Арланов Михаил Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Арланов Михаил Михайлович
Çуралнă вăхăт 1962 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ(1962-11-22) (62 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Арланов Михаил Михайлович (1962 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Кивӗ Ахпӳрт, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССРӗ) — журналист, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

1962 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Туҫа вӑтам шкулӗнчен (1980), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен (1988) вӗренсе тухнӑ. Пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ пичетпе ҫыхӑннӑ: КПСС Чӑваш обкомӗн издательствин типографийӗнче хут рулонӗсене касма хатӗрлекен (1984—1986), «Пионер сасси» хаҫатра корректор, пичете хатӗрлекен редактор (1986—1991), «Тантӑш» хаҫатра тата «Тетте» журналра тӗп редакторӑн ҫумӗ-яваплӑ секретарь (1991—2000), «Хыпар» издательство ҫуртӗнче тӗп директорӑн-тӗп редакторӑн ҫумӗ, тӗп редакторӑн ҫумӗ-коммерци директорӗ (2000—2011), тӗп редакторӑн ҫумӗ (2011—2016) пулса ӗҫленӗ. 2016—2017 ҫулсенче «Хыпар» Издательство ҫурчӗ» автономлӑ учрежденин тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ пулнӑ. 2017—2020 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫатра «Вырӑнти влаҫ» ятарлӑ проекта пурнӑҫласа пынӑ. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗ.

  • ВЛКСМ Чӑваш обкомӗн Хисеп грамоти (1988);
  • РСФСР ЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп грамоти (1991);
  • Чӑваш Республикин Информаципе пичет министерствин Хисеп грамоти (1996);
  • Чӑваш Республикинчи Журналистсен пӗрлӗхӗн Хисеп грамоти (2004);
  • Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн Хисеп грамоти (2010);
  • Чӑваш Республикинчи Физкультура, спорт тата туризм министерствин Хисеп грамоти (2009);
  • Чӑваш Республикинчи Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2012, 2024);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2006);
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тивӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2013).

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]