Митта Ваçлейĕ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Митта Ваҫлейӗ (паспортра: Митта Василий Егорович) (1908 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Аслă Арапуç, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни[1] — 1957 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Аслă Арапуç, Патăрьел районĕ, Чӑваш АССР) — чăваш поэчӗ, тăлмачӗ, критикӗ. 1934 ҫултанпа СССР Писательсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ[2].
Пурнăçӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Первомайски ялӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
1928 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, педагог пӗлӗвне илнӗ[3]. 1928—1929 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Тикеш шкулӗн вӗрентӳҫи, 1929—1930 ҫулсенче — Ҫӗмӗрле районӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен Хутар шкулӗн заведующийӗ, 1930—1932 ҫулсенче — Патӑрьел районӗн «Паянхи сас» хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ[4].
1932 ҫулта Шупашкара ӗҫлеме куҫнӑ, 1932—191936 ҫулсенче Чӑваш АССР Совнарком ҫумӗнчи Радиофикаципе радиовещани комитечӗн редакторӗнче, 1936—1937 ҫулсенче — Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. 1935—1937 ҫулсенче А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче(выр.)чăв. куҫӑн мар мелпе вӗреннӗ[5].
1937 ҫулта репрессиленӗ, 1954 ҫулта ирӗке кӑларнӑ, 1955 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ[6].
1955—1957 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» литература журналӗнче ӗҫленӗ.
1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ, тӑван ял масарӗнче пытарнӑ.
Пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ
Пӗрремӗш сӑввисене В. Е. Митта 1924 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленӗ. Поэт пултарулӑхӗн малтанхи тапхӑрӗнче граждан лирики пысӑк вырӑн йышӑнать. Сӑвӑсенче ҫавӑн пекех тӑван тавралӑх теми те ытларах: «Тӑван ҫӗршыв» (1926), «Тӑван ҫӗршыва» (1926)[7].
1930-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче Митта Ваҫлейӗ поэзире публицистика стилӗ патне туртӑнать, вӑл очерксем, калавсем ҫырать: «Мамӑк утравӗ» (1934), «Туркмен кавирӗ» (1934). Ҫак вӑхӑтри самана паллисене «Ҫӗр чӗлхи (1930, 1932) поэмӑра кӑтартса панӑ. Ӑна Чӑваш Енри коллективизацие халалланӑ, сӑвӑ репортажӗн формипе ҫырнӑ. Ҫак тапхӑрти чи паллӑ хайлавӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: «Сӗрӗмре» (1927), «Октябрь тантӑшӗ» (1932), «Ăртиван мучи Ямаша кайса курнă радиотамаша» (1934). Критикӑра вӑл пурнӑҫ ӳкерчӗкӗн тӗрӗслӗхне, чӗлхен пысӑк илемлӗхӗпе пуянлӑхне хӳтӗленӗ[4][7].
1950-мӗш ҫулсенчи Митта Ваҫлейӗн поэзийӗ чи малтан хӑйӗн философийӗпе палӑрса тӑрать. 1950 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Нарспи, Силпи тата Илемпи хӗрӗсем патне янӑ ҫырура вӑл ҫапла палӑртать:
… Маншӑн, ачамсем, аннӗр калашле, уйрӑмах ан пӑшӑрханӑр: «Пӗр пуҫ айван мар, айван пулсан та — вӑл пӗччен». Затвоник пек пурӑнатӑп. Акӑ манӑн пӳртӗм: «Эпир пулсан тӗнчере — Тӗтӗм вылять мӑрьере». Ҫапла юрлатчӗ асатте. Вӑл, чӗкеҫ йӑви пек, ҫыран хӗрринчи чӑнкӑ сӑрт ҫинче ҫакӑнса тӑрать, хӑйӗн пӗртен-пӗр куҫӗпе мӑнаҫлӑ та хаяр Енисей ҫине пӑхать. Манӑн кунсем ӗҫре (ҫӗр чаваканпа вӑрман касакан) тата сӑваплӑ кӗлӗсенче (Пушкина вулатӑп тата юратнӑ чӑвашсене аса илетӗп) иртеҫҫӗ. Хӑш чухне инҫетри Чӑваш ҫӗрӗнчен хыпарсем илсе килеҫҫӗ, хӑш-пӗр литературӑна та илсе тӑратӑп. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем тухнашӑн савӑнатӑп (Артемьев, Евстафьев) – аякка каяҫҫӗ. Халӗ манӑн хамӑн литература шухӑшӗ мар, анчах та ун ҫинчен шухӑшлама нихӑҫан та пӑрахман[7].
