Кириллова Надежда Мефодьевна

Надежда Мефодьевна Кириллова (16.11.1960, Чăрăшкасси ялĕ, Йӗпреҫ районӗ, Чăваш АССР çур.) — совет чăваш театр актриси. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2005)[1].

Биографи

Надежда Кириллова 1960 çулта чӳкĕн 16-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралнă.

1983 çултанпа К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ĕçленĕ.

Тăван республикăра иртекен мероприятисене, пултарулăх каçĕсене, конкурссене хастар хутшăнать. Унăн чи мăн ĕçĕ – Тăван чĕлхен кунне халаланă «Поэзи каçĕ».

Республика тулашĕнче чăваш театрĕн сцена ӳнерне пропагандăлать.

Пултарулăхĕ

Рольсем

  • Амалия («Неаполь – город миллионеров», Э. де Филиппо),
  • Елена («Женитьба Белугина», А. Островский),
  • Агата («Ринальдо идет в бой» Гаринеи и Джованини),
  • Ахахпи («Именем твоим», П. Афанасьев),
  • Санька («Мать солдата», В. Синичкин),
  • Галька, Маруся («Ой, не ходи, Грицю да на вечерницы» М. Старицкого),
  • Турпиге, Княгиня («Плач девушки на заре» Н. Сидорова),
  • Анюта («Сватовство» Н. Сидорова),
  • Маша («Сидорова коза» Н. Сидорова),
  • Филумена Пальяруло («Утешитель вдов» Д. Маротта и Б. Рандоне),
  • Лиля («Мачеха», Г. Медведев),
  • Матрена («Любви все возрасты покорны», А. Большаков),
  • Ольга Пухова («Конкурс», А. Галин),
  • Ангустиас («Дом Бернарды Альбы», Ф. Гарсия Лорка)

Кĕнекесем

  • Кириллова, Н. М. Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ : кун кӗнекисем, ҫырусем, статьясем = Щепкинцы. Первая чувашская студия : дневники, письма, статьи / Надежда Кириллова ; [М. Д. Давлятшин ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2012. – 381 с., [40] л. ил. : ил., портр.

Литература

  • Журавлев, С. Кириллова Надежда Мефодьевна / С. Журавлев // Самант. – 2006. – № 4. – С. 15.
  • Кириллова, Н. М. Надежда Кириллова пурнăçĕнчи виçĕ «А»: Анне, Арăм, Актриса / Н. М. Кириллова ; И. Митта калаçнă // Тăван Атăл. – 2006. – № 11. – С. 155-160.
  • Кириллова, Н. М. «Япăх çырас килмест, лайăххи вара – пулмасть». Хальлĕхе... / Н. М. Кириллова, Р. Власова çыр. ил. // Çамрăксен хаçачĕ. – 2000. – 24 пуш (№ 12). – С. 12.
  • Кириллова, Н. Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ : [автобиогр.] / Н. Кириллова ; С. Журавлев ҫырса илнӗ // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 11. – Прил.: с. 1-8. – (Сунтал).
  • Кириллова, Н. Хăйне уйрăм тĕнчере / Н. Кириллова ; Е. Атаманова калаçнă // Хресчен сасси. – 2010. – 1 раштав. – С. 6.
  • Прокопьева, Р. Мӗнлерех вӗреннӗ-ха Мускавра пулас артистсем? / Р. Прокопьева // Тантӑш. – 2012. – 26 утӑ (№ 30). – С. 9.
  • Прокопьева, Р. Театр юратуран пуҫланать / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2012. – 21 утӑ. – С. 3 : фот.
  • Яковлев, Ю. Артистка-штурм : [Надежда Кириллова артистка çинчен] / Ю. Яковлев // Хыпар. – 2010. – 16 чӳк. – С. 4.

Чыслани

  • «Шупашкар ҫӑлтӑрӗсем» курав-ӑмӑртура вӑл «Чи лайӑх ҫамрӑк актриса» ята тивӗҫнӗ (1995).
  • ЧР ТĔП ирттерекен актерсен харпӑр-хӑйсен ӗҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче 1-мӗш (1998), 3-мӗш (2000) вырӑнсем йышӑннӑ.
  • Президент стипендине тивӗҫнӗ (2000).
  • Казах-турккӑ-чӑваш халӑхӗсен туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн Казахстан Республики тав сӑмахӗ каланӑ (2004).

Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем