Александров Николай Александрович
Александров Николай Александрович (1865-мĕш çулхи раштав, 6, Хусан кӗпӗрни, Шупашкар уесӗ, Малти Чиперуй ялĕ (халĕ Чăваш республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — 1896-мĕш çул), — вĕрентевçĕ, мусăк фольклорисчĕ.
Пурнăçĕ
Александров Николай Александрович Чăваш Енти хальхи Сĕнтервăрри районне Малти Чиперуй ялĕнче, хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулта, унтан Хусанта ( 1880-мĕш çултанпа), вĕрентевçĕсем хатĕрлекен семинарире, ăс пухнă. Вĕренĕве пĕтерсен, 1884-мĕш çулта, семинари çумĕнчи пуçламăш шкулта чăваш чĕлхи тата мусăк вĕрентме пуçлать. Çавăнпа пĕрлех Родионов институтĕнче дворян хĕрĕсене мусăк вĕрентнĕ.
Мусăкпа çыхăннă ĕçĕсем
Николай Александров "Мотивы чувашских песен. Нотные записи из разных местностей Казанской губернии" алçыру хатĕрленĕ[1]. Паянхи кунччен сыхланнă-ши вăл алçыру е çук-ши — паллă мар. Анчах та вăл Хусанта 1890-мĕш çулта иртнĕ ăславпа промыслăх куравĕнче пулнă[2]. Унăн тата "Чиркӳре хорпа юрламалли чăвашла юрăсем" кĕнеке пичетленсе тухнă[3].
"Качи-Сювы" калав пирки
Ӑнлантарусем
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — С. 307.
- ^ Чувашская энциклопелдия. Персоналии. Александров Николай Александрович Автор: М.Г.Кондратьев.
- ^ «ХОРОВЫЕ ЦЕРКОВНЫЕ ПЕСНОПЕНИЯ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ» Чувашская энциклопедия