В. Е. Миттан чи паллӑ кӑларӑмӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: «Кӑмӑл», «Такмаксем», «Кӑмӑлтан», «Кӑмӑлпа шухӑшсем», «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм», «Думы мои, мечты мои», «Ҫырнисен пуххи» тата ыттисем те. Ҫак хайлавӗсем, ҫавӑн пекех документлӑ материалсем Шупашкарти Чӑваш наци музейӗн фончӗсенче упранаҫҫӗ[7].
Митта А. С. Пушкинӑн (ҫав шутра «Песнь о вещем Олеге» тата «Борис Годунов»), М. Горькин («Фома Гордеев»), Н. А. Островскин[ru] («Рождённые бурей») хайлавӗсене тата ыттисене те чӑвашла куҫарнӑ[8].
Ҫемье
Ашшӗ-амӑшӗ — Якурпа Матрюна (Матриаппа), хресченсем.
Пӗртӑванӗсем:
- Митта Яков Егорович (1917—1931)[9].
- Митта Пётр Егорович (1910—1944) — чӑваш ҫыравҫи, кулӑшла калавсемпе фельетонсен авторӗ, куҫаруҫӑ, Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗн вӗрентӳҫи. 1941 ҫулта репрессиленӗ, тӗрмере вилнӗ[10].
- Митта Александра Егоровна (1913 ҫулхи акан 12-мӗшӗ —1989 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ) 98-мӗш гварди миномёт полкӗн гварди рядовойӗ пулнӑ, «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ Василий Яковлевич Емелюкова (1913 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ — 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ) качча тухнӑ[11].
- Митта Иван Егорович (1915—1942) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Туапсе хӳтӗлев операцийӗ вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ[9].
- Митта Николай Егорович (1923—1943) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Арӑмӗ — Нонна Кирилловна Еремеева-Митта.
Хӗрӗсем: Нарспи, Силпи[12], Илемпи.
- Аслӑ хӗрӗ — Нарспи Митта, инженер-проектант. Мускавра пурăннӑ. Шупашкарти тӗп стадионăн проекчӗн авторӗ.
- Вӑталӑх хӗрӗ — Силпи Митта, инженер-проектант. Упăшкипе пӗрле Братск, Усть-Илимск ГЭСӗсене тунă. Унăн упăшки Николай Михайлов Шупашкар ГЭСстройӗн пуçлăхӗ пулнă. Мускавра пурӑннă.
- Кӗҫӗн хӗрӗ — Илемпи Митта. Шупашкарта промавтоматика тытăмӗнчи конструктор бюровӗнче тăрăшнă.
Пӗртӑванӗсен ачисем:
Пётр Егоровичӑн ачисем: Вингер Петрович (1932 ҫ. ҫ.) , Валентина Петровна (1935 ҫ. ҫ.) , Пинерпи Петровна (1938 ҫ. ҫ.)
Александра Егоровнӑн ачисем:
- икӗ хӗрачи (пӗрремӗшӗн ячӗ Раиса, иккӗмӗшӗн ячӗ паллӑ мар) тата Михаил 2 ҫул та тултараймасӑрах вилнӗ,
- Александра (Аниса) Васильевна Емелюкова (1941.10.05),
- Анна (Нюра) Васильевна Емелюкова (1946.08.05),
- Василиса Васильевна Емелюкова (1948.08.27), Валерий Титович Михалукова качча тухнӑ,
- Елизавета Васильевна Емелюкова (1951),
- Ольга Васильевна Емелюкова (1953.05.15), Виктор Александрович Панкова качча тухнӑ,
- Валентина Васильевна Емелюкова (1955.12.12).
Астӑвӑм
- Митта Ваҫлейӗн фончӗ ӗҫлет.
- Чӑваш культурине аталантарас ӗҫре уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ҫулленхи Митта Ваҫлей ячӗллӗ премине параҫҫӗ (1983 ҫултанпа).
- Митта пурӑннӑ Шупашкарти К. Маркс урамӗнчи ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Первомайски ялӗнчи пӗр урама Митта Ваҫлейӗн ятне панӑ.
- Ҫӗнӗ Шупашкарти чӑваш наци гимназине Митта Ваҫлейӗн (халӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 20-мӗш шкул) ятне панӑ.
Раҫҫейри паллӑ кинорежиссёр Александр Митта поэт ячӗпе хӑйне псевдоним илнӗ. 1950-мӗш ҫулсенче Силпи Митта (В. Е. Митта хӗрӗ) упӑшкипе пуйӑсӑн пӗр вакунӗнче Александр Рабинович ҫамрӑк режиссёрпа пӗрле лекнӗ. Вӗсем паллашнӑ, нумай япала ҫинчен калаҫнӑ. Пысӑк кинокарьера пирки ӗмӗтленекен режиссёр ҫула май тенӗшкел Митта хушаматпа псевдоним пек усӑ курма ирӗк ыйтнӑ[13].
