Митта Иван Егорович

Митта Иван Егорович (1915, Первомайски (Патăрьел районĕ), Хусан кӗпӗрни1942 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Краснодар Ен) — чăваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата куҫаруҫи. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1943 çулта пуç хунă. Митта Ваçлейĕн (1908-1957) шăллĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Хусан кӗпӗрнинчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче (халӗ Первомайски сали, Патӑрьел районӗ, Чӑваш Республики) ҫуралнӑ. Егор Григорьевич Митта хресченӗн, Чӑваш АССР халӑх хорӗн солисчӗн ывӑлӗ. Иван Ара псевдонимпа пичетленнӗ. Педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Октябрь ялавӗ» (халӗ – «Авангард») хаҫат, «Капкӑн» журнал редакцийӗсенче вӑй хунӑ[1]. Чӑвашла «Капкӑн» тата «Сунтал» журналсенче сӑвӑсем, калавсем тата фельетонсем ҫырса кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗ — Жюль Вернӑн(выр.)чăв. «Грант капитан ачисем» романне чӑвашла куҫарни, 1941 ҫулта пӗчӗк тиражпа пичетлесе кӑларнӑ[2]. Романӑн тӑсӑмне «Вӑрттӑн утрав» романне куҫарма пуҫланӑ пулнӑ.

1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне хӗсмете кайнӑ, Первомайски ҫар комиссариачӗ чӗнсе илнӗ[3]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче сержант званийӗнче ҫапӑҫнӑ; 1942 ҫулта амӑшне янӑ юлашки ҫырӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх аслӑ лейтенант званине ҫитнӗ. Туапсе хӳтӗлев операцийӗ вӑхӑтӗнче йывӑр аманнӑ, аманнӑ хыҫҫӑн 1942 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче госпитальте вилнӗ. Краснодар Енӗн Туапсе районӗнчи(выр.)чăв. Гойтх (Гойтос) ялӗнче пытарнӑ[2].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Митта Егор Григорьевич хресчен, Чӑваш АССР халӑх хорӗн солисчӗ;
  • Пиччӗшӗ — Митта Василий Егорович (Митта Ваҫлейӗ) — чăваш поэчӗ, тăлмачӗ, критикӗ;
  • Пиччӗшӗ — Митта Пётр Егорович (Митта Петӗрӗ) — чăваш ҫыравҫи, поэчӗ, тăлмачӗ;
  • Шӑллӗ — Митта Яков Егорович — чӑваш сӑвӑҫи. Миттасен кил-йышӗнче 1917 ҫулта Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 6 класа ҫитсен чирлесе вилнӗ. Сӑвӑсем ҫырнӑ. А. Давыдов-Анатрипе пӗрле вӗреннӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Батыревская энциклопедия. Том 2 : Митта Иван Егорович (Иван Ара) (выр.). Энциклопедии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Давыдов-Анатри, 2003, с. 5.
  3. ^ Митта Иван Егорович, __.__.1915. Документы участника войны.(паллӑ мар). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • В. И. Давыдов-Анатри. Митта в моей памяти. — 2003.
  • Волков, Н. Митта Петĕрне асăнса – уяв / Н. Волков // Авангард (Патăрьел р–нĕ). – 2000. – 19 кăрлач.
  • Илпек, М. Митта Петĕрĕ / М. Илпек // Тăван Атăл. – 1980. – № 1. – С. 79–80.
  • Макаров, В. Миттасем / В.Макаров // Авангард (Патăрьел р–нĕ). – 1996. – 2 утă.
  • Митта Петĕрĕ// Ялав. – 1970. – № 1. – С. 22.
  • Ялгир, П. Миттасем / П. Ялгир // Хыпар. – 2000. – 12 юпа.
  • Ялгир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялгир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  • Никитин, В. Иван Мучи и “колючие” рассказчики // Никитин, В. Чувашский рассказ / В. Никитин. – Чебоксары, 1990. – С. 114–127.
  • Тимуков, А. Н. Митта Петр Eгорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 271.

Каçăсем