Хыпар (издательство ҫурчӗ)

«Хыпар» издательство ҫурчӗ (выр. Издательский дом «Весть») — Раҫҫейри регионти патшалӑх издательстви, тӗнчери чи пысӑк издательство, периодика пичет продукцине чӑвашла кӑларакан тӗнчери чи пысӑк издательство, вӗсен хушшинче — чӑвашла кашни кун тухса тӑракан «Хыпар» хаҫат.

Издательство Чӑваш Республикин тӗп хулинче — Шупашкарта — вырнаҫнӑ; Чӑваш Республикин икӗ район центрӗнче — Сӗнтӗрвӑрри хулинче тата Красноармейски салинче — филиалсем пур.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ хаҫат-журнал, кӗнекесем, брошюрӑсем кӑларать, ҫав шутра суккӑррисем валли те. 2021 ҫул тӗлне издательство чӑвашла 7 хаҫат, 2 журнал чӑвашла кӑларса тӑнӑ, пӗтӗмӗшле тираж — 50 пин ытла экземпляр.

Историйӗ

«Хыпар» издательство ҫуртне 1998 ҫулта «Хыпар» ятлӑ ватӑ чӑваш хаҫачӗн редакцийӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Ҫав ҫултан «Хыпар» хаҫат "Хыпар"Издательство ҫурчӗ" республикӑри патшалӑх унитари предприятийӗ 1998 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче регистрациленипе тухма тытӑннӑ. 2010 ҫулта предприятие «Хыпар»" Издательство ҫурчӗ" автономи учрежденийӗ" ят панӑ[1].

Малашне «Хыпар» издательствӑра «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» (1996 ҫултанпа), «Чӑваш хӗрарӑмӗ» (1998 ҫултанпа), «Сывлӑх» (1998 ҫултанпа), «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» (1999 ҫултанпа), «Вести Чувашии» (2013 ҫултанпа), «Тантӑш» (2013 ҫултанпа), «Хресчен сасси» (2013 ҫултанпа) хаҫатсем, «Капкӑн» (2013 ҫултанпа), «Лик» (2013 ҫултанпа), «Самант» (2013 ҫултанпа), «Тӑван Атӑл» (2013 ҫултанпа), «Тетте» (2013 ҫултанпа) журналсем, «Чӑваш Республикин саккунӗсен пуххи» информаци бюллетенӗ (2013 ҫултанпа) тухма пуҫланӑ[1]. 2002 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен издательствӑра «Вакыт» тутарла хаҫат тухса тӑнӑ (Чӑваш Республикинче пурӑнакан тутарсем валли).

2013 ҫулта «Хыпар» Издательство ҫурчӗ йышне «Атӑл-Волга» Издательство ҫурчӗ тата «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ кӗнӗ[2]. 2014 ҫул тӗлне «Хыпар» Издательство ҫурчӗн периодика кӑларӑмӗсен эрнери пӗтӗмӗшле тиражӗ 140 пине яхӑн экземпляр пулнӑ.

2018 ҫулта «Тӑван Атӑл» журнал «Раҫҫейри чи лайӑх пилӗк этнос кӑларӑмӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

2020 ҫулта «Хыпар» издательство ҫуртне Чӑваш Республикинчи Красноармейски районӗн хаҫачӗ «Ял пурнӑҫӗ» (выр. Сельская жизнь) тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн хаҫачӗ «Пирӗн сӑмах» (выр. Наше слово) кӗнӗ[3].

2020 ҫулхи раштавра издательство кӑларакан периодика кӑларӑмсенчен обществӑпа политика хаҫачӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» 1-мӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ, 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче чӑваш ачисен хаҫачӗ «Тантӑш» 90 ҫул тултарнӑ, литературӑпа культура журналӗ «Тӑван Атӑл» 2021 ҫулхи нарӑсра 90 ҫулхине паллӑ тунӑ, «Хресчен сасси» хаҫат 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче 30 ҫул тултарнӑ. 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» тухнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.

«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫленӗ е халӗ ӗҫлекен ҫынсем Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ Н. В. Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Н. В. Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗсем ҫаксем пулнӑ: Алексей Леонтьев — Н. В. Никольскин пултарулӑх эткерӗ, ӑслӑлӑхпа педагогика тата обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫырнӑ «Килех, профессор» (выр. Возвращение профессора) кӗнекешӗн (2003); Н. Г. Смирнова — «Хыпар» хаҫатра чӑваш халӑхӗн наци чӗрӗлӗвӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе очерксемшӗн (2006); Р. А. Власова — «Хыпар» хаҫатра Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсем пирки ҫырнӑ публицистика материалӗсен ярӑмӗшӗн (2010).

