Авангард (хаҫат)

АвангардЧӑваш Республикин Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче эрнере пӗрре тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗ.

Учредителӗсем:

  • Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви,
  • Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Патӑрьел районӗн «Авангард» хаҫат редакцийӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ.

Редакци адресӗ: Чӑваш Республики, Патӑрьел ялӗ, Канаш урамӗ, 19-мӗш ҫурт[1]. Тӗп редакторӗ — Козлов Александр Иванович[2]. Регистрациленӗ хучӗ: ПИ № ТУ21-00228, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗ.

Хаҫат кунҫулӗ

1927 ҫулта Чӑваш АССРӗнче районсем йӗркеленӗ хыҫҫӑн вырӑнти хаҫатсене кӑларас ыйту тухса тӑнӑ. 1930 ҫулта вӗсене тӑватӑ районта кӑларнӑ. Ҫав ҫулах хаҫат пирки Патӑрьелте те сӑмах хускатнӑ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ВКП (б) райкомӗн бюровӗн ларӑвӗнче редакципе типографи валли пӳлӗм уйӑрса парасси ҫинчен, ҫавӑн пекех хаҫат ятне парасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче пилӗк ҫынна редколлегине ҫирӗплетнӗ: парти райкомӗнчен — Румянцев, хаҫат редакторӗ, комсомол райкомӗнчен — Сергеев, райисполкомран — Янаслов, профсоюзсенчен — Сальянский. Бюровӑн тепӗр ларӑвӗнче хаҫата «Паянхи сас» ят пама йышӑннӑ, редколлеги йышнечӑваш хӗрарӑмӗсен юхӑмӗн хастарне Саксонована тата паллӑ чӑваш сӑвӑҫине, Аслӑ Арапуҫ (Первомайски) ҫыннине Митта Ваҫлейне кӗртнӗ.

Анчах хут, сӑрӑсем, типографи оборудованийӗ ҫитменнипе хаҫата ҫӗнӗ ҫултан кӑларма тытӑнайман. 1931 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӑна, вырсарникун, вулакансем пӗрремӗш номерне илнӗ. Хаҫат ВКП (б) Патӑрьел райкомӗн тата райӗҫтӑвкомӗн органӗ пулнӑ, 5 кунра 4 страницӑпа пӗр хутчен тухса тӑнӑ. Редакцире чи малтан Митта Василий Егорович (яваплӑ секретарь) тата Яков Зверев (Якку Арслан) (литсотрудник) пулнӑ. Хаҫат кӑларас тӗп ӗҫӗ вӗсем ҫине тиеннӗ[3].

Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ, редакцин ӗҫ условийӗсем ҫинчен «Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш литсотрудникӗ Я. Зверев аса илнӗ тӑрӑх хаклама пулать:

Эпӗ хам ӗҫсемпе Патӑрьеле ҫитрӗм. Райӗҫтӑвком ҫывӑхӗнче Митта Ваҫлейне тӗлпултӑм. Пирӗн калаҫу райкомӑн пӗрремӗш секретарӗн кабинетӗнче вӗҫленчӗ. Ҫапла эпӗ райхаҫатӑн литсотрудникӗ пулса тӑтӑм. Виҫҫӗн ӗҫлеме пуҫларӑмӑр: Федор Румянцев — редактор, Митта Ваҫлейӗ — яваплӑ секретарь тата эпӗ. Хаҫат кӑларас енӗпе тӗп йывӑрӑшне Митта хӑй ҫине илчӗ. Темиҫе хутчен те вӑл лаша утланса Шупашкар хулине кайса килчӗ. Алӑпа пичетлемелли машина, шрифтсем, сӑрӑсем, хут турттарса килчӗ. Ҫӗнӗ хаҫата «Паянхи сас» ят пачӗҫ. Пӗрремӗш номерӗнчех манӑн сӑвӑ пичетленчӗ. Иккӗмӗш страницӑра В. Митта ҫырнӑ «Пурте «Паянхи сас» тавра» статьяна пичетлерӗмӗр. Хаҫат ял корреспонденчӗсене анлӑрах илӗртме пуҫларӗ. Чи хастаррисем — Илья Думилин, Хӗветӗр Ҫитта, Пракка Сатур, Митта Петӗрӗ, Никита Волков, Петти Сенин тата ыттисем те. Вӗсенчен хӑшӗсен ячӗсем чӑваш литературине ҫутӑ саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ. Педтехникум залӗнче литература каҫӗсем ирттереттӗмӗр. Редакци Треньел ялӗнчи колхоза шефа илчӗ.

1932 ҫултан пуҫласа хаҫат «Октябрь ялавӗ» ятпа тухнӑ.

Малтанхи ҫулсенче хаҫатӑн урӑх ятсем те пулнӑ: 1933—1934 ҫҫ. — «Ударлӑ ӗҫ», 1935 ҫ. — «Колхозник ялавӗ, кайран — «Колхоз байрагы».

Района ҫӗнетнӗ май РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн «Чӑваш АССРӗн Патӑрьел тата Шӑнкӑртан районӗсен административлӑ территорин чиккисене улӑштарасси синчен» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн тата райисполком Асла Каҫал ялне куҫнӑран 1939 ҫултан пуҫласа хаҫат ҫӗнӗ райцентрта тухма тытӑннӑ. Чкаловски райкомӗн тата райӗҫтӑвкомӗн пичет органӗ пулнӑ «Коммунизм байрагы» хаҫат, маларах тутар чӗлхипе тухнӑскер, халь чӑвашла та пичетленнӗ. Кун пек лару-тӑру чылай вӑхӑта пынӑ, 50-мӗш ҫулччен, вара вулакансене тивӗҫтерме дубляж кӑлармалли шухӑш пиҫсе ҫитнӗ. 1952 ҫулта ыйтӑва татса панӑ, 1952 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче икӗ хаҫат тухнӑ: «Коммунизм ялавӗ» — чӑвашла, «Коммунизм байрагы» — тутарла. Тепӗр ҫулхине икӗ хаҫата та пӗр интернационаллӑ ят — «Авангард» — панӑ.

