Митта Николай Егорович
Митта Николай Егорович (1923, Первомайски (Патăрьел районĕ), Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1943, хыпарсӑр ҫухалнӑ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗн Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ (халӗ — Чӑваш Республикин Патӑрьел муниципаллӑ округӗн Первомайски) ялӗнче ҫуралнӑ[2].
Первомайски шкулне (7 класс) вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 19439 ҫулта Шупашкарти театр училищине вӗренме кӗнӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӗренме пӑрахнӑ, район хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ[1]. Унтан республикӑри «Çамрăк большевик» хаҫатра ӗҫленӗ[2].
1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне тухса кайнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ[1].
Пултарулӑх
Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче пичетленнӗ.
1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун тӑватӑ сӑвви пичетленнӗ: «Сӑпка юрри», «Манӑн тупа», «Хӗвеланӑҫ енчен сив ҫил вӗрет», «Хатӗр пул!»[1].
Кӗнеке
- Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем.
Ҫемье
Ашшӗ-амӑшӗ — Якурпа Матрюна (Матриаппа), хресченсем.
Пӗртӑванӗсем:
- Митта Василий Егорович (Митта Ваҫлейӗ, 1908—1957) — чăваш поэчӗ, тăлмачӗ, критикӗ.
- Митта Пётр Егорович (1910—1944) — чӑваш ҫыравҫи, кулӑшла калавсемпе фельетонсен авторӗ, куҫаруҫӑ, Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗн вӗрентекенӗ. 1941 ҫулта репрессиленӗ, тӗрмере вилнӗ.
- Митта Александра Егоровна (1913 ҫулхи акан 12-мӗшӗ — 1989 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ) 98-мӗш гварди миномёт полкӗн гварди рядовойӗ пулнӑ, «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ Василий Яковлевич Емелюкова (1913 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ — 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ) качча тухнӑ.
- Митта Иван Егорович (1915—1942) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Туапсе хӳтӗлев операцийӗ вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ.
- Митта Яков Егорович (1917—1931) — чӑваш сӑвӑҫи. 6 класа ҫитсен чирлесе вилнӗ. Василий Давыдов-Анатрипе пӗрле вӗреннӗ.