Силэм Юлия Александровна

Юлия Силэм (чăн хушамат Романова, çуралнă чухнехи хушамат Смирнова, ашшĕн хушамачĕ Чернов)ҫур. 1951 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ, Çĕнĕ Ахпӳрт, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — прозаик, сӑвӑҫ, публицист, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ (1992), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1998), Петровски наукӑпа искусство академийӗн чӑн членӗ (2001), философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2007), Раҫҫей Журналистсен союзӗн членӗ (1977), Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2001)[1].

Пурнăçĕ

Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974—1983 ҫулсенче «Пионер сасси» хаҫатӑн корреспондентӗнче, 1983—2004 ҫулсенче — «Ялав» журналӑн проза пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ. Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правлени пайташне (2000—2005) суйланӑ. Раҫҫей ҫыравҫисен XII съезчӗн делегачӗ пулнӑ[2].

Прозаик, публицист пек паллӑ. Пӗрремӗш калавӗ «Чип-чип» 1968 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Республика пичетӗнче пичетленнӗ («Хыпар», «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Тетте», «Самант», «Лик Чувашии») тата Раҫҫей кӑларӑмӗсенче («Невский альманах», «Литературная Россия»). Унӑн литература хайлавӗсене вырӑс, тутар, пушкӑрт, удмурт тата мари чӗлхисене куҫарнӑ[2].

2015—2018 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хунӑ.

Пултарулăх ĕçĕсем

  • «Кăвак сурăх» (1982);
  • «Пылпа çăкăр» (1988);
  • «Юр çинчи кăвайт» (1990);
  • «Хĕрĕхри хĕр» (1993);
  • «Василий Николаев академик. Кун-çул утăмĕсем» (1997);
  • «Çылăхлă хĕрарăм» (1999);
  • «Хĕр пĕрчи» (2000);
  • «Иккĕн» (2001);
  • «Чун уçăлнă самант» (2001);
  • «Богиня Веста»;
  • «Идея судьбы: социально-философский анализ» монографи[2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В. А. Абрамов. Силэм Юлия Александровна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Силэм, Юлия Александровна (писательница; 02.10.1951) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Австрийская, О. Чӑтӑмлӑх — хӗрарӑм пултарулӑхӗ : [Юлия Силэмӗн «Богиня Веста» кӗнеки пирки] / О. Австрийская // Тантӑш. — 2011. — 19 ҫу (№ 20). — С. 8;
  • Александрова, М. Н. Ю. Силэм, Улькка Эльмен, Д. Гордеев — чӑваш прозин ӑстисем / М. Н. Александрова // Национальные языки и их диалекты на рубеже XX-XXI веков: теория и практика : сб. ст. — Чебоксары, 2014. — С. 117-121;
  • Васильева, Л. Савӑнӑҫ «Тумламӗ» / Л. Васильева // Тантӑш. — 2004. — 3 ҫӗртме (№ 23). — С. 2;
  • Вольная, Р. Курава ҫыравҫа халалланӑ / Р. Вольная // Хыпар. — 2011. — 1 юпа. — С. 4;
  • Еливанова, Г. «Эпӗ хамӑн ӗҫе питӗ юрататӑп» : [Юлия Силэм ҫыравҫӑ пирки] / Г. Еливанова // Тантӑш. — 2011. — 27 юпа (№ 43). — С. 9;
  • Кротова, Т. Чи кирли — чунра хӗлхем пурри / Т. Кротова // Хыпар. — 2011. — 12 юпа;
  • Левацкая, Л. Ачасем валли ҫӗнӗ кӗнеке : [Юлия Силэмӑн «Хӗвел питлӗ кукӑль» кӗнеки ҫинчен] / Л. Левацкая // Елчӗк ен. — 2024. — 14 ҫӗртме/июнь (№ 22). — С. 9;
  • Мозякова, Н. Сӑнӗнче яланах кулӑ : Юлия Силэм: 60 ҫул / Н. Мозякова // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 10. — С. 65-66;
  • Мышкина, А. Мархиатрат е амазонкӑсен ҫӗнӗ ӗмӗрӗ / А. Мышкина // Хыпар. — 2003. — 6 ҫурла;
  • Мышкина, А. Чун уҫӑлнӑ самантра ҫуралнӑ шухӑш-туйӑмсем / А. Мышкина // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2001. — 20 юпа (№ 42). — С. 5;
  • Мышкина, А. Юлия Силэм: прозаик, поэт, редактор / А. Мышкина // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2022. — № 6. — С. 29-30 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Пирӗн ентеш // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2021. — 1 юпа (№ 69). — С. 7 : cӑн ӳкерчӗк;
  • Сергеева, Г. Иккӗн тени — мӗн тени? / Г. Сергеева // Хыпар. — 2003. — 16 утӑ;
  • Силэм, Ю. А. Ачаранпах хаҫатпа туслӑ ; Хаҫатран — пысӑк литературӑна ҫити ; Чип-чип-чип : [асаилӳсем] / Ю. Силэм // Асамлӑ ачалӑх : асаилӳсем, калавсем, сӑвӑсем : 16 ҫултан аслӑрах ачасем валли / ӳнерҫи Н. В. Андреева. — Шупашкар, 2024. — С. 76-82 : сӑн ӳкерчӗксем;
  • Силэм, Ю. Ю. Силэм: кӗнеке вуласа ҫын хӑйне аталантармалла / Ю. Силэм ; Г. Кудряшов [ҫырса илнӗ] // Петербургские чуваши. — 2008. — № 6 (ҫӗртме). — С. 10;
  • Силэм, Ю. А. Юлия Силэм: «Ку енӗпе эп шӑп та лап Салампи» / Ю. Силэм ; [калаҫаканӗ] Р. Прокопьева // Самант. — 2010. — № 9. — С. 12-13;
  • Силэм, Ю. Юлия Силэм: «Чӑваш литературин тепӗр утӑмӗ ку» / Ю. Силэм ; Сарри Мишши ҫыр. ил. // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2000. — 5 нарӑс;
  • Степанова, Н. И. Ю. Силэм калавӗсен илемлӗх тӗнчи / Н. И. Степанова, Е. П. Иванова // Чӑваш чӗлхипе литератури : теори тата методика. — Шупашкар, 2009. — 9-мӗш кӑларӑм. — С. 44-51;
  • Эктел, В. Автор ҫинчен / В. Эктел // Силэм, Ю. Чун уҫӑлнӑ самант / Ю. Силэм. — Шупашкар, 2001. — С. 3-4;
  • «Ювелир пекех илӗртӳллӗ те ытарлӑ ҫырать» // Тантӑш. — 2006. — 5 юпа (№ 39). — С. 10;
  • Юлия Силэм // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2003. — [Т. 1] : Проза. — С. 489;
  • Абрамов, В. А. Силэм Юлия Александровна / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 13;
  • Андреева, Н. Капелька в море мудрости / Н. Андреева // Молодежный курьер. — 2004. — 13-18 мая (№ 18). — С. 12;
  • Афанасьев, П. Силэм Юлия Александровна / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 371-372;
  • Макшанова, E. Писательница встретила героя своего романа / E. Макшанова // Ведомости Чувашской Республики. — 2000. — 23-29 мая (№ 20). — С. 6;
  • Силэм, Ю. Юлия Силэм: Слово, как произнесенное, так и написанное, очень ответственно / Ю. Силэм // Начало. — 2005. — № 6 (ноябрь). — С. 50-53;
  • Силэм (Смирнова) Юлия Александровна // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 208;
  • Силэм Юлия Александровна // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 395;
  • Силэм, Ю. Мои герои — символ добра и справедливости / Ю. Силэм ; записал О. Марков // Чӑваш ен. — 2000. — 1-8 янв. (№ 1). — С. 6;
  • Юбиляр // Советская Чувашия. — 2001. — 2 окт.;
  • Ялгир, П. Силэм Юлия Александровна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 104.