Яковлев Александр Яковлевич
Яковлев Александр Яковлевич (1894 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ, Актай (Çĕрпӳ районĕ), Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1948) — совет тапхӑрӗнчи патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн председателӗн ҫумӗ.
1937 ҫулта «чӑваш буржуази-национализм организацийӗ» ӗҫӗпе репрессиленӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Чӑваш ҫемйинче 1894 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗ) Актай ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче[1] (1907)[2] , Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче (1913), Мускаври план институтӗнче (1931) пӗлӳ илнӗ.
Пӗр ҫул (1913 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе) Александр Яковлев Орининти пуҫламӑш училищӗре ӗҫленӗ, икӗ ҫул хушши, 1916 ҫулхи пуш уйӑхӗччен, Чикме уесӗнчи Муркашри пуҫламӑш училищӗре тӑрӑшнӑ[2].
1916 ҫулхи пуш уйӑхӗнче А. Я. Яковлева патша ҫарӗн хӗсметне 101-мӗш пехота саппас полкне (Саранск) илнӗ. 1916 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна Сарӑтури прапорщиксен шкулне янӑ, ӑна 1917 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче прапорщик званийӗпе пӗтернӗ. 1917 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен Чӗмпӗрти 96-мӗш пехота саппас полкӗнче рота офицерӗ должноҫӗнче службӑра тӑнӑ. Февраль революцийӗ вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрте чӑваш ҫар организацийӗ йӗркеленнӗ, вӑл чӑваш салтакӗсене пӗрлештерсе тӑнӑ. Ҫак организацире Яковлев салтаксен хушшинче хальхи пулӑмсене ӑнлантарса парас ӗҫе ертсе пынӑ, хаҫатсем вуланӑ тата ытти те. 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Александр Яковлева Хӗвеланӑҫ фронтне Молодечно патӗнчи Троицкри 107-мӗш пехота полкне янӑ, унта взвод командирӗ пулнӑ. Унтах вӑл Октябрь революцине полкри Ҫар-революци комитечӗн членӗ пулса хутшӑннӑ[2]. Демобилизаци хыҫҫӑн — Чикме уесӗн канашӗн ӗҫченӗ.
1918 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа Рабочи-хресчен Хӗрлӗ Ҫарӗнче (РККА): штаб ӗҫченӗ, штаб пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи ҫар округӗн штабӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗ, Анӑҫ-Ҫӗпӗр ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи.
Тӑван тӑрӑхне 1923 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тата парти должноҫӗсене йышӑннӑ:
- 1923 ҫулхи ҫӗртме-раштав — Чӑваш АССРӗн облаҫри ҫӗр управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ;
- 1923 ҫулхи раштавран пуҫласа 1924 ҫулхи утӑччен — Чӑваш АССРӗн облаҫри ҫӗр управленийӗн пуҫлӑхӗ;
- 1924 ҫулхи утӑран пуҫласа 1925 ҫулхи утӑччен — Чӑваш АССРӗн облаҫри ҫӗр управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ;
- 1924 ҫулхи утӑран пуҫласа 1925 ҫулхи чӳкчен — Чӑваш АССР ҫӗр ӗҫӗн халӑх комиссарӗ;
- 1925 ҫулхи чӳкрен пуҫласа 1926 ҫулхи чӳкчен — Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн председателӗн ҫумӗ;
- 1926 ҫулхи чӳкрен пуҫласа 1927 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн председателӗ;
- 1928 ҫулхи утӑран пуҫласа 1929 ҫулхи пушчен — Мускаври Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫ тӑвакан Комитет представителӗн ҫумӗ (1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1931 ҫулхи ҫӗртмеччен Мускаври план институтӗнче вӗреннӗ, плановик-экономист специальноҫне алла илнӗ);
- 1931—1933 ҫҫ. — Чӑваш АССР Патшалӑх планӗн председателӗн ҫумӗ;
- 1933—1938 ҫҫ. — Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн председателӗн ҫумӗ.
1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче арестленӗ. Айӑплав: «Совет влаҫне хирӗҫ организацийӗн ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ, совет влаҫне хирӗҫле ӗҫпе ӗҫленӗ».
1941 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче СССР НКВД ҫумӗнчи Уйрӑм канашлу А. Я. Яковлева РСФСР УКн 58-мӗш статйин 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа срока 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен шутласа Юсанмалли ӗҫ лагерьне 8 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
1948 ҫулта тӗрмере вилнӗ.
Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн Президиумӗн реабилитаци дати: 1955 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Реабилитацие сӑлтавӗ: «НКВД ҫумӗнчи Уйрӑм канашлӑвӑн Яковлев тӗлӗшпе йышӑнӑвне пӑрахӑҫламалла, унӑн ӗҫӗсенче преступлени составӗ ҫуккишӗн производствӑна чарса лартмалла».
Харпӑр пурнӑҫӗ
Арестличчен Шупашкар хулинче Чернышевский урамӗнче пурӑннӑ (10-мӗш ҫурт, 5-мӗш хваттер).
Астӑвӑм
Чӑваш Республикин хальхи истори патшалӑх архивӗнче патшалӑх тата парти деятелӗн А. Я. Яковлевӑн харпӑр ӗҫӗсем упранаҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ефимов, Л. А. Яковлев Александр Яковлевич // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; [сост. Л. А. Ефимов и др.]. — Чебоксары : Чувашское книжное изд-во, 2009. — С. 612. — 634 с. — ISBN 978-5-7670-1630-3.
- ^ 1, 2, 3 «На благо народа» (к 125-летию со дня рождения А. Я. Яковлева (1894-1948) - государственного и партийного деятеля) - ЧГИГН. chgign.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Архивное дело: РГУ ГИА ЧР, Ф. 2669, оп. 2, д. 5574-5577 (2091);
- БД «Жертвы политического террора в СССР»;
- Книга памяти Чувашской Республики;
- Они боролись за счастье народное. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1985. — С. 102. (Библиотека госархива);
- Бикалов, А. За исполнение чувашской песни руководители республики лишились своих кресел / А. Бикалов // Столица Ч. — 2001. — 8-14 авг. (№ 32). — С. 3;
- Назовем их поименно : [крат. биогр. справки рук. исполн. власти респ.] / материал подгот. В. Трофимова и работники Комитета Чуваш. Респ. по делам архивов // Чӑваш ен. — 1996. — 22 — 29 июня (№ 25). — С. 12;
- Федоров, Ф. Ф. Яковлев Александр Яковлевич / Ф. Ф. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 715;
- Федоров, Ф. Ф. Яковлев Александр Яковлевич / Ф. Ф. Федоров // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 342;
- Яковлев Александр Яковлевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 345.
Каҫӑсем
- Фёдоров, Ф. Ф. Яковлев Александр Яковлевич // Электронная чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. Ю. Н. Исаев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2011. — Т. 4: Си—Я. — 797 с. — ISBN 978-5-7670-1931-1. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
- Яковлев Александр Яковлевич // Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898—1991.
- «Открытый списокри» страница
- Яковлев Александр Яковлевич
- «На благо народа» (к 125-летию со дня рождения А. Я. Яковлева (1894—1948) — государственного и партийного деятеля)