Ӑнлантарусем
- ^ Халӗ — Чӑваш Республики, Патӑрьел районӗ.
- ^ Минкультуры Чувашии. Народный поэт Митта Василий Егорович (к 115-летию со дня рождения) // БУ «Национальная библиотека Чувашской Республики». — 2023. — .
- ^ Выдающиеся люди Чувашии (Часть 1) (2022-12-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Василий Митта - поэт на все времена(паллӑ мар). БУК историко-этнографический музей «Хлеб» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Краеведческий час «Мой голос закаленный болью» в Астакасинской сельской библиотеке(паллӑ мар). Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Мариинско-Посадского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Митта, Василий Егорович (писатель; 05.03.1908-10.06.1957). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия.
- ^ 1, 2, 3, 4 Оленкина И.В. «Думы мои, мечты мои» (К 115-летию со дня рождения поэта В.Е. Митты) // Чувашский Национальный музей: люди, события, факты.. — 2023. — № 18. — .
- ^ Литературный час «Яшлахран пахи сук...»(паллӑ мар). БУК историко-этнографический музей «Хлеб» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Хузангай А.П. К 100-летию чувашского поэта Васьлея Митты // Автономное учреждение Чувашской Республики «Издательский дом «Атăл-Волга» Минкультуры Чувашии. — 2008. — 14 апреля.
- ^ Автор юмористических рассказов и фельетонов (к 100-летию со дня рождения П. Митты) // Грани. — 2010. — 12 января.
- ^ Емелюков Василий Яковлевич 1915 г.р. , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчи копийӗ(выр.)
- ^ Имена неподвластны временам // Советская Чувашия. — 2008. — 2 апреля.
- ^ Васьлей Митта - В. Васильев Такая знакомая фамилия Митта. www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ / Г. Юмарт пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар,1974. — 176 с.: ил.
- Сӑваплӑ ят : (Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май) : аса илӳсем. — Шупашкар, 1998. — («Хыпар» кӗнеки ; № 30 ; 5 пуш).
- Давыдов-Анатри, В. И. Митта в моей памяти : повесть-воспоминание / В. И. Давыдов-Анатри ; [пер. с чув. И. Митта]. — Чебоксары, 2003. — 56 с. : портр., фот.
- Мой голос — звенящая сталь, 1908-1957 : к 100-летию со дня рождения Васьлея Митты / Нац. б-ка Чуваш. Респ. — Чебоксары, 2008. — 1 электрон. опт. диск (CD-ROM).
- Мой голос — звенящая сталь : [виртуал. выст.] / Нац. б-ка Чуваш. Респ. — Чебоксары : Нац. б-ка Чуваш. Респ., 2008.. — См. выст.
- Арланова, Е. Ырӑ сӑнарне манмастпӑр / Е. Арланова // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2013. — 7 пуш. — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
- Арланова, Е. Ячӗ халӑх асӗнче / Е. Арланова // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 7 пуш (№ 10). — С. 5.
- Артемьев, Ю. Хурҫӑ саслӑ поэт // Артемьев, Ю. Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе писательсен ӑсталӑхӗ / Ю. Артемьев. — Шупашкар, 1984. — С. 288-300.
- Артемьев, Ю. «Шухӑшсем, шуратрӑр сӑнӑма…» // Артемьев, Ю. Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн / Ю. Артемьев. — Шупашкар, 1984. — С. 28-32.
- Аршуткин, Н. «Мӗн чухлӗ ҫутӑ ӗмӗт сая кайрӗ» / Н. Аршуткин // Хыпар. — 2005. — 28 раштав.
- Ахрат, И. Музыка — Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗнче // Ахрат, И. Ҫул юхать, юхать… / И. Ахрат. — Шупашкар, 2000. — С. 154-159.
- Воронова, О. А. Митта Ваҫлей поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ / О. А. Воронова // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика : статьясен пуххи. — Шупашкар, 2014. — 19-мӗш кӑларӑм. — С. 41-43. — Библиогр.: с. 43 (2 ят).
- Eфимов, Г. Асӑмри Митта / Г. Eфимов // Тӑван Атӑл. — 2000. — № 10. — С. 62.
- Исмуков, Н. А. Сӑпайлӑх, тӳркӑмӑллӑх, чӑтӑмлӑх, чунлӑх : Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май / Николай Исмуков // Тӑван Атӑл. — 1988. — № 3. — С. 61-62 : сӑн ўкерчӗк.. — См. текст
- Кузьмина, В. Митта Ваҫлейӗ / В. Кузьмина ; автор сӑн ӳкерчӗкӗсем // Тӑван Атӑл. — 2015. — № 6. — С. 138-142 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Ларионов, Н. Д. Митта Ваҫлейӗ — райхаҫат никӗслевҫи. Е историнче ҫырман йӗркесем ан юлччӑр / Н. Д. Ларионов // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2016. — 11 пуш. — С. 7.
- Ларионов, Н. Митта ялавӗ ҫирӗп алӑсенче-ха… / Н. Ларионов // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2015. — 23 раштав. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ларионов, Н. Д. Чӑваш поэзи классикӗн ячӗ асрах / Н. Д. Ларионов // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2014. — 12 пуш. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Моисеев, Д. Вилсен те пурӑнать этем… / Д. Моисеев // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2008. — 7 пуш (№ 9). — С. 3.
- Прокопьева, Р. Кашкӑр чунлӑ ҫынсене ҫакӑ кӗлле эпӗ ир те, каҫ та калаттарӑттӑм : [Митта Ваҫлейӗ поэт ҫинчен] / Р. Прокопьева // Ырӑ Хыпар. — 2021. — № 10 (октябрь). — С. 20-21 : сӑн ӳкерчӗк. — (Публицист сӑмахӗ).
- Сантӑр Элтиярӗ. Ку пирӗн ҫӗнтерӳ / Сантӑр Элтиярӗ // Сувар (Тутарстан). — 2015. — 25 раштав (№ 50). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Селендеев, В. А. Кӑштах Митта Ваҫлейӗ ҫинчен / В. Селендеев // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2021. — 30 утӑ/июль (№ 30). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк. — (Таврапӗлӳ кӗтесӗ).
- Смирнова, Н. Сасси хурҫӑ пек янранӑ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2013. — 12 пуш. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Станьял, В. Митта Ваҫлейӗ: «Ҫӗкленчӗ сыпӑннӑ ҫунатӑм…» / В. Станьял // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 6. — С. 98-106.
- Теветкел, Н. А. Митта еткерлӗхӗ / Н. Теветкел // Коммунизм ялавӗ. — 1989. — 2 июль.. — См. текст
- Толматов, В. «Парне сӑввисем» : [Митта Ваҫлей поэчӗ Вӑрмар ен ҫыравҫисемпе туслӑ пулни ҫинчен] / В. Толматов // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2019. — 15 ҫӗртме. — С. 4.
- Турхан, Е. А. «Сӑвӑсен шалти тасалӑхӗ кӑмӑла ҫавӑрать» / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан Респ.). — 2008. — 7 пуш (№ 10). — С. 5.
- Уяр, Х. Пӗрне-пӗри туйма чӗнет : [Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май аса илнисем] / Х. Уяр // Хыпар. — 1998. — 5 пуш. — С. 7.
- Хурамал, Г. Аслӑ поэтӑмӑрӑн ырӑ ячӗ халӑх асӗнче : [Василий Миттана хисеплесе Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Аслӑ Арапуҫ юманӗ» поэзи уявӗ иртни ҫинчен] / Г. Хурамал // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2018. — 31 пуш/март (№ 1). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Хурамал, Г. Аслӑ поэтӑмӑрӑн ырӑ ячӗ халӑх асӗнче юлӗ : [Василий Егорович Митта поэта халалланӑ «Сӑваплӑ ят» викторина ҫинчен] / Г. Хурамал // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 4. — С. 51-53 : сӑн ӳкерчӗк.
- Хусанкай, А. Кӗрле, пӑлхавӑрлӑ сӑрнайӑм! / А. Хусанкай // Митта, В. Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм / М. Митта. — Шупашкар, 1990. — С. 173.
- Хусанкай, А. П. Митта Ваҫлейӗ / А. П. Хусанкай, С. Журавлев // Самант. — 2009. — № 6. — С. 23. — (Пирӗн вернисаж).
- Хусанкай, П. Пуҫкӑшӑлӗ вырӑнне // Хусанкай, П. Пин-пин чӗре / П. Хусанкай. — Шупашкар, 1977. — С. 227-235 ; ҫавах // Хусанкай, П. Ӑсталӑхпа чӑнлах / П. Хусанкай. — Шупашкар, 1964. — С. 131-139.
- Хутар шкулӗнче ӗҫленӗ поэтсемпе писательсем // Малалла (Ҫӗмӗрле районӗ). — 2015. — 13 февраль. — С. 15.
- Юман, А. Ф. Аннепе пӗрле вӗреннӗ… : [Митта Ваҫлейӗпе Ехрем Иванӗ сӑвӑҫсем ҫинчен аса илни] / Анатолий Юман // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2007. — 23-29 ҫӗртме. — С. 10.. — См. текст
- Юмарт, Г. Ф. Ӑс патӑр ватти, вӑй патӑр яшши : Митта Ваҫлейӗ вилнӗренпе — 50 ҫул / Г. Ф. Юмарт // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2007. — 5 юпа (№ 40). — С. 11.
- Яруткина, С. В. Митта — хӑй евӗрлӗ шухӑшлавҫӑ / С. В. Яруткина // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2018. — 34-мӗш кӑларӑм: [Конференци материалӗсем]. — С. 221-223. — Библиогр. в конце ст.
- Айги, Г. Из книги «Все — здесь…» / Г. Айги // Советская Чувашия. — 2000. — 1 июня.
- Алексин, В. О поэте с грустью и любовью / В. Алексин // Советская Чувашия. — 2002. — 15 марта.
- Афанасьев, П. Митта Василий Eгорович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 269-271.
- Васильев, В. Такая знакомая фамилия Митта / В. Васильев // Советская Чувашия. — 2006. — 17 авг. — С. 6, 15.
- Григорьева, В. Г. «Мой голос — как звенящая сталь» : электронное издание о жизни и творчестве Васьлея Митты / В. Г. Григорьева // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2018. — 34-мӗш кӑларӑм. — С. 52-54.. — См. текст
- Желудкина, Л. Н. Композиционно-строфическое построение поэтического текста В. Митты / Л. Н. Желудкина // Чӑваш чӗлхипе литератури : теори тата методика. — Шупашкар, 2009. — 9-мӗш кӑларӑм. — С. 51-57.
- Желудкина, Л. Н. Комическое в стихотворении Васьлея Митты «Ӑртиван мучи Ямаша кайса курнӑ радиотамаша» = The comic in the poet «How old man Ortivan visited Yamashevo» by Vasily Mitta / Л. Н. Желудкина // Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. Серия: Гум. и пед. науки. — 2010. — Т. 2, № 3 (67). — С. 102-105. — Библиогр.: с. 105 (6 назв.).
- Желудкина, Л. Н. Монологичность и диалогичность лирики В. Митты / Л. Н. Желудкина // Науч.-информ. вестн. докторантов, аспирантов, студентов. — 2009. — № 2. — С. 133-137.
- Кузнецова, В. В. Духовные искания в поэзии Василия Митты / В. В. Кузнецова // Духовно-нравственное просвещение и воспитание молодежи: история и современность : сб. ст. Междунар. науч.-практ. конф., 22 июня 2006 г., г. Чебоксары. — Чебоксары, 2006. — С. 454-457.
- Митта Василий Eгорович // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 135-166.
- Митта Василий Eгорович // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 143.
- Митта Василий Егорович // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 251.
- Митта Василий Eгорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 267.
- Печникова, М. Н. «Поэзия под плитой» (В. Шаламов, А. Солженицын, В. Митта) / М. Н. Печникова, Е. В. Николаева // Проблемы культуры в современном образовании: глобальные, национальные, регионально-этнические. — Чебоксары, 2011. — Ч. 3. — С. 86-89. — Библиогр. в конце ст.
- Соловьева, Г. П. Сохранение литературного наследия В. Митты в цифровую эпоху / Г. П. Соловьева // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2018. — 34-мӗш кӑларӑм. — С. 178-181.. — См. текст
- Трофимов, Г. Ф. Митта Василий Eгорович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 271.
- Хузангай, А. Дыханье почвы и судьбы // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. — Чебоксары, 1987. — С. 120-128.
- Хузангай, А. П. Василий Егорович Митта: 1908-1957. «Мой голос, закаленный болью…» / А. П. Хузангай // Писатели. — Чебоксары. 2008. — С. 189-202.
- Юмарт, Г. Ф. Митта Васлий Егорович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 102-103.
- Юмарт, Г. Ф. Роса… во время вьюги // Юмарт, Г. Ф. Вопросы чувашского литературоведения, перевода и фольклористики : тез., ст., рец., обзоры / Г. Ф. Юмарт. — Чебоксары, 2013. — С. 92-94.
- Юхма, М. Он открыл Сюпсе Абайдара // Юхма, М. Песень о Чувашии / М. Юхма. — Чебоксары, 1995. — С. 134-136.
- Ялгир, П. Митта Василий Eгорович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 69.