Çтерлĕ районĕ

Çтерлĕ райо́нĕ (пушк. Стәрлетамаҡ районы, выр. Стерлитамакский район Башкортостана) — Пушкӑрт Республикин районĕ. Районăн лаптăкĕ — 2227 çм².

Шур Атăлăн вăтам юхăмĕн сулахай енче вырнаçнă. 1930 çулта йĕркеленĕ. Район тĕпĕ — Ĕпхӳрен 140 çм вырнаçнă Ҫтерлӗ хули.

Халăхĕ

Район çĕрĕнче Салават хула (унăн кăнтăр чикки район ăнипе тан пулать) тата 117 пурăну вырăнĕ. Халăх йышĕ 35 пин çын. Вăтам йышлăхĕ 15 çын 1 çм² çине. Чи пысăк ялсем: Наумовка, Мăн Кăканак, Рощинский. Ялсенче вырăссем, тутарсем, чăвашсем, пушкӑртсем пурăнаççĕ.

Хуçалăхĕ

Çул-йĕр

Район çĕрĕ витĕр Ĕпхӳ-Оренбург чукун çулĕ, Ĕпхӳ-Оренбург, Раевский-Çтерлĕ-Белорецк, Çтерлĕ-Çтерлĕпуç, Çтерлĕ-Федоровка автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Çутĕç, культура

Районта 59 пĕрлĕ пĕлӳ шкулĕ, вĕсем шутĕнче 27 вăтам; Çтерлĕ совхоз-техникумĕ, 37 массăллă вулавăш, 42 клуб, 6 вырăнтии пульницă. Вырăсла/тутарла «Сельская новь»-"Авыл таннары" хаçат тухать.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем