Нефтекамск хулине Хĕрлĕ Кама районĕн Арлан ялĕ патĕнче çĕр айĕнчи нефть упранăвĕ тупнине пула никĕсленĕ. 1955 çулхи раштав, 29 пĕрмĕш нефть тухнă, хыççăнах вара Касево тата Николо-Березовки ялĕсем вырăнĕнче нефть уçлакан управлени «Арланнефть» туса хунă, вăл «Башнефть» пĕрлĕлĕхне кĕнĕ. Хулана 1957 çулхи юпа уйăхĕнче никĕслеме тытăннă.
1962 çулхи авăн уйăхĕнче Карман ГРЭС-не тума пуçланă, 300 пинĕ кВт хăватлă пĕрремĕш энергоблокĕ 1968 çулхи раштавра ĕçе кĕнĕ.