Карягин Сергей Афанасьевич
Карягин Сергей Афанасьевич (1932 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ, Кивӗ Ахпӳрт, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР — 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1977), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1932 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри учительсен институтне (1952), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне (1956) тата вырӑс уйрӑмне (1962) вӗренсе пӗтернӗ.
Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫари 7 класс вӗренмелли шкулта (1952—1956) учитель тата завуч, Туҫари вӑтам шкулта (1956—1968) завуч, «Гвардеец» колхозра партком секретарӗ тата Патӑрьел парти райкомӗн иккемӗш секретарӗ (1968—1975) пулса ӗҫленӗ.
1976 ҫулта Карягинсен ҫемйи Шупашкара куҫса килнӗ, малалла Карягин С. А. ӗҫ-хӗлне пичетпе ҫыхӑнтарнӑ:
- 1976—2000 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» (1991 ҫултанпа — «Хыпар») хаҫатра ялхуҫалӑх пайӗн корреспонденчӗ, пай пуҫлӑхӗ,
- 2002—2006 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи «Астӑвӑм — Память» кӗнекен редакторӗ.
1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].
Кӑсӑк самантсем
- Карягин С.А. юрлама юратнӑ, мӗн пурнӑҫран уйрӑличченех Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Шанчӑк» (Надежда) ветерансен хорне юрлама ҫӳренӗ[2].
- Ҫӗр ӗҫне питӗ кӑмӑлланӑ, чылай хушӑ пахчаҫӑсен «Яблонька» коммерцилле мар юлташлӑхӑн ертӳҫи пулнӑ[3].
- Кивӗ Ахпӳртре Хисеплӗ ҫынсен кӗнеки пур. 2012 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче «Кивӗ Ахпӳртӗн Хисеплӗ ҫынни» ята Карягин С. А. тивӗҫнӗ.
«Эпӗ — Чӑваш АССРӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, ытти наградӑсем те чылай. Эпӗ халь 80 ҫулта ӗнтӗ, анчах та ҫак хисеплӗ ят маншӑн ытти хисепсемпе ятсенчен ҫывӑхрах тата хаклӑрах», — тенӗ вӑл чыславра[4].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1996)[5];
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1986);
- «Хисеп Палли» орден (1971);
- «Халах вӗрентӗвӗн отличникӗ» паллӑ (1966);
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти (1981);
- СССР Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (1982);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (1992, 2002);
- «Правда» хаҫатӑн Хисеп грамоти (1972, 1973);
- «Советская Россия» хаҫатӑн Хисеп грамоти (1988);
- ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп грамоти (1970, 1971);
- РСФСР Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамоти (1962);
- ЧАССР Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамоти (1965);
- Чӑваш Республикин Ялхуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти (1992, 1995);
- Чӑваш Республикинчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн рескомӗн Хисеп грамоти (1992);
- Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫутҫанталӑка сыхлакан обществӑн Чӑваш Республикинчи Канашӗн Хисеп грамоти (1992);
- Кивӗ Ахпӳрт ялӗн Хисеплӗ ҫынни [6].
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 197. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- Вертолетпа вӗҫсе курнӑ / С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2020. — 20 пуш/март. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗк. — («Хыпар»: 115 ҫул / страницӑна А. Михайлов хатӗрленӗ);
- Карягин, С. «Пурнӑҫӑма журналистикӑпа ҫыхӑнтарнӑшӑн савӑнатӑп» : [аса илӳсем] / С. Карягин // Хыпар. — 2015. — 4 раштав. — С. 12 : сӑн ӳкерчӗк;
- Карягин, С. Республикӑра вӑл ҫитмен ял юлман / С. Карягин ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2013. — 19 кӑрлач/январь. — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк;
- Шанчӑклӑ юлташ тата вӗрентекен // Хыпар. — 2002. — 20 чӳк;
- Карягин Сергей Афанасьевич // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 94;
- Михайлов, А. И. Карягин Сергей Афанасьевич / А. И. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 231-232;
- Шанчӑклӑ юлташ тата вӗрентекен // Хыпар. — 2002. — 20 чӳк;
- Карягин, С. Вулама вĕреннĕренпех аллăмра – хаçат / С. Карягин ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2018. — 19 кӑрлач/январь.
Ӑнлантарусем
- ^ https://batyr.cap.ru/news/2021/07/14/ushel-iz-zhizni-izvestnij-zemlyak-sergej-afanasjev?ysclid=m1yvrrxy9o216120377
- ^ https://chgign.ru/a/news/2303.html?ysclid=m1ywartzdg883195765
- ^ https://www.audit-it.ru/contragent/fl/212902044700_kariagin-sergei-afanasevich?ysclid=m1z2zpxu8v778152862#related
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/rajone-otkrit-modernizirovannij-selskij/8550184/?ysclid=m1ywddmtx363835918
- ^ http://www.kremlin.ru/acts/bank/10182/print
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/rajone-otkrit-modernizirovannij-selskij/8550184/?ysclid=m1ywddmtx363835918
Каҫӑсем
Вуламалли
- https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%BA%D0%B0%D1%80%D1%8F%D0%B3%D0%B8%D0%BD-%D1%81%D0%B5%D1%80%D0%B3%D0%B5%D0%B9-%D0%B0%D1%84%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D1%81%D1%8C%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87-%D0%B6%D1%83%D1%80%D0%BD%D0%B0%D0%BB%D0%B8%D1%81/?ysclid=m1yuzpq0xi175892558
- http://hypar.ru/ru/node/26871?ysclid=m1yvtzkujz915821077
- https://batyr.cap.ru/news/2021/07/14/ushel-iz-zhizni-izvestnij-zemlyak-sergej-afanasjev?ysclid=m1yvrrxy9o216120377
- https://www.chuvash.org/news/29143.html?ysclid=m1yw0833k5798002401
- https://chgign.ru/a/news/2303.html?ysclid=m1ywartzdg883195765
- https://cheboksari.bezformata.com/listnews/rajone-otkrit-modernizirovannij-selskij/8550184/?ysclid=m1ywddmtx363835918
- https://ppt-online.org/1305362
Курмалли
- https://www.youtube.com/watch?v=RPSMZxaGFAs&ysclid=m1ywn7odeh723976020
- https://chgtrk.ru/novosti/obshchestvo/yalan-pulashma-hater-tasa-chun-cherelle-cyn-pulna/
- https://chgtrk.ru/nac/novosti/nacionalnye-novosti/chavash-jurnalistikipe-pedagogika-veterane-sergey-karyagin-purnacran-uyralna/?ysclid=m1yvt9lbv4305870239