Оринов Вячеслав Николаевич

Оринов Вячеслав Николаевич (ҫур. 1957 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Сĕренкасси) — совет саманин тата Раҫҫей актёрӗ, театр режиссёрӗ тата кинорежиссёр, патшалăх ӗҫченӗ. Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1999), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2004)[1][2].

Пурнӑҫӗ

Вячеслав Николаевич Оринов 1957 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Чăваш АССР (халӗ Чăваш Республики) Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнă.

1979 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин актёр уйрăмне вӗренсе пӗтернӗ. 1989 ҫулта ГИТИСăн режиссура факультетӗнчен (М. А. Захаровпа А. А. Васильевăн ăсталӑх лаҫҫи) вӗренсе тухнă[1][2].

1979—2005 ҫулсенче Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрӗнче ӗҫленӗ: малтан актёр пулнӑ, 25 ытла роль вылянă[2]. 1986 ҫултанпа тӗп режиссёр тата театрăн пултарулăх ертӳҫин вырӑнне йышӑннӑ. 2014 ҫулта ТЮЗа режиссёр пулса таврăннă, 2017—2021 ҫулсенче спектакльсем лартакан режиссёр пулса ӗҫленӗ[1].

1980-1990-мӗш ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн культура пӗлӗвӗ кафедринче студентсене вӗрентнӗ. 2000—2005 ҫулсенче Чăваш патшалăх культура тата ӳнер институтӗнче актёр курсӗн пултарулăх ертӳҫи пулнă[1][2].

2007—2014 ҫулсенче Раҫҫейри чăвашсен федераци наципе культура автономийӗн тата Мускаври чăваш наципе культура автономийӗн пултарулăх ертӳҫи вырăнне йышăннă[1].

2016 ҫулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 2017 ҫулхи юпа уйăхĕччен Чăваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[2][3].

Пултарулăхӗ

Актёр ӗҫӗсем

Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче Вячеслав Оринов 25 ытла роль вылянă.

Вӗсенчен:

Театрти режиссёр ӗҫӗсем

Вячеслав Оринов Н. Т. Терентьев, Я. Г. Ухсай, Н. И. Сидоров, А. В. Вампилов, А. Г. Алексин, В. М. Шукшин, А. Н. Островский, Д. И. Фонвизин, А. П. Чехов, И. Я. Франко, Ж. Б. Мольер, Б. Б. Чиндыков, Н. В. Угарин тата ытти драматургсен хайлавӗсем тăрăх спектакльсем лартнă[1].

Чăваш ТЮЗӗнчи тӗп постановкисем[1]:

  • А. М. Володинăн «Юратма пӗлекенсем телейлӗ» (1990);
  • Е. В. Еллиевăн «Пирӗн телей ҫавнашкал» (1992);
  • Б. Б. Чиндыковăн «Урасмет» (1998);
  • А. П. Чеховăн «Пӗртăван виҫӗ хӗр» (2003);
  • Д. И. Фонвизинăн «Недоросль» (2016);
  • А. П. Чеховăн пьесисем: «Дядя Ваня» (1999), «Вишневый сад» (2006);
  • А. И. Кибечӗн «Ехрем хуҫа» (2009).

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗнче Г. С. Максимовăн «Телей кайăкӗ» оперине лартнă (1997)[1].

Кинори ӗҫӗсем

Вячеслав Оринов кинорежиссура енӗпе те хастар ӗҫленӗ. Чăваш телевиденийӗн пултарулăх ушкăнӗпе пӗрле вунă илемлӗ фильм ӳкернӗ, вӗсене Чăваш ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсем тăрăх калӑпланӑ[1].

Пӗрремӗш фильм «Мӗнле хăвăрт иртет ҫамрăклăх» 1998 ҫулта тухнă.

Режиссёрăн кинори паллă ӗҫӗсенчен пӗри — Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх ӳкернӗ телепоэма, ăна сăвăҫăн тăван тӑрӑхӗнче, Пушкăртстанра, хатӗрленӗ.

2010-мӗш ҫулсенче Сергей Павловăн «Хӳрине татнӑ чӑх» повеҫӗ тӑрӑх фильм ӳкерме тытăннă[4].

Раҫҫей Президенчӗн наци шайӗнчи культура тата ӳнер проекчӗсене пулăшакан грантне тивӗҫнӗ, ҫак укҫапа харпăр киностуди йӗркеленӗ[1].

Хисепӗсем

  • Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1999);
  • В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ (2003);
  • Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2004);
  • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика театр ӳнер конкурсӗн «Ҫулталӑкри чи лайăх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи — А. П. Чеховăн «Пӗртăван виҫӗ хӗр» спектакльшӗн (2003)[1];
  • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн «Ачасем валли лартнӑ чи лайăх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Д. И. Фонвизинăн «Недоросль» спектальшӗн (2016)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Оринов Вячеслав Николаевич. Чăваш энциклопедийӗ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Замминистра культуры Чувашии, «украинского профессора», стал знаменитый актер и режиссер. Версия (5 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ Замминистра культуры Чувашии освобожден от должности. Знамя труда (23 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ Вячеслав Оринов: "Делаю новый фильм". Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.

