Авăркас районĕ

Авăркас районĕ (пушк. Ауырғазы районы, выр. Аургазинский район Башкортостана) — Пушкӑрт Республикин варринче вырнаçнă район. Района 1930 çулхи çурла уйăхĕн 20-мешĕнче туса хунă. Лаптăкĕ 2014 км2. Район администрацийĕ Ĕпхӳрен 80 çухрăмра ларакан Толбазы ялĕнче вырнаçнă.

Халăх йышĕ

2004 çулта кунта 39.2 пин çын пурăннă. Пушкӑртсем — 10,7%, тутарсем — 48,2%, чăвашсем — 42,2%, вырăссем — 4,9%, украинецсем — 2%. Пĕр тăваткал метр çине 21.1 çын килет. Районта пурĕ 141 ял-хула.

Культура

Районта професси училищи, 57 шкул (вĕсенчен 33 вăтам шкул, 14 пуçламăш шкул), 39 ача-пăча сачĕ, кĕвĕ училищи, ача-пăчасемпе çамрăксен спрот шкулĕ, тĕп район пульници тата 3 вырăнти пульница участокĕсем, 3 ял амбулаторийĕ, 54 клуб, 37 вулавăш, историпе краеведени музейĕ.

«Путь Родины» хаçат тутарла, чăвашла тата вырăсла тухса тăрать.

Паллă çыннисем

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем