Ял пурнӑҫӗ (хаҫат)
Ял пурнӑҫӗ — Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗнче эрнере пӗрре тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗ.
Учредителӗсем:
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви,
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» Издательство ҫурчӗ» Чӑваш Республикин хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ.
Редакци адресӗ: Чӑваш Республики, Шупашкар хули, И. Я. Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт[1]. Тӗп редакторӗ — Багадерова Валентина Николаевна[2]. Регистрациленӗ хучӗ: ПИ № ТУ52-01331, 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗ.
Хаҫат кунҫулӗ
30-мӗш ҫулсем
Хаҫат кунҫулӗ Красноармейски районӗн историйӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Района 1935 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ, ун чухне вӑл Трак ятлӑ пулнӑ, Красноармейски ята 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче панӑ. 26 ял Канашне пӗрлештернӗ 108 ялта ун чухне 32,8 пин ҫын пурӑннӑ.
Трак район «Колхозник» хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ 1935 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ, ӑна Н. М. Семенов алӑ пуснӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ типографийӗнче 1200 экз. тиражпа пичетленнӗ. Хаҫат пӗчӗк форматлӑ пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш номерсене райцентрти — Тракри — типографире пичетленӗ. Вӗсене А. Иванов алӑ пуснӑ.
Ҫӗршывра иккӗмӗш пилӗкҫуллӑх планӗсене (1932— 1937) пурнӑҫлас тӗлӗшпе хӗрӳ ӗҫ пынӑ. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ Трак тӑрӑхӗнчи хресченсенчен чылайӑшӗ коллективизацие ырласа йышӑннӑ. Хаҫат, хӑй вӑхӑчӗн тӗкӗрӗ пек, ҫак пулӑмсене сӑнланӑ.
1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа хаҫат «Коммунизм ҫулӗпе» ҫӗнӗ ятпа тухма пуҫланӑ. Ҫак ята вӑл 1962 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен упраса хӑварнӑ.
1936—1938 ҫулсенче редакторсем час-часах улшӑнса тӑнӑ: райхаҫата К. Романов (5 уйӑх) алӑ пуснӑ, П. Моронцов (7 уйӑх), В. Трофимов (ҫулталӑка яхӑн), П. Ефимов (ҫулталӑк ытла). И. Хатаевские редактора лартсан лару-тӑру лӑпланнӑ, вӑл хаҫата 1939 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 10 ҫул ытла редакциленӗ, ҫав шутра вӑрҫӑ ҫулӗсене те. Районка ӗҫне Иван Терентьевич шалтан, тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлнӗ. Литсотрудник пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, унтан яваплӑ секретарь, редактор ҫумӗ пулса вӑй хунӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Пухтел районӗнчи Каша ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл 20 ҫулта чухне Трак ҫӗрне килнӗ, хӑйӗн кун-ҫулне вырӑнти хаҫатпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта 15 ҫул вӑй хунӑ. Унтан Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри тата Тӑвай район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ.
Литсотрудникра вӑрҫӑчченхи вӑхӑтра Л. Алексеев (хушма ячӗ — Раскал) ӗҫленӗ. Ҫырасса вӑл ытларах шкул темипе, ҫавӑн пекех ӗҫ коллективӗсенче стахановецсен юхӑмне сарас, суту-илӳ ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ. Шел пулин те, ҫарта хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл часах чирлесе вилнӗ. 1935—1940 ҫулсенче райхаҫатра пичетленнӗ нумай заметкӑсемпе корресподенцисен авторӗсем Ф. Андреев (Кӗрекаҫ ялӗнчен, кайран вӑл паллӑ чӑваш ҫыравҫи пулса тӑнӑ), Д. Уткин (Ҫӗнӗ Йӗкӗт ялӗнчен), В. Танаевский, Н. Скворцов, М. Никонорова (Пайсупин ялӗнчен), С. С. Алексеев, И. Игнатьев, Т. Терентьева, И. Софронов (Вутлан ялӗнчен), Ф. Трофимов (Кайри Карӑк ялӗнчен), Е. Журавлев (Чаканар ялӗнчен) тата ытти ялкорсем.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Красноармейски районӗнчен фронта 6030 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗн паттӑрла ӗҫӗсене правительство наградисемпе палӑртнӑ. Мӑн Шетмӗ ялӗнчи В. В. Васильев Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ. Районти вулакансем виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван Ҫӗршыв Асла вӑрҫин I тата II степеньлӗ орденӗсемпе чысланӑ П. Т. Трофимов (Анаткас ялӗ) полковникпа та мӑнаҫланнӑ. Яманакра ҫуралса ӳснӗ И. П. Терентьев майор, Упири С. Т. Тимофеев капитан разведчиксен ротисене ертсе пынӑ, патшалӑх наградисене те сахал мар тивӗҫнӗ. Район хаҫачӗ ҫырнӑӗ ҫакӑн евӗр тӗслӗхсене чылай илсе кӑтартма пулать.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче час-часах хаҫатра «Пирӗн ентешсем», «Фронтовиксен ҫырӑвӗсем», «Аслӑ вӑрҫӑн фрончӗсенче» рубрикӑсем пичетленсе пынӑ. Пӗр корреспонденцире, тӗслӗхрен, Н. Маслов снайпер 69 оккупанта тӗп туни, уншӑн Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫни, командовани ӑна ылтӑн алӑ сехечӗ тыттарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Район вулаканӗсем тата ҫар ҫынни-ентешӗсен — И. Софроновӑн, Л. Ивановӑн, С. Тимофеевӑн тата ыттисен — ҫырӑвӗсемпе питӗ хумханса паллашнӑ.
