Ильенко Глеб Андреевич
| Ҫын пирки | |
| Ильенко Глеб Андреевич | |
| Çуралнă вăхăт | 1938 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2007 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ (68 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Премисемпе чысланисем | |
Ильенко Глеб Андреевич (1938 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ, Ленинград, СССР — 2007 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — совет тата Раҫҫей производство йӗркелӳҫи, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1982). СССР Министрсен Канашӗн премийӗн лауреачӗ (1991)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче блокада хулинче пулнӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ильенкосене Сарӑту облаҫӗнчи Балаково хулине, унтан Самар облаҫӗнчи Чапаевск хулине эвакуациленӗ, 1948 ҫулта вара Шупашкара куҫнӑ. Кунта Глеб Ильенко 7-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ[2], кайран Хусанти химипе технологи институтне вӗренме кӗнӗ, унта «Хими производствин механика оборудованийӗ» специальноҫа алла илнӗ. Ильенко Г. А. Хусанти химипе технологи институтне (1960) вӗренсе пӗтернӗ.
Глебӑн ашшӗ — Андрей Иванович Ильенко — Раҫҫейри Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ, хуҫалӑх ӗҫченӗ[3].
1960 ҫултанпа Глеб Ильенко Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ заводӗнче инженер-конструктор, цех механикӗ, тӗп механик ҫумӗ, тӗп механик пулса вӑй хунӑ. 1966—1969 ҫулсенче — Шупашкарти «Химтекстильмаш» завочӗн директорӗ. 1969—1970 ҫулсенче — Шупашкарти депутатсен хула Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ. 1970 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗччен — Шупашкарти прибор тӑвакан заводӑн директорӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ (1980),
- Ленин орденӗ,
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
- «Хисеп Палли» орден,
- «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 4-мӗш степеньлӗ орденӗ,
- медальсем,
- СССР Министрсен Канашӗн премийӗн лауреачӗ (1991),
- ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин премийӗн лауреачӗ (1998),
- Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ (2001).
Астӑвӑм
- Ильенко ятне Шупашкарти урама панӑ;
- Шупашкарта икӗ палӑк вырнаҫтарнӑ;
- Ильенко ятне 2007 ҫулта предприяти ятне панӑ — Г. А. Ильенко ячӗллӗ «НПК «Элара» акционерлӑ общество.
Ӑнлантарусем
- ^ Бойко И. И. Ильенко Глеб Андреевич : [арх. 12 ҫӑвӑн 2016] // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ Источник. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- ^ Шишкин В. М. Ильенко Андрей Иванович : [арх. 1 юпан 2016] // Электронная Чувашская энциклопедия.
Вуламалли
Каҫӑсем
- Авӑнӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1938 ҫулта ҫуралнисем
- Санкт-Петербургра ҫуралнисем
- Пушӑн 23-мӗшӗнче вилнисем
- 2007 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗсем
- «Хисеп палли» орден кавалерӗсем
- Шупашкар хулин хисеплӗ гражданӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ленинградра ҫуралнисем
- Совет Союзӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем
- Пайӑр ҫынсем: Шупашкар
- Промышленноҫ предприятийӗсен директорӗсем
- Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем