Ĕпхӳ районĕ
Ĕпхӳ районĕ (пушк. Өфө районы, выр. Уфимский район Башкортостана) — Пушкӑрт Республикин тĕп хули çумĕнчи районĕ.
Пурăнан халăх
Наци йышĕ
Пĕтĕм Раççейре 2010 çулта халăха çырнипе: вырăссем — 45,2 %, тутарсем — 33,9 %, пушкӑртсем — 14 %, чăвашсем — 2 %, украинсем — 1,2 %, урăх наци çыннисем — 1,6 %[3].
Хуçалăх ĕçĕсем
Ялхуçалăх çĕрĕсен лапăкĕ — 68,5%. Ĕпхӳ районĕн хуçалăхĕсенче пахча-çимĕç, сĕт-çу, аш-какай, çăмарта туса кăлараççĕ. Кунта 9 патшалăх тата муниципаллă ялхуçалăх предприятисем, 2 чăх фабрики, 2 агрофирма, вĕренмелле-пăхмалла хуçалăх «Миловское», пăхмалла хуçалăх «Уфимское», агрохуçалăх «Энергетик», 58 хресчен фермер хуçалăхĕсем. Районра 700 яхăн хуçалăх. Пысăккисем: совхоз «Алексеевский», совхоз-завод «Дмитриевский», совхоз «Шемяк», чăх фабрики «Башкирская» и «Уфимская».
Çутĕç, культура
Районра 40 анлăпĕлӳ шкул, Юматоври аграри техникумĕ, Михайловри професси училищи.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Район шутне 90 хуласем-ялсем кĕреççĕ. Пысăккисем: Авдон, Дмитриевка, Михайловка, Алексеевка, Булгаково.
Ӑнлантарусем
- ^ Республика Башкортостан. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения по Республике Башкортостан (pdf). Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Республике Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
Вуламалли
Каçăсем
| Ку Пушкăртстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |