh.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Народная энциклопедия "Мой город". Ижевск (Удмуртская Республика). www.mojgorod.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.MojGorod.ru/udmurtsk_r/izhevsk/index.html.
- ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/17630/sssr_ad-ter_delenie_1931_rsfsr.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/53487/adm._delenie_sssr_1934.pdf.
- ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus_pop_39_3.php.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/17165/narhoz_sssr_1956_svodnyy.pdf.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://www.MojGorod.ru/udmurtsk_r/izhevsk/index.html.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
- ^ http://www.MojGorod.ru/udmurtsk_r/izhevsk/index.html.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/41385/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_1998_g.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/15623/narodnoe_hozyaystvo_sssr_1922-1982.pdf.
- ^ http://www.myizh.ru/cache/population.php.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ https://www.webcitation.org/6ibsmTCzx.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/43527/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_2002.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/45329/4naselenie.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/45390/07naselenie.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/45859/07_naselenie.pdf.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
- ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
- ^ http://www.MojGorod.ru/udmurtsk_r/izhevsk/index.html.
- ^ http://istmat.info/files/uploads/46358/r_05.doc.
- ^ http://www.gks.ru/doc_2005/year05.zip.
- ^ http://www.gks.ru/doc_2006/year06.zip.
- ^ http://www.gks.ru/doc_2007/year07.zip.
- ^ http://www.gks.ru/doc_2008/year08.zip.
- ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol1/pub-01-11.xlsx.
- ^ http://maristat.mari.ru/scripts/dbdpfoInet/dbinet.cgi?pl=4972,4973,4974.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx.
- ^ Количество населения, народности, проживающие в Ижевске. izhlib.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Altyntsev A.V., «The Concept of Love in Ashkenazim of Udmurtia and Tatarstan», Nauka Udmurtii. 2013. № 4 (66), p. 131. (Алтынцев А. В., «Чувство любви в понимании евреев-ашкенази Удмуртии и Татарстана». , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ Наука Удмуртии. 2013. № 4. С. 131: Комментарии.)
- ^ В ОКРЕСТНОСТЯХ ХАИМГРАДА. lechaim.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Евреи на Ижевском оружейном заводе. Мигдаль. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 2012-08. Журнал Инвожо (2 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Goldberg-Altyntsev A.V., «A short ethnographic overview of the Ashkenazic Jews' group in Alnashsky District of Udmurt Republic». , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчи копийӗ Die Sammlung der wissenschaftlichen Arbeiten der jungen jüdischen Wissenschaftler. Herausgegeben von Artur Katz, Yumi Matsuda und Alexander Grinberg. München, Dachau, 2015. S. 51.(Акăлчанла)
- ^ Altyntsev A.V., «The Concept of Love in Ashkenazim of Udmurtia and Tatarstan», Nauka Udmurtii. 2013. № 4 (66), p. 132. (Алтынцев А. В., «Чувство любви в понимании евреев-ашкенази Удмуртии и Татарстана». , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ Наука Удмуртии. 2013. № 4. С. 132: Комментарии.)
- ^ О принятии Устава муниципального образования «Город Ижевск» (Устава города Ижевска) (с изменениями на 20 декабря 2018 года), Решение городской Думы города Ижевска Удмуртской Республики от 16 июня 2005 года №333. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Об административно-территориальном устройстве Удмуртской Республики (с изменениями на 5 марта 2018 года), Закон Удмуртской Республики от 19 октября 2006 года №46-РЗ. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Конституция Удмуртской Республики (с изменениями на 3 октября 2019 года), Конституция Удмуртской Республики от 07 декабря 1994 года №663-XII, Закон Удмуртской Республики от 07 декабря 1994 года №663-XII. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ ОКАТО кочӗ 94 401
- ^ Районы города Ижевска. IZH.RU. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2006 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Безносова, Дерендяева, Королёва, 1995, с. 172—174.
- ^ Справка по истории административно-территориального деления Удмуртии. ЦГА УР. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.
- ^ Всероссийская премия туристических маршрутов. Russian Travel Tour Awards. Стали известны имена лауреатов Всероссийской туристской премии «Маршрут года» 2018. tourawards.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Победителей Всероссийской премии «Маршрут года» назвали в Ижевске(паллӑ мар). www.d-kvadrat.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Всероссийская премия туристических маршрутов. Russian Travel Tour Awards. Объявлены победители Всероссийской туристской премии «Маршрут года» 2019. tourawards.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Города-побратимы и деловые партнёры города Ижевска. Официальный сайт администрации г. Ижевска. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международные и региональные связи. www.izh.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
- ^ Город Ухань, Китайская Народная Республика. www.izh.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Главы Бреста и Ижевска подписали Соглашение об установлении побратимских связей. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
- ^ Леся Сивкова. Ижевск и Каспийск стали городами-побратимами (выр.). KP.RU (12 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
- ^ Информационно-аналитическоe управление Аппарата Главы муниципального образования "Город Ижевск" и Городской думы города Ижевска. Города-побратимы и деловые партнёры Ижевска. МЕЖДУНАРОДНЫЕ И РЕГИОНАЛЬНЫЕ СВЯЗИ (16 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
- ^ Ассоциация городов поволжья - Главная. agpsamara.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Удмуртская Республика : Энциклопедия / гл. ред. В. В. Туганаев. — 2-е изд., испр. и доп. — Ижевск : Издательство «Удмуртия», 2008. — 768 с. — 2200 экз. — ISBN 978-5-7659-0486-2.
- Перевощиков А. П. Ижевск : Экономико-географический и социальный очерк / рецензент А. К. Осипов. — 3-е изд., перераб. и доп. — Ижевск : Издательство «Удмуртия», 1995. — 352 с. — 15 000 экз. — ISBN 5-7659-0597-8.
- Шумилов Е. Ф. История Ижевска: Краткий очерк. — Удмуртия, 2018. — 384 с. — ISBN 978-5-7659-0997-3.
- Дмитриев П. Н., Куликов К. И. Мятеж в Ижевско-Воткинском районе. — Удмуртия, 1992. — 392 с. — ISBN 5-7659-0388-6.
- Ижевск и его окрестности / сост. Фертиков А. В.. — Удмуртия, 2009. — 78 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-7659-0530-2.
- . — Ижевск: Удмуртия. — 744 с. — 2000 экз. — ISBN 5-7659-0425-4.