Ермеккей районĕ

Ермекей районĕ (пушк. Йәрмәкәй районы, выр. Ермекеевский район Башкортостана) — Пушкăртстан Республики (РФ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).

Хĕвеланăç енче вырнаçнă. Администраци Ермеккей салинче вырнаçнă. Ĕпхӳне çитме 235 км.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта пурĕ 54 ял вырнаçнă. 18 пине яхăн çын пурăнать. Халăхсем хушшинче тутарсем, чăвашсем тата пушкӑртсем ытларах сарăлнă. 1 тăваткал çухрăм çине 12,5 çын килет.

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шутĕнче нефть, акшар, хăйăр минералсене палăртнă.

Çул-йĕр

Район урлă СамарĔпхӳЧелепи чукун çулĕ иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Октябрьски, Пелепей, Туймаçи тата Ĕпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Культура

Районта професси училищи тата историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Пурĕ 31 шкул пур, вĕсенчен 8 вăтам шкул шутланаççĕ. Çавăн пекех ача-пăча кĕвĕ шкулĕ, 26 библиотека, 38 клуб, районăн тĕп пульници, 3 ял пульници пур.

Вырăс тата тутар чӗлхисем çинче «К новым победам» (Çĕнĕ çĕнтерӳсемшĕн) ятлă хаçат тухса тăрать.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем