Туймаза районĕ

Туймазă районĕ (пушк. Туймазы районы, выр. Туймазинский район Башкортостана) — Пушкӑрт Республикин анăç енчи районĕ.

Географи

Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв. çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.

Климат, хуçалăх ĕçĕсем

Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.

Халăх йышĕ

Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².

Тутарсем, пушкӑртсем, вырăссем чылай.

Ялсем-посёлоксем

Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.

Транспорт

Çутĕç, культура

Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур. Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем