Митта Пётр Егорович
Митта Петӗрӗ (Митта Пётр Егорович, (1910 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Первомайски (Патăрьел районĕ), Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Невьянск[d], Свердловск облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, сӑвӑҫи, куҫаруҫи. СССР ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1939)[1].
Митта Ваҫлейӗн шӑллӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1910 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ[2].
1926 ҫулта ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ. Анчах унта вӗренсе пӗтереймен — ял ҫыннисем ӑна колхоза ертсе пыма суйланӑ. Я.М. Свердлов ячӗллӗ Мускав Коммунистсен университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1931—1932 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» (халӗ – «Авангард») Патӑръел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ. 1932—1934 ҫулсенче чикӗ хуралӗнче тӑнӑ. Ҫартан таврӑнсан «Канаш» хаҫат редакцинче тӑрӑшнӑ, каярахпа Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Митта Петӗрӗ куҫару ӗҫне те хастар туса пынӑ, Д. Джамбул, В. Гюго, А. Радищев, А. Чехов, Т. Шевченко хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсене пулӑшас тесе тарӑшнӑ, хаҫатра уйрӑм ҫыравҫӑсен пултарулӑхне хакласа статьясемпе рецензисем ҫырнӑ.
Айӑплав
1941 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче «совет влаҫне хирӗҫ агитацине ертсе пынӑшӑн» тытса хупнӑ. 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ Сучӗн уголовлӑ ӗҫӗсен суд коллегийӗ РСФСР УК 58 статйипе (п. 10 ч. 1) приговор йышӑннӑ: «[…] 10 ҫуллӑха тӗрмене хупмалла, ун хыҫҫӑн тата 5 ҫуллӑха суйлав прависемсӗр хӑвармалла».
РСФСР Аслӑ Сучӗн уголовлӑ ӗҫӗсен Суд коллегийӗ 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Митта Петӗрӗн ӗҫне пӑхса тухнӑ, приговора вӑйра хӑварнӑ.
Унӑн пурнӑҫӗ 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗнчи Невьянск хулинче тӗрмере татӑлнӑ.
1955 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче таса ятне тавӑрнӑ[3].
Ҫемье
- Ашшӗ — Митта Егор Григорьевич хресчен, Чӑваш АССР халӑх хорӗн солисчӗ;
- Пиччӗшӗ — Митта Василий Егорович (Митта Ваҫлейӗ) — чăваш поэчӗ, тăлмачӗ, критикӗ;
- Шӑллӗ — Митта Иван Егорович (Иван Ара) — чăваш ҫыравҫи, поэчӗ, тăлмачӗ;
- Шӑллӗ — Митта Яков Егорович — чӑваш сӑвӑҫи. Миттасен кил-йышӗнче 1917 ҫулта Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 6 класа ҫитсен чирлесе вилнӗ. Сӑвӑсем ҫырнӑ. А. Давыдов-Анатрипе пӗрле вӗреннӗ.
Пултарулӑхӗ
Кулӑш калавӗсемпе фельетонсене хайланӑ, поэзири ӗҫсене куҫарнӑ. Кӗске пурнӑҫӗнче республикӑри пичет кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ, сӑмахран, «Капкӑн» журналра 100 ытла кулӑшла хайлавӗсене пичетленӗ. Ҫыравҫӑн литературӑри еткерлӗхӗнче Граждан вӑрҫи теми паллӑ вырӑн йышӑнать. Митта Петӗрӗ тӑван ҫӗрӗнче пулнисене тӗпе хурса «Крепков» повеҫ ҫырнӑ. «Ҫӗнӗ ҫӗр» роман ҫырма пуҫланӑ, анчах вӗҫлеймен, ун хӑшпӗр пайӗсене 1959 ҫулта «Суйласа илнисем» кӗнекере пичетленӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Митта, Петр Егорович (писатель; 25.01.1910-27.01.1944) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ А. Н. Тимуков, И. В. Митта. Митта Пётр Егорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Митта Петр Егорович (1910) (выр.). Открытый список. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
Литература
- Давыдов-Анатри, В. И. Митта в моей памяти : повесть-восп. / В. И. Давыдов-Анатри ; [пер. с чув. И. Митта]. – Чебоксары : [б. и.], 2003. – 56 с.
- Айӑпсӑр синкер курнисем : Митта Петӗрӗ / П. Ялкир пухса хатӗрленӗ // Ялав. – 1989. – № 4. – С. 17.
- Аршуткин, Н. «Мӗн чухлӗ ҫутӑ ӗмӗт сая кайрӗ» / Н. Аршуткин // Хыпар. – 2005. – 28 раштав.
- Волков, Н. Митта Петӗрне асӑнса – уяв / Н. Волков // Авангард (Патӑрьел р-нӗ). – 2000. – 19 кӑрлач.
- Илпек, М. Митта Петӗрӗ / М. Илпек // Тӑван Атӑл. – 1980. – № 1. – С. 79-80.
- Киргизова, К. «Ҫавра ҫилӗ ҫитсе ҫаврӑнсан...» / К. Киргизова // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 1. – Прил.: с. 57-58. – (Сунтал).
- Макаров, В. Миттасем / В. Макаров // Авангард (Патӑрьел р-нӗ). – 1996. – 2 утӑ.
- Митта Петӗрӗ // Ялав. – 1970. – № 1. – С. 22.
- Петрова, М. Кулӑшла калавсемпе фельетонсен авторӗ / М. Петрова // Канаш (Чӗмпӗр обл.). – 2010. – 21 кӑрлач (№ 3). – С. 8.
- Юман, А. «Апатланӗ пулӑ коммунистсемпе» / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 9. – С. 71-72.
- Юман, А. Митта Петӗрне : [сӑвӑ] / А. Юман // Канаш : (Ульяновск облаҫӗ). - 2010. – 27 ҫу (№ 21). – С. 6.
- Ялгир, П. Миттасем / П. Ялгир // Хыпар. – 2000. – 12 юпа.
- Ялгир, П. Айӑпсӑр синкер курнисем / П. Ялгир // Хыпар. – 2003. – 20 ҫӗртме.
- Афанасьев, П. Митта Петр Егорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 273-274.
- Крысин, П. «Крестный отец первого фельетона» / П. Крысин // Совет. Чувашия. – 2000. – 1 февр.
- Митта, И. «Приговор отменить за недоказанностью обвинения» / И. Митта // Совет. Чувашия. – 2000. – 19 янв.
- Митта Петр Егорович – Митта Петӗрӗ // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 142-143.
- Митта Петр Егорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 268.
- Митта Петр Егорович (1910-1944) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 167-171.
- Тимуков, А. Н. Митта Петр Егорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 271.
- Тимуков, А. Н. Митта Петр Егорович / А. Н. Тимуков, И. В. Митта // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 103.
- Ялгир, П. Митта Петр Егорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 70.