Вӑрҫӑччен редакцире С. В. Владимиров (Талхир) ӗҫленӗ. Вӑл колхоз ялӗн пурнӑҫӗ ҫинчен сахал мар материал пичетлесе кӑларнӑ. 1941 ҫулта фронта кайнӑ, анчах редакципе ҫыхӑнӑва татман. Тӗслӗхрен, 1943 ҫулхи виҫӗ номерте унӑн малти ретри салтаксен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа паракан «Ҫӑлкуҫ патӗнче», «Йытта йытӑ вилӗмӗ», «Пӗрремӗш каҫ» материалӗсем пичетленнӗ. Хаҫатӑн нарӑс уйӑхӗнчи номерӗсенчен пӗринче унӑн «Урхамахӑм, манӑн урхамах» сӑвви пичетленнӗ. Вӑрҫӑран таврӑнсан Степан Владимирович пӗр хушӑ колхоз председателӗнче ӗҫленӗ. 1974 ҫулта ҫемйипе Томск облаҫне куҫса кайнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче И. Хатаевскисӗр пуҫне район хаҫатӗнче редакторсем пулса Н. Орлов (2,5 ҫул), Л. Семенов (3 ҫул ытла), А. Марков (3 ҫула яхӑн) ӗҫленӗ.
Типографие электричествӑпа усӑ курса ӗҫлекен пичет машини илсе килнӗ. Редакци штачӗ хушӑннӑ, ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан виҫӗ ҫын таран кӗскетнӗ, ун хыҫҫӑн та чылай вӑхӑт редактор, яваплӑ секретарь тата счетовод ҫеҫ пулнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче, ҫӳлерех асӑннӑ журналистсемсӗр пуҫне, яваплӑ секретарьсем Р. Васильева, А. Павлов ӗҫленӗ (1962 ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен вӑл Шупашкар район хаҫачӗн редакцийӗнче ҫав должноҫрах вӑй хунӑ).
Хаҫат тӑватӑ страницӑпа эрнере виҫӗ хутчен тухма тытӑнсан редакци коллективне пултаруллӑ ҫамрӑксем килнӗ. Тӗслӗхрен, А. Степанов 1960—1962 ҫулсенче яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ, кайран Вӑрнарти райхаҫата куҫнӑ та унӑн редакторне ҫирӗплетнӗ. 21 ҫул ытла редакци коллективне Л. Николаев ертсе пынӑ. Районта хӑйӗн пултарулӑх ҫулне Л. Алексеев паллӑ журналист (республикӑри «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакторӗн ҫумӗ таран ӳснӗ), Ю. Петров (паллӑ сӑвӑҫ пулса тӑнӑ) пуҫланӑ. Ку ретре А. Тимофеевпа А. Иванов ячӗсемте… Красноармейски районӗнчи литература страницисенче В. Харитонов, Г. Трофимов (Юмарт), Ю. Семенов (Сементер), И. Степанов, Н. Дмитриев (Карай), Л. Семенов, Ф. Андреев хӑйсен хайлавӗсене пичетленӗ.
Редакцин малтанхи ҫурчӗ йӑлтах кивелсен А. В. Маркова редакторӑн ҫӗнӗ ҫурт тума тытӑнас тесе нумай тӑрӑшма тивнӗ. Шел пулин те, лайӑхлатнӑ условисенче ӗҫлеме унӑн нумаях тивмен, мӗншӗн тесен 1962 ҫулта райхаҫата хупнӑ, вӑл Ҫӗрпӳри пӗрлештернӗ хаҫат редакцине куҫнӑ.
1966 ҫулта Красноармейски районӗнче каллех хӑйӗн хаҫачӗ пичетленсе тухнӑ. Ун валли урӑх ят шухӑшласа кӑларнӑ — «Ял пурнӑҫӗ». Ҫӗнетнӗ хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Редактор пулма аслӑ парти шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Н. Иванова ҫирӗплетнӗ, вӑл типографие те ертсе пынӑ. Редактор ҫумӗ пулса М. Сперанский, яваплӑ секретарь пулса — П. Димитриев-Эйзин (паллӑ сӑвӑҫ), уйрӑмсен заведующийӗсем — Г. Кузнецов (редакцин яваплӑ секретарӗ таран ӳснӗ), Л. Николаев (1969 ҫултан пуҫласа ҫирӗм ҫул ытла райхаҫат редакцине ертсе пынӑ, медальсемпе чысланӑ, «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ) ӗҫленӗ. Литсотрудниксем пулса Ф. Тихонова, Н. Ершов (хушма ячӗ — Янгер, ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ, редакцин яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ), радиоорганизатор — С. Ефимов (унтан — редактор ҫумӗ, кайран Йӗпреҫ райхаҫат редакторӗ пулма ҫирӗплетнӗ).
Тӗрлӗ ҫулсенче кунта хӑйсен журналист пултарулӑхне В. Максимов, Б. Романов, Р. Васильев, А. Петров, Н. Курцов, И. Егоров (каярахпа профессиллӗ ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ), А. Толмасов, К. Шачкин, Н. Правдина, А. Иванов, П. Андреев, М. Тимофеев, В. Антонова (республикӑри «Хыпар» хаҫатра нумай ҫул вӑй хунӑ), В. Ершов, К. Еремеев, В. Пименов, В. Волков, Г. Павлов, В. Самойлов, В. Москвин, В. Ефимова, Н. Григорьев, С. Осипова-Кулигина (каярахпа Сӗнтӗрвӑрри хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ), Ю. Дубров, В. Давыдов, Г. Яковлева, В. Кондратьев (Пехил), В. Данилов, В. Константинов тата ыттисем те туптанӑ.
Журналистсене ял пурнӑҫне ҫутатма обществӑлла корреспондентсем пулӑшнӑ: А. Филиппов, П. Васильев, В. Гурьев, А. Васильев, И. Чернов, В. Сидоров, А. Налимов, Н. Петров, И. Павлов, И. Патмар, Г. Яковлев, М. Ильин, Г. Дубров, В. Марков, С. Терентьев, Ф. Степанов, Ф. Никитина, Н. Матвеев, И. Макаров, П. Константинов, О. Алексеев (нумай кӗнеке авторӗ), Г. Иванов, В. Никифоров, В. Семенов, Р. Ильин, В. Родионов, В. Пылин, Ю. Степанов (Шупашкар райхаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, тӗп редакторӗ, «Хыпар» хаҫатӑн пай редакторӗ пулса ӗҫленӗ).
1990—2014 ҫулсенче хаҫата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ И. Прокопьев редакциленӗ.
2021 ҫултан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» Издательство ҫурчӗ» Чӑваш Республикин хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ кӑларса тӑрать[3].
Тӗп редакторсем
- Иванов А. (1935);
- Семенов Н. М. (1935);
- Романов К. (1936);
- Моронцов П. (1936);
- Трофимов В. (1937);
- Ефимов П. (1938);
- Хатаевский И.Т. (1939—1940; 1941—1950);
- Майоров И.П. (1941);
- Орлов Н. (1950—1952);
- Семенов Л. (1952—1955);
- Маркова А. В. (1955—1962);
- Иванов Н. В. (1966—1969);
- Николаев Л. Н. (1969—1990);
- Прокопьев И. А. (1990—2014);
- Козлова Н. В. (2014—2017);
- Евграфова М.В. (2017—2020);
- Правдина А. Г. (2020—2021);
- Багадерова В. Н. (2021 ҫултанпа).
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн Пичет управленийӗн Хӗрлӗ ялавӗ (1967),
- Чӑваш АССР Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (1985),
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти (1985),
- ДОСААФӑн Чӑваш обкомӗн Хисеп грамоти (1990),
- Чӑваш Республикин Пичет патшалӑх комитечӗн Хисеп грамоти тата укҫан преми (1996),
- Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ тата хакла парни (2002),
- Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин дипломӗ тата хаклӑ парни (2003),
- Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин дипломӗ (2003),
- РОСТО (ДОСААФ) Чӑваш Республикинчи организацийӗн Хисеп грамоти (2006),
- Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин «Право йӗрки» республика конкурсӗн дипломӗ (2010, 2011, 2014),
- «Прессӑн ылтӑн фончӗ» паллӑ (2014),
- Чӑвашпотребсоюзӑн 3-мӗш степеньлӗ Дипломӗ (2020).
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 542-546. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- В. П. Комиссаров. Городские и районные газеты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 87—96. — 256 с. — ISBN 978-5-7670-1515-3.
Ӑнлантарусем
- ^ https://yandex.ru/maps/org/khypar/1040534948/?ll=47.260196%2C56.105350&z=17
- ^ http://hypar.ru/cv/struktural
- ^ https://kanashen.ru/2020/12/09/%D0%B3%D0%B0%D0%B7%D0%B5%D1%82%D1%8B-%D1%8F%D0%BB-%D0%BF%D1%83%D1%80%D0%BDace-%D0%B8-%D0%BF%D0%B8%D1%80e%D0%BD-%D1%81a%D0%BC%D0%B0%D1%85-%D0%B1%D1%83%D0%B4%D1%83%D1%82-%D0%B2/