Туймаза районĕ
Туймазă районĕ (пушк. Туймазы районы, выр. Туймазинский район Башкортостана) — Пушкӑрт Республикин анăç енчи районĕ.
Географи
Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв. çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.
Климат, хуçалăх ĕçĕсем
Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.
Халăх йышĕ
Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².
Тутарсем, пушкӑртсем, вырăссем чылай.
Ялсем-посёлоксем
Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.