Вуламалли

Чӑвашла

  • Атлай, Л. Ӳнер таврашĕнче кăна мар, чăвашлăх аталанăвĕн чăнлăхĕпе чухăнлăхне витĕр курса тăракан хĕрлĕчутайçă тата хамăр тăвансен паянхи кун-çул уттинчи чысĕпе тивĕçĕ / Л. Атлай // Пирĕн пурнăç (Хĕрлĕ Чутай р-нĕ). — 2007. — 8 çурла. — С. 3.
  • Eфимов, Г. Ăс вучахĕнче хĕртсе / Г. Eфимов // Хыпар. — 2001. — 10 кăрлач.
  • Ефимов, Г. Пултарулăх — шухăшлавра… / Г. Ефимов // Хыпаp. — 1994. — 25 пуш.
  • Оринов, В. Вячеслав Оринов режиссер: "Чехова «çĕнейрĕмĕр» пулсан Шекспира та «парăнтаратпăрах» / В. Оринов ; Н. Иванова калаçнă // Тантăш. — 2001. — 29 чӳк (№ 48). — С. 5: фот.
  • Оринов, В. Н. Ĕмĕтре — рок-опера / В. Н. Оринов ; Г. Воронкова калаçнă // Хыпар. — 1994. — 19 юпа.
  • Оринов, В. Н. «Чутай характерлĕ пулнишĕн хĕпĕртетĕп» / В. Н. Оринов ; Р. Скворцова çырса илнĕ // Хыпар. — 1999. — 14 ака. — Сăн ӳкерчĕк çинче: В. Н. Оринов.
  • Оринов, В. Н. Шăпăр тытма ĕмĕчĕсем чараççĕ / В. Н. Оринов ; И. Пушкина калаçнă // Чăваш хĕрарăмĕ. — 2003. — 6-12 раштав (№ 49). — С. 1, 5.
  • Оринов, В. «Паянхи чăвашсене манăн çирěп та вăйлă курас килет…» / В. Оринов ; О. Корольковăпа М. Алексеева çырса илнě // Республика. — 1998. — 16-22 апр. (№ 16). — С. 13. — (Чăваш çěршывě).
  • Оринов, В. Çынсен те, театрсен те пĕр хăйсен çеç сăн-пичĕ пултăр / В. Оринов // Çамрăксен театрĕ. — 2004. — № 8. — С. 4.
  • Оринов, В. Чĕрĕк ĕмĕр сирĕнпе — юрату ытамĕнче / В. Оринов ; С. Андреева [калаçнă] // Çамрăксен театрĕ. — 2003. — № 7. — С. 1-2.
  • Яковлев, Ю. «Тӗнче варри шӑп ҫак тӗлте пек туйӑна пуҫларӗ…» / Ю. Яковлев. — фот. цв. // Ҫамрӑксен театрӗ. — 2011. — № 13. — С. 7.
  • Яруткина, С. В. Вячеслав Оринов // Яруткина, С. В. Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ / С. Яруткина. — Шупашкар, 2015. — С. 72-73.

Вырӑсла

  • Атрашкин, Г. А. Оринов Вячеслав Николаевич // Атрашкин, Г. А. Красночетайский район : люди и годы / Г. А. Атрашкин. — Чебоксары, 2002. — С. 56.
  • Васильев, В. Награду земляку вручал земляк / В. Васильев; фото О. Мальцева // Совет. Чувашия. — 1999. — 27 апр.
  • Между Хорамалами и Малиновкой сняли чувашское кино / фото З. Русановой // Цивил. вестн. — 2009. — 11 июня. — С. 2.
  • Оринов, В. Н. Найти и сказать свое слово / В. Н. Оринов; записала З. Мурзыванова // Совет. Чувашия. — 1992. — 2 дек.
  • Оринов, В. Вячеслав Оринов: «Со мной рядом трудно, но тепло» / В. Оринов; записала Н. Иванова // Молодеж. курьер. — 1999. — 23-29 дек. (№ 50). — С. 6.
  • Оринов, В. Успех не приходит без экспериментов и поиска / В. Оринов // Молодеж. курьер. — 1999. — 11-17 февр. (№ 5). — С. 13.
  • Оринов Вячеслав Николаевич // Краткая энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2004. — С. 127—128.
  • Яковлев, Ю. Белое безмолвие как чувашская судьба : (Сверхличный смысл перипетий жизни Вячеслава Оринова) / Ю. Яковлев // КИЛ. — 2012. — 11 (№ 1). — С. 106—113.

Темӑпа ҫыхӑннисем