Мелевĕс районĕ
Мелевĕс райо́нĕ (пушк. Мәләүез районы) — Пушкăрт Республикин муниципаллӑ районĕ. Администраци центрĕ — Мелеуç хула.
Тавралăхĕ
Район Пушкăртстанăн кăнтăр енче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 3254 км².
Кун-çулĕ
Малтанах Мелевĕс территорине Ĕпхӳ кĕпернин Çтерлĕ уесĕнчи Мелевĕс, Зирган тата Арăслан вулăсĕсен çĕрĕсем пулнă.
Мелевĕс районне 1930 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Пушкăрт Автономи Республикин кантонĕсене пăрахăçласа ВЦИК президиумĕн йышăнăвĕпе 48 район туса хунă май йĕркеленĕ.
Çутĕç
Кану вырăнĕсем
- «Пушкăртстан» наци паркĕ
- Нугуш шыв усравĕ