Тӗп редакторсем

«Паянхи сас» — «Октябрь ялавӗ» хаҫатра

  • Ф. Ф. Румянцев (1931—1932),
  • М. А. Соколов (авӑн, 1932 — утӑ, 1934),
  • А. И. Иванов (утӑ, 1934 — нарӑс, 1935),
  • Ф. Ефимов (нарӑс — раштав, 1935),
  • А. Цветков (ҫу — ҫӗртме, 1936),
  • Н. Кузьмин (утӑ, 1936 — пуш, 1937),
  • В. Яковлев (юпа, 1937 — ҫу, 1938),
  • Ф. И. Степанов (ҫу, 1938 — кӑрлач, 1939),
  • Л. Д. Румянцев (нарӑс, 1939);

«Коммунизм байрагы» хаҫатра

  • К. К. Юлдашев (1940),
  • В. Д. Кузьмин (1940—1945),
  • Х. Ш. Шакуров (раштав, 1945 — нарӑс, 1947),
  • Б. Ш. Абейдуллина (нарӑс, 1947 — авӑн, 1949),
  • А. М. Шорников (авӑн, 1949 — ҫу, 1950),
  • В. К. Тенюков (ҫу, 1950 — раштав, 1952);

«Авангард» хаҫатра

  • И. И. Мешков (кӑрлач, 1953 — нарӑс, 1956),
  • М. И. Иванов (ҫурла, 1956 — утӑ, 1959),
  • И. А. Степанов (утӑ — раштав, 1959),
  • H. A. Фомин (кӑрлач, 1960 — утӑ, 1976),
  • В. О. Ягудин (ҫурла, 1976 — ҫурла, 1977),
  • A. A. Салмин (чӳк, 1977 — ҫурла, 1996),
  • Н. Д. Ларионов (ҫурла, 1996 — авӑн, 2005),
  • З. В. Александрова (раштав, 2005 — авӑн, 2011),
  • С. А. Перепелкин (юпа, 2011 — кӑрлач, 2015),
  • Н. В. Мазякова (пуш, 2015 — ака, 2017),
  • А. И. Козлов (2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен).

Обществӑлла корреспондентсем

Патӑрьел район хаҫачӗ чылай паллӑ литераторпа журналиста ҫитӗнтернӗ. Вӗсем хушшинче Чӑваш халӑх поэчӗсемпе Чӑваш халӑх писателӗсем те йышлӑ.

Чӑваш халӑх писателӗ:

Писательсем, поэтсем, журналистсем:

Хисепӗсем[4]

  • 1972, 1980 — Республикӑри ҫутҫанталӑка сыхлакан обществӑн организацийӗн 2-мӗш степеньлӗ дипломӗсем,
  • 1984, 1986 — Республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫутҫанталӑка сыхлакан обществӑн Хисеп хучӗсем,
  • 1975 — РСФСР Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ЦС ДССО «Урожай» Хисеп грамоти,
  • 1976 — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи физкультурӑпа спорт комитечӗн Хисеп грамоти,
  • 1981 — Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти,
  • 1985 — ДССО «Урожай» Чӑваш облсовечӗн Хисеп грамоти,
  • 1986 — Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми,
  • 1998 — Чӑваш Республикин Пичет патшалӑх комитечӗн Хисеп грамоти,
  • 1999 — Чӑваш наци конгресӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Н. Я. Бичурин ячӗллӗ парни,
  • 1999 — Чӑваш Республикинчи ветерансен канашӗн тата Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти,
  • 1999 — Чӑваш Республикин Социаллӑ хӳтӗлев министерствин, Пичет патшалӑх комитечӗн, ветерансен республикӑри канашӗн, Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти,
  • 2000 — Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп грамоти (2-мӗш вырӑншӑн),
  • 2008 — Чӑваш Республикинче коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусене ҫутатас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикин Юстици министерствин Дипломӗ,
  • 2009 — Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп грамоти (3-мӗш вырӑншӑн),
  • 2010 — Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт тата туризм министерствин Хисеп грамоти,
  • 2011 – Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Дипломӗ,
  • 2012 – «Ачасем – пирӗн пуласлӑх» номинацире МИХсен республикӑри конкурсӗн дипломӗ,
  • 2013 – Ӗҫ сыхлавӗн ыйтӑвӗсене электронлӑ тата пичет массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче чи лайӑх тата системӑллӑ ҫутатнӑшӑн республика конкурсӗн 1-мӗш степеньлӗ Дипломӗ,
  • 2014 – Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫ-хӗлне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче объективлӑ ҫутатнӑшӑн Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Дипломӗ,
  • 2014 – Чӑваш Республикин Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин Тав ҫырӑвӗ,
  • 2014 – «Ылтӑн пучах» массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинчи республика конкурсӗн лауреачӗн Дипломӗ,
  • 2015 – «70 ҫул хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ кӗввисем» район фестивалӗн лауреачӗн Дипломӗ[5].

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 6-8. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • В. П. Комиссаров. Городские и районные газеты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 25—32. — 256 с. — ISBN 978-5-7670-1515-3.

Каҫӑсем