2021 ҫул тӗлне илес тӗк, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсем, «Тӑван Атӑл», «Тетте» журналсем пӗтӗм Раҫҫейӗпе сарӑлаҫҫӗ — вӗсене Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑваш диаспорисен представителӗсем ҫырӑнса илеҫҫӗ.

Издательство продукцийӗ

Хаҫатсем

  • кунсерен тухса тӑракан республика хаҫачӗ «Хыпар» (Весть);
  • республика хаҫачӗ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» (Молодежная газета);
  • республика хаҫачӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ» (Чувашская женщина);
  • республика хаҫачӗ «Хресчен сасси» (Голос крестьянина);
  • республикӑри ача-пӑча хаҫачӗ «Тантӑш» (Ровесник);
  • республикари официаллӑ хаҫат «Чӑваш Ен хыпарӗсем» (Вести Чувашии);
  • республика хаҫачӗ «Сывлӑх» (Здоровье);
  • республика хаҫачӗ «Кил-ҫурт, хушма-хуҫалӑх» (Дом и приусадебное хозяйство);
  • «Крим» хаҫат (вырӑсла);
  • «Вакыт» хаҫат (Вӑхӑт) (тутарла);
  • Чӑваш Республикин Красноармейски муниципалитет округӗн хаҫачӗ «Ял пурнӑҫӗ» (Сельская жизнь);
  • Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри муниципалитет округӗн хаҫачӗ «Пирӗн сӑмах» (Наше слово).

Журналсем

  • «Капкӑн» журнал (Капкан);
  • «Тӑван Атӑл» журнал" (Родная Волга);
  • «Кил» журнал (Дом);
  • литературӑпа ӳнер тата публицистика журналӗ «Лик» (вырӑсла);
  • «Самант» журнал (Миг);
  • «Тетте» журнал (Игрушка);
  • «Чӑваш Республикин саккунсен пуххи» журнал (Собрание законодательства Чувашской Республики) (вырӑсла).

Кӗнеке кӑларӑмӗсем

  • Леонтьев А. П., Егоров Н. И. Откуда мы? Куда идем? — Чебоксары: Издательство «Хыпар», 2012, 607 стр.

Аудиохаҫат

2021 ҫултанпа организаци пичет кӑларӑмӗсенче чӑвашла тухнӑ чи лайӑх журналист материалӗсен аудиоверсийӗсене Интернетра вырнаҫтарать. Ҫак ӗҫ-хӗле «Аудиохаҫат» (выр. Аудиогазета) ят панӑ[4].

Интернет-сайт

Издательство чӑваш наци интернет-порталне аталантарать: hypar.ru.

Мероприятисем

Ҫулталӑкра пӗрре «Хыпар» издательство ҫурчӗ чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк корреспондентсен регионсен хушшинчи слетне ирттерет[5], унпа килӗшӳллӗн профессионалсемпе ҫак енсемпе ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ: периодика кӑларӑмӗсем, Телеграм-канал, фотоӗҫ, хаҫат дизайнӗ, радио-тата телекӑларӑмсене хатӗрлесси, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсем.

Ертӳҫӗсем

  • Алексей Леонтьев — издательство ҫурчӗн 1998—2014 ҫулсенчи директорӗ-тӗп редакторӗ;
  • Валерий Тургай — издательство ҫурчӗн 2014—2015 ҫулсенчи директорӗ-тӗп редакторӗ;
  • Михаил Арланов — издательство ҫурчӗн 2015—2016 ҫулсенчи директорӗ-тӗп редакторӗ;
  • Татьяна Вашуркина — издательство ҫурчӗн 2017—2023 ҫулсенчи директорӗ-тӗп редакторӗ;
  • Дмитрий Моисеев — издательсто ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене 2023 ҫулхи юпаран пуҫласа 2014 ҫулхи утӑччен пурнӑҫланӑ;
  • Виктория Вышинская — издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 А.В. Изоркин, Е.Ф. Арланова. Хыпар (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Кабинет министров Чувашии за реорганизацию учреждений (выр.). chgtrk.ru (2013-0613). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ Издательский дом «Хыпар» в Чувашии планируют укрупнить за счёт «районок» (выр.). Регнум (12 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  4. ^ Издательский дом «Хыпар» запускает «Аудиогазету» (выр.). digital.cap.ru (6 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Издательский дом "Хыпар" проводит IV Слет юных корреспондентов | ХЫПАР. hypar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли